Хура çăкăр :: X. Янташ
Аня çĕнĕ çул вăхăтĕнчи канăвне ирттерме тăванĕсем пурăнакан Утламăша таврăнаймарĕ. Хăйпе пĕрле вĕренекен хăр-тантăшĕсем ăна яла хăнана чĕнсе кайрĕç. Аня тепĕр эрнерен хулана тавранăп тенĕччĕ. Вырсарникун Тухтар ун хваттерне кĕрсе тухрĕ. Аня таврăнманччĕ.
Чĕмпĕрте пурăннă хушăра Аньăпа юлташĕсем Тухтара хăй тĕллĕн çырма та вулама вĕрентрĕç. Çырасса Тухтар, чăн ĕнтĕ, щăрçа пек тикĕс йĕр илтерсе çыраймасть-ха, уншăн халлĕхе тĕрĕсрех çырма пĕлни те темĕне тăрать терĕç ăна тăрăшса «вĕрентекенсем», вуласса вара ăсталансах çитрĕ — пĕр такăнмасăр шăрантарса кăна пырать, пичетлĕ хут мĕн-мĕн пĕлтернине ăса илсе вулать. Халь унăн ĕçрен пушаннă хушăра кĕнекесĕр ларасси те килмест. Хулара пурăнса, вырăссемпе явăçнă май Тухтар вырăсла калаçма та вĕренчĕ. Малтанласа ун чĕлхинче тăтăшах йăнăш сăмахсем тухкалатчĕç. Юлташĕсем çавăншăн йывăра илтермесĕр лĕкĕртететчĕç, тӳрлетсе калама пулăшатчĕç. Халь тесен, Тухтар чĕлхинче йăнăш тавраш палăрсах каймасть.
Аня хваттерĕнчен тухсан, Тухтар пасара çитрĕ, ăна-кăна курса çӳресе, самай вăхăт ирттерчĕ. Ĕнтĕ хăй патнелле утас тесе шутланăччĕ çеç вăл, теплерен атă-пушмак лавккине чарăнчĕ те пĕр мăшăр сăран атта куç хыврĕ. Аттине пит чипер çĕленĕ, сăранĕ çемçе, тĕпĕ хулăн — атă ăстине тав туса кăна тăхăнмалла ĕнтĕ. Уринчи атти те Тухтарăн ытла кивех марччĕ, анчах вăл ăна хĕсетчĕ, тăвăртарахчĕ, май килсен, кампа та пулин улăштарса та ярасшăнччĕ — ун пек май килмерĕ, халь ак ăна кăштă-каштă укçи пухăннă пек туйăнчĕ, çав ытараими атта хаклашса тăмасăр илсе ячĕ те тӳрех килнелле утрĕ. Аллинчи аттине хĕпĕртесе пăхрĕ. Çак урампа тăварах хăпарсан, пĕр кивĕ çуртра Лекçей пурăнать. Ун патне кĕрсе, çĕн аттине тăхăнса ярсан та юратчĕ пуль. Килĕнчех-ши вăл паян тесе шухăшласа пыратчĕ вăл, çав самантра ăна пĕр сасă илтĕнех кайрĕ:
— Тухтар тете!.. Тухтар тете!..
Акă ĕнтĕ! Кам ăна кунта çапла чĕнтĕр?
Тĕлĕннĕ Тухтар енчен енне пăхкаларĕ.
— Тухтар тете, палларăм-çке сана!..
Урамăн тепĕр аяккинчен ун енне пĕр çын васкаса каçрĕ. Сарăхнă вăрăм чаппанпа вăл, пилĕкне çăпата кантрипе туртса çыхнă, пăру тирĕнчен çĕлетнĕ кивĕ çĕлĕкпе. Вăл Тухтар умне çитсе тăчĕ те хуралса куштăрканă аллине тăсрĕ. Тухтар унăн шăннă аллине чăмăртарĕ. Шартлама сивĕ мар-çке, епле çаплах шăнма пултарнă вара вăл тесе хăй ăшĕнче шухăшларĕ. Анчах çитсе тăнă çыннăн чухăн çипуçĕ никама та хапсăнтараймасть, вăл çĕтĕк çăпаталлă урине те тĕрлĕрен çĕтĕк-çурăкпа çеç чĕркенĕ, тахăнасса çӳхерех тăхăннă, мăйĕ те çап-çара, ăçтан ăшă пултăр ăна...
