Кайăк тусĕ :: 4. Тăшмансем
«Улкаш ялĕ — виçĕ ял, виççĕшĕ те пуян ял», — тесе юрланă ĕлĕкрех туй арăмĕсем. Аслă Улкаш, Кӳлхĕрри Улкаш, Хыçалкас Улкаш. Кашни ялĕнче ик çĕршер килтен кая мар, кашни ялта уйрăм колхозчĕ. Кӳлхĕррипе Хыçалкас Улкашсенче халăх ĕçченрехчĕ, вĕсен колхозĕсем те пуянрахчĕ. Аслă Улкашра ĕлĕкренпех пасарпа чиркӳрен тупăш курма вĕреннĕ çынсем колхоз ĕçне пикенсех туни палăрмастчĕ, çавăнпа унти колхозра йĕрке сахалрахчĕ. 1954 çулта çав виçĕ колхозран пĕрре турĕç. Правлени пуçлăхне Шупашкартан вăтăр пин шучĕпе килнĕ Ершов ятлă инженера суйларĕç.
Иван Григорьевич Ершов, хĕрĕх ултă çулхи сисĕнмеллех самăрланнă çын, ялта нихçан та пурăнса курман пулин те, колхоз ĕçне пĕтĕм чунтан парăнса тытăнчĕ. Икĕ çул пикенсе ĕçлени, тăрăшни харама каймарĕ: колхоз тупăшĕ, ĕлĕкхи виçĕ колхозаннипе танлаштарсан, шăпах икĕ хут ытларах ӳсрĕ. Çапах колхозра çитменлĕхсем сахал марччĕ. Пуринчен ытла Ершова укçа çитменни хуплатчĕ. Укçа çитмен пиркиех ферма çурчĕсене те туса çитерейменччĕ, колхозниксене ĕç кунĕсем тăрăх тӳлесси пирки те малта пыракан колхозсенчен сисĕнмеллех кая юлнăччĕ. Вăрçă вăхăтĕнче юхăнтарнă пурнăçа хăвăртрах уралантарма çуккине Ершов аван
пĕлнĕ, çапах та укçа тупмалли майсем шыраса вăл çывăрмасăр нумай çĕр каçнă. Инкек çине синкек тенĕ пек, колхозра час-часах тĕрлĕ шар сиксе тухатчĕ. Пĕлтĕр ак çирĕм ĕне ящур чирĕпе чирленĕ. Ку колхоза сахалтан та вунă пин тенкĕлĕх тăкак кӳчĕ: çуркунне арман пĕви татăлса кайрĕ те, ку та пысăк сиен турĕ. Икĕ уйăх хушши шыв арманĕ ĕçлеймерĕ, унтан çĕнĕ пĕве пĕвеленĕшĕн вун пилĕк пин тӳлеме лекрĕ. Шăпах фермăри ĕнесем вăкăр ертме пуçланă чух ӳсĕр шофер ăратлă вăкăр урине грузовикпа таптаса хуçрĕ, ăна та сарăмсăр пусмалла пулчĕ. Пурне те астуса та çитерес çук. Çак инкексем чылай пăшăрхантарнă Ершова. Паян, сурăх ферминче ĕçлекен Улюк ятлă хĕр правление макăрса пынине курсан, унăн чĕри таçта хĕсĕннĕ пек ыратса кайрĕ. «Татах темĕскер пулнă ĕнтĕ», — шухăшларĕ колхоз председателĕ.
— Сурăх фермине кĕçĕр кашкăрсем тапăннă та çирĕм тăватă сурăха пăвса хăварнă, аманнисен шучĕ тата ытларах. Халех пусмасан нумайăшĕ вилсе каять, — терĕ Улюк.
— Питĕрсе илнĕ витене кашкăрсем епле кĕме пултарнă? — тарăхса ыйтрĕ Ершов. — Хуралçи ăçта пулнă? Йĕркипе каласа пар-ха!
