Таркăн :: Вилĕмпе юнашар
...Куçне чал уçса пăрахрĕ Янтул, — такам ăна сасартăк ятран чĕнчĕ тейĕн. Анчах çийĕнчех нимĕн те курмарĕ-ха, нимĕн те ăнланмарĕ. Çурма ӳсĕр, çурма мухмăрлă пуçпа çĕрле мĕн курăн, мĕн анланăн, тепĕр тесен. Хăй шăнса хытнине çеç туйса выртрĕ вăл малтан. Вара ăшĕ çунни систере пуçларĕ. Тăма хăтланнăччĕ, айĕнчи вырăнĕ яр кайнипе кăшт çеç тухса ӳкмерĕ. Ăçта вăл? Таçта. Кам вăл? Такам. Пĕр енне хыпашласа пăхрĕ — аллине хытă япала лекрĕ. Тепĕр енче те çавах. Нивушлĕ тупăкра вăл?! Çак тĕлте тин таркăн хăй Янтул иккенне тавçăрса илчĕ. Çӳçĕ чăшăл хускалчĕ ун. Çамки çине сивĕ тар персе тухрĕ. Пĕр хушă вăл тапранма хăраса çӳлелле пăхса выртрĕ. Пичĕ çине таçтан сивĕ тумламсем татăла-татăла анаççĕ-мĕн. Тен, çавă вăратнă ăна? Янтул асăрханса чавси çине çĕкленчĕ. Юнашарах шыв чĕлтĕртетсе юхни илтĕнсе тăрать. Çывăхри лапамра шупкан палăрса темĕн чаштăртатса хускалать, ишĕле-ишĕле анать, шыва шампăртатса тăкăнать. Паллах, тулта Янтул, çĕр айĕнче мар, турра шĕкĕр; çут тĕнче ытамĕнчех вăл, анчах хăш тĕлте?
Ирхине хăй пĕр ялтан тухса тарнине Ильмук-Янтул тахçан иртсе кайнă пурнăçра курнă тейĕн, çав тери аякка тăрса юлнă вăл ун асĕнче. Унтан эрех ĕçсе ларнине палламан çынсем алă çапса хаклашнине астунă пек вăл. Ун хыççăнхисем вара йăлтах çич çĕр минне путнă.
...Иккĕмĕш хут тăма хăтлансан та тăруках тăраймарĕ-ха Янтул. Вырăнĕ те ун, иçмасса, сăпка пекех чӳхенет иккен. Кимĕ çинче мар-и вăл, пĕсмĕлле? Пăр каякан шыв хĕрринче?!. Ма ăна пĕрех хут шывах тĕксе яман?
Мĕн тери выльăхланма пултарать иккен этем тени, турăçăм! Чикки пур-и ун, усалăн, ирсĕрен? Çакăн хыççăн та çынсем хушшинче шурă питпе çӳренĕ пек пурăнмалла-и Янтулăн? Ултав-çке вăл, ун пек хăтланни. Пĕр ултав çеç те мар тата, ултав çине ултав. Çынсем ăна чипер этем тесе пĕлеççĕ, вăл — çын вĕлерекен. Шурча ялĕнче ăна пурте Ильмук та Ильмук теççĕ, вăл — Янтул. Пуп ăна Савтепие шырама кăларса ячĕ. Янтул ĕçкĕпе супрĕ. «Киле» таврăнсан та — ан тив, ирĕксĕр çеç пултăр — каллех суйма тивет. Нивушлĕ тĕрĕс пурăнма çук тĕнчере? Тата — мĕн туса каçарттарма пулать чуна пуçтарăнса ларнă суялăха, ирсĕрлĕхе? Çук, хăйне питрен сурсан та хирĕç çапма тивĕçĕ çук ун, акă мĕн. Питне шăлса ил те шăлна çырт.
Янтул кимĕ çинчен кăштăртатса анчĕ те, типĕ çĕре пусап тенĕскер, шыва кĕрсе тăчĕ. «Ун» киммине шыв илнĕ-мĕн. Тепрер сехет выртнă пулсан ăна чиперех тинĕсе юхтарса кайĕччĕ. Янтул çыран хĕррине тухрĕ, туран ыткăнса анакан шыв патне пырса чĕркуçленсе ларчĕ. Вара йĕкĕр ывăçĕпе ăса-ăса илсе ĕçрĕ, ĕçрĕ.
