Хура çăкăр :: V. Хисеп йыхравĕ
Çу кунĕнче Шерккей картишĕнчен пӳрте кĕре пĕлмест, ялан мĕнле те пулин ĕç тупăнать: е вите тасатмалла, е вутшанкă вакласа купаламалла, пуçвĕрен явмалла, урапа-çуна тӳрлетмелле, — пушă вăхăтра вăл çавăн пек ĕçсемпе тек аппаланать. Шерккей, хăй килĕнче яра кун ĕçсĕр ларас пулсан, чирлесе ӳкнĕ пулĕччĕ. Епле-ха — çын тени — вăхăтлăха та пулин ĕçсĕр пурăнтăр? Пурнăç ахальтен сыпăнмасть вăл. Ашшĕ те ăна мĕн çамрăкран çапла вĕрентнĕ, хăй те ачисене çапла вĕрентесшĕн тăрăшать. Шерккей, пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ĕçлесех, мул пухма та ĕмĕт тытать-ха, анчах халиччен унăн ниепле те хăват çитерсе пулмарĕ. Виçĕмçул пушмак пăрăвĕ хапха айĕнче кĕлерсе вилсе кайрĕ. Сăвакан ĕни ватăччĕ вĕсен, шăлсăр та юлнăччĕ. Ĕне ятне çамрăклатас тесе, ваттине пусса, çамрăккине туянчĕç, вăл та пулин кăçал вăкăр ертмерĕ, хĕсĕре юлчĕ. Сурăхĕсем те улттăшĕнчен иккĕшĕ кăна путек туса пачĕç, вĕсем те вилеймен путексем кăна пулчĕç, ыттисене тем амакĕ тытрĕ тейĕн: çулсерен пуран пăрахаççĕ. Ерчемерĕ çав-ха унăн выльăх-чĕрлĕх.
Пӳртне юсаттармалăх пăртак тырă тытса усрать-ха Шерккей, кăçал та кăшт пухса кĕртес ĕмĕчĕ пур. Анчах тырра пӳлмене пухса иличчен тем курасси те пулĕ, ăна пĕр турă кăна пĕлет. Çавăнпа Шерккей пӳртне тӳрлетес пирки халлĕхе хăй кăмăлне шухăшпа çеç пусарма пултарать, ĕçне тытăнсах тытăнаймасть-ха.
Улĕм тесен, урăхла сăмах. Часах Тимрук çитĕнсе çитет, — вăл та паха. Ĕнтĕ Ильяс та ĕç патне пыма тытăнать. Селиме пирки каламалли çук: çитĕннĕ хĕр икĕ çуртпа пурăнать, паян вăл ашшĕ-амăш килĕнче, ыран — таçта. Шерккей хушăран ун ячĕпе хуçалăхне кăшт чĕкетме пулмĕ-ши тесе те шухăшлать, шухăшласса пĕччен чухне çеç, хăй тĕллĕн шухăшлать вăл; ĕнтĕ алла тытман кайăкăн тĕкне татма çук, хĕр парса пуйнине питех асăнса каймаççĕ, ун вырăнне — çичĕ хĕр паракан пуян тăр çука тăрса юлнă тенине сахал мар илткеленĕ. Шерккей çавна пит чипер ăнланать. Тавах çав Сайтене: пĕр хĕр кăна çуратса пачĕ, ыттисем ывăлсем пулчĕç.
Тухтарпа Селиме таврăннă вăхăтра Шерккей картишĕнче урапа тӳрлететчĕ. Селиме хăйне вир патĕнче кашкăрсем тапăнни çинчен каласа пачĕ. «Юрать-ха, эп кăшкăрса янине Тухтар илтрĕ, вăл çийĕнчех чупса пычĕ», — терĕ вăл.
Шерккей ĕçне пăрахсах ун сăмахне итлерĕ. Унтан: «Пирĕн енче кашкăрсем тутă пулаканччĕ, вĕсем çынна тапăннине астусах та каймаççĕ», — текелесе ирттерчĕ.
Пӳртрен тухнă Сайтепе Ильяс та Селиме мĕн каланине илтрĕç. Сайте Тухтара тав турĕ.
— Пĕччен чух, куçа-куçăн кашкăр курсан, Селимен кăна мар, арçынсен те сехри хăпать, — терĕ вăл хута кĕрсе каланă май.