— Сурăх картине кашкăрсем чӳречерен кĕнĕ. Эпĕ сире кĕркуннех çав чӳречене тимĕр решеткепе картламалла терĕм. Эсир ним те тумарăр. Кайран, хĕле кĕрсен, уçă чӳречерен çил кĕрсе юр ан хĕвтĕр тесе эпир ăна кĕлтесемпе питĕрнĕччĕ. Кашкăрсем çав кĕлтесенесирсе кĕнĕ. Хуралçи пурри те — ячĕ çеç. Çитмĕл çулхи старикрен мĕн усси? Кăмака тăрринче ахлатса выртать кăна. Тулта тăрас пулсан та, тĕттĕмре виçĕ утăмри çынна та курмасть, пăшалне те нихçан авăрламан. Эпĕ сире çав ватсупнăна хурал тăратни — ĕç кунĕ сая яниçеç тесе темиçе хут та каланăччĕ. Хăвăр пире итлеместĕр, кайран, кама айăплас тесен, ятсене шыратăр.
«Тĕрĕс калать, мур илесшĕ, — шухăшларĕ Ершов. — Сурăх карти чӳречи пирки те, хуралçа улăштарма кирли çинчен те каланăччĕ, хам манса кайнă, хамах айăплă. Тӳлеттереççех куншăн, эх, тамаша!»
Вăл ветеринара чĕнме хушрĕ. Çур сехетрен ветеринар лаша кӳлсе килчĕ. Вара вĕсем Аслă Улкаша каякан çулпа вĕçтерчĕç. Уй хĕррине тухнă чух Ершов лашана чарса тăратрĕ.
— Сунар хуçалăх пуçлăхне чĕнсе пăхас мар-ши? — хăйĕнчен хăй ыйтнă пек каларĕ вăл.
— Лупашкина-и? Усси виçĕ пуслăх, кулли вунă тенкĕлĕх пулĕ, — иккĕленчĕ ветеринар.
— Халĕ ун вырăнне çĕнĕ пуçлăх килнĕ. Ĕнертенпе вăл ĕçлет теççĕ. Чĕнсе пăхар-ха, вăл мĕн калĕ.
Çак вăхăтра Тараев хăех урама тухрĕ. Ершов унпа паллашрĕ, унтан колхоз ферминчи инкек çинчен пĕлтерчĕ. Вара вĕсем çуна çине ларса сурăх карти патне кайрĕç.
Сурăх картине Аслă Отечественнăй вăрçă умĕн тунăччĕ. Малтанах унта пăрусем усранă, каярахран сыснасем тытнă, вăрçă хыççăн сурăх хупма пуçланă. Карти вăрăм, хĕрĕх метртан кая мар. Пĕр пуçĕнче икĕ енне уçăлакан алăк, тепĕр пуçĕнче — пысăк чӳрече. Чӳречине каçсерен хупса тăнă, кăнтăрла, тислĕк тасатма çутă пултăр тесе, яри уçнă. Малтанах хулăн хăмаран тунă чӳрече хуппи пулнă, каярахран, тăпсисем татăлса пĕтсен, ăна тĕрлĕ ăпăр-тапăрпа питĕре пуçланă. Иртнĕ каç, ял лăплансан, ферма патне кашкăрсем пынă. Пăранланă сурăхсем ĕнерлени, путексем макăрни, сурăхсем кавлени — çаксем пурте кашкăрсене илĕртнĕ. Вĕсем витене кĕме шăтăк шыранă та, кĕлтесемпе питĕрнĕ чӳречене тупса сурăхсем патне кĕнĕ. Кашкăрсемшĕн ку йывăр пулман: тул енчен хӳсе кайнă юр чӳречепе танах, шал енчен те тислĕк купаланнă пирки чӳрече çĕртен пĕр метр çӳллĕшĕнче кăна пулнă. Çапла вара, хăравçă сурăхсем хăрушă тăшмансемпе куçа-куçăн тăрса юлнă. Паллах, ун пек чухне кашкăрсем иртĕхсе каяççĕ, ытла та тискерле ашкăнаççĕ.
Ершовпа Тараев çитнĕ чух картара унта та кунта сурăх виллисем выртатчĕç. Чĕрĕ сурăхсем хушшинче пырши йăтăнса тухнисем, хуçăк ураллисем, чĕп-чĕр юн юхтарса тăракансем темĕн чухлех.
— Миçе кашкăр пулнă пек туйăнать çакăнта? — ыйтрĕ Ершов. — Ман шутпа, вунă кашкăртан кая мар, — хушса хучĕ вăл кăшт шухăшласа тăнă хыççăн.
