Хура çăкăр :: XV. Чун патĕнчи сăмахсем
Тухтарпа Селиме хушшинчи юрату кунран-кун ӳссе, вăй илсе пычĕ. Вĕсем халь ĕнтĕ пĕрне-пĕри ирĕн-каçăн курмасăр та чăтаймаççĕ, мĕнле те пулин çитмен вăхăта çитерсе, тĕрлĕ ĕçпе сăлтав тупса, час-часах пĕрле пулса калаçаççĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне хисепленине Селимен амăшĕ те сисет; çамрăксене хаяр сунмасть вăл: çулĕсене кура çавăн пек пулмалла та.
Тухтар хăйне хăй паллайми улшăнса кайрĕ. Тинех уншăн кунçул илемĕ килсе çитрĕ. Халиччен, çынтан хăй именсе тăраканскер, çамрăк ĕмĕрĕнче Селимерен урăх пĕр хĕрпе те çапла куçа-куçăн тăрса çывăх калаçман. Ял яш-кĕрĕмĕпе хĕрупраçĕ пĕр-пĕринпе савăшнине, тунсăхланине, кӳлешнине, тарăхнине ним чухлĕ те пĕлмен мар вăл. Унăн хăйĕн те çав майлă шухăшсем пулнă, ыттисем калаçнине те илткеленĕ, хăй çапах та хĕрсене савса курман. Кама та пулин юратса пăхас кăмăлĕ вăрансан та, вăтаннипе аяккалла пăрăннă, шанчăксăр шухăшăм хăвăртрах манăçтăр тесе, мĕнле те пулин ĕç тытнă, телейсĕр тăлăх кĕтӳçĕн шăпи ĕмĕртенпех çапла пырать тесе кӳренмесĕр килĕшнĕ. Селиме унăн пурнăç çулне çутатрĕ. Ăна пула вăл халь ĕнтĕ тантăш çамрăксенчен именсе тăмасть, сăмахпа ылмашăнма вăтанмасть, хăйне халичченхинчен темиçе хут пысăкрах вăй-хăват килсе кĕнĕн туйса, ĕçленĕ чухне те ывăна пĕлмест, ыйхи шăпчăкăнни пек. Анчах çавă та мар-ха чи хакли. Чи хакли вăл — ялти чи лайăх хĕр, Селиме, ăна чунтан-вартан савса тăни. Вĕсен иккĕшĕн те ĕмĕчĕсемпе шухăшĕсем пĕрме-пĕре килеççĕ, калас сăмахĕсем пĕр пек тупăнаççĕ, ӳлĕмхи пурнăç çине те вĕсем пĕр куçпа пăхаççĕ.
Тухтар малашнехи пурнăç пирки халиччен шухăшласа тăман иккен. Кун иртет те каç иртет, кун çитет; пăхсан çав кунсем-каçсем пурте пĕр пек тейĕн, сиввипе те ăшшипе кăна улшăнса тăраççĕ. Вĕсем те çулсерен пĕр пек пулакансем тетчĕ Тухтар халиччен. Апла мар иккен, кашни иртен кунăн хăйĕн уйрăмлăхĕ пур, кашнинчех çĕнĕ шухăш та çĕнĕ туйăм сисĕнет. Вĕсене тупасси чи малтан хăвăнтан килет. Епле вăл çавна пĕлмен вара? Çамрăк ĕмĕр тепре те килĕ тенĕ-ши, хăçан та пулин лайăхраххи те пулĕ тенĕ-ши? Тухтар тинех çаксем çинчен шухăшласа пуç çавăрма тытăнчĕ. Тĕнчере хăвна савакан пур чух пурăнма пит аван иккен. Ан тив, каçсем канăçсăр иртчĕр — вĕсем пур-пĕрех ырă, ан тив, хăш чух пăшăрханасси те пултăр, вăл та пурнăçа туллирех тăвакан хăват иккен.
Тухтар та Селиме умĕнче парăмлă мар: парнешĕн парне пултăр тесе, вăл ăна арча туса пачĕ. Мĕнле лайăх арча турĕ-ха тата! Пĕр турат куçсăр чăрăш хăмисем суйласа тупрĕ — купăс пек янăраса тăратчĕç хăмисем — вăл вĕсене çӳхетсе саваларĕ, пĕрин çумне тепĕрне çыпăçтарнă чух ниçта пĕр йĕр, пĕр çĕвĕ хăвармарĕ; арчине тул енчен ийĕпе касса тĕрлерĕ, тăла татăкĕпе сăтăрса якатрĕ, хурăн хуппи ярса вĕретнĕ шывпа сăрларĕ, хĕвел çинче хĕртсе пиçĕхтерчĕ. Çавăн пек чаплă парнешĕн Селиме каçсах кайрĕ. Шӳтлесе сăмах хускатнă май вăл, Тухтар пурпĕрех хăй калайманнине туйса: «Çак арча манăн кăна мар, иксĕмĕр валли те пулмасть-ши», — тесе те хучĕ; унтан, хăй çапла каланинчен хăй вăтанса, хĕрелсе кайрĕ.