— Хăтарчĕ пулсан, лайăх çав ĕнтĕ, çапла кирлĕ те, — терĕ Шерккей, сăмах çукран сăмах тупнă пек. — Мĕн-çке, хĕр-ачапчан чĕри тилĕ-кашкăр курсан кăна мар, ана çинче шăши курсан та çурăлса тухасса çитет.
Шерккее хальхинче урăххи илĕртрĕ. Вăл Тухтар аллинчи япалана асăрхарĕ.
— Ку санăн мĕнлескер? — тесе ыйтрĕ вăл.
— Пиншак, — тăсса кăтартрĕ ăна Тухтар.
— Ак кур-ха сана... Ара, эс кĕпе вĕççĕн кăна кайрăн та... Ку санăн... мĕнле пиншак? Мĕнле пиншак? Ăçта тупрăн çакăн пек капăр япалана?
Шерккей ăна тĕрлĕ май çавăрса пăхрĕ. Пиншакĕ, чăн та, лайăх йышши пуставран иккен, акăлицки пулма кирлĕ. Тахçан вăл Чĕмпĕрте çакăн пек чаплă тавара пĕр çамрăк улпут çинче курсаччĕ.
— Ăçтан тупасси-мĕнĕ... — калаймасăр аптраса тăчĕ Тухтар, — чăнласах та çул çинче тупрăм-ха ăна эпĕ.
— Хе-хе-хе!.. Ак тамаша. Тупрăм тет! Хе-хе-хе... Пĕлĕтрен ӳкмеççĕ-çке-ха çакăн пек япаласем? — хăй те халь-халь тупас пек енчен енне пăхкаласа илчĕ. Унтан каллех: «Епле тупрăн-ха ăна эс?» — тесе ыйтрĕ.
Тухтар чăннипе калама кирлĕ маррине чухласа илчĕ.
— Кунтан кайсан, — тытăнчĕ вăл улталама, — эп Улатăр çулне тухрăм. Умран пĕр тулли лав иртсе кайрĕ. Лавçи, тем, куçа курăнмарĕ... ахăртнех çывăратчĕ пулмалла. Эп çапла, хам тĕллĕн, ним мар утса пыратăп. Хайхискер çулăн пĕр енне тинкеререх пăхатăп та — вырта парать çак пиншак. Илтĕм. Лавçине чĕнсе каласшăнччĕ — хамран инçете иртсе кайрĕ, каласан та илтмĕ терĕм. Тăхăнса ятăм вара. Çав кăна, урăх каламалли те çук, — тесе пĕтерчĕ Тухтар.
Шерккей пиншака тепĕр хут çавăркаласа пăхрĕ, чĕлхи вĕçне çăвар маччинелле тавăрса шаклаттарса илчĕ. Япалана сăмахсăрах мухтанă чух кирек хăçан та çапла тăвать вăл.
— Темĕн, — терĕ вара, пуçне сулкаласа. — Йĕркеллĕ çын çакăн пек хаклă япалана, хаклă япалана пăрахса хăварас çук ĕнтĕ. Ӳкерсе хăварнă пулсан та, пĕр-пĕр ĕçкĕллĕ ирçе кăна ӳкерсе хăварнă пуль... Э-э? Çавăн пек мар-и, Тухтар?.. Вăл çавăн пек пулма кирлĕ те, — тавлашма сăлтав çук пек каласа хучĕ Шерккей.
— Калать-çке-ха, лавçи-мĕнĕ курăнмарĕ тет, — Тухтар хутне кĕрсе, сăмах хушрĕ Сайте.
— Илтетĕп те-ха, — куçне кăмăлсăр хупкаласа уçрĕ Шерккей. — Лав тени лавçăсăр мар иккенне Тухтар мар, Ильяс та, Ильяс та лайăх пĕлет. Мĕн-и, Селиме, эс вара çукчĕ-им çав вăхăтра?
Ашшĕ мĕншĕн çапла ыйтнине Селиме çийĕнчех тĕшмĕртсе илчĕ.
— Çукчĕ çав. Тухтар хăй пĕччен кăна тупнă. Çавăн хыççăн вăл мана çăлса хăварчĕ тетĕп-çке.
