Хура çăкăр :: XVII. Тунсăхланă çуртра
Шерккей хăваласа кăларнă хыççăн хуйха ӳкнĕ Тухтар ик-виçĕ кун хушши хăй килĕнчен тухмарĕ. Унăн пĕр ĕç патне те алли çаврăнмарĕ. Селиме пирки вăл татти-сыпписĕр кулянчĕ. Мĕн начаррине кăтартрĕ вара вăл халиччен хисепленĕ йыснăш-не, мĕншĕн йыснăшĕ ăна чуна ыраттармалли сăмахсемпе ятла-са тăкрĕ?..
Ытла кĕске вăхăта пулчĕ çав вĕсен пĕрлехи телейĕ, — кĕрхи ачаш хĕвел çути пек, кăшт çеç йăлкăшса вĕсен чĕрисене ăшăтрĕ те, унтан йывăр та тĕксĕм пĕлĕтсемпе карăнса, курăнми пулчĕ. Тухтар айăплă-и вара Селимене савнăшăн? Ача чухне кĕтӳ кĕтнĕшĕн ăна халь те хăртмалла-им ĕнтĕ? Кĕтӳçĕ те, тепĕр тесен, çын, вăл та чĕресĕр мар, эппин, ăна мĕншĕн çаплах мăшкăлламалла?..
Тухтар чĕри пуринчен ытла Селимешĕн пăшăрханать. Ашшĕ халь ăна ирĕн-каçăн ятлать пуль, çăвар уçтармасть пуль, сăмах май Тухтара та каламан сăмах хăвармасть ĕнтĕ. Çук, урăхран вăл хăй тĕллĕн вĕсем патне пырса кĕмест. Çакăн хыççăн алăк хăлăпĕ ăçта иккенне те манса кайăн.
Аптранă енне Тухтар ĕнер кăна хĕлĕх карса пĕтернĕ кĕслине тытрĕ. Темле çыхăнусăр кĕвĕсем салхуллăн нăйăлтатрĕç, вĕсен вĕçĕ те, пуçламăшĕ те пулмарĕ, йывăррăн ахлатнă пек илтĕнет хĕлĕх сасси. Çакăн пек чухне алла кĕсле тытса ларайăн-и, тата темле сăмах та илтес пур...
Тухтар тытнă кĕслине каллех çакса хучĕ.
Теплерен ун патне Элентей пырса кĕчĕ. Тухтар хăй куляннине никама та питех кăтартасшăн марччĕ. Çын хуйхине çын пĕлмест, ăш темле çулăмпа çунать пулин те, тĕтĕм тухни курăнмасть. Элентей умĕнче вăл кăштах хăпартланма та пăхрĕ. Анчах Элентей ăна витĕр курать.
— Пуçна ан ус, каччă!
— Çук-çке, хăта... — ассăн сывларĕ Тухтар.
— Ырă сунса кĕтĕм. Ан хуйхăр, ан пăшăрхан. Куçăн курса калаçрăм. Вилет саншăн. Каламаçан та пĕлетĕн. Ах, çамрăксем...
Сăмах хыççăн сăмах. Урăх шухăшсем те пуçа сахал мар çавăраççĕ. Кунсем типĕ тăнă чух ик-виçĕ лав та пулин турат тиесе килмеллеччĕ. Элентейĕн лаши халь пушах тăрать иккен. Çĕрулми кăларма вăхăт çитет. Пулăшма пырăн тет Элентей Тухтара. Пымасăр! Хăтин сăмахне вăл хĕпĕртесех йышăнчĕ. Вăрмана кайса кил тенĕшĕн те савăнчĕ. Турат турттарма вăл ыранах тухса каять. Çитес кунсенче Элентей лашипех хăй валли ик-виçĕ лав турттарса килет.
Элентей кайнă хыççăн Тухтарăн кăмăлĕ чăнласах та уçăлчĕ, çунат хушăнчĕ тейĕн. Вăл пахчана тухрĕ. Çамрăк улмуççисем пит лайăх хунаса кайнă. Сыхлама ал çитерейсен, тата виç-тăват çултан Тухтарăн хăй пахчинче панулми пулать. Тухтар çĕрулми шăтăкне тасатса пĕтерчĕ. Каçкӳлĕм, кĕтмен çĕртен тенĕ пек, Селиме курăнса кайрĕ.
— Селиме, эсĕ-и? — хĕрелсе кайрĕ Тухтар. — Ак кĕтменччĕ... Атя пӳрте.