Пĕр çирĕм-вăтăр утăм аяккарах темĕнле хуралтă палăрать иккен. Кама та пулин тĕл пулма ĕмĕтленсе Янтул унталла сулăнчĕ. Çитсе пăхрĕ те хăй курнине хăй ĕненмерĕ. Хăраса ӳкрĕ вăл, тĕлĕнчĕ, тӳсме çук тарăхса карĕ. Путех хăрушă тĕлĕк курать таркăн. Каласан — никам ĕненмĕ: вăл — Чикме хулинче. Атăл хĕрринчи хупах умĕнче алчăраса пăхса тăрать! Чикмене текех вĕренпе сĕтĕрсен те ура ярса пусмăп тесе тăнă çĕртех пирĕн паттăр кунта тепĕр хут килсе тухнă пулать-и çапла? Тата унпа çеç те çырлахман-ха. Пĕлтĕр-и çав, виçĕм çул-и хăйсене, çамрăк Михайловпа иккĕшне, шартлама сивĕ каç урама кăларса пенĕ хуçа патнех «хăнана» кĕнĕ пулас вăл, мĕскĕн, унсăр ăçтан килсе выртĕччĕ Янтул кимĕ çине? Хальхинче те çав эсремет хуçа ĕçех вăл.
Янтул шухăша каять. Мĕн ертсе килнĕ ăна «на круги своя»1? Ӳсĕр пуç-и? Е пĕр-пĕр тухатмăш-и? Ăшĕнче хаярлăх капланса хăпарнине туять вăл. Ача пулас пулсан тытса хĕнĕччĕ хăйне — ача мар вăл. Хăйсене алăра тытайми пулса çитсен ĕçке ярăннă çынсенчен хăшĕ-пĕри е çакăнса е шыва сиксе вилеççĕ тенĕ. Çапла чараççĕ-мĕн вĕсем хăйсене. Янтул та çавăн йышшисенченех-ха. Анчах халлĕхе вăл хăйне урăхла тавăрать: Шурча ялне çитмесĕр ăш-не пĕр хĕлхем апат илмест. Çул çинче пĕр кун ирттерсен пĕр кун çимест, иккĕ кайсан — иккĕ. (Мĕншĕн çимелле мар çул çинче? — тавçăрса илме хăтланса шухăшлать Янтул.) Çурхи шывпа пылчăк витĕрех вăл çĕр хута çамрăк арăмĕпе ачисем патне тухса утать. Ăшăнти усал туртăмсене çĕнейместĕн пулсан тӳсме пĕл тет вăл хăйне. Кăна та ăнланмасть Янтул. Киле таврăннинче нимле асап та çук пуль унта? Паттăрлăх та мар вăл. Хăна ху тавăрни те мар.
Çăл шывне тепре кайса ĕçрĕ те Янтул, шăнсă чĕтрене ернĕскер, каялла çурт патне тĕкĕлтетсе таврăнчĕ. Унтан тата тепре хутларĕ; виççĕмĕш... пиллĕкмĕш... вуннăмĕш хут çаврăнса килчĕ. Çапла кăшт ăшăниччен кумса çӳрерĕ вăл. Хăй çывăрнă кимме шыв юхтарса кайнине те паçăрах асăрхарĕ. Кӳпшек питлĕ хуçа ăна çавна пĕлсех кăларса вырттарнă та ĕнтĕ пăрахăç кимми çине. Пĕттĕр тенĕ пĕр чăваш.
Кĕсйинче укçа пур чухне Янтул хупах хуçисене çĕрле пырса вăратма та вăтанса тăман. Халĕ ун кĕсйисем çап-çарах. Ирхине те пĕр пус пулман. Çавăнпа мĕскĕн вăл халь, — çын патне ăшăнма кĕме хăраса тăрать, хăçантанпа ĕнтĕ çурт тавра çеç сас тумасăр явăнса çӳрет. Эрехпе ашкăннăшăн хăйĕнчен хăй вăтанать. Укçасăр мĕнпе илсе ĕçнĕ вăл кунĕпе эрех? Кам ĕçтернĕ ăна? Тата — ку хупахра Янтул пиçен тăрри пек çапкаланса ларса ĕçнĕ чух палланă-и ăна хуçа е çук-и? Палланă пулсан тыттарса ямаллаччĕ пек-çке? Тен, чӳречинчен эрех кĕленчипе персе хăратнă çеç эп ăна, нимле сиен те туман? — шухăшлатъ Янтул.
