Ытама кĕреймен юрату :: Çынна вĕрен вĕççĕн çаватса çӳреймĕн


Тепрехинче Лявукран çакăн пек çыру илнĕччĕ. «Анюк, çăмăл шухăшлисем хĕрсен хушшинче те, каччăсен хушшинче те пур. Пирĕн ялти Я ... мана салтака ăсатма пынăччĕ. Явкаланма юратаканскер пулин те вăл мана ун чухне хисеп турĕ, ял хĕрĕсенчен килĕрен тутăр пухса çӳрерĕ, пухнă тутăрĕсене тĕрлĕ тĕслĕ хăю-шерепепе илемлетсе çĕлеме те ӳркенмерĕ. Эпĕ çав тутăр-сурпана вĕçтерсе салтак чупрăм.

Анюк, эсĕ тем ан шутла. Эпĕ вăл хĕрпе нихăçан та çывăх пулман, юрату пирки те калаçман. Унпа çыру çӳретместпĕр. Нумай пулмасть шăллăмран çыру илтĕм. «Я... тăватă каччăпа харăс юрату вăййи вылять», — тесе çырнă вăл. Эх, Я... — якăлти, такама хĕн кăтартать ĕнтĕ качча тухса. Ăçтан пурнăç пултăр унашкал хĕрпе?»

Эпĕ çак çырăва илсен Лявуçа çапла çеç хуравларăм: «Хĕр упраç мĕнле пуласси килти лару-тăруран килет пуль. Я... — пуян çемьерен. Унăн пурте пур. Вăл ман пек çурма тăлăххăн ӳсмен, çитмен пурнăçпа тертленмен. Çавăнпа пурнăç çине çăмăллăн пăхать».

Лявуç вара ман пек мар, чылай тарăнрах шухăшлама пĕлнине кăтартрĕ. Акă унăн хуравĕ: «Анюк, çын мĕнле пуласси ашшĕ-амăшĕнчен кăна килмест. Кашни çыннăн хăйĕн пуçĕ пур. Пурнăçа хăй пĕлнĕ пек пурăнма тĕллев тытнă çынна урăх çулпа уттараймăн, вĕрен вĕççĕн çавăтса çӳреймĕн.

Я... ашшĕ-амăшĕ йĕркеллĕ çынсемех, анчах хĕр вĕсен ирĕкĕнчен тухнă ĕнтĕ. Çăмăл шухăшлăскер, юратăва хăй пĕлнĕ пек хаклать. Унăн шучĕпе, савниллĕ пуласси яшка пĕçерессинчен те çăмăлрах. Юрату пурнăç тăсăмĕ пулнине ăнланмасть вăл. Кĕскен, мĕнле пурăнать, çавăн пек юратать — мĕнле юратать, çавăн пек пурăнать.

Юрату туйăмĕ — аслă çыхăну. Анчах унпа та вĕрен вырăнне усă кураймăн: пĕр савни теприне кăкарса çӳреймĕ. Çăмăл шухăшлисемшĕн савнине улăштарасси йывăр ĕç мар.

Анюк, пирĕн иксĕмĕрĕн пачах та урăхла çыхăну, хамăр йышăннă саккуна пăхăнса пурăнмалла. Пирĕн тĕллев — пĕр-пĕрне телейлĕ тăвасси».

Çак çырăва вуласан Лявуçран питĕ тĕлĕнтĕм — епле ăслă шухăшлама пĕлет вăл. Кунашкал каччă савнă хĕрне нихăçан та улталас çук. Шанчăклă çын.

Эх, шаннă кайăк йăвара пулмасса шута илмен çав ун чухне... Я... (Ялампи) хăçан та пулин Лявуçпа иксĕмĕр хушша кĕрессе шутламан. Шутлама мар, ун пирки тĕшмĕртме те пултарайман. Эпир, çав явкаланчăк хĕрĕн мĕнпур курнăçлавне пĕлсе-курса тăракансем, хамăра та хĕн кăтартасса кĕтмен. Юрату тетти яланах кулăш кушелĕнче çӳрет тенĕ пуль. Мĕн тăвăн, хăш чухне пĕлсе тăран апăрша та кĕтмен тамаша кăтартать. Усал ура айĕнчен тухать тесе халăхра ахаль каламан. Инкеке, çак каларăш пирĕн тĕлех çаврăнса килчĕ. Пирĕншĕнех юрату вăййиллĕ кулăш кушелĕ нуша арчипе ылмашрĕ. Ялампин инкеклĕ камичĕ пирки каярах — салтакăн мĕнпур çырăвĕпе вулакана паллаштарнă хыççăн каласа парăп.