Таркăн :: Виçĕ тĕрленчĕк
Уккапа Микулай хушшинчи çыхăну-салтăнусем малашне çапла пулса иртрĕç.
I
...Михапар хĕрсе кайсах тырă вырать. Мĕнле пысăк савăнăç вăл — ĕçĕн юлашки сыпăкне вĕçлесси. Тырра анкартине пуçтарса кĕртесси. Вара авăн çапса сăвăрмалли кăна юлать. Вăл кил çывăхĕнчи ĕç. Тырри ăнса пулсан армана кайса авăртасси ĕç мар, кӳрше халлап яма каçса ларасси пек кăна.
Михапар тырă тунине ывăçĕпе пуçтарса тытать те çурлипе кăчăрт касать. Тепре тытать те каллех кăчăрт! тутарать. Çурлине Михапар ашшĕ ватă Михапар лайăх шăллатнă. Аллинче çамрăк Михапарăн вăй вылять. Ытти çĕрте мĕнле те, ĕçре вăл нихçан та çынсенчен юлман. Икĕ ят çĕрне çеç мар, вунă ят тӳпине те ним мар вырса тухма пултарассăн туйăнать ăна. Ĕç çинче чăваш çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрмашать.
Кунтан çур чĕлĕ çăкăрлăх тухать тесе ывăçри тыррине Михапар тулман кĕлте çине хурать. Кунтан, тен, пĕр çăкăр пĕçермелĕх те тухĕ-ха тесе сулмаклă кĕлтине вăл купа çине майлаштарса хурать. Пурнăç чипер тăрсан, тен, тепрер эрнерен-иккĕрен çĕн тырăран пĕçернĕ çăкăр кăмакаран тухĕ.
Пур-ши тĕнчере çĕн тырă уявенчен пысак уяв? Çăкăр шăршинчен тутли те нимĕн çук пуль. Анне кăмакана çăкăр хывсан пĕтĕм ача-пăча лаççа пуçтарăнса лараттăмăр. Чылай вăхăтран лаçа, картишне, урама сипетлĕ çăкăр шăрши тухса тулатчĕ те, вара лаç тăррине хамăр лупас айĕнче пурăнакан кăвакарчăнсем вĕçсе пырса ларатчĕç, улайкка йытă килсе выртатчĕ.
Унтан анне кăмака питлĕхне уçса пăхни, тĕпелти сакка шăлса типĕтни; çăкăрне пĕрерĕн кăларса тĕпне аллипе шак-шак-шак шаккани, ăна кĕл çыпăçасран таса тутăр таткипе шăлса илни; шакăр тухса выртнă çăкăра çӳхе ал шăллипе витсе хуни. (Çăкăра «таврăнмасăр», пиçсе тухнă-тухманах касма юраманнине пĕлетпĕр эпĕр.)
— Кăштах сывлăш çавăрар мар-и? — терĕ те тӳрленсе тăнă Укка, Михапар шартах сиксе тăна кĕчĕ, хăй те тӳрленсе тăчĕ. Хĕвел чăн тӳпене хăпарса çитнĕ-мĕн, вĕри кăмака умĕнче чухнехилле пĕçертет. Михапар пурĕ пĕр, ывăнма мар, тарличчен те ĕçлеймен-ха. Кăнтăрлахи апат та çимен-ха вĕсем.
— Канса илер. Тен, пĕр майлă, апат та çыртăпăр?
— Ман хырăм выçман. Эс çикеле. Эп унччен кăштах канса илем,— тесе Укка ана çумĕнчи тип çырма пуçламăшне хурăн сулхăнне анса выртрĕ.
Михапар турăх çине симĕс сухан кăна тураса çирĕ, çăвас вырăнне çав тирĕкех ăшăннă сăрине ярса ĕçрĕ те арăмне тăма калас тесе пынăччĕ — шарламарĕ. Йывăç сулхăнĕ аяккалла шунипе Укка хĕвел питне тухса выртнă та — ăна та туймасть, ыйăха туртать кăна. Икĕ каç куç хупмасăр ирттернĕ-çке-ха çын, çывăрмасăр мĕнле чăтайăн. Ĕçленĕ пекех, ясарта çӳрени те ывăнтарать пуль çав çынна.