— Паллаймарăнам мана, Тухтар тете? — çĕлĕкне кăшт çĕклерĕ лешĕ.
Тухтар ăна куçран чăрр пăхрĕ. Ятранах çапла чĕнет те, кам пулчĕ вара ку? Вăл çапах та ăна паллайманнине пĕлтересшĕн пулмарĕ.
— Палласса палларăм пуль те-ха...
— Ара, Тимрук-çке ĕнтĕ эпĕ.
— Тимрук? — куç чарса пăхрĕ Тухтар. — Тимрук-çке, чăнах, епле çитĕнсе кайнă эс, тӳрех паллас та çук, сассу та улшăннă.
— Сассăм вăл шăнса пăсăлнипе кăна-ха.
Иртен-çӳрене пӳлсе тăрас мар тесе, вĕсем çурт хӳттине çывхарчĕç.
— Епле эпĕ сана кунта куртăм-ха, кала, хăçан килтĕн?
— И-и, Тухтар тете, мĕн каласси пур... — пуçне салхуллăн сулкаларĕ Тимрук, уринчи çĕтĕк чĕркемне хурлăхлăн пăхса.
— Ай, ачам, шăнтăн пуль эсĕ капла?.. Атя, пĕр-пĕр çĕре кĕрсе тухăпăр, кăштах ăшăнмалла пулать.
Кĕтесре симĕс шăвăçпа витнĕ пĕр хутлă çурт пур, унта вĕри чей ĕçме те, кукăль çиме те пулать. Тухтар Тимрука çавăнта ертсе пычĕ.
— Кĕртмеççĕ унта, Тухтар тете, — каласа хучĕ Тимрук.
— Мĕншĕн кĕртмеççĕ? Алăкĕ уçах-çке.
— Пултăм эп унта, кĕртмерĕç.
Шалтан иккĕн тухрĕç. Вĕсем кулкаласа шăпăлтатаççĕ.
— Атя, атя, кĕрсе пăхар, — пĕчĕк ачана кунăçтарасшăн пулнă пек хистерĕ Тухтăр.
Алăк уçсанах, шалтан техĕмлĕ апат-çимĕç шăрши çапрĕ. Тулалла ăшă пăс кăтраланса тухать. Тухтар малалла ярса пусрĕ. Ун умĕнче пĕр вăтам çулсене çитнĕ вырăс çынни тăратчĕ, вăл сасартăк Тимрук умнерех иртрĕ, ăна кăмăлсăр пăхса илчĕ.
— А ты, шалопай, опять сюда пришатался? — кăшкăрса пăрахрĕ вăл ăна.
— Эй, дружище, чего тебе надо? — Тухтар, каялла çаврăнса, ун патнелле ярса пусрĕ.
— Шатается вон... всякого рода шантрапа, — вăл каллех Тимрук çине тăрăнчĕ, — ну, проваливай отсюда, бродяга!
— Слышь, прикуси, говорю, язык свой. Мы здесь попьем чайку и все. Я привел его.
Лешĕ йĕкĕлтенĕ майлă пăхса илчĕ.
— Подумаешь, ты привел его... Много здесь шляются такие оборвыши, — хальхинче çапах та шăппăнрах мăкăртатса илчĕ вырăс. Унтан çак вăйпитти Тухтарпа хирĕçсе пурпĕрех уссине курас çуккине тавçăрса илчĕ пулмалла та, урăхран ырă та, хаяр та чĕнмесĕр, хăй ĕçне тума пăрăнса утрĕ.
— Ытла йăваш пулма юрамасть вĕсемпе, — терĕ Тухтар, — йăваш пулсан, вĕсем пуç çине те хăпарса ларĕç. Чаппанна хывса çак çакăнта.
Тухтар хăй те хывăнчĕ, текех чăрманса тăмасăр, алăк патĕнчи кĕтесре, улахрах çĕрте, вырăн йышăнчĕ. Тимрук унпа юнашар ларчĕ.
— Вырăсла пит ăста калаçатăн-çке, Тухтар тете, — терĕ Тимрук.