Çуклă-пурлă ыраша вырса пĕтересси Шерккей çемйишĕн пысăк терт мар. Пăр çапса кайнă çĕрте вĕсем часах çăлса пуçтарчĕç. Тепĕр хирте вара ырашĕ лайăхах пулнăччĕ, анчах унта курăк ытларах пуснăччĕ. Тимрукпа Ильяс кĕлте турттарнă хушăра Селимепе Тухтар пĕр кас çамрăкĕсемпе пĕрле ыттисем патне те тырă вырма кĕрĕшсе çӳрерĕç.
Пĕррехинче çапла, каçхине, вĕсем хиртен пĕрле таврăнчĕç. Яла кĕрсен, Ăçтиçук урамнелле пăрăнчĕç те Тухтар тĕлне çитсе чарăнчĕç.
— Çурлăна кунтах хурса хăваратна? — ыйтрĕ Тухтар.
— Тем мар, пурпĕрех киле каймалла-çке... Ыран Элентей тетесен Хурăнварти анине вырма каймалла.
— Манăн та каясчĕ, — терĕ Тухтар. — Хăçан каймалла терĕç пĕлеймерĕн-и?
— Вырăсла апат тĕлнелле... Ывăнмарăн-и паян?
— Ывăнма тетĕн! Санпа пĕрле чух ĕçре те ĕçленĕ пек туйăнмасть... Сайте аккапа калаçмарăн-и, мĕн шухăшлать вăл? — çын илтесрен сыхланнă пек, шăппăн ыйтрĕ Тухтар.
Селиме куçĕ йăлкăшса хĕмленчĕ.
— Анне хирĕç пулас çук-ха пире, аттепе темле калаçмалла çавăнтан аван мар.
Çамрăксем пĕр вăхăта шухăша кайса тăчĕç.
— Элентей хăта ӳкĕте кĕртеймĕ-ши ăна? — ыйтрĕ Тухтар.
— Чăнах та, — асне илчĕ Селиме, — вăл пирĕн хута кĕретех енчен çавна систерейсен... Тухтар, мĕнле тума пулать-ши çакна?
— Пĕлейместĕп те... Куçа-куçăн калаçма именетĕп.
— Чим-ха, Тухтар, — хĕпĕртесе пăхрĕ Селиме, — тетепе малтан анне калаçса пăхтăр. Илтетне? Вăл унпа калаçма чĕлхе çитерет, хамăр телейрен уйăрасшăн пулмĕç вĕсем...
Тухтар ассăн сывларĕ, Селимене тинкерчĕ.
— Мĕншĕн кăна саватăп тетĕн-ши мана эс, — те ыйтса, те хăй шухăшне пĕлтерсе каларĕ Тухтар; унăн чипер сăнарĕнче вĕçĕмсĕр тарăху та пăшăрхану сисĕнчĕ. — Пӳртĕм-йĕрĕм начар, мулăм-хулăм çук, ху çапах та...
— Чĕрӳшĕн юрататăп, Тухтар, унран пысăк мул кирлĕ мар пире. Çапла мар-и, чăнах?
— Çын ăна пĕлмест çав.
— Çын пĕлменшĕн эпĕр айăплă мар, хамăр пĕлетпĕр. Ну, çитĕ ун пирки калаçса, киле каймалла.
— Пĕчченех ярам-ши? Чăн калатăп, сана нихçан та пĕччен çӳретмĕттĕм, алă вĕççĕн çĕклесе çӳрĕттĕм.
Селиме çăмăллăн кулса илчĕ:
— Пĕчченех каям, çын тем калĕ...
Вĕсем уйрăлчĕç. Тухтар ăна куçран çухатиччен пăхса ăсатрĕ. Селиме ярăнса утать, утнă май пĕрмеллĕ аркисем çил çинчи пек хумханаççĕ. Килне çитнĕ çĕре пӳртре амăшĕ хăй кăначчĕ. Апатланнă хушăра тĕттĕм пулса çитрĕ, хăйă çутмарĕç. Селиме паян мĕнле ĕçлени çинчен тĕллĕн-паллăн каласа пачĕ, унтан вара, мĕнле те пулин çăмăл тупса, паян хăйсем Тухтарпа калаçса татăлнă шухăша пĕлтересшĕн пулчĕ, анчах ăна тӳррĕнех пуçласшăн пулмарĕ.
— Анне, — терĕ вăл лăпкăн, — çамрăк чухне эсĕр те кĕрĕшсе вырма çӳренĕ ĕнтĕ.