— Аллăна та пулин çу, ăçта васкатăн? — йăл кулса илчĕ Селиме.
Алăк умĕнче шыв витри. Селиме шыв ярса тăчĕ, Тухтар васкавлăн çăвăнчĕ.
Пӳрчĕ пĕчĕкçĕ пулсан та, шалта кăмăллă. Тухтар çĕнĕ шкап та туса пĕтернĕ иккен. Тупата, ăçтан кăна ĕлкĕрет, ĕçсĕр чунĕ чăтмасть çав унăн.
Селиме, аллине шăпăр тытса, урайне шăлса кайрĕ.
— Кĕтменччĕ пуль çав, манса та кайрăн пуль... Эс, мĕн, тем пĕтсе кайнă пек курăнатăн, чирлемерĕн пуль? — пит-куçран тинкерсе пăхрĕ Селиме.
— Çук-çке. Ăçта унта чирлеме, вăхăт та çук! Ыран, ак, вăрмана вутă турттарма каятăп, Элентей хăта каларĕ.
— Тем, шуралнă пек курăнатăн та...
— Каçсерен çывăраймастăп... Сана та курасшăн тунсăхласа çитрĕм, — терĕ те Тухтар, хăй çапла хăйса каланинчен кулса ячĕ, пичĕ те хĕреле пуçларĕ. Селиме кулмарĕ.
— Хамăн та сана курас килчĕ çав, — терĕ вăл. — Аттепе шăллăм вăрмана кайрĕç. Сана анне чĕнсе ячĕ, пĕрле апатланăпăр тет.
— Сирĕн пата епле пырса кĕрессе те пĕлместĕп.
— Мĕн пĕлмелли пур унта? Аннене йывăра илместĕн-çке эс! Çапла-и? Вăл кирек хăçан та пирĕн майлă.
— Аçу пит ятларĕ пуль сана?
— Мана? — чĕререн тĕлĕнчĕ Селиме. — Мĕншĕн ятлатăр вăл мана? Анне, ман хута кĕрсе, ăна ятларĕ-ха. Пĕлетне, мĕн пирки?
— Пĕлместĕп, Селиме.
— И-и, тупата, илтсен кулса вилĕн... Атте мана... Нямаçа парасшăн тет...
— Нямаçа? — шартах сикрĕ Тухтар. — Акă сана!
— Ара, кулăш мар-и, чăнах? — вăрăм куç хăрпахĕпе карăннă куç кулас çĕртен пăшăрханнă пек пулчĕ. — Мĕн эс хăраса ӳкрĕн?.. Çук, çук, Тухтар, ан шухăшла кирлĕ мара. Тĕнчере, çав урçана куçран пăхиччен... Ĕнтĕ, вĕсем пуян тесе, ял кулли пулас çук-ха. Элентей тете аттене хытарсах каларĕ: «Çавăн пек пулсан, — терĕ, — эпĕ сана та, Нямаçа та çутă кун кăтартмастăп», — терĕ. Тете кирек хăçан та хăй сăмахĕ çине тăрать. Атте çавăнтан вара шăпăрт пулчĕ... И-и. эс нимĕн те пĕлместен иккен-ха...
— Чим-ха, Селиме, Элентей хăта вăл пĕр шухăшламасăр çапла каламан ĕнтĕ, мĕн те пулин пĕлет пулинех, — шухăша кайса, сăмах хушрĕ Тухтар.
— Вăл мĕн пĕлессе пĕлместĕп те, атте пĕркун Нямаç тетесем патĕнче хăнара пулнă, çавăн чухне аташса калаçнă пулсан кăна. Ĕçкĕлле çын темĕн те персе яма пултарать, теççĕ, и-и, ун пек сăмаха вырăна хумалли çук, эс те ун пирки ан шухăшла. Юрĕ-и, Тухтар? Пустуя пуçна ан çавăр, шан мана.
— Ытарайми Селиме! Сана та шанмасан, тата кама шанмалла? Акă халь те килсе, чĕр шыв сапнă пек, чуна уçăлтартăн...
Селиме тĕрлĕ енне пăхкалать. Малти вăрăм сак çине кăтартса:
— Кунта эпĕ кашма сарнă пулăттăм, — тет Тухтара, — çĕнĕ кашма пур, анне юри ман ята çаптарнă, вăрăм, икĕ хут хутлатсан та çитет пуль. Чӳречене сĕлкĕ карăттăм. Эс курман-ха вĕсене, хам тĕрлерĕм, яраписем урайне çити усăнса анаççĕ. Эпĕ вăрăм сĕлкĕ юрататăп. Манăн пилĕк сĕлкĕ пур.