— Ăна пĕлесси йывăр мар, юр çинчи йĕрсене çеç пăхмалла, — терĕ Тараев.
Вĕсем витерен çĕр метрта, çынсем юра таптаса такăрламан çĕрте, чарăнчĕç. Юр çинче сурăх карти патне пынă виç кашкăр йĕрри аван палăрать. Каялла вĕсем икĕ сурăх çĕклесе кайнă. Сурăх çĕкленĕ кашкăрсен йĕрри çине юн тăкăнса юлнă, тата вĕсен урисем юр ăшне ытларах путнă. Пĕр кашкăрĕ, пĕчĕкрех йĕрли, тупăшне çĕклесе кайман, унăн йĕрри те юр çине путса кĕменпе пĕрех.
— Мĕнпуре виç кашкăр пулнă, — терĕ Тараев Ершова юр çинчи йĕрсене кăтартса, — иккĕшĕ ватă кашкăр, виççĕмĕшĕ иртнĕ çуркуннехи çăвăр.
— Тĕлĕнмелле, мĕншĕн-ха кашкăрсем хăйсене кирлĕ чухлĕ çеç вĕлермен? Мĕншĕн вĕсем ытлашши ĕç тунă? — пуçне сулкаласа каларĕ колхоз председателĕ.
— Йăли çавăн пек. Авалтанпах çапла. Кашкăрсем кĕтӳпе çӳрекен чĕр чунсене май килнĕ чух ытларах вĕлерме тăрăшаççĕ. Кайран вĕсем çав вилесене эрни-эрнипе çисе пурăнаççĕ.
— Апла пулсан вĕсене çак карта патĕнче сыхласа ларас пулать сирĕн.
— Çук, кунта вĕсем часах килмĕç. Пирĕн кашкăрсене вăрманта хуса çитмелле. Лайăх çисе тăраннă хыççăн вĕсем инçете каякан марччĕ. Икĕ сурăх сахалтан та тăватă пăт аш, вăл виçĕ кашкăра тăранмалăх пур. Эпĕ егерьсене халех вăрмана илсе каятăп. Пирĕн, сунарçăсен, пĕр хуйхă — кашкăрсене пĕтересси.
— Пĕтересчĕ çав. Тăрăшăр-ха. Каçпа эпĕ сирĕн пата кĕрĕп.
— Юрĕ, пырăр. Кĕтетĕп.
Çак сăмахпа Тараев колхозниксенчен уйрăлса сунар, станцине таврăнчĕ. Сурăх фермине кашкăрсем тапăннине егерьсем пурте пĕлнĕ. Çавăнпа вĕсем Тараева сунар станцийĕнче кĕтсе тăнă.
— Виçĕ кашкăр икĕ сурăх çĕклесе çав вăрмана кайнă, — аллипе ял хыçĕнчи вăрман çине кăтартса каларĕ Тараев. — Тутă кашкăрсем инçете каяс çук, çывăхрах выртаççĕ пулĕ. Эпĕ Капитоновпа халех вăрмана тухса каятăп. Урнашкин та пирĕнпе пытăр. Тевенешевпа Наянов çуна çине ялавсем тиесе пирĕн хыçран пыччăр. Васкăр, вăхăта ахаль сая ярас мар, хĕллехи кун кĕске, каçчен вĕсене ялав карнă унка хупаймасан тытасси хĕнрех пулĕ, — приказ паракан çар çынни пек каларĕ Виктор.
— Барановпа унăн хĕрне чĕнес теместĕр-и? — аса илтерчĕ Урнашкин.
— Чĕнес. Пăшалсем нумайрах пулсан сунар та ăнăçлăрах пулаканччĕ, — терĕ Тараев. — Тевенешев юлташ, лаша кӳлсен вĕсене те вăрмана лартса пырăр.
— Пире Палан Павăлĕ лесник патĕнче кĕтсе тăрăр. Кашкăрсене ялавлама вăхăт çитсен эпĕ сире пырса чĕнĕп, — Тевенешев патне пырса каларĕ аслă егерь.