Селиме, амăшĕ, Ильяс — виççĕшĕ те пӳртелле кĕчĕç. Картишĕнче Тухтарпа Шерккей кăна куçа-куçăн тăрса юлчĕç.
— Ачи эс, Тухтар, суяканни марччĕ-ха, марччĕ-ха, — терĕ Шерккей, сăмахĕсене аякран илтерсе. — Мĕн те пулин пире пĕлтермесĕр сутса, кун пек хаклă пиншака туянманнине те пĕлсе тăратăп, эс ун пек çын мар, тӳрĕ çын эс, çапла мар-и? Çапла-çке.
Тухтар, унпа килĕшсе, пуçне сулкаласа илчĕ.
— Тимрук ăçта кайрĕ çак, ăна тăхăнтартса пăхмаллаччĕ тата, ăçта мурне кайса кĕчĕ вăл! — Шерккейĕн сасси, хăй çĕткеленнĕ чухнехи пек, кăра та чăкăлтăшла илтĕнчĕ.
«Лушах хам пата кĕмерĕм иккен, килех хăварнă пулăттăм», — тесе ӳкĕнчĕ Тухтар.
— Мĕн-и, — майĕпен çеç сăмахне хускатрĕ Шерккей, Тухтар çинчен куçне илмесĕр, — пирĕн пек çынна, Тухтар, санах та калăпăрин, килĕшмест-çке çакăн пеккине çакса яни, хай, мĕнле калас иккен те, чăх йăвинче ăнсăртран, ăнсăртран кăркка чĕппи тухнă пек пулать, çапла мар-и? Санпа çывăхрах тăрса калаçсан, иксĕмĕр, иксĕмĕр кирек хăçан та пĕр чĕлхе тупаканччĕ-ха. Чăваш çынни вăл, ватти кăна мар, çамрăкки пулсан та, вăрăмрах та шалпартарах тумтире куç хывать. Уншăн тесен — ăшă та питĕ пултăр — çавă паха, çавă паха. Ахаль, пăхатăп та, ку сана кĕскерех те иккен, чавса тĕлĕнче те çăттă-çăттă тытать-ха, тăвăртарах та пулма кирлĕ... Тăвăррине шалпарлатма çук ĕнтĕ ăна, шалпаррине тесен — тăвăрлатма пулать... Пире вĕт, ĕçе çывăх куракансене, шалпар та вăрăм тумтир юратарах парать, йĕм çăрхи пытанса çӳретĕр, пĕр-пĕр япала çĕклесен те, хул айĕнче çĕвĕ ан патăртаттăр, çапларах çав, шăллăм... Сана çак кĕркунне кăчăкă çăмĕнчен тĕртсе тунă çĕнĕ тăларан мамăклă пиншак çĕлетсе парăпăр тесеттĕмĕр-ха. Ку вара, калăпăр, Тимрук валлиех те юрĕ пĕрех хут. Питех мар та пирĕн çынна, тепĕр тесен, Тимрук пек шĕвилккене кĕр каçăн улахсем тăрăх янкăшса çӳреме сарăпласах та каймĕ тетĕп... Çапла тăвăпăр, Тухтар шăллăм, — вăрăм сăмахне темле-темле май килтерсе аран пĕтерчĕ Шерккей. Тухтар ăна çакăн хыççăн пиншакне хăех сĕнсе парĕ тесе те ĕмĕтленчĕ вăл. Тухтар килĕшмерĕ. Хăй ятне асăнма панă пиншак пирки вăл нимĕнле шухăш та тытасшăн пулмарĕ. Йыснăшĕ кирек мĕнпе илĕртсен те, кирек мĕн сĕнсен те, Тухтар çак хаклă парнене хăй валлиех хăварасшăн пулчĕ.
— Шерккей йысна, — терĕ вăл васкамасăр, пиншакне йыснăш аллинчен илсе, — эсĕ хăвах калатăн-ха, телейӳ тĕлне пулнă япалана урăх çынна пама юрамасть тетĕн...
— Мĕнле, мĕнле урăх çынна пултăр? — сăмахне каласа пĕтеричченех пӳлчĕ ăна Шерккей. — Ара, урăх çын-им ĕнтĕ пирĕн Тимрук? Ман ывăл-çке вăл, саншăн ют пулать-и?.. Тахçан эпир сан мăнакку тăванĕсемпе пĕр тымарсемех, пĕр тымарсемех пулнă. Эсĕ ху та пирĕн тăван ача вырăнĕнче темелле, — Шерккей, те ытла ӳстерсе каланăшăн, çӳлти тутине шăлĕпе хĕстеркелесе илчĕ. — Ют мар, шăллăм, ах, ют мар çав...
