Таркăн :: Тăван ялта
Ирхине каллех Янтула чĕнме пычĕç. Хальхинче Тĕмеркке старик патне терĕç. Леш киремет хуралçи патне. Кунта та каясшан марччĕ Янтул, — пĕр енчен, старикки килĕшмерĕ: хăйне ытла та хуçалла тытать, тепĕр енчен, — ял халăхĕ хăйĕнчен ыйтмасăр темле усал ĕçсене явăçтарма хăтланни Янтула хăратма пуçларĕ, — пуп пычĕ кĕчĕ те ăна темиçе тĕрлĕ ĕç хушрĕ: унта каймалла, кунта çитсе килмелле, çав ĕçе часрах туса пĕтермелле... Вăл лаç алăкне тайса хăварма та ĕлкĕрейменччĕ пуль, Янтул ура çине сиксе тăчĕ.
— Юрать, каятăп. Ăçта пурăнать вăл, киремет кĕтӳçи?
Каларĕç ăна.
— Мана мĕн тума чĕнет?
Йыхравçăсем — икĕ йĕкĕт — ăна пĕлмеççĕ-мĕн. Чĕнет терĕç кăна вĕсем. Лешĕ çывăхри ялсемех иккен-ха. Юрать ара, Янтулшăн пулсан кун ирттĕр те çĕр ирттĕр. Киремет пăхаканне астăвать вăл. Ун чухне «ĕçреччĕ» старик. Халĕ ма курас мар ăна хăй килĕнче? Тухса утрĕ таркăн. Лере пĕр-пĕр пăтăрмах сиксе тухасран та хăрамарĕ. Ĕç-пуç вăл енне кайсан хӳри кĕске ун. Май тăк — май, май мар-тăк — тухнă та утнă каялла.
Çапла шухăшпа айланса шăрăх уй варрипе таплаттарса пырать пирĕн паттăр. Хăй тĕллĕнех йăл та йăл кулать. Манăн хак ял хушшинче ӳссех пырать тем тет. Ĕнер ăна çăва çине çеç чĕнетчĕç-ха, паян ак ун çинчен ялти ятлă çын аса илнĕ. Эппин Янтул та çут тĕнчере ахаль пурăнмасть. Унăн та çынсем хушшинче хăйĕн вырăнĕ пур.
Яла пырса кĕрсен чи малтан ун урамĕсемпе утса çаврăнчĕ Янтул. Кашни яла ятарласа кайса çӳреме çук, пĕр килсе лекнĕ пек чухне ăна лайăхрах курса юл. Васкамасăр пăхкаласа çӳретчĕ вăл, сасартăк пусăрăнса урамри пир каски çине ларчĕ, чĕтрекен аллисемпе чĕлĕм тивертрĕ. Ма ун чĕри сиксе тухасла тапма тытăнчĕ? Нивушлĕ...
— Тен, эс Тĕмеркке мучи тĕлне пĕлместĕн? — чарăнса тăчĕ ун умне пĕр хĕрарăм. — Ун пӳрчĕ ав çавă, аслă урам вĕçĕнчи.
— Э, тавтапуç... Эп мĕн-ха, канма ларсаттăм.
Ăçта курнă Янтул ку яла? Хăçан курнă? Пĕтĕм ялнех те мар-ха, уй хапхи çывăхĕнчи çак кĕтесе? Нивушлĕ çут тĕнчене вăл пуçласа çакăнта курнă? Е усравра пурăннă-ши кунта? Апла та çуралнă ял кунтан инçе пулмалла мар. Е çак ялсемех-и?
Мĕнле йывăр иккен этеме хăй патне таврăнма, пӳдĕхçĕм! Е майĕ те çук-ши ĕнерхи куна тепĕр хут пурăнса ирттерме? Калани пур-çке-ха çакăн пек: çил кăнтăралла вĕрет, унтан çурçĕрелле пăрăнать, çаврăнать, çаврăнать вара хăйĕн çулĕ çинче, вара хăй унччен пулнă вырăнах таврăнать тенĕ.
Ырă турă, ырă тур амăшĕ, пӳлĕхçĕ, пӳлĕхçĕ амăшĕ хăрпан, хăрпан амăшĕ хăт, хăт амăшĕ юсав, юсав амăшĕ ырă уйăх-хĕвел, пире тăрантаракан илпеклĕ ана-çаран, пах-тăр юман-йывăç — пулăшăр мана, çуралнă кĕтесе, атте-аннем утса çӳренĕ, вилсен унпа витĕнсе выртнă çĕре-шыва тупса парăр, йăлăнатăп, тархаслатăп сире, — пĕли-пĕлми кĕлĕсене мăкăртатать Янтул. Чĕри хăйĕн сиксе тухасла тапать.
Тĕмеркке старик, тен, ун ашшĕ-амăшне те астăвать? Ара, ма астумалла мар тет ватă çыннăн хăйпе пĕр çулалли этеме? А тен, вĕсем хăйсем те сывă, ун ашшĕпе амăшĕ?! Эппин, часрах старик патне. Калаçтарас, ыйтса пĕлес
...Янтул Тĕмеркке килне çĕмĕрттерее пырса кĕчĕ. Кĕçĕн алăкăн тимĕр питĕркĕчне шанкăртаттарса уçса хупрĕ, симĕс листа витнĕ пысăк пӳртпе тĕреклĕ лупас айсене кури-курми пăхса илчĕ. Пӳрте кĕрес тесе çенĕк алăк хăлăпе патнелле аллине тăснăччĕ çеç, ун умне пĕр хĕр тухса тăрса Янтула пусма картлашки тăрăх каялла хӳтерсе антарчĕ.