Тепĕр тĕрлĕ те пулма пултарнă. Полици салтакĕсене пĕлтерме хулана хăпарса çӳремелле, хăна тумалла вăл ханттарсене, кайран суда свидетеле каймалла, тем те пĕр. Ун пек чăрманиччен вăйлă хурах тытнă та ӳсĕр Янтула кимĕ çине йăтса тухса пăрахнă, ĕç те пĕтнĕ терĕ пуль.
Çук, пĕтсех пĕтмен-ха Янтул, иртерех савăнать хупахçă, сывлăхĕ çеç пултăрччĕ таркăнăн. Халь йăшасса чăнах та йăшнă вăл: куçĕ хурала-хурала килет, чĕри вăхăт-вăхăт чарăнса ларма хăтланатъ, пуçĕ çаврăнать. Ун пек самантсенче Янтул хăй ăçтине те астуми пулать, шухăшĕн йĕрне çухатать. Чĕтрекен аллисемпе чĕлĕм чĕртме тăрать те ăна та чĕртеймест. Авви те нӳрĕ туртнă пулас.
Ма килне каймасть вăл? Темĕн тытса тăрать-çке ăна кунта. Мĕн тытса тăнине вăл хăй те пĕлмест. Те пĕр-пер ĕç вăл, те сăмах кăна. Çак таврашра е хулара каламалли-илтмелли сăмах. Е пĕлмелли шухăш-и. Пур ун кунта чарăнса тăмалли сăлтав, çавă паллă. Ахальтенех илсе килмен пуль ăна такам Чикме хулине. Тен, кунти ĕçсемпе çыхăннă шухăшĕсен вĕçне тухайман вăл? Михайлов Çĕпирук Чикмерине те манмасть Янтул. Анчах хальхи сăн-пуçпа ниçта та кĕмест вăл. Илтрĕр-и? Ниçта та! Вăл шутра хăйĕнчен сивĕннĕ ывăлĕсем патне те! Вĕсене аса илнипе Янтулăн чунĕ хĕсĕнсе ыратать. Улталани пекех, мĕн чухле йăнăш туса тултарать этем хăйĕн ăнăçсăр пурнăçĕнче. Мĕншĕн хăрах куçлă майра çумне çыпăçмалла пулнă унăн. Халĕ хитре арăм тупма пултарнăран ăна ĕлĕк те, паллах, чăваш хушшинче, — чипер мăшăрах тупма май килмеллеччĕ пек туйăнать. Унччен арçынпа пурăнса курман Енчĕпек мухтать-çке ăна. Эппин, ытла начар çынах та пулман вăл...
Шел, Чикмере ачисемпе туслашайман Янтул. Вĕсемпе сăмах хушма тăрсанах ăна арăмĕ кăшкăра-кăшкăра пăрахнă: «Ан пăс ачасен чĕлхине! Эс мĕн, вĕсене те ху пек ухмах чăваш тăвас тетни? Хуп луччă çăварна!..»
Чикме хулинче чух Янтулăн эрехпе ашкăнма сăлтав пулнă тейĕпĕр. Халĕ мĕншĕн хупахсем тăрăх чупать вăл? Тата çынсем пек çеç ĕçнипе те сахал-ха ăна, тăнне çухатиччен ĕçмелле ун. Мĕн çитмест ăна? Юратакан арăмĕ çук-и ун? Алли-ури чăлах-и? Çĕрĕк каска шыв сыпать тесе тĕрĕс калаççĕ пуль çав. Ватта сулăннă Янтул хăйне алăра тытайми пулнă, суяна парăннă, хăракана ернĕ. Енчĕпекпе икĕ çул пĕрле пурăнса та малтанхи çемйи çинчен каласа паман ăна. Çавăн пек çамрăк мăшăр пур çинче тата мĕн шыраса килмелле пулнă Янтулăн Чикме хулине?
Тарăхсан, хăйне Салакайăк каланине те — сана çынсем çеç мар, выльăх та юратмасть тенине те манмасть таркăн. Анчах тĕрĕс мар вăл. Салакайăкне килĕштермен пекех, ун сыснисене те юратмасть Янтул. Кăна йышăнать вăл. Ăна та пулин çынсем çиес апата пĕтĕрсе тăнăшăн кураймасть вĕсене. Утне çитмен — туртине тенешкел.
Сысна тени вăл тăнсăр выльăх-ха. Парсан вăл, çăнăх пăтратни е çăкăр çеç мар, темĕн те çисе ярĕ. Айăпĕ кунта сыснара мар-ха, хуçинче, кăна такам та пĕлет. Ун вырăнне пуп килĕнчи ытти чĕрчунĕ, лашисем таранчченех, Янтул еннелле туртăнать.