— Ют мар тетĕн, Шерккей йысна, ун пирки каламăпăр. Анчах лайăх япалана ман хамăн та ĕмĕрте пĕрре тăхăнса курас килет-çке, урăхран, шет, нихçан та çийĕме йĕркеллĕ тум çакса пулмĕ. Манăн чун çук-им?.. Телейĕме пултăрах ĕнтĕ.
— Апла тетĕн иккен... Ăнланатăп-ха, кăмăлу юлать пулать ĕнтĕ санăн. Ытах... — сайра мăйăхне шăлкаласа илчĕ Шерккей, çапах та калас сăмахне малалла тăсасран пăрăнчĕ, — эп мĕн тесе-ха, Тухтар хамăр çын тетĕп, хамăрăн тетĕп, ăна пăхмалла, тăрантмалла, тумлантарас тесен те, хамăнах шухăшламалла пулать тесеттĕм. Капла ĕнтĕ, мĕнле калас иккен те, ху хăпарса ларнă туратна хăвăнах касмалла марччĕ пуль... — Тухтара куçран пăхса илчĕ Шерккей.
— Эпĕ-çке, Шерккей йысна, сирĕн патăра хам килес тенипе çӳреместĕп, хăвăр чĕнетĕр те — вăйăм-халăм çитнĕ пек сирĕн килĕрте ĕçлетĕп. Эс мĕн хушнине халиччен пĕтĕмпе тӳррĕн туса пыраттăм... Юрĕ эппин, малашне, мана йывăра илетĕн пулсан, кунта урăх килмессе те пултарăп, хăвăра та йăлăхтартăм пуль.
Сăмах куçкĕрет урăхла май çаврăннăшăн Шерккей тем пăшăрхана пуçларĕ. Тухтар кăçал ахаль те Элентей патĕнче ытларах ĕçленĕн туйăнчĕ ăна. Элентей те чее, вăл пĕркунхине Туктар хăйсем патне пурăнмаллипех куçтăр тесе те асăнтарнăччĕ. Тен, Элентеех çапла Тухтара пăтраштарса илĕртет пуль? Тухтар ун патĕнче çурхи ака ирттерчĕ, пĕлтĕр утă çаранне çулчĕ, хӳме тытнă чух эрне хушши ĕçлерĕ. Элентей çаплах ăна хăй патне явăçтарасшăн хĕрĕнет. Юрать-ха, Шерккей Элентее витĕмлĕнех систерсе хучĕ. «Шăллăм, — терĕ вăл, — турамне эпĕ туратăп та, çиессе эс ытларах çиетĕн курăнать, Тухтар ху патна куçасса ĕмĕтленмесен те юрĕччĕ», — терĕ. Халь те акă: «Шухăшласа пăхмалла пулать», — тесен те, Тухтар ăна çаплах каласа хучĕ.
— Мĕн шухăшламалли пур, Шерккей йысна! Маншăн ик алла пĕр ĕç, сирĕн патăрта пулмасан, Элентей хăта патĕнче ĕçлеме пултаратăп... Тепĕр тесен, мана хам тĕллĕн пурăнасси çинчен шухăшлама та вăхăт çитнĕ, — терĕ Тухтар.
— Халь çапла тетĕн çав ĕнтĕ, ӳссе çитĕнтĕн те...
Енчен Тухтар хăех Элентей патне куçма шут тытсан, мĕн тумалла пулать? Пĕр ят ани-çаранĕ те, пахчи те Элентее каять вара. Элентей те пĕр сăмах каламасть. Çук, ун пек юрамасть, типĕ кашăк çăвара çурать.
— Тухтар шăллăм, çапла калаçнăшăнах йывăра илмĕн-ха эс, йывăра илмĕн-ха. Эпĕр хамăр хушăра çилленĕпĕр те, килĕштерĕпĕр те. Шерккей йысну сана халиччен хур кăтартманччĕ-ха, çавна хăвах пĕлетĕн... Сăмахĕ пиншак пирки тухса кайрĕ... Апла эс, эс ăна сутасшăн та мар ĕнтĕ?