— Çӳремесĕр! Пуян çынсем пулман эпĕр. Явлăк туянмалăх та пулин ĕçлесе килĕр тетчĕ те кукаму, каяттăмăр. Петюк куккупа иксĕмĕр эрни-эрнипе çын ĕçĕнчен таврăнман. Çапла пулмасăр.
— Аттепе пĕрле вырма çӳремен пуль пĕрре те?
— Ĕçлессе эпĕр ун чухнех ют ялсенче те ĕçленĕ, аçăна курнине астумастăп.
— Мăшăрланиччен те курман теместĕнччĕ-и-ха? — ыйтрĕ Селиме.
— Хăй куртăм тет те, эпĕ хам астумастăп. Пирĕн вăхăтра, хĕрĕм, ун пирки хамăр шухăшламан, шухăшлама та юраман, атте-анне шухăшланă.
Вăл мĕнле качча тухнине Селиме тĕшмĕртетчĕ-ха.
— Эпĕ, анне, ун пек мăшăрланма килĕшес çук пуль, — тесе хучĕ вара.
— Хăвăнтан кăна килет тетне? Çамрăк чух эпĕ хам та çапла пуль тенĕ.
— Эпĕ, кайсан та, савнă çынна кăна каяс тетĕп.
— Тухтара асна илетĕн пуль. Çавăн пирки калатăн-и? — хăйса ыйтрĕ амăшĕ.
Пӳртре тĕттĕм, пĕр-пĕрин кĕлетки кăна палăрать, хутран-ситрен куç йăлтăртатнине уйăрса илме пулать.
— Çавăн пирки калатăп, анне. Начар çын мар тетĕн-çке эсĕ ăна хăвах?
— Çынни начар теместĕп эпĕ, — хĕрĕн хутне кĕрес пек, амăшĕ майĕпен сывлăш çавăрчĕ. — Пĕртте хурламастăп ăна, хĕрĕм. Пуç сывă пулсан, пурнăç пуласса та шанатăп. Аçăна ӳкĕте кĕртсе пулмĕ тетĕп...
— Унпа калаçман-çке-ха пĕрре те.,.
— Çук, çук, хĕрĕм, ăна ӳкĕте кĕртеймессе ху та пĕлетĕн. Çак эрнере вăл ахаль те тем ытла салхуланчĕ, хавасланас хевти те пулать пек хăйĕн, çавăнтах лаш сывласа илет те пуçне сĕнксе сак çинче ларать. Паян, ав, каллех ăшчикне пусарма кӳршĕсем патне кайрĕ пулмалла, килти ĕç çине те алă выртми пулчĕ тет. «Сывлăху тĕрĕс-тĕкелех-и?» — тесе ыйтрăм та, пĕр сăмах каламасăр тухса кайрĕ.
— Вăл салхуланнине эпĕ хам та асăрхарăм-ха, — терĕ Селиме. — Ĕнер çапла, апатланнă хыççăн, чашăк-çăпала пуçтаратăп тă, вăл мана халиччен курман пек темле хурлăхлăн пăхнăн туйăнчĕ, ик аллипе чĕркуççинчен çат çапса, картишнелле тухса кайрĕ. Тем пулчĕ ăна, чухлаймасăрах юлтăм.
— Мĕн пултăр, ачам, пӳрт лартас тетпĕр-çке кăçал, çавă шухăшлаттарать: çулĕсем йывăр, тыррине, ав, йĕркеллĕ пуçтараймарăмăр, юрать-ха, ялта ырă çынсем пур, аçăна кĕтмелле пулăшса тăма пулнă....
— Анне, енчен те аттепе тетене калаçма асăнтарсан, ӳкĕте кĕртме пулать те пуль...
Селиме тата тем каласшăнччĕ — пӳлĕнчĕ. Ытти чухне вăл хăй амăшĕпе нимĕн пытармасăрах калаçать, кун пирки вара ăна тем вăтантарать, анчах калаçмасан та юрамасть тесе шухăшларĕ вăл паян.
— Калаçтарасах килет-и вара санăн? — ыйтрĕ амăшĕ. Кăштах чарăнса тăрсан, çапла хушса хучĕ: — Çамрăк-çке эс, ун пирки халех шухăш тытмасан та юрĕччĕ, хĕрĕм...
— Çук, анне, эпĕ васкатса каламастăп, сан умăнта улталанас мар тенипе кăна сăмахăма хускатрăм. Тухтар пек ырă çын ялта та çук пек туйăнать, урăх эп пурпĕрех никам енне те çаврăнса пăхас çук...
Амăшĕ ăнланать-ха хĕрĕн шухăшне. Мĕн тесен те, Селиме унăн хĕрĕ-çке. Амăшĕ хăй хĕрне телей сунмасан, кам сунтăр тата? Элентейпе хăй калаçасса татса пĕлтермерĕ пулсан та ăшĕнче, çак кунсенчех ывăлсемне курса, çамрăксен хутне кĕрсе калаçма шут тытрĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...