Лаша çинчен аса илнипе Янтулăн чĕри ыратса карĕ. Вăл юлан утпаччĕ-çке, ăçта ун лаши? Тен, кунĕпе выçă хăрăнса тăнă вăл, шăварман ăна? Янтул хупах çурчĕ тавра чупса çаврăнчĕ, шăтăк витĕр картишне пăхрĕ. Пылчăк ашса. Атăл хĕррипе çӳрерĕ. Çук ун лаши.
Ăшра хăйпе хăй туллашса, макăрса, хăйне ылханса, таркăн хупах хуçин пӳртум алăкне пырса кĕрслеттерчĕ. Шалтан сас-чĕв паракан пулмарĕ. Янтул кăшт кĕтсе тăчĕ те пӳрт чӳречинчен кайса шан-шан-шан шаккарĕ.
— Уçăр часрах!
— Мĕн пулчĕ? — тинех илтĕнчĕ çенĕкрен арçын сасси. Çын çывăрман та тейĕн — сасси янк уçă. Вăл чăнах та çывăрман пулнă-мĕн. Анчах урса кайнă Янтул — ут çухалнах тăк кирек мĕн пултăр! — ăна-кăна уйăрса тăраймарĕ.
— Уç! — терĕ кăна вăл хаяррăн.
— Уçмастăп, çĕрле халь, çывăр кайса, — кĕтнĕ пек вăрçса тăкмарĕ, канаш панă майлă сĕнчĕ хупах хуçи, палларĕ ăна таркăн. Çын, сăмах пĕтнĕ чухнехилле, пат татса хумарĕ, ыйтăва татах сӳтсе явма хатĕр пулнă евĕр те хута кĕнĕ пекрех те иккĕленсе калаçрĕ.
Çавна туйса кăшт çеç макăрса ямарĕ Янтул.
— Уç-ха, ырă çыннăм, инкек пулчĕ, — терĕ вăл. Хăй сассине хăй палламарĕ таркăн: ытла та мĕскĕннĕн илтĕнчĕç ун сăмахĕсем.
Хупах хуçи пӳрт ум алăкĕ çумĕнчи пĕчĕк кантăка уçрĕ. Аллинче çурта çутнă хунар-мĕн ун.
— Сана мĕн кирлĕ?
Табак пĕрчисене çĕре тăккаласа Янтул чĕлĕмне тултарчĕ.
— Кăвар çук-и сирĕн?
— Кăвар?!
— Кăвар пĕрчи. Чĕлĕм чĕртме.
Хуçа Янтул çине тĕлĕнсе пăхса илчĕ те пӳрте кĕрсе карĕ. Часах шăрпăк йĕнни йăтса тухрĕ вăл. Чӳречерен аллине тăсса шăкăр-шăкăр тутарчĕ.
— Тыт акă. Пĕррелĕхе çуртаран та чĕртме пулатчĕ те, сана кайран та кирлĕ пулĕ.
Янтул чĕлĕмне чĕртсе ячĕ. Хаш сывласа илчĕ.
— Тавтапуç.
— Çакă çеç-и сан инкекӳ?
— Лашана çухатрăм. Те таçта хăварнă эп ăна, те вĕçеренсе тарнă вăл. Кунта эп юланутпа килнĕ-ши, эс асăрхаман-и?
— Çуран антăн эс. Лашу мĕн тĕслĕччĕ?
— Турă.
— Пурне те астуса тăма ман вăхăт çук çав. Кун каçипе мĕн чухлĕ çын кĕрсе тухатъ те ман пата. Лашана вăрлама çеç мар, çын пуçне татса кайĕç.
— Мана такам ĕçтернĕ-çке эрех. Укçа çукчĕ ман.
— Кикирик хĕрсен такама такам та хăналать. Сана, тен, лашуна вăрлас тесе юри те ĕçтерме пултарнă вĕсем. Эс пĕр ушкăн варринче лараттăнччĕ.
— Çыннисем камсем пулнă-ши?
— Ăна ĕнтĕ турă пĕлет, мучи. Кунта, пуппа ун майрисĕр пуçне, пурте кĕрсе тухаççĕ. Сан пек иртен-çӳрен те нумай килет.
«Э, мана палламан ку хурах» тесе йăнăшрĕ Янтул. Лешĕ ăна пĕрре пăхсах палласа илнĕ-мĕн. Ун лашине те кирлĕ çĕре çавă ăсатма хушнă. Халĕ ухмаха перет çеç вăл. Шел, Янтул сисмест ăна.
