Кĕмĕл кĕпер :: Вăрттăн янă çын


Вăрттăн янă çын вăл — тăшман куç-хăлхи.

Ăнлантарса калани.

 

1231 çул вĕçленсе пырать. Тутар-монголсене пăлхарсен çарĕ аслă та чаплă патша Челпир ертсе пынипе пĕрремĕш хут ним юлми çĕмĕрсе тăкнăранпа сакăр çул çитрĕ. Унтанпа тутар-монголсен çарĕсем Атăлçи Пăлхарстан çине тата икĕ хутчен те тапăнса кĕчĕç. Икĕ хутĕнче те пăлхарсем вĕсене Ылттăнпик патша ертсе пынипе ним юлми çĕмĕре-çĕмĕре тăкрĕç. Ытти çĕрте тутар-монголсем ниçта та харап курмаи. Кунта вара çапла виçĕ хутчен харап тӳсни тутар-монголсене питĕ тарăхтарнине Ылттăнпик лайăх пĕлет. Вĕсем пăлхарсене куншăн каçарас çук. Вĕсем татах та, татах та пысăкрах çар пухса тапăнаççех. Çакна кĕтес пулать. Вăйсене пухас пулать. Ик шывĕ хĕрринчи çапăçуччен шухăшланă пекех, халĕ, кăшт пушаннă хыççăн, Ылттăнпик анăçра, хăйсен хыçĕнче пурăнакан вырăс пиклĕхĕсене тухса каяс, унти кнеçсемпе тутар-монголсене хирĕç пĕрле кĕрешесси пирки калаçса татăлас терĕ.

Инçе çула тухас умĕн Ылттăнпик хăй патне Шерумпика чĕнтерчĕ.

— Атя, ывăна пĕлмен тусăм, вырăссем патне тухса каятпăр, — терĕ патша куç-хăлха пулса çӳреме ăста çынна.

— Манăн каялла монголсем патне каймалла марччĕ-ши? — хăй шухăшне калас терĕ Шерумпик. — Вырăссем çапах юлашки çулсенче пирĕн çине тапăнма пăрахрĕç. Монголсенчен вара темĕн те кĕтме пулать.

— Çук, халлĕхе вырăссем патне кайни кирлĕ, — çирĕплетсех каларĕ патша. — Вырăсла та лайăх пĕлетĕн. Унта та куç-хăлха пулса çӳрĕн. Вырăссем мĕнле щухăшпа пурăннине пĕлни те кирлĕ пире. Килĕшӳ тунипе кăна çырлахни нимĕн те памасть. Вырăс кнеçĕсене пĕлетĕп: килĕшĕве вĕсем кирек хăçан та пăсма пултараççĕ. Монголсем патĕнче пирĕн куç-хăлхасем пур-ха. Вĕсем унта мĕн пулса иртнине пире пĕлтерсех тăрĕç.

Хăй вырăнне, патшалăхри ĕçсене туса пыма, Ылттăнпик вара ашшĕпе пĕр-тăванăн ачине Парăç-Пăрăнтая хăварас терĕ. Ку вара Саврăш-паттăра пачах та килĕшмерĕ:

— Шанмастăп эпĕ ăна, — терĕ вăл. — Темĕскер лайăх марри пур унта. Пачман çине яланах питĕ сиввĕн пăхать.

Ылттăнпик чĕлхине чаклаттарса илчĕ:

— Пĕлетĕп-ха эпĕ. Ылттăнчеч пирки пулчĕ-ха ĕнтĕ ку. Икĕ каччăн пĕр шухăшччĕ. Анчах Ылттăнчеч Пачмана суйласа илчĕ.

— Ана пурте пĕлетпĕр-ха, — килĕшнĕн каларĕ Саврăш-паттăр. — Анчах патшалăх ĕçне тунă чухне кун пек пур-çука манмалла. Вăл вара манасшăн мар пек.

— Юрĕ, кун пирки унпа калаçăп, — килĕштересшĕн каларĕ патша. — Ăсĕ-пуçĕ пур, ăнланмалла. Ĕмĕр тăршшĕпе иртсе кайни çинчен шухăшласа пурăнмалла мар. Урăх кама хăварас-ха? Ылттăнчеч халлĕхе çамрăк-ха. Сан хăвăн ĕçӳ пур.