«Пӳрте кĕртесшĕн мар», — ним çилленмесĕр шухăшларĕ Янтул.
— Кокаçи пахчара! — терĕ хĕр Янтул пуçĕ урлă таçталла пăхса.
Лутра Янтул пуçне каçăртса куçне мăч-мăч хупкаларĕ те, хĕрен куçĕ тĕлне пулас тенĕ пек, пĕр утăм айккинелле турĕ.
— Кам вăл — кукаçи?
— Эс кам патне килтĕн?
— Сан патна, хăтана, — терĕ те Янтул кулкаласа пахчаналла пăрăнса утрĕ. Хурт вĕллисем иккен кунта, утар пӳрчĕ, çеçкери улмуççисем, мунча... Пахча леш пуçĕнче çырма шăнкăртатса юхса выртать.
Рехетлĕ вырăн, ним калама та çук.
Тĕмеркке старик мунча сулхăнĕнче пĕлтĕрхи курăк çыххисене суйласа ларать. Çын пек çынах-мĕн вăл: ырхан, ватă, чирлĕ сăнлă.
Янтул Тĕмеркке патне утса пычĕ, ура çинченех аллине тăсрĕ.
— Аван-и!
Лешĕ йăшăлт та тумарĕ, мĕнле ларнă — çаплипех хăйĕн ĕçĕпе аппаланчĕ.
Старикен сăнĕ-пичĕ лайăх курăнтăр тесе Янтул çĕре ăна хирĕç хутланса ларчĕ.
— Шăрăх! — терĕ вăл ним пулман пекех.
Тĕмеркке курăк çыххисене пуçтарса хучĕ те тин Янтул еннелле çаврăнчĕ. Куçĕ-пуçĕ тимлĕ ун. Сасси кăвăл-кăвакарчăнăнни пек. Чуна витĕр курса пăхăть вăл, ăша кĕрсе калаçать.
— Ан та кала, шăллăм, ан та кала, — илтĕнчĕ ун çепĕç сасси. — Хĕлле юр çумарĕ, халĕ ак пĕр пĕрчĕ çăмăр ӳкмест. Халех кун пек пĕçертет те, тепрер эрнерен-уйăхран мĕн курса ларăпăр? — Вăл Янтул питĕнчен сăнаса пăхрĕ те сассине тата пăртак йăвашлатрĕ. — Сана мĕн савăнтарчĕ, ыр çыннăм?
— Ма ун пек ăйтан? — тĕлĕнчĕ Янтул.
— Ара, епресе ларан та...
— Ман пичĕ çавнашкал. Юмахри ухмах Йăван майлă. Çынсем кулнă чух макăрать вăл, макăрнă чух — кулать.
— Халь самани пит кулмаллиех мар-çке?
Илтнĕ ку сăмаха Янтул. Унăн хăйĕн терчĕ.
— Тĕп калаçу пуçланиччен, мучи... Мана пĕр этем ăйтса пĕлме хушса ячĕ...
— Мĕн пĕлесшĕн-ши вăл? Çыннине паллап-и эп?
— Çынни вăл сана кирлех те мар. Пĕлессе те пĕлместĕн эс ăна... Çав çын санран ăйтса пĕлме хушрĕ, мучи.
— Аптрамалла... Хăй мана курман та иккен, манран темĕн тĕпчесе пĕлесшĕн.
— Ним хăрамалли те çук унта, мучи. Сăмăхĕ те ниме тăман сăмах çеç. Çынни курнă вăл сана. Паллать. Эпĕ çеç палламастăп ăна. Çав çын калать... Айтать... Сирĕн ялта... çак ялта ĕнтĕ... пĕр-пĕр ăрамра е уличча çывăхенче виç тĕрлĕ чӳречеллĕ пӳрт пулман-и? — тет.
— Мĕнле вăл — виç тĕрлĕ чӳрече? — ыйтрĕ Тĕмеркке çав хушăра Янтул сăмахĕн пĕлтерĕшĕ пирки шухăшласа.
— Ну, аппен тĕк, пĕр чӳречи, картиш енчи, мăн çын пуçĕ кĕмелĕх, ăрам енчи — унран пĕчĕккĕрех, тĕпелти — чи печĕкки.
— Тата мĕнле те полин паллăсем каламарĕ-и вăл?
— Э, вăл-и?.. Тăхта-ха... Каларĕ! Кил хуçи арăмĕ хăлхасăртарахчĕ тет. Лаша ăнман вĕсен. Кӳршĕре тухатмăш карчăк пурăнатчĕ тет... вĕсен тăшманĕ...
«Ара, Утлас йăхĕ пирки калать-çке вăл! — сасартăк тавçăрса илчĕ Тĕмеркке старик. Хăй ырă марланнине пытарас тесе çăпати кантрине-тӳрлетем пекки турĕ. — Ăйтса пĕлме хушре текен этемми те Ильмукĕ хăех поль-ха... Хаяр Утлас ачисенчен пĕри».
— Çок перн ялта он пакки, — терĕ вăл куçне пытарса. — Полман та. Хамăр ялсене эп лайăх пĕлеп.
— Шел апла пулсан. Çав тери шел...
Вĕсем татах чылай калаçса ларчĕç. Пуринчен ытла Тĕмеркке калаçрĕ. Çăва çине ĕнер кайманшăн ятларĕ Янтула. Çынсем сана ахалех унта кĕтсе ирттернĕ терĕ. Ун вырăнне ыран каç еннелле сулăнсанах çитмелле-мĕн çăва çине. Мĕн тумаллине пĕлекенсем пулаççĕ иккен лере.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...