Тухтар килĕшмесĕр пуçне сулкаларĕ.
— Ытах сутас кăмăлу та çук пулсан, хăвах тăхăнса çӳре эппин, тахăнса çӳре. Хăвна та кирлĕ çав. Пĕр-пĕр чух тесен ĕнтĕ, — энчетрен пĕрре туя каясси пулать-и унта, пасар курма-и, — çавăн чухне те пулин Тимрука тăхăнтартса яма килĕшĕн вара.
— Ун пирки сăмах та çук, Шерккей йысна, — терĕ Тухтар, сăмах вĕçне çапла майпа тухнăшăн хĕпĕртесе. — Тимрукпа эпĕр хамăрах калаçăпăр.
Çав вăхăтра çил хапхи умне хурарах сăнлă вăрăм çын пырса тăчĕ. Шерккей ăна аякранах палласа илчĕ: ала пек шатра питлĕ Урнашка иккен. Урнашкан симĕсрех хĕсĕк куçĕ пĕринчен-пĕри самай аякра, пĕр-пĕринпе килĕштереймесĕр хăйсене уйрăм шăтăкланнăн курăнаççĕ. Сайра та вĕтĕ шăллă çăварне хупмасăрах çӳрет.
Урнашка Хветюкĕ Кантюк лавккинче Нямаçа пулăшкалам пек тăвать, каçсерен лавкка хураллать; хăй вăл хăш енчен килнĕ чăваш, çĕрĕ-шывĕ пур-и унăн, çемйи-вăлĕш ăçта пурăнать, — ялта ун çинчен никам та тĕплĕн пĕлмест, хăй та каламасть. Урнашка пилĕк-ултă çул хушши ĕнтĕ Кантюк патĕнче тăрать. Утламăшра ăна ячĕпе те мар, Урнашка тесех чĕнеççĕ. Ятне такам туртса кăларнă, никам та тĕплĕн пĕлмест. Çапла чĕннĕшĕн вăл хăй те йывăра илмест, — йывăра илме сăлтавĕ те çук, — манăн чăн ятăм çапла тесе те асăнтармасть.
Тĕрлĕ киревсĕр ĕç-хĕле пула, Урнашкана ял халăхĕ пит те юратмасть. Сăмах тĕлне килнĕ чух çаксене асăнса хăварар-ха: виçĕмçулхине пĕрре Турикасри чи лайăх пусăран йытă вилли туртса кăларчĕç. Пусса темиçе кун хушши тасатрĕç пулсан та, халăх урăхран çавăнта шыв асма çӳреми пулчĕ. Йытă йăнăшпа-мĕнпе хăй тĕллĕнех пусса кайма пултарасса питех шанмаççĕ те, çапах энчетрен пĕрре пулма пултарать тейĕпĕр. Анчах, çавăнтан кайран тата виçĕ кун иртсен, Эпселемĕн урамри пуссинче кушак вилли тупрĕç. Ялта вара кирек мĕн пулсан та, пĕр çын алли хăтланать çакна тесе сăмахлама тытăнчĕç. Сăмахĕ сăмах-ха вăл, — акă тата пĕр-икĕ кун иртсен, лавкка патĕнчен инçех мар пусăран та тепĕр кушак вилли туртса кăларчĕç. Каçхине кушак хаяррăн макăрнине çавăн чух урамра ларакан хĕрсем, Хĕветуçпа Серпи, илтнĕ иккен. Кăштах тăрсан, вĕсем çав пусă патĕнчен кам иртнине палласа та илнĕ: вăл çын Кантюк лавккине хураллакан Урнашка пулнă. Тепĕр кун, пусăран кушак вилли туртса кăларсан, çав ирсĕр ĕçсене тăваканĕ кам иккенне пурте лайăх пĕлсе çитрĕç.