Арăмĕ çине ăмсанса та кӳлешсе пăхса тăрать Михапар. Кăнтăр кунĕнче пĕрре те ун пек куçпа пăхманччĕ-ха вăл Укка çине. Хĕр пек выртать аçа çаптăр хĕрарăмĕ. Манашкал арçын кĕлеткинче шăмă-шакă та çивĕч кĕтессем мăкăрăлса тăраççĕ, кусен пĕтĕмпе арçын чунне илĕртекен вăрттăнлăхсем те чăмăр кĕлетке-çурăм. Курмалăх та, юратмалăх та пур çав ун арăмĕ. Анчах иртнĕ каç вĕсем Микулайпа мĕн хăтланнисем çинчен шухăшласан Михапарăн çӳç-пуçĕ вирелле тăрса каять. Çав сăра чӳлмеккипе пĕрре çех çапас килет аскăна, ан тив, çывăрнă çĕртен вăранмасăрах ĕмĕрхи ыйăха кайтăр. Шел, ачасем тăлăха юлаççĕ. Хăйĕн шухăшне те шухăшласа вĕçне çитереймен-ха Михапар.
Тен, ун, шухăшăн, çук вĕçĕ?
Вăл арăмĕн икĕ енне икшер патак лартса ун тĕлне сулхăн туса хăварчĕ. Хăйĕн ачисен амăшĕ-çке вăл, кирек мĕн тесен те.
Укка хĕвел каç еннелле сулăнсан тин тăрса пычĕ упăшки патне.
— Эс ăмма вăратмарăн мана?
— Ытла хитре çывăраттăнччĕ те, тĕш ыйăхран варатас килмерĕ.
— Çынсем курнă пулсан кулса вилĕччĕç.
— Курчĕç çынсем. Вилмерĕç кулса.
— Эс мĕн терĕн вĕсене?
— Нимерен хытă ывăнса килнĕ терĕм.
Укка ырăмарланса ана çинелле пăхрĕ.
— Эс пĕччен кăнтăрлаччен иккĕн вырнинчен инçерех кайнă.
— Ку тĕлте ырашĕ сайраччĕ.
— Халь эсĕ кан-ха эппин, эпĕ вырам.
— Тыррине эп хамах вырăп, эсĕ кайса яшка пĕçер, ачасене шыва кĕрт, выльăхсене хуп.
Укка ялалла утрĕ.
II
Каç пулас умĕн Микулайпа Клавье Михапарсем патне икĕ лав турпас турттарса пычĕç. Михапар хиртен таврăннăччĕ çеç те, икĕ арçын, Михапарпа Микулай, йывăç сенĕксемпе питĕ хăвăрт пушатрĕç лавсене.
— Тавтапуç! — терĕ кил хуçи Микулая. «Мемме!» — тесе вăрçрĕ вăл хăйне ăшĕнче, чи тĕрĕс шухăш ун пуçне пĕччен юлсан пырса кĕчĕ: турпас лавĕсене кил картне кĕртмелле марччĕ терĕ вăл. Ан тив, уй хапхине тăкса хăварччăрччĕ. Çын п...-ш... кирлĕ мар ăна!
Чухăнлăха пула мĕн чухлĕ намăс курмасть пуль, хăйне хирĕçле ĕç тумасть пуль этем, турăçăм! Мĕн чул çын пăсăлмасть пуль тата. Хăюлли хăйне шанми пулать...
Килнĕ çынсем халех тухса каясса кĕтнĕччĕ Михапар, Микулай лашисене çавăрса тăратрĕ те лаç сĕтелĕ çине пĕр четвĕрт тĕксĕм шĕвек (каллех!) — ахăртнех, сăра пуль ĕнтĕ — кĕрсе лартрĕ. Ун арăмĕн аллинчи ача пек курăнакан чĕркенĕ япала çавă пулнă-мĕн.
— Ĕçсе пăхар çакна. Ниме юлашкийĕ вăл, — пĕлтерчĕ Микулай евĕккĕн.
— Эсĕ пырайман терĕç те, килсе ĕçтерес терĕмĕр, — хутшăнчĕ калаçăва Клавье.