— Пачмана хăвармалла! — тӳрех каларĕ Саврăш.

— Ун пирки шухăшланă эпĕ, — ăнлантарса каларĕ Ылттăнпик. — Анчах Пачман тикки мар. Халăх ăнланмĕ.

— Ун вырăнне Пачман — куркан, Ылттăнчеч упăшки. Çитменни-не тата чаплă çарпуçĕ, шанчăклă çыи.

— Ку кăна çителĕксĕр, — кйлĕшмерĕ Саврăш-паттăрпа Ылттăнпик. — Патша вырăнне юлаканни, йĕрке тăрăх, тикки пулмалла...

Ан кулян, Саврăш тусăм, эпĕ нумайлăха каймастăп. Ун пек-кун пек пулсан, эсĕ пур, Пачман пур. Тӳрех мана систерĕр. Калаçса татăлтăмăр-и?

 

* * *

Парăç-Пăрăнтай çурчĕ патша керменĕнчен инçе мар, вăл икĕ хутла, сакăр кантăклă.

Ылттăнпик патша инçе çула тухса кайнăранпа виçĕ кун иртсессĕн, тăваттăмĕш кунне ирхине, Парăç-Пăрăнтая таçтан килнĕ темле çын курасшăн пулнине каларĕç.

— Кам вăл? — пĕлесшĕн пулчĕ Парăç-Пăрăнтай.

— Хăй камне каламасть, — терĕç хуралта тăракансем. — Кăнар-тикки мана пĕлет, тет. Тата, акă, сана çак курăк çыххисене пама ыйтрĕ.

Хăйне панă курăк çыххисене илсессĕн, Парăç-Пăрăнтай тӳрех сунарта мĕн пулнине аса илчĕ.

— Кĕтĕр! — хушрĕ.

Часах Парăç-Пăрăнтай патне сăхман тăхăннă, пуçне çăмлă калпак лартса янă вăрăм сухаллă çын кĕчĕ.

— Мана сыватаканни эсĕ пулнă-и? — ыйтрĕ Парăç-Пăрăнтай.

— Эпĕ, — пуçне тайса хуравларĕ килнĕ çын.

— Кам эсĕ? Мĕн кирлĕ сана?

Килнĕ çын йĕри-тавралла пăхса илчĕ. Алăк патĕнче тăракан теккер çине кăтартрĕ те пуçне сĕлтрĕ.

Парăç-Пăрăнтай ăнланчĕ, кунта темĕнле пысăк вăрттăнлăх пур, ытлашши хăлха пулни пĕрре те кирлĕ мар.

— Кай! — хушрĕ вăл теккере.

Леш тухса кайсан, Парăç-Пăрăнтай каллех килнĕ çын çине тинкерсе пăхрĕ.

— Кам эсĕ?.. Кала!

Килнĕ çын хĕвĕнчен йывăçран тунă тем япала кăларчĕ те Парăç-Пăрăнтая пачĕ.

— Мĕн ку? - аллине илчĕ панă япалине килхуçи.

— Пайцза.

Чăнах та, ку монголсем паракан пайцза пулчĕ.

— Батый-хан пайцзи. Унпа таçта та çитме пулать. Никам та тивмест. Никам та чарса тăраймасть, — ăнлантарса пачĕ килнĕ çын.

Парăç-Пăрăнтай ку кам иккенне ăнланма тытăнчĕ, çапах та тĕплĕнрех пĕлес терĕ.

— Сана Батый-хан янă-и?..

— Батый-хан хăй пайцзине питĕ сахал çынна парать, — калаçма тытăнчĕ килнĕ çын. — Ку пайцзана вара Батый-хан ятарласа сан валли пачĕ, элтепер тата аслă патша...

— Мĕнле элтепер? — тĕлĕнчĕ Парăç-Пăрăнтай. — Мĕнле аслă патша? Пирĕн элтепер те аслă патша — Ылттăнпик!.. Эпĕ элтепер те аслă патша пулма пултараймастăп.

— Пултаратăн! — пăшăлтатса каларĕ килнĕ çын. — Элтепер те аслă патша эсĕ!.. Элтепер те аслă патша пулатăн!.. Парăç-Пăрăнтай — элтепер те аслă патша!.. Ылттăнпик мар, пирĕн, пăлхарсен, элтеперĕ тата аслă патши эсĕ пулатăн!..