Сунарçăсем кашкăрсене тĕрлĕ майсемпе тытаççĕ. Пĕрисем вĕсене ял çывăхне хунă выльăх вилли патĕнче каçсерен сыхласа лараççĕ, теприсем кашкăрсене наркăмăш хыптарса вĕлерме тăрăшаççĕ, виççĕмĕшсем сунар йыттисемпе хăваласа тытаççĕ. Юлашки çулсенче хĕрлĕ ялавсем карнă картари кашкăрсене пăшалпа персе тытасси сунарçăсене ытларах илĕртекен пулчĕ. Чăнах та, çывăрса выртакан кашкăрсене шыраса тупса вĕсем тавра шпагат çумне çакнă хĕрлĕ ялавсем карса тухсан çăткăн чĕр чунсем читлĕхе лекнĕ пекех пулаççĕ. Вĕсем ялав урлă каçса тарма хăраса, ункăран тухма «алăк» шыраса, карта тавра çаврăнма тытăнаççĕ. Вара ялав çывăхĕнче пытанса тăракан сунарçăсем сехри хăпнă кашкăрсене пĕрин хыççăн теприне персе ӳкереççĕ. Кашкăрсем ăçта канса выртнине шыракансене «окладчиксем», ялав патĕнче пăшал тытса тăракан сунарçăсене «номерсем» теççĕ.
Окладчиксем вăрманта кашкăр йĕрне курсан вăл ăçта выртнине пĕлес тесе ун хыççăн мар, çывăхри квартал чиккисемпе вăрмана «ункăласа» çӳреме тапратаççĕ. Кашкăрсем ункăран тухманнине курсан çав ункă тавралла хĕрлĕ ялавсем караççĕ. Ялавлă карта ăшĕнче кашкăрсене темиçе талăк та тытса тăма пулать. Вĕсем кун çутипе те, сĕм-тĕттĕм каçсенче те ялав урлă каçма хăраççĕ.
Тараев сурăх фермине тапăннă кашкăрсене çак майпа тытма шухăшларĕ. Вăрмана çитсен кашкăр кĕнĕ кварталсем тавра йĕр тĕрĕслесе çаврăнма пуçларĕç. Ĕç хăвăртрах пултăр тесе окладчиксем икĕ пая уйрăлчĕç: кашни квартала ухват пек икĕ енчен çавăрса илсе тĕрĕслеççĕ. Пĕр пайĕнче Урнашкин пĕччен, тепринче Тараевпа Капитонов. Çапла йĕрлеме пуçласанах кашкăрсем ялтан çĕклесе килнĕ сурăхсене вăрман хĕрринчен пĕр çухрăмри 17-мĕш квартала илсе пырса çинине курчĕç. Анчах сурăх тăшманĕсем каçхи апат синĕ вырăнта канма выртман, юнашарти 46-мĕш квартала кĕрсе кайнă.
— Ман шутпа кашкăрсем çак кварталта та выртас çук, — терĕ аслă егерь.
— Мĕншĕн? — ыйтрĕ Тараев.
— Унта вăрман касаççĕ. Вĕсем кунтан тухса 58-мĕш кварталти чăрăш чăтлăхне е 59-мĕш кварталти виçĕм çул çил-тăвăл тăпăлтарса пĕтернĕ йывăçсем айне кайса выртнă пулĕ.
— Тĕрĕслĕпĕр. Эпир Урнашкинпа иксĕмĕр асăннă кварталсен тулти чиккисемпе, эсĕ Максим Максимч, çав икĕ квартал хушшинчи чикĕпе утса тух. Вара икĕ квартал тавра «Ф» сас палли евĕрлĕ йĕр тăвăпăр. Тата тепĕр сехетрен кварталсен леш енчи чиккисем хĕресленнĕ çĕрте тĕл пулăпăр, — терĕ Виктор.
Чикĕсем хĕресленнĕ çĕре малтан Капитонов тухса тăчĕ, тата çирĕм минутран ун патне икĕ енчен харăсах Тараевпа Урнашкин утса пычĕç.
— Кам мĕн курчĕ? — ыйтрĕ Максим Максимч.
— Кашкăрсем 46-мĕш кварталтан тухнă та 58-мĕш квартала кĕнĕ. Урăх эпĕ вĕсен йĕрри урлă ниçта та каçмарăм, — терĕ Тараев.