— Чăрманса çӳремелле марччĕ, — терĕ Михапар. — Сирĕнне ĕçех тăнă-ха эпĕр. Хамăр питех мар-ха... Эс мĕн хытса тăран, Укка? Уткала кăштах, хатĕрле мĕн те пулин. Яшка-и унта, мĕн-и... Сăра пекки те пурччĕ пулас пирĕн. Хăйне хăй те юратмарĕ çавăнта Михапар. Кĕтмен «хăнасене» тухса кайма калас вырăнне вăл вĕсемпе пăтранса калаçса ларать, часрах çисе канма выртас чухне вăхăтне уссăр ирттерет. Тата еркĕнĕ умĕнче йĕпе шăши пек тăракан арăмне те куриччен курманниччĕ уншăн. «Мемме, мемме!» — питлет вăл хăйне.
— Нимĕн те кирлĕ мар пире! — чарчĕ Уккана Клавье. — Пĕр çуар та. Апер çисе килсе. Çияс тесен, сер хăр валли çех антарăр. Сăра та хăвăрăнне ан хускатăр, халь ĕçкĕ вăхчĕ мер. Пире куах та çитет.
Пăртак тавлашкаланă хыççăн Михапар та килĕшрĕ унпа. Апатне вĕсем килнĕ çынсем кайсан çийĕпĕр терĕç. Ваттипе вĕттисем пӳртре çинĕ-мĕн.
Хăнасен сăрийĕ Микулай виçĕм кун килсе ĕçтерниех иккен, пĕр-ик курка ĕçнипех пуç! патне пычĕ, тарлаттарса ячĕ, чĕлхесене çемçетрĕ.
— Турпасне эс хăвах тиярăн-и, Микулай? — шутсăр кирлĕ япала çинчен тĕпченĕ пек, пĕлесшĕн пӳлчĕ Михапар.
— Хамах тиярăм, ача, — Михапар каçанне лăп-лăп-лăп лăпкарĕ Микулай. — Тарçăпа ун маткине эп тырă вырма ятăм.
«Паян эс мана ачашлан, ĕнер ман карчăкпа аснă», — ни ырă, ни усал шухăшларĕ Михапар. Калаçнă май вăл Уккана сăнаса ларать. Ним тума пĕлмест хĕрарăм. Никама куçран пăхаймасть. Никампа сăмах чĕнеймест. Пурте пĕр çĕре пуçтарăннă халь вĕсем: Укка, ун упăшки, ун еркĕнĕ, ун тăшманĕ, ултава юлнă Клавье. Ку хĕрарăмĕ хăй те çынна улталас енĕпе такам пуçне касса кайĕ-ха. Пĕррелĕхе улталанчĕ пулсан, тĕсĕ, çавă кирлĕ ăна, Уккан савнă çыннине туртса илнĕ вăл.
Мĕнтен хăрать çакăнта Укка? Мĕнтен намăс ăна? Çапла, çакăнти икĕ арçынпа та пурăннă вăл. Пурăнса пăхнă тейĕпĕр. Ун вырăнне пĕри Уккан чăн тусĕ, тепринпе вăл ăнсăртран пĕрлешсе кайнă. Уншăн тур каçарать ăна. Халĕ çав икĕ арçын, туссем, пĕр чĕлхе тупса пĕрне-пĕри ним пытармасăр каласа пачĕç пулсан?
Çук-ха, апла мар. Михапара калайман-ха вĕсем. Михапар унсăрах сисрĕ пулмалла. Чĕрипе туять вăл. Клавье ялта пĕтĕмпе ыйтса пĕлчĕ пуль те, халь, упăшкине хăратса Михапара шăлса парса, путех, пирĕн кил-йыша аркатасшăн вĕсем.
Чимĕр-ха, тăхтăр-та, ĕнер анчах Укка никамран хăрамастчĕ-çке, паян мĕн пулчĕ ăна? Ĕнер вăл пĕр çынпа куçма-куç тăнă, паян виçĕ çын ăна хирĕç. Микулай Уккапа пĕр шухăшлă пулнине систерсе нимĕнле паллă тумарĕ. Ыран пĕтĕм ял хирĕç пулать-и? (Ун пек чухне пурте хирĕç сикеççĕ, пĕлет Укка.) Пĕрре çинипе ĕмĕр пурăнма çук. Пĕрре ыр курнипе те çавах. Пурин умĕнче намăслантарсан, пĕр хӳтлĕхсĕр, килсĕр-çуртсăр тăрса юлсан ăçта кайса кĕмелле Уккан? Картана тухса, çакăнса вилмелле-и? Шыва сикмелле-и? Ачасене вара кам ӳстерĕ?