— Кунта икĕ чӳрече кăна, Селиме.
— Çавă лайăх та, час-час сĕлкĕ çăвас чăрмавĕ пулмасть, ялан шурă. Эпĕ, Тухтар, шурă тĕсе юрататăп, пĕтĕмпе шурă та таса пултăр: кăмака шурă, чӳрече шурă, вырăн та шурă пулсан, ытарма çук пулать... Кивĕ кравать вырăнне çĕннине тусан та лайăх. Хам çакăнта пулсан-и, тупата, çак пĕчĕк пӳрте эрне хушшинче курница тĕсĕ кĕртетĕп...
— Пурте пулать, Селиме, пурте пулать, — терĕ вăтаннă Тухтар. Çуртра тирпейлĕх тытасса вăл халиччен аса та илместчĕ-ха: килен-каянсем ун патĕнче сайра пулаççĕ, вĕсем те пулин арçынсем кăна.
— Лар, Селиме, мĕн ура çинчех тăратăн?
Селиме хăй мĕншĕн кунта килнине тинех асне илнĕ пек пулчĕ.
— Эпĕр сӳпĕлтететпĕр кунта, килте яшка та сивĕнсе кайрĕ пуль, атя хăвăртрах, чĕнме килтĕм терĕм-çке.
— Аплах ан васка ĕнтĕ, — Селиме ларманнине пула, Тухтар та ура çине тăчĕ. — Ĕлкĕрĕпĕр-ха, энчетрен пĕрре килетĕн те, унта та пулин кăштах та йăпанасшăн мар.
Тайнă алăкран хăмăр йытă çури пӳртелле кĕчĕ. Вăл Тухтар патне пырса ачашланкаларĕ те, Селимене пăхкаласа, урайне выртрĕ.
— Епле ӳссе кайнă сан йытту! Чулай ятлă тетне-ха?.. Чулай, кил кунта, кил кунта. Епле эс куçран çын пекех пăхатăн, — Селиме хăй патне пынă йытта çурăмĕнчен ачашласа лăпкарĕ. — Выçă мар-и вăл санăн? Мĕнпе усратăн?
— Хам мĕн çиетĕп, çавна çиет, нимĕн те тиркемест.
Селиме салхуланчĕ. Тухтар хăй мĕн çитĕр ĕнтĕ? Çĕрулми. Çăкăрĕ те сахал пуль-ха. Пур пек тырри те Селимесем патĕнче-çке.
— Пирĕн атте йыт-кушака ним чухлĕ те хĕрхене пĕлмест. Астăватна, пирĕн хĕрлĕ кушак пурччĕ? Атте çавна çапса вĕлерчĕ.
— Чĕлхесĕр чуна епле хĕрхенмелле мар?
— И-и, асĕнче те çук... Çапла, шухăшлатăп та эпĕ, Тухтар атте пирĕн çынна та чĕререн хĕрхенме пĕлмест пуль... Тăван аçу çинчен ун пек калаçни аван мар та, тĕрĕссине пытарма кирлĕ мар. Эс мĕнле шухăшлатăн?
— Пĕлместĕп çав, Селиме. Йысна пирки хальччен йывăр каламан, халь те мĕн каламаллине пĕлместĕп...
— Эх, пĕлместĕн çав эс аттене, — тарăн шухăшлăн каларĕ Селиме. — Тарăшать вăл, ĕçленĕ чух çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлет, пире те канăç памасть, вăл енчен аван ĕнтĕ, анчах чĕрипе чурăсрах. Аннепе çавăн çинчен калаçатпăр та, арçын вăл пурте çавăн пек тет анне. Чăнах та çапла-и?
— Арçын ачашланса тăма юратмасть çав ĕнтĕ.
— Ачашланни çинчен сăмах пымасть-ха, çуламан пăрăва эпĕ хам та тиркенĕ пулăттăм... Ну, каяр хăвăртрах, яшка та сивĕнчĕ пуль. Ав, хĕвел анать.