— Эпĕ кашкăр йĕррисене ниçта та курмарăм, — сăмах хушрĕ Урнашкин.
— Шăпах эпĕ каланă пек пулчĕ, — юр çине патакпа çырса кăтартрĕ Капитонов. — Вĕсем чăрăшлăхран тухман, эпĕ те кашкăр йĕрри урлă ниçта та каçмарăм.
— Апла пулсан, кунтан çур çухрăма кайса тăрăпăр. Максим Максимч, лесник патне камăн каймалла? — ыйтрĕ Виктор.
— Хам кайса килем. Вăл кунтан тăватă çухрăмра. Тевенешев унта пыма кирлĕ ĕнтĕ, тепĕр сехет çурăран кунта çитетпĕр эпир, — тесе аслă егерь вăрман çулĕпе чупрĕ. Тараевпа Урнашкин ун хыççăн çур çухрăм утрĕç те пĕр хуçăлса ӳкнĕ ватă ăвăс вулли çине пырса ларчĕç.
Çанталăк лăпкă. Тӳпе тăрăх шыв пăсĕ пек çăмăл пĕлĕтсем калама çук хуллен ярăнаççĕ. Çав пĕлĕтсем хушшипе хутран-ситрен хĕвел тухса пăхать те татах пытанать. Сывлăш уçă, чăрăшсем хускалмасăр лараççĕ. Авă кăмписем тухса тулнă хăрăк хурăн çинче хĕрлĕ хырăмлă илемлĕ ула такка хăватлă сăмсипе таклаттарса ларать. Сасартăк çывăхри лапсăркка чăрăш çинчен малтан çăнăх пек юр тăкăнчĕ, унтан çĕре кăвак пакша персе анчĕ. Çав самантрах ун хыççăн тарăн юр çине сăсар сикрĕ. Куç хупса иличчен тенĕ пек пакша хăрăк çăка вулли тăрăх çӳлелле хăпарса кайса çаврака хăвăла пытанчĕ. Анчах сăсар та çав шăтăках сикрĕ. Пĕр тапхăр ним сасси те илтĕнмерĕ. Виктор хăвăл çăкана пырса хуллен шаккас тенĕччĕ кăна, ун ăшĕнче вилес пек сехĕрленнĕ пакша чĕриклетсе те ячĕ.
— Тепĕр чун катăлчĕ тĕнчере, — шӳтленĕ пек каларĕ Тараев, анчах ун сассинче çĕр çинче киревсĕрлĕхсем ытла нумай пулнăшăн кӳренни палăрчĕ.
— Çывăхра кашкăрсем выртман пулсан вĕсем хăйсем çакăнта выртмаллаччĕ ĕнтĕ, — терĕ Урнашкин пăру тирне тӳнтерле тавăрса çĕленĕ сумкине аллипе çапса.
Унтан каллех малтанхи пек шăпланса ларчĕç.
Виктор хăй пĕрремĕш сăсара тытнине аса илчĕ. Пăшал пеме вĕренсе пĕр ирхине вăл хыр вăрманĕ тăрăх тăсăлса выртакан çулпа тарăн юр ашса пынăччĕ. Çанталăк ун чух паянхи пекех ăшăччĕ, анчах кутсăр-пуçсăр çил-тăман ахăратчĕ. Сасартăк вăл хăйĕнчен çĕр утăмра темле пысăк кайăк çуначĕсемпе çапкаланса выртнине курчĕ. Ку карăк пулнă-мĕн, ун мăйĕнчен хăмăр кушак майлăрах, анчах çинçе те чăсмакрах тискер кайăк çакăннă. Карăкăн мăйĕнчен сирпĕннĕ юн таврари юра хĕретсе пĕтернĕ, пуçĕ те кĕçех татăлса ӳкес пек силленкелесе тăрать. Виктор çывхарнине карăк тăшманĕ вăхăтра сисеймерĕ, çавăнпах хăйĕн пуçĕ те пĕтрĕ-пĕтрех. Вун тăватă çулхи Виктор киле сăсарпа карăк çĕклесе таврăнчĕ...