— Паттăр хĕрарăм эс, Клавье, — терĕ те çак тĕлте Михапар, Укка чĕри шар! çурăлса карĕ. «Пуçланчĕ!» шухăшларĕ вăл.
— Мĕн енчен паттăр пултăм-ха эп? — ыйтрĕ Клавье.
— Ара, анчах çуралнă ачана такама шанса хăварса...
— Э, ав мĕн пирки эс. Ачана эп пĕрер çуллăха мăнакка хĕрне патăм. Çуралсан пĕр уйăхран ун ачи вилсе кайнă. Ман кăкăрăн сĕчĕ сахал.
— Сĕчĕ ун ачана мар, мăн çынна çитмелле, — кулчĕ Микулай.
— Сана ĕçсе çитмелле! — тесе хучĕ Клавье хуллен. — Тепрер уйăхран пирĕн пата автан яшки çиме пырăр, Михапарпа Укка.
— Пыратпăр! — терĕ савăннă Укка. — Тен, унччен те пырăпăр-ха.
— Тепре куриччен эппин!
— Тепре куриччен!
Икĕ пуш курман шалтăртатса картишĕнчен тухса карĕ.
III
Хресчен ĕçне никам шутласа кăлараяс çук. Тăршшĕпе ĕç, ĕç, ĕç унăн. Çĕр тĕрлĕ, пин тĕрлĕ вăл. Ку чухне те çаплах пулчĕ. Хура кĕркунне тин ĕçсем кăштах пуçтарăнма тытăнчĕç. Анчах хĕрарăмăн мар. Ана çинчи кантăртан кĕпе-йĕм пулса тăриччен — хĕл каçса тепĕр çăва тухиччен тăрмашмалла ун. Тата кантăртан ун вăрри патне çитиччен, вăрринчен çу çаптармалла пуличчен миçе тĕрлĕ ĕç тума тивмест пуль хĕрарăма! Çапах пиччĕшĕсем патне темиçе хут хутлама та вăхăт тупкаларĕ Укка. Пиччĕшĕсем патне тет вăл кашнинчех. Чăннипе хăйĕн шухăшĕ йăлтах урăхла, сисет Михапар. Укка тĕллевĕ — мĕнле те пулин, аякран та пулин Микулая курса ун шухăш-кăмăлне пĕлесси, хăйĕн туйăмĕсене систересси. Чи пысăк ĕмĕчĕ вара — Микулайпа хăйĕнпе тĕл пулса, — ан тив, çын çинче çеç пултăр, — шӳт пек, мĕн пек-и унта, йăл-ял çиçсе пĕр-ик сăмах хушасси.
Каяс умĕн вăрттăн çăвăнать вара, тасалать, пур-çук кĕпи-тум-тирĕсене улăштара-улăштара тăхăнать...
Тепĕр чухне шеллетĕп эп ăна, мĕскĕне.
...Юлашкинчен (ĕç-пуç юлашкинчен пулчĕ-ши вăл, варри тĕлĕнче-и, сăмахăн йĕрки çапла пырать) Укка темле майпа Клавьепе туслашса кайнă, тытăнчĕ ун патне йăрккама. Таврăнсан пĕтĕмпе мана кала-кала парать. Тĕрĕ тума вĕрентнĕшĕн Клавье Уккана хăна туса ярать иккен, çуллă пăтăсемпе те хуран куклипе сăйлать. Пире валли кучченеç тесе панулмисем, чей çырлисем йăттарса ярать.
Эп çиейместĕп вăл улмана, манне вăл пыра ларать. Ачасем пĕчĕккĕ те — тиркемеççĕ.
Уккан — пĕр юрă: хăй çинчен Микулая аса илтерсе тăрасси, юрату-савăшу ан сĕврĕлтĕр тесе тăрăшасси, хăй Клавье çумĕнче унран çамрăкраххине, хитререххине кăтартасси. Тата пĕр сӳнми шанчăк: тен, хăçан та пулин Укка пынă çĕре Клавье таçта кайнă пулĕ. Е йывăр чирлесе вилсе кайĕ...
