Хура çăкăр :: XXIII. Тавăру черечĕ
Ут-пӳ суранне сиплеме пулать, юрату хăварнă сурана часах сиплейместĕн çав.
Селиме çухалнине Тухтар пĕтĕм чĕрипе туйса илчĕ. Тен, ĕмĕрлĕхех пуль. Пуçа чул çине çапса çурсан та, нимĕн тăваймăн. Селимене сыхлайманшăн хăйĕн те айăпĕ пур пуль, ялтан тухса каймаллă марччĕ Тухтарăн. Анчах ĕçлеме каяс пирки Селимепе хăйпе калаçса татăлнăччĕ-çке... Тен, килне таврăнсан, урама иртерех тухнă пулсан та, ăна курма ĕлкĕрнĕ пулĕччĕ, вăйĕ çитнĕ таран çăлма тăрăшса пăхнă пулĕччĕ. Çын çинче çын пек курăнас тесе, вăл акă çуртне ăшăтрĕ, çăвăнса тасалчĕ, тумланчĕ, вăхăт пайтах ирттерчĕ çав... Çук ĕнтĕ... Апла та, капла та... Нямаçсем çавăн пек шухăшласа хунă пулсан, урăхла пулаяс та çук, вĕсенче вăй, чеелĕх, хирĕç тăрса пăх-ха вĕсене? «Йытăсем! Йытăсем!.. Çыннăн чунне пĕлмеççĕ...»
Тухтар, ларнă çĕртен сиксе тăрса, канăçсăр уткаласа çӳрерĕ.
Çапла миçе кун ирттерчĕ ĕнтĕ вăл? Çывăрас ыйхи те çук, çиесси те килмест, ăшĕ унăн пĕр чарăнмасăр вăркать, таçта шалта, чĕре патĕнче, ĕмĕр сӳне пĕлми вут хыпса илнĕ тейĕн. Каллех вăл тĕнчере пĕччен, иртнĕ çулсенчи пекех, пĕр-пĕччен... Тухтар каллех çынпа калаçми пулчĕ. Ялта вăл урама тухса çӳрени курăнмасть. Малтанласа çеç-ха, Селиме пирки мĕн те пулин пĕлеймĕп-ши, ăна курайăп-ши тесе, Кантюксен умĕпе ирткелесе çӳрерĕ, хăй çурчĕ умĕнчен пăхкаларĕ, майне çитернĕ таран тарçисенчен ыйта-ыйта пĕлчĕ. Пĕррехинче ăна Селиме килте çук пулмалла, таçта илсе кайман-ши тесе те каларĕç, унтан вара вăл кайри пӳртре пурăнать, ăна тултан питĕрсе илнĕ терĕç. Селиме унта-кунта тухса çӳренине вĕсем курман иккен. Картишĕнче асăрхасанах, вĕсем Тухтара мĕнле те пулин хыпар тума пулчĕç. Тухтар кĕтрĕ-кĕтрĕ, хыпар-хăнар пулмарĕ.
Каччă халь каçсерен пĕртен-пĕр Элентей патĕнче пулкалать, унпа калаçса хыпнă ăшне пусарать. Элентее вăл Селиме амăшĕн сăмахĕсене кала-кала кăтартрĕ, Шерпике юмăç кĕркунне Селимесем патĕнче мĕн хăтланнине те асăнчĕ. Тухатласса та Шерпике хăех муталаннă имĕш, çав ĕçре ăна Кантюксем хăйсемех пулăшнă пулас терĕ. Сыпăк-сыпăкăн, çыхăнусăр каларĕ Тухтар, Элентей çынна çур сăмахран ăнланать. Хăш чух каламан сăмахсен шухăшне те вăл хăй тĕллĕн пит тĕрĕс тĕшмĕртет. Хальхинче Элентее урăххи шухăшлаттарать: Шерккей — унăн тетĕшĕ, хăй шухăшĕпе çеç пурăнаканскер, шăллĕ сăмахне — Селиме пирки каланине, хăлха урлă çеç ирттернĕ иккен, виçĕ пус кĕмĕле те хуман. Тетĕшĕ унччен тахçан малтан урăхла ĕмĕт тытнă-мĕн, хĕрĕн таса тивлечĕпе хăйĕн хуçалăхне вăл уралантарма хĕрĕннĕ — пӳрт лартать, укçа çавăрать... Çак непсĕсĕр ĕмĕт Элентейĕн пуçне ниепле те шăнăçмасть. Çын вăл — ан тив, хĕр пулсан та — чунсăр япала мар-çке, выльăх та мар, укçа вырăнне тыткалама çук ăна. Тăван ачан пурăнас кунĕпе юп курни хăвна ху улталанинчен тĕ хăрушă ĕç, каçăхми çылăх вăл. Тетĕшĕ çавна ăнланмасть иккен...