Кăнтăрлахи апат хыççăн пулса иртнĕ вăл ĕç. Пӳрт умне юланутлă пĕр этем пырса чарăннă пулнă. Кĕтсе тăнă-тăнă хуçа, çын кĕмест те кĕмест тет хупаха. Тухса пăхнă та хуçа — ут çинче ларакан Янтула палласа илнĕ. Ятран мар, çапăçнине аса илсе. Лешĕ сĕм ӳсĕр пулнă иккен. Çывăрнă май унталла та кунталла сулкаланнă. Тӳрленкелесе ларнă-ларман каллех ӳкме хăтланса тайкаланнă, хăй персе анман-ха çапах.
Çавăнта пырса кĕнĕ те ĕнтĕ хупах хуçи пуçне пĕр ăслă шухăш. Янтула вăл пӳрте йăтса кĕрсе сĕтел хушшине лартнă, эрех ярса панă. Ĕç мĕн чухлĕ ĕçме пултаран. Тĕттĕм пулсан çывăрса кайнă таркăна кимĕ çине йăтса тухса вырттарнă. Ун лашине хуçа хăйсен ялне ăсатнă.
Шăв-шав тухасран хăраман вăл. Янтула пĕтес çын тенĕ. Е шывпа юхса каять чăваш, е им-çамлă эрех нумай ĕçнипе кăнса выртать. Эрех çине хупах хуçи кикен шывĕ хушса панă. Кимме шыв иличчен çын тăна кĕрсе анма вăй çитерейсен те, мĕн тума пултарĕ вăл? Хӳтлĕх шыраса полицие каймасть чăваш. (Çармăç та çавах.) Ут хуçи пушшех те каяс çук унта. Хăйĕн хыçĕ таса мар — пулăштух савăчĕпе кантăка ватса сехре хăпартрĕ. Çĕрле тусĕ-юлташĕсене чĕнсе килсе тапăнасран хупах хуçин пăшал пур. Чӳречисене решеткепе тыттарнă. Сых ятне çех вăл кĕçĕр çывăрма выртман. Ут хуçи пулнă чăваш çурт йĕри-тавра макăлтатса çӳренине курсан хăрасса хăраман та, ыйхи уçăлнă ун. Вут тĕртсе хăварма та ăс нумай кирлĕ мар-çке. Çавăнпа Янтул тултан çурт тавра çаврăннă чух хупах хуçи унпа пĕр тĕлте картан шал енĕпе утса пынă.
Халĕ вăл йăлтах лăпланса çитнĕ. Ут хуçи вилни-вилменни ниме те пĕлтермест ĕнтĕ. Лаши çухалнине ĕненсе лартнă çын, çавă паха.
Хупах хуçи Янтула пĕр шкальккă2 эрех йăтса тухса тăсса пачĕ.
— Ку — мĕн? — тĕлĕнчĕ Янтул, ăна илмесĕр.
— Мĕнле «мĕн» пултăр? Эрех, — терĕ хупах хуçи.
— Ма пит нумай?
Айăпне туякан хупах хуçи ним сăмахсăрах тепĕр пӳрнеске эрех илсе тухрĕ. Атя, хăптăр ĕнтĕ мĕнле те пулин терĕ пулмалла.
— Нимле эрех те кирлĕ мар мана, — пĕлтерчĕ Янтул татăклăн. — Эпĕ ăна ĕмĕрлĕхе ĕçсе тăрантăм. Пăхсан çăвартан курăнать пуль.
— Апла та япăх мар, — хĕпĕртерĕ хуçа. — Ыттисем валли ытларах юлĕ. Анчах халь тин ĕçме пăрахни мĕн усси? Лашуна çухатнă эсĕ пурĕ пĕр...
— Тен, тупатăп эп ăна?
— Çук, тупаймастăн. Вăхăтна ахаль ирттерсе çӳрени пулать. Каялла тавăрса парас пур, вăрламасть те ăна çын. А тен, итле-ха, эс ăна ху сутса ĕçнĕ, э?
— Сутнă пулсан укçи ăçта?
— Сан тавра мĕн чул çын ларатчĕ те, ун пек йышпа лаша укçине çеç мар, пӳрт-çурт укçине ĕçсе яма пулать.
«Чăнах ара, — тесе шухăшласа тăчĕ çав хушăра Янтул. — Эй, ухмах та çав эп. Тăп-тăр ухмах. Тĕнче ухмахĕ. Тăмана çамки...»
— Спасибо! — терĕ те вăл крыльца çинчен анчĕ, тĕттĕмелле кайса çухалчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...