Эпĕ чылайранпа çуллахи ниме кунĕнче пулса иртнĕ ĕç-пуç пирки сăмах хускатманнипе Укка ăна манăçа тухрĕ терĕ-ши, калама хĕн, — аттепе ачасем çак калаçу тапраниччен «выляма» пус киле (кӳрше) кайнăччĕ, — юр ӳкни самай вăхăт пулатчĕ ĕнтĕ, тепрер уйăхран çуркунне шăрши кĕме тытăнмаллаччĕ; эпĕ çăпата хуçаттăм, Укка пир тĕртетчĕ; вăл, Укка ĕнтĕ, ăсине шăкăрт тутарса урайне ӳкерчĕ те тӳрленсе ларчĕ.
— Эс чĕлхӳне çăтса ямарăн пуль те, Михха?
— Ма ун пек калан? — терĕм эп. Хам туятăп-ха вăл мĕншĕн ун пек ыйтнине.
— Нимĕн те чĕнместĕн те, ара.
— Куран пуль — ĕçлетĕп эп.
— Ĕçленĕ хушăра юмахлама çук-и вара?
— Çук та пуль çав. Манпа пуплес тесе эсĕ ĕçне пăрахрăн ав.
— Ĕçе пăрахман эп, чарăнтăм çех.
— Ну, çапла пултăр эппин. Вара мĕн каласшăн эс мана?
— Тахçан эпĕр пĕр-пĕринпе çилленмесĕр те юмахлама пĕлеттĕмĕр. Çĕрĕ-çĕрĕпе шăкăлтатса калаçса выртни те сахал пулман пирĕн.
— Ун чух эпĕр иккĕн çех пулнă çав. Хамăр та çамрăкрахчĕ. Халĕ пиллĕкĕне çитрĕмĕр. Пӳрт çав-çавах — упа йĕнни пек.
— Улттăмĕш çын та килме тухрĕ пулмалла, — пĕлтерчĕ Укка. — Виççĕмĕш уйăх ĕнтĕ — хăнасем çук.
— Тен, ывăл туса парăн? — епшертĕм эпĕ. Урайĕнчен Укка ăсине илсе хутăм.
— Мĕн пулать ĕнте, — терĕ те Укка сасартăк хыпса илчĕ: — Итле-ха, Михха! Сăмах май... Манса кайиччен тес — манма та çук ăна. Улах чух шухăшласа пăхма. Кĕçех ак атипе ачасем таврăнаççĕ те, вара каллех пуплейместпĕр. Пӳрт умĕнчен — пăлтăртан пурăнмалли тепĕр кукăр тума çук-ши пирĕн, э? Çăва тухсан пăсса хăпартас та мăкпа...
— Ăслă шухăш! — килĕшрĕм эпĕ те хĕпĕртесе. — Пĕренисем вĕтĕрех те ĕнтĕ, ăшă тытайĕç-ши?
— Вăл пӳртĕнче эпĕр хамăр çывăрăпăр, — кулчĕ Укка. — Луччă ăшăнас тесе пĕр-пĕрин çумне тачăрах çыпăçса выртмалла пулĕ... Урайĕ хăйĕннех каять, хăмисене çех хĕсме тивĕ. Пӳрт никĕсĕ те мачча хăмисем кирлĕ пулаççĕ. Ĕçлес тесе ĕçлесен çитес хĕллене ăна туса кĕме пулать.
— Ытла хăвăрт-çке эс, — терĕм эпĕ. — «Çех». Ĕçне хускат кăна, çĕр те пĕр тĕрлĕ япала кирлĕ пулать.
— Пиччесем те вăй çитнĕ таран пулăшĕччĕç. Хамăр та тăрăшăпăрччĕ.
— Ун пек пысăк ĕçе çынна шанса тытăнма çук çав ĕнтĕ. Шухăшĕ тĕрĕсех-ха вăл санăн. Пăлтăр урайне те атте çавна шута илсе хитре хăмасем сарнă пулнă.