Пĕлтĕр тата çакăн пек ĕçсем пулса иртрĕç. Пĕр каçхине ял çыннисен пахчисенче мĕнпур пек вĕллесен пĕтĕмпе тӳнтере-тӳнтере тухнă, пыл карасĕсене, кăларса пăрахса, тăпра çине таптанă, вĕлле тункатисен тăррисене сире-сирĕ пăрахнă. Ирхине урама тухса пăхма çук — пĕтĕм ял тăрăх вĕлле хурчĕ вĕркĕшрĕ. Ашкăнаканни кам пулнине çийĕнчех пĕлеймерĕç. Эрнерен кăна çакăн пек сас-хура тухрĕ: Нямаçăн лавккинче сахăр чĕрĕлнĕ имĕш, ăна туянакансем пулман. Вĕллесене тӳнтерсен, ял халăхĕ пыл çуккине пула, ирĕксĕртен тенĕ пек, Нямаç лавккине сахăр туянма çӳренĕ.
— Сирĕн вĕллĕрсем тӳннĕшĕн эп айăплă мар, — тесе лĕкĕртетнĕ, тет, ун чухне Нямаç.
Нямаçĕ айăплă-и, айăплă мар-и, анчах çав ĕçе вăл хушнипе Урнашка туни такамшăн та паллă пулчĕ. Çавăнтан вара ял халăхĕ Урнашкана, чунилли вырăнне хурса, курайми пулса çитрĕ.
Ĕнтĕ çыншăн мĕнле-тĕр те, Урнашка халиччен Шерккее ун пек-кун пек хур кăтартсах кайманччĕ-ха, çавăнпа Шерккейĕн Урнашкана кураймасăр тăма сăлтавĕ çук.
Урнашка хапхаран кĕмесĕрех кил хуçине кăчăк туртрĕ. Шерккей, васкамасăр пускаласа, ун патнелле пычĕ. Вĕсем вĕрлĕк хапха çине иккĕш икĕ енчен таянса калаçма тытăнчĕç.
— Шерккей пичче, сана Кантюк папай чĕнсе ячĕ.
— Акă тата! Мĕншĕн, мĕншĕн кирлĕ пултăм-ши вара ăна?
— Çавна калаймастăп ĕнтĕ.
— Кантюк папай хăех чĕнтерчĕ тетĕн те-ха...
— Хăех чĕнтерчĕ.
— М-мĕнле чĕнтерчĕ? Мĕнле чĕнтерчĕ? — аптăрасарах ыйтрĕ Шерккей.
— Пыр-ха, Урнашка, Шерккее чĕнсе кил терĕ.
— Ап-пла. Эс вара халь... лавккара мар-им?
— Лавккара-çке! Хушăран вĕсен килĕнче те ĕçлекелетĕп.
— Э-э, ав мĕнле иккен. Мĕн-и, манăн лавккине кăна кĕрсе тухмалла пуль? Лавккине кăна пуль?
— Мĕншĕн лавккине? Килнех пымалла. Унта вĕсен темле çынсем килнĕ.
— Темле çынсем тетĕн...
— Вулăсран пулмалла... Кантур начальникĕсем пуль ентĕ. Пит пысăк çынсем пек туйăнчĕç мана.
— Ак тамаша! Мĕне кирлĕ вара эп вĕсене?
— Пĕлместĕп. Анчах чĕнессе хăй патне чĕнет. Сана хисеп йыхравне яратăп терĕ вăл мана.
— Эппин... Эс мана... кунтах кĕтетне, элле хамăр пата кĕретне?
— Кĕрсе тăмастăп, Шерккей пичче.
— И-и, тупата, çак ятпа килнĕ çынна сăра куркисĕрех ăсатса яма...
— Çук, вăхăтăм çук. Хăвăртрах кĕрсе тух эппин.
— Эп пĕр наччасра, пĕр наччасра...
Шерккей картиш еннелле çаврăнчĕ, çулнă курăка тиесе килме Тухтара каласа хăварчĕ, хăй пӳрте васкавлăн кĕчĕ те тумланма тытăнчĕ. Çине ĕренкĕл кĕпе, хура шăлавар тăхăнчĕ, пуçне килте çаптарнă тăвăр çунатлă çăм шлепкине лартрĕ, пилĕкне хура ярапаллă пиçиххи çыхса ячĕ. Мăшăрĕ унран: «Хăçанччен пулатăн», — тесе ыйтсан та, аллипе кăна сулса хăварчĕ: çынни хăйне мĕншĕн чĕннине пĕлмест те, ăçтан татса калас пур...
Шерккей тухасса Урнашка хапха умĕнче кĕтсе тăчĕ. Вĕсем Вăтакас еннелле, васкамасăр сулкаланса, çул тытрĕç.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...