Юманлăхра çапла пулнă :: 6-мĕш сыпăк
— Пĕр ача çавăнталла тарчĕ... — тĕллесе кăтартрĕ Илюк.
— Чуп эппин часрах ун хыççăн! Граждансем, пулăшăр! Унта манăн пĕтĕм документ, укçа...
Майра патне харăсах темиçе арçынпа хĕрарăм чупса пычĕç, анчах Илюк вĕсем çине пăхмарĕ те — вăрă тарнă еннелле ыткăнчĕ. Ăна вăл утă куписем хыçĕнчен сиксе тухсанах асăрхарĕ, — кăвак кĕпеллĕ ача шыв хĕррипе малта курăнакан пĕрене куписем патнелле чăматан йывăрăшне пула пĕр еннелле тайăнса чупать...
— Сто-ой!.. Тытă-ăр!.. Вăрă-ă! — мĕн вăй çитнĕ таран кăшкăрчĕ Илюк аллипе малалла сула-сула.
Вăл кăшкăрнине Атăл хĕррине ир-ирех кĕпе чӳхеме килнĕ икĕ хĕрарăм илтсе мĕн пулнине тӳрех тавçăрса илчĕç пулмалла, аллисенни йĕпе кĕписене пăрахсах çав ача çулне пӳлмелле чупрĕç. Ачи çавна тӳрех асăрхарĕ, вара чăматанне вĕтĕ чул çине пăрахса сылтăмалла тапса сикрĕ те пĕрене куписем хушшинче çухалчĕ.
— Камăн чăматанĕ ку? Санăн-и? Мĕнле вăрлаттартăн-ха эс ăна? — пĕр-пĕрне пӳлсех тĕпчеме тытăнчĕç хĕрарăмсем Илюк вĕсем патне хашкаса чупса çитсен.
Илюк ĕç мĕнле пулса иртнине каласа пама тытăнсан хыçалтан тата ик-виç арçын чупса çитрĕç.
— Хăй тарчĕ-и? Тытаймарăр-и?
— Тарчĕ çав...
— Шел! Пĕрре лайăх кăна пĕçертмеллеччĕ те милицие кайса памаллаччĕ эсрел çурине!
— Эп кăштах паллатăп вăл ачана, — терĕ хĕрарăмсенчен пĕри, аслăрах курăнаканни. — Хăрах куçлăскер вăл, ачасем ăна темшĕн Хачă теççĕ. Пĕр-икĕ çул çапкаланса çӳрет ĕнтĕ çакăн пек. Милицире çирĕм хут та пулнă пуль.
— Ашшĕ-амăшĕ çук-им унăн?
— Пурри пур та... çук пекех çав. Ашшĕ тăван мар, питĕ ĕçет, ĕçсен урсах каять теççĕ, амăшĕ те ĕçес енпе юлашки вăхăтра унран юлсах каймасть пулас, ачи çине вăл пĕчĕккĕ чухнех çаврăнса пăхман... Ку вара пăсăлсах пынă, темле аван мар çынсемпе çыхланнă, шкултан та кăларса янă ăна, халь авă вăрлама та тытăннă курăнать. Шел те ĕнтĕ, мĕн тăвăн? Никам та мар, амăшĕ айăплă...
Çак калаçăва итлесе тăнă чух Илюк тарласах кайрĕ, унăн чĕри хыттăн-хыттăн тапма тытăнчĕ.
«Ман çинчен каланă пекех... Ашшĕ тăван мар, ĕçет, килтен тухса тарнă...»
Унтан Илюк чăматана çĕклесе каялла пристань патнелле утрĕ. Халь кăна илтнĕ калаçу унăн хăлхинчех янраса тăчĕ, пĕтĕм чĕрине пăлхатрĕ.
«Çук, çук... — терĕ вăл çав вăхăтрах хăйне хăй. — Килтен тухса тарнă пулин те эпĕ ун пек пулмастăп. Эпĕ тӳрĕ пурнăçпа пурăнатăп, вăрă та, хулиган та пулмастăп, нихçан та!.. Леш Матвийĕ вилсех кайнă пулсан та, эп айăплă мар уншăн, эп юри туман ăна, вăл хăй мана çапса пăрахма тапăнчĕ... Атте портретне персе аркатрĕ... Аннене пусма тăчĕ... Хама тытса суд тусассăн та çаплах калатăп...»
Çав вăхăтра утă куписем хыçĕнчен хайхи майра тухрĕ — паçăрхи пекех ачине йăтнă, çыххисене хулпуççи урлă çакнă, хăй унталла та кунталла пăхать, çав тери васкать. Ăна курсан Илюк та уттине хăвăртлатрĕ.
— Ах, тавтапуçах сана, ачам! Тавтапуçах! — терĕ майра ниçта кайса кĕрейми, вĕсем пĕр-пĕрин патне çывхарсан. — Эс асăрхаман пулсан паспортсăр, пĕр укçасăр тăрса юлаттам вĕт! Пин хут спаççипă сана!
— Мĕнех пур вара тав тумалли... — именчĕ Илюк.
— Епле-ха тата? Ара, эс пулман пулсан... — Хĕрарăм чăматанне уçса пĕчĕк хĕрлĕ сумкăран вунă тенкĕлĕх укçа кăларчĕ.
— Акă, тыт-ха çакна... мана ыр тунăшăн! Тыт, канфет те пулин илсе çи хуть!
— Çук, çук, мĕн эсир... Кирлĕ мар! — пуçне пăркаласа сулчĕ Илюк. — Эп укçашăн мар вĕт... Вăрă çын япалине вăрланине курсан — кам ăна тытмасăр тӳссе тăтăр?
Майра хăй кăларнă укçине Илюк кĕсйине вăйпах чиксе хума тăчĕ, анчах Илюк ăна пурпĕр илмерĕ. Унтан вăл хĕрарăмăн чăматанне çĕклерĕ те ăна Атăл хĕррине тухакан Кадыков урамне çитиех ăсатса ячĕ, — майра çавăнта пурăнать-мĕн. Килне çитсен вара çав хĕрарăм Илюка тутлă кукăльпе чей ĕçтермесĕр ниепле те кăларса ямарĕ, вăйпах лартрĕ сĕтел хушшине.
— Эсĕ ӳлĕмрен те пирĕн пата кĕрсе тух, манăн санпа пĕр çулсенчи шăллăм пур, унпа туслашăр, çулла пулла кайăр, шыва кĕрĕр, — терĕ юлашкинчен çамрăк хĕрарăм. — Эс килнĕшĕн эпир яланах хавас пулăпăр!
«Мĕн тери лайăх çынсем пур иккен тĕнчере!.. — шухăшларĕ Илюк ун патĕнчен тухса урампа утнă чух. — Анчах эпĕ кам-ха халь?.. Таркăн... Манăн пытанса пурăнас пулать... Çак ырă хĕрарăма та суйма тӳр килчĕ: ялтан пиччĕшне курма килнĕ имĕш вăл... Мĕн пулать-ха унпа малашне? Нимĕн те паллă мар, ним шухăшласа тупма та май çук...»
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...