— Пĕр вылямасăр-кулмасăрах, çапла вилнĕ çын панче ларнă пек ларсах çамрăклăх иртсе кайĕ тетĕп-çке. Çын курмасăр ним тума çук пирĕн! Пĕри вăранать, тепри çывăрмасть. Йăлтах куç умĕнче тăвăр пӳртре. Хăвна арçын шухăшĕ пырса кĕрсен çех эсĕ ман çинчен аса илен. Ни вылясси çук сан, ни калаçасси. Арçын кăмăлне лăплантаран та тепĕр еннелле çаврăнса выртан. Ман ăшра хĕрарăм чунĕ вăраннă кăна — эс харлаттарса çывăрса кайнă. Кивçене çӳремелле-и ман ял тăрăх? Çур çул ĕнте — эс мана çурма выçă усран, Михха.
— Вăл мĕнрен килнине эс ăнланмалла пек-çке?
— Нимĕн те пĕлес килмест ман. Эс арçын — арçынах пул.
— Сирĕн унта, Микулай панче, мĕн пулнине эс каласан-каламасан та пĕлетĕп эпĕ. Пурăнасса та пирĕн иксĕмĕрĕн пĕрле пурăнса ирттермелле, ачасене çурмалла касса, ик еннелле уйрăлса кайма çук. Микулайăн хăйĕн кил-йыш, пирĕн хамăрăн. Клавье те пĕтĕмпе пĕлет, çавăнпа упăшкине ниçта та пĕччен кăларса ямасть, пĕччен хăвармасть.
— Мĕн тума калан эс ăна мана?
Пĕр-пĕринчен пытарни нимĕн те ан пултăр терĕм пирен хушăра. Каласа пар та пĕрре ним пытармасăр, урăх нихçан та хускатар мар ун çинчен.
— Эс пĕлеп тетĕн-çке, тата мĕн кирлĕ сана? Мĕн чакаласа кăларасшăн эс?
— Чăнлăх, Укка. Сана ху çăварупа йышăнтарасшăнччĕ айăпна.
— Вара манса кайăпăр-и ун çинчен? Текех нихçан та тапратмăпăр-и ăна?
— Эпĕ хам сăмаха тытмасан эс мана питрен çупса яр.
— Çупса яни ним те мар вăл. Кăшт ыратать те иртсе каять. Сăмах ĕмĕре пырать.
— Эппин, тупа тăвам эп. Çĕр çыртам.
— Апла ытла хăрушă.
— Пултăр! Сăмаха тытаймасан вилсе çĕр айĕнче пулам эп.
Укка шурса карĕ. Алăк еннелле пăхса, тĕпсĕр кӳлле сикме хатĕрленнĕ пек, кăкăрне сывлăш туртса илчĕ те, калама, калама тăнăскер, умĕнчи пир анĕ çине йăванчĕ.
— Çук, Микулайпа нимĕн те пулман пирĕн, пулман, пулман!..
Эп кутник çине кайса лартăм.
— Каллех улталарăн эс мана. Иккĕмĕш хут улталарăн.
Укка ĕсĕклесе пир хушшинчен тухрĕ те ман çума пырса тĕршĕнесшĕнччĕ, эп тытмассине туйса алăк патĕнчи пуçтарса хунă вырăн çумне выртрĕ.
— Мĕнле ăнланмастăн эс мана, Михха. Хăратăп эпĕ. Сăмахна тытаймăн та, вара манăн çут тĕнчере тăр-пĕччен тăрса юлас-и?
Эп ĕненнĕ пек турăм ăна. Укка та çапла шутларĕ пулмалла. Эп ăна ĕнентертĕм терĕ пуль. Укка юратнă çын, пĕрле ӳснĕ Микулай, пирĕн пекех, хăй савми пулнă хĕрарăмпа Клавьепе пурăнатчĕ.
Пирĕн, икĕ чухăнăн, Уккапа манăн, ик еннелле уйрăлса кайма май çукчĕ çав ĕнтĕ: пире, ăссăрсене, пула пилĕк-ултă çын пурнăçĕ саланатчĕ. Укка, хытă юратнăскер, тен, ăна та пăхмĕччĕ, Микулайин Клавьерен хăпас шанчăкĕ çукчĕ. Çирĕпрен те çирĕп алла лекнĕччĕ вăл. Клавье Микулая пĕр утăм аяккалла утма памастчĕ, çийĕнчи кĕпи-йĕмне хывса илсе кутĕнчен тапса кăларса ярассипе хăрататчĕ. Лешĕн ун пек те пулин тухса кайма хăюлăхĕ çитместчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...