— Шăллăм, нуша кулачă çиме вĕрентнĕ, тет, илтнĕ-и çавна?
— Илтсе çеç те мар, Тухтар тете, хам тутанса пăхрăм. Ах, курса тăрантăм та... Ах, тупата, ăçтан кăна куртăм иккен сана! Телейĕме çĕклесе те илес çук.
— Калаçăпăр, тем пирки те калаçма ĕлкĕрĕпĕр. Ну, мĕн çимелле пулать пирĕн, кала, мĕн çинĕ эс паян?
Тимрук куçран тӳррĕн пăхма вăтанчĕ.
Тухтарăн çиесси те килместчĕ, Тимрука пула çеç вăл икĕ çын валли апат илсе килме хушрĕ, унтан Тимрук еннелле çаврăнчĕ. Ачан сăнĕ-пичĕ шурăхнă, хăй пĕтсе кайнă, çăмăлах пулман пулмалла ăна кунта пурăнма. Унăн ярханах кăкăрĕ, сивĕпе пиçĕхнĕ, кĕпи йăлт хуралнă, çухи сăрантан çĕленĕ пек çуталса курăнать. Тухтар çавна çийĕнчех асăрхарĕ пулин те, çамрăк çынна вăтантарасшăн пулмарĕ, курмана хыврĕ.
— Эс хăçан килтĕн Чĕмпĕре? — сăмах пуçласа ыйтрĕ вăл.
— Пайтах пулать, — тĕрĕссипе каласран пăрăнчĕ Тимрук.
— Мĕнле, килĕшет-и сана кунта?
— Каласа та пĕтерес çук. Эпĕ, Тухтар тете, халиччен пĕр хула та курманччĕ-ха. Халь тесен, кунта çитмен урам та хăвармарăм пуль.
— Курма çеç килмен пуль-ха эс, ĕçлемеллех килсеттĕн пуль. Ăçта пурăнатăн? Мĕнле пурăнатăн? — çине-çине ыйтрĕ Тухтар.
— Пурăнасси-мĕнĕ... килĕшме пулать те, ĕç пирки тесен...
Тимрук хăйĕн тертне йĕркипе каласа пама тытăнчĕ. Ашшĕ ăна кунтă тĕнче курма тесе янă пулнă. Тимрукĕ хăй урăхларах шухăшланă иккен. Вăл кунта пĕр-пĕр юрăхлă ĕç тупăп та кăштах укçа туса, киле таврăнăп тесе ĕмĕтленнĕ. Хула ăна тӳнтер енĕпе кĕтсе илнĕ. Тимрук пĕр çĕре пырса лекет, ăна унта кĕртмеççĕ, унтан тепĕр çĕре пырса перĕнет — каллех усси çук. Хулара ун йышшисем ахаль те нумай. Палланă-пĕлнĕ çыннисем çук, ют чĕлхе, хырăм выççи тĕпĕр çынна курăнмасть — мĕн тумалла. Каччă йăлт аптраса çитет. Пĕр каласан, кама кирлĕ вăл кунта, мĕншĕн кирлĕ? Хăй кунта пурăннипе ыттисене йăлăхтарсах та йăлăхтарчĕ пуль ĕнтĕ вăл, çапах та парăнмасть, япăхмасть. Çапла, икĕ эрнене çити тĕрлĕ çĕрте çапкаланса çӳренĕ хыççăн ăна пĕр чăлах старик хăй патне илнĕ. Старик пĕр тĕттĕм кĕтесре ватă арлан пек пурăнна, ирĕн-кăçăн урам шăлкаланă вăл, килкарти тасаткаланă. Тимрук ăна пулăшнă, аран тăранкаласа пурăннă. Анчах ак сивĕсем пуçланасçĕ, старик чирлесе ӳкет, сывалаймасть. Пĕр ирхине Тимрук ыйхинчен вăранать те пăхать — старик урине тăснă, вилсе кайнă. Тимрук кил хуçисене пĕлтерет те унтан тухса каять. Урăхран çав тĕттĕм те шăршлă шăтăка пырса пăхма та хăрать. Каллех йăва шырамалла. Хулара çапкаланса çӳрекен халăх сахал мар, çавăн пеккисенчен пĕринпе ермĕшсе каять те Тимрук мунчана вутă татма кĕрешет. Хайхискерĕн кăштах укçи те пулать, юлташĕ ăна ним хăварми çаратса каять. Хула пысăк, çав çынна, кирек ăçта шырасан та тупас çук, тупсан та усси пулмасть. Кулянса тăнипе çăвара турам çăкăр лекмест. Выçăла аптăранă Тимрук уринчи аттине хывса сутать те çак çĕтĕк çăпата вĕçне тăрса юлать. Кайран вара, килĕрен киле çӳресе, вут-шанкă татса ваклать, хула ямшăкĕсем патĕнче вите тасатать, кăмрăк тие-тие ăсатать — тем ĕç те туса пăхать. Мĕн ĕçлени хырăмне тăрантма çитсе пынă темелле. Халь те пулин пĕр-пĕр йĕркеллĕрех ĕçе çулăхсан юранă пулĕччĕ те...