Анăçри вăрман тăрри ылтăнăн-мерченĕн кăтраланнă, пăхсан, куçа йăмăхтарать. Тухтарпа Селиме пӳртрен васкамасăр тухрĕç. Йытă, хуçи хăйне пĕрле чĕнменнине пула, пăлтăр алăкĕ патĕнчех тăрса юлчĕ. Çамрăксем Тукасалла утрĕç. Вĕсем çитнĕ вăхăтра Сайте пӳртрен шăна хăваласа кăларатчĕ. «Кăшш! Кăшш!..» — тет вăл, аллинчи тутăрпа саппунне сулкаласа. Шăнисем сулхăн пăлтăралла тухасшăнах мар.
Çак иртнĕ кунсенче Селиме амăшĕ те сăнран улшăннă пек туйăнать. Ахаль чух ялан хĕрлĕскер, халĕ вăл шуралнă пек, çӳхелнĕ сăмси вĕçленнĕрех пек курăнать, куçĕ, ĕлĕкхи пекех йăваш пăхать пулин те, ĕшеннĕ пек, — Тухтар çавна пӳрте кĕрсенех асăрхарĕ.
Тухтара Сайте, тăвана хисепленĕ пек, хапăл туса йышăнчĕ... Хальхи пек пысăк ĕç хускатса янă вăхăтра йыснăшне Тухтартан урăх кам ытларах пулăшнă пулĕччĕ-ши?..
Селиме сĕтел çине яшка лартрĕ. Ашă пăс пӳртре ырă шăршă сарать.
— Атя, Тухтар, лар-ха эс те, юрма салми çиер.
Сайте кашăк хурса тухрĕ, апатланма ларчĕç.
Çил хапхи çав самантра чĕриклетсе уçăлчĕ, картишĕнче ура сасси илтĕнчĕ. Ак тата — Шерпике иккен! Юмăçа тата тем кирлĕ пулчĕ пуль.
Шерпике пӳрте кĕчĕ. Килйыша вăл телей те канлĕх сунчĕ. Хĕсĕк куçĕпе урмăшса пăхкалать, пит-куçĕ таçта шур тăмпа шуралкаланă; вараланнă пек курăнакан çӳç пайăркисем явлăк хĕрринчен пытарăнмасăр курăнса тăраççĕ. Çăварĕ яланхи пекех çурма уçă. Сарăхнă шăлĕ вĕтĕ те сайра.
— Хуçа килте çук-им тата, ун патне килсеттĕм те, — терĕ вăл, пĕрре Сайте çине, тепре Тухтар çине ачашшăн пăхса.
Хĕрарăм, пӳрте кĕрсенех, апла калаçакан марччĕ. Сайте, кăмăлсăрланчĕ пулин те, хăйĕн хавалне палăртасшăн пулмарĕ. Аллинчи кашăкне сĕтел çине хурса, ларнă çĕртен ура çине тăчĕ.
— Вăл вăрмана кайрĕ-ха... Ирт кунталла, лар пирĕнпе пĕрле сĕтел хушшине, апатланăпăр.
— Апат тĕлнех пултăм иккен, савакан хунеме çук та-ха ман...
— Пулĕ-ха, ара, вăрăм кунăнта, лар тетĕп.
— Ĕрехмет, Сайте аккам, чысăм пулмасан та, сăвапăм çиттĕр, ырă сунас кăмăлăм виттĕр, — васкамасăр тĕпелелле иртрĕ вăл, хăй çаплах Тухтар çинелле чалăшшăн пăхкалама пăрахмарĕ. — Ку тата... Тухтар кĕтӳçĕ, мĕн туса çӳрет сирĕн патăрта? — тесе хучĕ вăл, куçне-пуçне чалăртса.
— Ак ĕнтĕ! — юмăçăн вырăнсăр сăмахне вăхăтра пӳлчĕ Сайте, — хамăр çын-çке вăл, епле мĕн туса çӳрет пулать?
— Кай, ка-ай, тупата...
Юмăçăн вĕçлеке янахĕ чĕтренсе-туртăнса илчĕ, çеçкеленнĕ тути хĕррине сурчăк кăпăкĕ хыта-хыта пирченĕ. Калас килнĕ сăмахне ниçтан калаймасăр аптраса тăрать.
— Çын çинче йĕркеллĕрех пулар-ха, — лăплантарасшăн пулчĕ ăна Сайте, çавăн пек тӳрмен сăмахсем илтнипе çиллене пуçланăскер, — çăкăр умĕнче ун пек хаяр калаçасси пирĕн йăлара нихçан та пулман.
— Çăкăр умĕнчерен калатăп та, — çийĕнчех пӳлчĕ ăна Шерпике. — Чăннипех калатăп: хăвăн çунату айне ан илештер çак усал çăхана! Пĕлетĕп ăна эпĕ, ах, лайăх пĕлетĕп.