Парăç-Пăрăнтай аса илчĕ, ара, ку сăмахсене вăл вăрманта тăнне çухатсан, тĕрĕсрех каласан, тăна кĕрсе пынă чухне те илтнĕччĕ.

— Кам эсĕ? — тепре хушуллăн ыйтрĕ Парăç-Пăрăнтай.

— Тахçан-тахçан эпĕ пăлхар пулнă, — терĕ килнĕ çын. — Чылай çулсем каялла эпĕ Турана таварпа кайнăччĕ. Çавăн чухне монголсем патне тыткăна лекрĕм... Халĕ вара Батый-ханăн шанчăклă çынни эпĕ, Капет. Атте-анне мана Чакак тесе ят панă пулнă. Ӳссе çитсен эпĕ хам валли çĕнĕ ят, лайăх ят тупрăм — Капет. Капан пек чаплă çын, пысак çын тенине пĕлтерет вăл.

Парăç-Пăрăнтай килнĕ çын калаçнине питĕ тĕлĕнсе итлесе ларчĕ.

— Эпĕ калани пĕтĕмпех чăна килет, — калаçрĕ çак хушăра килнĕ çын, Капет текенни. — Монголсем пĕтĕм тĕнчене çĕнсе илеççĕ. Вĕсемпе туслă пулсан кăна хальхи саманара этемĕн пуласлăхĕ пур. Батый-хан сан çинчен питĕ лайăх пĕлет. Сана, пĕртен-пĕр сана, Атăлçи Пăлхарстан элтеперĕ тата аслă патши пулма тивĕçлĕ çын тет. Унпа туслă пул, вара пĕтĕмпех пулать. Халĕ питĕ лайăх вăхăт. Ылттăнпик çук. Эсĕ патшасен йăхĕнчи çын. Хăвна элтепер тесе пĕлтер. Кирлĕ пулсан, монголсем сана çар ярса та пулăшма хатĕр.

Парăç-Пăрăнтай лайăх ăнланчĕ: ку этем, чăнах та, монголсем патĕнчен килнĕ. Хăйне панă япала, чăнах та, Батый-хан пайцзи. Анчах ку вăл пĕтĕмпех кĕтмен япала-çке-ха!.. Хăйне мĕнле тытмаллине Парăç-Пăрăнтай малтанласа пĕлеймерĕ-ха.

— Ылттăнпике юраса кăна пурăнни мĕн парать сана, — калаçре те калаçрĕ çав хушăра Капет текенни. — Хăвна епле мăшкăл кăтартнине мĕнле час манмалла вара?.. Ылттăнчеч камăн пулмаллаччĕ-ха? Санăн пулмаллаччĕ!.. Мĕншĕн Ылттăнпике юраса пурăнмалла сан? Хăвна çапла мăшкăл кăтартнăшăн-и?.. Çук, çук, хăвна ху алла илмелле сан. Хăв кам пулнине чухламалла!..

"Кур-ха, пĕтĕмпех пĕлет, — тĕлĕнчĕ Парăç-Пăрăнтай. — Эппин, кунти ĕçсем çинчен монголсене хыпарласах тăракансем тахçантанпах пулнă иккен..."

— Монголсем сана мĕн кирлĕ çавăн пек пулăшма хатĕр, — çаплах калаçрĕ Капет. — Вĕсем вара, тĕрĕссине калатăп, пулăшма та, хăйсен тăшманĕ пулнă çынна усал тума та пĕлеççĕ.

Тĕплĕн итлесе ларчĕ Парăç-Пăрăнтай хăй патне монголсем янă çын каланине.

— Юрĕ, эсĕ каланисем пирки эпĕ шухăшлăп, — терĕ вара аптранă енне. — Çапах та эсĕ каланине тума мана пулăшакан кирлĕ. Ман пата юлма, мана пулăшса пыма пултаратăн-и?

— Юлатăп, — кĕскен хуравларĕ Капет. — Мана сан патна юлма хушнă. Эпĕ санăн куç-хăлху та, сана пулăшаканĕ те пулатăп...