Апат илсе килчĕç. Тимрук паян нимĕн те çимен, вĕри апат ăна калама çук тутлă пек туйăнчĕ, хăйне мĕн панине вăл кашăк хумасăр сыпса-çисе ячĕ, чейне те ĕçрĕ.
— Тата илсе килтерем мар-и сан валли? — ыйтрĕ Тухтар.
— Çитет, куншăн та тавтапуç.
Унтан вара Тухтар хăй кунта мĕнле пурăнни çинчен каласа пачĕ. Пульницара вăл нумай выртман. Тухсанах, ĕçе вырнаçнă. Атăл леш енчи савăтра слесарьте ĕçленĕ. Кирлĕ пулсан, Тимрука та ĕçе вырнаçма пулăшнă пулĕччĕ.
— Тавтапуç ман хута кĕнĕшĕн, — терĕ Тимрук.
Тухтара вăл ял хыпарĕсене кала-кала пĕлтерчĕ.
Ашшĕпе пĕрле Тухтарăн çуртне куçарса лартнине кăна каласа параймарĕ, аван мар пек пулчĕ ăна çавăн пирки сăмах хускатма.
Тухтар укçа тӳлесен, вĕсем тухса кайрĕç.
— Ку чаппана килĕнтенех илсе килмерĕн пуль-çке? — ыйтрĕ Тухтар.
— Çак çĕтĕке-и? — чăтаймасăр кулса ячĕ Тимрук, — çук, килтен мар...
— Кунта туянтăн эппин?
— Туянса та мар, — пĕр тунмасăр пĕлтерчĕ Тимрук. — Пĕрин патĕнче вутă вакласа тухрăм та, урамра пĕр лав тăрать, лашине çак чаппанпа витнĕччĕ. Лаша, мĕн тесен те, лаша-ха вăл, ăна çăмĕ ăшăтать, мана вĕлтĕркке пиншакăм ăшăтаймасть-çке? Хуçи питех ан çиллентĕр ĕнтĕ терĕм те чаппанне сӳсе илтĕм. Инçете пăрăнса кайсан çеç уртса ятăм вара. Чаппанĕ ку йытă вĕрнипе çĕтĕлекен йышши те, çапах çарамас мар... Тупата, выльăха хĕрхенеççĕ, ав, çынна тесен...
Чипер утса пынă çĕртенех Тухтар чарăнса тăчĕ.
— Мунчара çăвăнассу килмест-и? Ак кунта мунча.
Тимрук ун сăмахне илтмене хучĕ. Тухтар ăна мунча пирки тепĕр хут асăнтарчĕ.
— Эс кунта хăнари пек иккĕленме ан пăх-ха, çăвăнассу килсен, мĕн кутăнлашса тăрасси пур, — хистерĕ ăна Тухтар.
— Кутăнлашса мар-ха, Тухтар тете... — калас тенĕ сăмахне каласа пĕтермесĕрех тăхтаса тăчĕ Тимрук.
— Тата мĕскер?
— Улăштарса тăхăнмалли кĕпе-йĕм çук манăн.
— Тупрăн сăлтав! — çурăмĕнчен лăпкаса илчĕ Тухтар. — Наччасра кĕрсе тухатпăр эппин.
Тухтар мунчара Тимрук валли пĕр мăшăр таса кĕпе-йĕм туянчĕ.