Каçхи çул — кăкăр çинчи чул, теççĕ. Сăмах урлă тухас-тăвас пулсан, Элентей хăй те хăй мар — чăтса тăраймасть, курасси-мĕнĕ, е Кантюк çуртне вут тĕртсе ярĕ, е пĕр-пĕр айăпсăр çыннах алă хурса тем кăтартĕ. Уссине тăкăн, инкекне пуçтапса пĕтереймĕн, Элентей Кантюк патне çĕр хӳттипе мар, кăнтăр çутипе кайса килме шут тытрĕ.
Анчах тепĕр кун Элентей патĕнче çын хыççăн çын пулчĕ, катари тăванĕсем каç выртмаллипех килсеччĕç. Элентей вĕсемпе самай вăхăт ирттерчĕ. Теплерен вăл çав кунхине, унта-кунта тухкаласа çӳресе, урине йĕпетрĕ, ăнсăртран шăнса пăсăлчĕ. Чир-чĕрне ăна унччен малтан та чăтса курман мар-ха, пурпĕрех темĕн пулас çук тесе, вăл хăй йывăрланнине ура çинче çӳресех ирттересшĕнччĕ. Çапла, виç-тăватă кун хушши тертленнĕ хыççăн, самайланас вырăнне тата ытларах аптрарĕ те урăх чăтаймарĕ — выртрĕ. Несихва, унăн мăшăрĕ, ăна вĕретнĕ сĕт ĕçтерчĕ, хĕрлĕхен чейĕ вĕретсе пачĕ — сиплĕ пулаймарĕ пулмалла: Элентей тип ӳслĕкпе аптрарĕ, кăкăр хĕсет тесе ӳпкелешрĕ, каярахпа хайхискер каçсерен вĕриленсе аташма та тытăнчĕ; Селиме çинчен тем калаçса выртрĕ. Тухтарăн тахçан каланă сăмахĕсене асне илнĕ пек пулчĕ. Çавăн пек ик-виçĕ кун выртса ирттернĕ хыççăн хăйне çапах та кăшт самайланнă пек туя пуçларĕ, вырăнĕнчен тăркаласа çӳрерĕ, пĕр ирхине вара, апат анмалла пултăр-ха тесе, картишне тухрĕ. Несихва ăна çăмарта тума пăрахнă ватă чăхă тытса пачĕ, пусма каларĕ, арăмĕ пӳрте кĕрсе кайрĕ.
Çав вăхăтра (темĕн кирлĕ пулнă тата?) Шерпике юмăç Элентейсем патне пĕр кĕтмен çĕртен пычĕ кĕчĕ. Кил хуçи картишĕнче çӳренине курсан, Шерпике каялла-каялла чакрĕ. Тухтар мĕн-мĕн каланине асне илнĕ Элентей юмăçăн çулне пӳлчĕ хучĕ. Унтан, питне-куçне ытла та кăмăллатса, çепĕç сасăпа çапла май хисеплĕн хапăллама тытăнчĕ:
— И-и, мăнаккаçăм, хĕрлĕ пĕсехе! Телей валеçсе çӳреме тухнă-няк? Е хам чирлени çинчен хыпар çитерчĕç пуль? Сиплесшĕн марччĕ-и? Мĕн çутăлнăранпа кушакăмăр питне-куçне çăвать, мĕнле ятлă хăна килес пур-ши тесе, пурăнас чăхха пусасшăнччĕ-ха. Хам та эс килсе кĕрессе тунсăхласа çитрĕм, тупата. Кĕтни харама каймарĕ. Савăнтартăн! Шăпах какай тĕлне килсе кĕтĕн. Хăна тăвас пуль?
Юмăç, ăна-кăна ăнкараймасăр, ни малалла иртеймест, ни каялла чакаймасть. Элентей аллисене енчен енне сарса ун патнерех çывхарчĕ.