Тухтарăн аллинчи кашăкĕ сĕтел çине шăлтăрт тухса ӳкрĕ.
Çак юмăçăн мĕн пĕлесси пултăр ун пирки? Элеклес тесен, мехелне çитерĕ-ха вăл çапах та. Тухтар хăй валли мĕнле те пулин хӳтлĕх шыранă пек, пĕрре Сайте аппăшне пăхрĕ, тепре Селимене. Юмăç ун çинченех çапла хăртса каларĕ-çке?.. Чăтаймасăр, вăл ларнă çĕртен тăчĕ, сĕтел хушшинчен тухасшăн туртăнчĕ.
— Лар чиперех, Тухтар! — чавсинчен кăлт тĕртрĕ Селиме. — Вырăнтан ан сик. Кашни ухмахăн сăмахне чĕре патне илсен, çут тĕнчере пĕр кун та пурăнма юрамасть.
— Селиме, эс мăштах тăр-ха, — чарчĕ ăна ăмăшĕ.
— Апла-и? Апла-и?.. — урай варринелле иртсе тапăртатрĕ юмăç. — Хăвна хура инкекрен çăлса хăвартăм та... ухмах тетнем мана — тав сăмахĕ илтес тĕлĕме? — шăртланчĕ юмăç; унăн ытти чух хĕсĕк куçĕ вăр-çаврашкан курăнчĕ, унтан кулкалам пек туса хăтланчĕ, сассине сасартăк йăвашлатрĕ, — Мĕскĕнĕм, санăн хăвăн суйланнă çынну пулать, пĕлетне çавна? Кун пек хăртăк мар, кам иккенне халлĕхе пĕлместĕн пулсан, ыран-паян тĕлĕкĕнте курăн.
— Эс Нямаç евчи пуль-ха? — касса пăрахас пек каласа хучĕ Селиме. — Апла пулсан, кăлăхах кĕрĕшетĕн. Манăн хам тенĕ çыннăм тахçанах пур, хам хутăма çичĕ ют кĕрсе хĕрхенессе кĕтместĕп-ха.
— Ав, мĕнле ăншăртла хăват пӳлет иккен сана.
— Шерпике акка, — терĕ Тухтар, чĕтренерех тухакан сасăпа. — Сана эп нихçан та пĕр хаяр сунман-çке, мĕншĕн мана çаплах йывăр калатăн?
— Тухтар, эс Тукасалла ан çӳре, ху пеккине шыра! — куçне-пуçне çиçтерсе каласа хучĕ юмăç.
— Ав, мĕншĕн иккен, — тинех тĕшмĕртем пек пулчĕ Сайте. — Ну, апла пулсан, питех хăрамалли те çук. Тухтар вăл хамăн çын-ха, килĕ те, кайĕ те.
— Ман çула эс пурпĕрех пӳлес çук, Шерпике акка, — терĕ Тухтар та.
— Хăçантанпа сан акку пултăм-ха, хăртăк, ыйтакан?.. Ан çӳренĕ пултăр ку еннелле! Пĕлнĕ пул: хĕл кунĕнче уруна тăсăн, çу кунĕнче шăмму витĕр тилпĕрен шăтса тухĕ...
— Ах, сăмахусем те санăн... Çавăн пек калаçасшăн килтĕне кунта? — тарăхса çитрĕ Сайте те.
— Тухса кай кунтан, ирсĕр тухатмăш! — тек чăтса тăраймасăр кăшкăрса пăрахрĕ Селиме. Вăл сĕтел хушшинчен сиксе тăчĕ. — Кур-ха эс, телей валеçме тухнă, ырă ята кĕресшĕн, — терĕ те, юмăç патнелле çывхарса, алăк енне кăтартрĕ: — Ну, тухса кай тенĕ сана! Тĕсӳ ан курăнтăр урăхран!
— Ай-яй-яй! — çапса ӳкернĕ чухнехи пек йынăша пуçларĕ юмăç. — Ырă пӳлĕх-турăçăм, ырă пӳлĕх-турăçăм... — мĕнле килсе кĕнĕ, çаплах хăй тĕллĕн мăкăртатса тухса кайрĕ юмăç.
— Сывлăш та пулин тасалтăр, — терĕ те Селиме пӳрт алăкĕпе пăлтăр алăкне яри тайрĕ. Пăчă пӳртре чăнласах сывлăш уçăлчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...