— Ку сана, хулана килнĕ ятпа, манран пĕчĕк парне пултăр, — терĕ вăл.
Парне тесен те, Тимрук çавна илесшĕн марччĕ. Вăтанчĕ вăл Тухтар тетĕшне куçран пăхма.
— Мĕн эс ларма хĕр пек туртăшса тăратăн? — хăтăрса илчĕ Тухтар. — Кунта эс, ачам, килĕнте мар, эп мĕн каланине итлемелле. Кĕретпĕр те çăвăнатпăр, çав кăна.
— Тавтапуç...
Мунчара çăвăнса тасалсан, Тимрука чипертерех сăн çапрĕ. Тумĕ çеç ытла йăвашрах унăн. Тухтар паян çеç туяннă аттине пăхкаласа тăчĕ, унтан хăйсем тумланнă çĕрте пукан çине Тимрукпа юнашар ларчĕ.
— Тăхăнса яр-ха çакна, мĕнлерех иккенне курас килет, — терĕ вăл, çĕнĕ аттине Тимрук еннелле тăсса.
Атти Тимрука пысăкрах иккен, ун уринче вăл лăпăш-лапăш курăнать, тăхăнса çӳресен те, урана юн витериччен шăйăрттарма пулать.
— Ак ку тата мĕнлерех пек? — халиччен хăй тăхăнса çӳренĕ аттине тăсрĕ Тухтар, — эс пуртенккӳне майларах чĕрке-ха, — вăл, пĕшкĕнсе, Тимрука пуртенккине чĕркеме пулăшрĕ. — Халь тăхăнса пăх.
— Ку шăпах мана юрăхлă.
— Шăпах юрăхлă тетне, — пуçне ухса кулкаларĕ Тухтар, — эппин, пар-ха кунта çĕтĕк çăпатуна.
Тухтар ун çăпатине кантринчен ярса тытрĕ. Тимрук сиссе ĕлкĕриччен вăл ăна, алăк уçса, пĕр кивĕ хӳме урлă мăшăрĕпех вăркăнтарчĕ.
— Чăтса ирттернĕ инкекӳ санран йăлтах тасалтăр терĕм.
— Эс чим-ха, чим-ха, мĕншĕн апла?
— Мĕн «чимĕ» тата? Каллех çĕтĕк çăпатуна сырасшăнччĕ пуль? Юрамасть, шăллăм, хулара атăпа та пушмакпа кăна çӳреççĕ. Тăхăнса ятăн — ан хыв.
Тимрук куçне мăч-мăч хупкаласа уçрĕ, кĕтмен çĕртен сăмсине турткаларĕ, хăмăр куçне йăлтăр куççулĕ карса илчĕ. Çапла тата пăртак тытăнса тăнă пулсанах макăрса яратчĕ пуль, Тухтар ун çемçелнĕ кăмăлне асăрхамана хыврĕ.
— Тăр ĕнтĕ хăвăртрах, каç пулать ав, киле каймалла, — терĕ вăл.
Тул сивви ăшра тăкăлса капланнă йывăр сывлаша уçăлтарчĕ. Ура айĕнче çуран тăман тăлланать, юр кăчăртатать. Вĕсем васкамасăр утрĕç. Каçкӳлĕм çеç Тухтар хваттерне çитрĕç.
Кил хуçи карчăкĕ аякран килнĕ çынна та хапăл туса йышăнчĕ. Марье таçта кайнă пулинех, вăл таврăнма ĕлкĕрейменччĕ-ха! Тухтарпа Тимрук кайри пӳлĕмелле иртсе салтăнчĕç, кĕлентĕрпе чей ĕçрĕç.