Сунарçăсем Тараевпа Урнашкин ларнă çĕре вун пĕр сехетре тин çитрĕç. Çуна çинче шурă качака тирĕнчен çĕлетнĕ капюшонлă куртка тăхăннă хĕр ларать. Урине хăй çăматă тăхăннă, кăвак тăларан çĕлетнĕ шăлаварне çăматă кунчи çийĕн кăларса янă.
Тараев çак хĕре курсан тĕлĕнсех кайрĕ. Шатра Михалан хĕрĕ çав тери илемлĕ сăнлă пуласи аса та килменччĕ. Ашшĕ сакай шапи пек нĕрсĕр пулнăран вăл хĕрĕ те шапа евĕрлĕ пуласса кĕтнĕччĕ. Халĕ хăй умне кăн-кăвак куçлă, пиçнĕ ыраш улăмĕ пек сарă çӳçлĕ, кăшт курпунтарах сăмсаллă, улмуççи çеçки евĕр илемлĕ сăнлă пике тухса тăрсан малтанах урăх çын хĕрĕ пулĕ терĕ, çуна хыççăн утса пыракан сунарçăсем ăна Чĕкеç тесе чĕннине илтсен тин вăл Шатра Михала хĕрĕ тенипе килĕшрĕ.
Чĕкеç лашана çул урлă ӳкнĕ ăвăс патĕнче чарса тăратрĕ те çуна çинчен çăмăллăн сиксе анса ăна утă парса кăкарчĕ. Унтан çуна çинче выртакан виçĕ пăшалран пĕрне, Дамаск хурçинчен тунă тĕрĕллĕ кĕпçеллине, илсе çурăм хыçне çакрĕ.
Тевенешевпа юнашар утса килнĕ хĕрлĕ сухаллă çын Тараева тахçантанпа туслă пурăннă çын пекех хавассăн саламларĕ.
— Çуна çине ларса килни — манăн хĕрĕм вăл, Чĕкеç. Ерçнĕ вăхăтра пăшал çакса çӳреме юратать. Пысăк кайăках тытса курман, анчах пакша таврашне тем чул та тытнă. Шанатăр пулсан ăна та кашкăр тытакансен шутне кĕртĕпĕр, шанмасан лаша патĕнче те тăма пултарать, — терĕ Баранов.
— Ăна егерьсем питĕ ырларĕç, кашкăр тытнă çĕре пытăр, лаши пĕччен те тăрĕ, — тавралла пăхкаласа каларĕ Тараев. — Анчах конюха курмастăп эпĕ, вăл килмерĕ-им?
— Ĕнертенпе киле таврăнман терĕ Лена, эпĕ ăна ялта тупаймарăм, — хуравларĕ Тевенешев.
— Вун пилĕк минут канăр, чĕлĕм туртаканнисем туртса юлăр, номер çине тухсан тĕтĕм кăларма юрамасть, — ăнлантарчĕ Виктор. — Патронсене тĕрĕслесе пăхăр. Пăшала шултра йĕтрепе авăрлама кирлине эпĕ каламасăрах пĕлетĕр ĕнтĕ, çавăн йышши патронсем пурин те çителĕклĕ-и?
— Ăна-кăна чухлатпăр-ха, — терĕ хаçат татăкĕпе пирус çавăрса тăракан Баранов, — эсĕ пире тупăша мĕнле пайласси çинчен каласа пар.
— Йĕрки пĕрре çеç, пур çĕрте те сунарçăсем тупăша пĕр тан уйăрса валеçеççĕ. Эпир те çаплах тăвăпăр.
— Çук, ку йĕрке ман кăмăла каймасть. Ман шутпа, кашкăра персе вĕлерекен çынна икĕ тӳпе памалла, — никам çине пăхмасăр каларĕ Шатра Михала.
— Михал Трофимч, йĕркеллĕ пул-ха, — тарăхнине палăртмасăр сăмах хушрĕ Капитонов. — Тупăша пĕр тан валеçес йĕркене эпир шухăшласа кăларман: вăл авалранпа çапла пырать. Çитменнине, кашкăра кам тытасси те паллă мар. Тен, сан номеру патне пĕр кашкăр та çывхармĕ, тен, тĕл тивертеймĕн, вара сана хăвна сахалтарах тӳлемелле пулать.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...