— Юмăçласшăнччĕ-и? — ыйтрĕ вăл, пĕрре ăна, тепре картишне пăхкаласа. Хăрах аллинче унăн çĕçĕ, тепринче — пусма хатĕрлесе тытнă чăххи. Темĕн курса тăрасси пулĕ тесе, Элентей çĕççине картиш варринелле ывăтса ячĕ, чăххине сылтăм аллине меллесе кăна илчĕ. Тытăнчĕ хайхискер Шерпикене çаптарма.
— Урăх ан тухатла!.. Урăх ан юмăçла!.. Ку сана Селимешĕн!.. Ку — Тухтаршăн!.. Акă, хамран та тӳпи тухтăр!..
Шерпике çари çухăрса ячĕ, чăхха мар, хăйне пусма хатĕрленнĕ тейĕн. Элентей çапмассерен тем-тем такмаклать, çав хушăра хăй каçса кайса кулать. Мĕскĕн чăххăн тĕкĕ кăна унта-кунта вĕçет, кăшкăрайми те пулчĕ. Шерпике хăйĕн хуралса пĕтнĕ аллипе пит-куçне хупăрлать, тутăрĕпе хӳтĕленме пăхать — нимĕн те пулăшмасть, ăçтан çара, çавăнтан çатлаттарать Элентей.
Пӳртрен Несихва сиксе тухрĕ. Упăшки çапла хăтланнине курсан, вăл пĕр тапхăр тĕлĕнсе тăчĕ. Унтан пусма тăрăх васкаса анчĕ те:
— Ай, Элентей, ĕретлĕ пул-ха! Мĕн кăшкăртан çав мĕскĕне? — тесе ячĕ. — Ай-юй, епле сăрласа пĕтернĕ ăна...
— Тем мар! Ыратмасть унăн. Юмăç вăл. Ан мантăр тетĕп. Ăса кĕртеп... Ак сана тепре!..
Чăххин икĕ ури те татăлса тухрĕ. Элентей юмăçа юнланнă тукмаксемпе чыша пуçларĕ, арăмĕ çитсе тăрсан тин пăртак лăнланчĕ. Шерпике те кăшкăрми пулчĕ.
— Ну, çакна манмăн-и? Е ӳлĕм тепре асăнтармалла пулать-и?
Шерпике вĕри мунчаран çапăнса тухнă чухнехи пек хăшăлтатать, мăкăртатать.
— И-и, аслă Пихампарăм... Сан ятăпа йăлăнатăп...
Темĕн йăлăнасшăнччĕ Шерпике, Элентей ăна пӳлчĕ:
— Ха! Пихампара чăрмантарма-и?.. Эппин тепре кăтартам-ха сана Пихампар... Тухса чуп хăвăртрах! Шăршу ан юлтăр санăн ман таса çуртăмра! Ну?! Юх-ха-ха-ха!..
Шерпике малтан мĕнле пырса кĕнĕ, çавăн пекех тухса кайма та васкарĕ. Хапха юпине пырса çăпăнчĕ вăл, алăка çапăнчĕ, унтан каялла çаврăнса пăхмасăр урам тăрăх вĕçтере пачĕ.
— Кирлĕ марччĕ ăна ун пекех, — кăмăлĕ юлнăн каласа хучĕ Несихва.
— Ăна-и? Тепре çаклантăр-ха. Вĕсене тавăру пуçланчĕ. Ял кулли тумасăр чĕрем канăçмасть. Пурне те черет çитет!
Элентей картиш варрине пăрахнă çĕççине пырса илчĕ.
— Кунпа мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? — ыйтрĕ Несихва, Элентей пăрахнă вилĕ чăхха кăтартса.
— Кăларса пăрах çырмана. Юхса кайтăр. Ватăччĕ вăл. Тепĕрне тытса пар. Çемçереххи пултăр.
Аслăк айĕнче каллех чăхсем шуйханнă сасă илтĕнчĕ.
Çав кун каçхине Элентей вĕрĕлчĕ пулмалла, татах вырăнпа выртма тытăнчĕ. Юмăç тавраш чĕнтермерĕ вăл, Тухтара. Чаткаса кайса, Сантăр Палюкне тупса килме хушрĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...