Шурă акăш çулĕ :: Мăклă кӳлĕ вăрттăнлăхĕ


— Хисеплĕ хан, утă çулма та, выльăх пăхма та, сунара çӳреме те вулама пĕлни кирлĕ мар! Мĕн авалтан çапла пурăннă, малашне те пурăнăпăр! — терĕ тахăшĕ хыçалти сак çинчен.

Хурал пӳрчĕ самантрах сĕрлесе кайрĕ.

— Эс, тăрнаккай, шăпăрт лар!

— Ма вара, тĕрĕсех калать этем!

— Шухăшлăр-ха пуçпа, патшалăха тытса тăрасси вăл тислĕк тасатасси те, куян хӳрине пăрасси те мар! — илтĕнчĕç сасăсем.

Çĕрпӳ-Пулат алă çĕклесе пурне те шăпланма ыйтрĕ, вара сăмахне тăрларĕ:

— Халăх! Эпĕ хам та хальхаççăн ку тĕлĕшпе нимех те татса калаймастăп. Çапах та кампа пулас ыйту пирĕн ума çывăх вăхăтрах çивĕччĕн тухса тăма пултарать. Çавăнпа эпĕ акă мĕн сĕнетĕп. Пирĕн сумлă çынсен ушкăнна пухмалла та ăна кӳршĕсем патне кайса курма хушмалла. Ан тив, тутарсен пурнăçне те, вырăссенне те курса çӳреччĕр. Çав халăхсенчен хăшĕ вăйлăрах аталанса пынине, пирĕн чăвашсемшĕн çывăхрах пулма пултарнине тĕплĕн тĕпчесе пĕлччĕр. Тен, вĕсемпе пĕрлешмесĕрех хамăрăн вăйлăрах аталанма май килни те палăрĕ. Уйрăмах Мускава — çапла, Мускава! — çитсе курни кирлĕ, ма тесессĕн Хусанта пиртен нумайăшĕ пулкаланă. Элчĕсем лайăх сăначчăр, сумлă çынсемпе курса сăмахлаччăр. Таврăнсан пире... пĕтĕм халăха пулмасан та мана тата Хурал çыннисене пĕтĕмпех тĕплĕн каласа парĕç. Вара малашне еплерех пурăнмаллине пурте пĕрле тепре пухăнса татса парăпăр. Ăнланăр, кунта сăмах пĕтĕм халăх шăпи пирки пырать. Çавăнпа хăпăл-хапăл нимĕн те тумалла мар. Çавăнпах эпĕ те ку ыйтăва пĕччен татса пама хăяймастăп.

Пурне те тивĕçтерекен сăмах курултай урăх тупаймарĕ. Вара çавăнтах Мускава каякан сумлă çынсен ушкăнне палăртма тытăнчĕç. Ара, тулта кĕркунне, хĕл çитесси те инçех мар. Халăх ячĕпе çӳрекен ушкăнăн шăпах çак хушăра, çурхи хĕрӳ кунсем пуçланиччен, пур çĕре те çитсе курма ĕлкĕрмелле.

Сумлă çынсен ушкăнне Пайпулат хăйĕн ывăлне Питтăпая та кĕртме ыйтсан нумайăшĕ ăна сивлеме те пăхрĕ. Ара, вунпиллĕкри ача ăçтан сумлă çын пулма пултарĕ-ха. Тата çул çӳресси вăл çăмăл ĕç мар, хĕллехи çул çинче çитĕннисене те йывăр килет. Çапах тимĕрçĕ çине тăчĕ, хан умне пырсах ăнлантарчĕ: «Ывăлăм манăн çав тери тĕпчеме юратать, çĕннине самантрах асăрхать, тем те пĕлесшĕн çунать. Ара, хисеплĕ хан, пирĕн малаш пирки те шухăшламаллах вĕт! Эппин ушкăнра пĕр çамрăк пулни кама чăрмантарĕ? Вăй питтилĕх тесен, манăн ывăлăм вунпиллĕкре çеç пулин те кунта ларакансенчен нумайăшне ним мар çавăрса çапма вăй çитерет. Тĕреклĕ вăл, хам çӳллĕшех ĕнтĕ.

Тавлашсан-тавлашсан Çĕрпӳ-Пулат çине тăнипе сумлă ушкăна вунпиллĕкри Питтăпая та кĕртрĕç. Элчĕсене хан хăй ертсе пырсан аванрах терĕç.

■ Страницăсем: 1 2 3 4