Юманлăхра çапла пулнă :: 10-мĕш сыпăк


Виçĕ тус — ĕçсĕр аптранă виçĕ услап — каллех пĕрле çӳреме тытăнчĕç. Кинора, ташăра, Атăл хĕрринче — пур çĕрте те, пур чух та. Çитменнине, яланах кăшт хĕрĕнкĕ, час-часах ресторанта пулаççĕ, халăх хушшинче хăйсене тивĕçсĕр тыткалаççĕ, хĕрсене кӳрентереççĕ, çынсемпе хăр-хар калаçаççĕ, хирĕç чĕнсен юнаса хăратма та пăхаççĕ.

Анчах пирĕн тӳрĕ кăмăллă çынсем çавăн пек ĕçсĕр çапкаланса çӳрекен вĕçкĕнсене юратмаççĕ, тӳсме пултараймаççĕ вĕсене! Çавăнпа та часах çак «капăр каччăсем» пирки милицие темиçен алă пуснă хут пынă: паразитла пурăнаççĕ, ытлашши иртĕнеççĕ, хăйсем пур чухне те укçаллă, тĕрĕслесе пăхмалла мар-ши вĕсене?.. Çакăн хыççăн «капăр каччăсене» сăнама тытăннă, анчах хальлĕхе вĕсене тӳррĕн айăплама, закон тăрăх ответ тыттарма ытла уçăмлă сăлтавах пулман-ха çав. Матроспа Артист вĕрентнĕ пек, вĕсем питĕ асăрханса «ĕçленĕ», нихçан та пĕр вырăнта икĕ преступлени туман — кĕçĕр пĕр çĕрте, пĕр вунă кунтан тепĕр çĕрте çаратнă, яланах тата урăх вырăнта, милици посчĕсенчен аякра, тĕттĕм кĕтессенче. Камăнне — сехет, камăнне — укçа, хăшĕсенне ылтăн çĕрĕ тăпăлтарса илнĕ, пиншак, жакет е кофта лайăхрах пулсан вĕсене те тиркесе тăман. Маланисĕр пуçне вăрланă япаласене «йышăнакансем» вĕсен татах та пулнă...

Ик-виçĕ хут вĕсем чут çеç лекмен, вĕсене хытă хăваланă, анчах, çамрăк та патварскерсем, хăйсене хăвалакансенчен ним мар тарса ӳкме пултарнă. Хăйсем пек каласан, çавнашкал «кроссем» хыççăн вара пĕр хушă лăпланса пурăннă пек пулнă.

Анчах, хăй каларăш, вăрă тем пек ăста вăрласа пурăнсан та, унăн шăпи тулать çав, лекетех вăл...

■ Страницăсем: 1 2