Тимрук, самай ыванса çитнĕччĕ пулсан та, Тухтара курнипе уçăлчĕ, ялти хыпар-хăнара вăл çаплах хăй пĕлнĕ таран кала-кала кăтартрĕ. Тухтар ялтан кайнăранпа унта авланакансем те пулнă иккен, качча каякансем те, вилекенсем те пур. Пысăк хыпарсемех çук темелле. Тимрукăн шăллĕ Ильяс шкулă вĕренме каясшăн хĕрĕнет иккен-ха, те кайрĕ ĕнтĕ, тетĕш çавна тӳррĕн калама та пултараймасть. Чĕкеç çак хушăра пĕве кĕрсе çитет; чипер сăнĕ-пичĕпе вăл шăпах Селиме аппăшне асăнтарассăн туйăнать, унран çутăрах та пулма кирлĕ-ха, пит çивĕч хĕрача. Тимрукăн ашшĕ пĕрехмай тĕрлĕ ĕçпе аппаланать, вăл хулана тухса килнĕ чух ашшĕ кирпĕч çапас ĕçпе явăçнăччĕ мĕнле те пулин йĕркине кăларайрĕ-ши, кăлараймарĕ-ши — Тимрук ун пирки нимĕн те татса калаймасть...
— Кирпĕч çапассипе кăна-и, — терĕ Тухтар, — вăл халь çуртне те туса пĕтернĕ...
— Хăпартса тесшĕн пуль? — куçран пăхса илчĕ Тимрук.
— Хăпартса кăна мар çав, çуртне туса пĕтернĕ тетĕп сана...
— Эпĕ, Тухтар тете, çакăн пирки сана паçăрах каласшăнччĕ те... чĕлхем ниçтан çăврăнмарĕ...
Тимрук урайне хывса пăрахнă аттине пăхса илчĕ, унтан хăйне тăхăнтарнă таса кĕпине асăрхарĕ, ăна пӳрнипе сĕртĕнсе тыткаларĕ, вара сывлăшне тарăннăн çавăрчĕ. Çаксене тăхăнма тивеçĕ çукчĕ унăн. Вăл çĕр айне анса каяс пек вăтанчĕ. Çавна пула калас сăмахне васкамасăр пуçларĕ:
— Сан умăнта пирĕн пысăк айăпа кĕмелле пулчĕ...
— Пĕлетĕп, пĕтĕмпех пĕлетĕп, — пӳлсе каларĕ ăна Тухтар. — Çуртăр йăлт çунса кайнă, кĕл çине тăрса юлнă, ниçта пурăнма çуккипе ман пӳрте куçарса лартнă...
— Эс... эс çавна ăçтан пĕлетĕн? — куç чарса ыйтрĕ Тимрук.
— Тĕлĕнетнем? Усал хыпар утпа çӳрет, Тимрук шăллăм, ырри — çуран. Эс ан тĕлĕн. Вăл ĕçре санăн нимĕн чухлĕ айăпу çуккине те пĕлетĕп эпĕ. Яла таврăнсан, йысна мана каллех хăй патне пырасса кĕтет пуль. Кăлăхах. Тинех ĕнтĕ, таврăнсан та, ун умĕнче усаймăп çав пуçăма.
— Пурăнмалли йăвамăр çук тесе куçарчĕ вăл сан пӳртне.
— Пурăнмалли йăвамăр çук тесе-и? А-ха-ха-ха! — çĕклентерсе кулса ячĕ Тухтар. — Йысна çаплах каларĕ-и? Çаплах каланă пуль çав. Пурăнмалли йăвамăр çук, тет, эппин. Кама питех кирлĕччĕ-ши вара унта? Килĕрте халь эс çук, Ильясăр тухса тарнă, йысна халĕ хăй пĕр-пĕччен чул çуртра пурăнать. Йăва, тет, иккен...
— Ан калаç кирлĕ мара! Мĕнле чул çурт пултăр унта...
— Эс çавна пĕлместнем?
— Вăхăт-вăхăт ман пуç çаврăнса каять.
— Хăçан килтĕм тетĕн-ха хулана?
— Паянхипе сакăрвун ик кун...
— Мескĕн Тимрукăм! Çăмăл пулман пуль çав сана хулара, ху кунта хăçан килнине кун вĕççĕн шутласа пурăннă. Эс килĕнте çуккине кĕркуннех пĕлсеттĕм эпĕ, ăçта иккенне çеç пĕлеймерĕм. Халиччен сана килне таврăннă пуль тесеттĕм, эс кунтах пурăннă иккей. Эппин, эс килти хыпар-хăнара пĕлмессе те пултарнă. Итле, хам калам: аçу халь икĕ хутлă чул çурт лартнă, хулари пек пурăнать. Таврара, калам сана, ун пек çурт çук, йăва сана!
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...