Таната :: Ĕç çинче


Тӳре хăй хитре калаçнинчен хăй тĕлĕнет пулас, куçĕсене тутлăн хупкалать, пуçне енчен енне пăрать... Унăн кăмăлне хăпартма эрехпе апат-çимĕç кăна мар, халăх ура çине тăрса кĕтсе илни те пулăшнă.

Вăл пĕтерсен çынсен умне Ивук тухса тăрать.

«Начальник хосподин çапла каларĕ...»

Мултиер, Каççан, Якур — картишĕнчи пĕтĕм халăх кăшăлах хускалать. Тăван сăмахсем хăлхана тинех чĕррĕн пырса кĕреççĕ, тӳре калаçнă чух хупланнă çемçе каркăçа сирсе пăрахаççĕ.

«Начальник хосподин каларĕ... Запашка тумалла тет».

«Аппашкă?»

Мултиер чĕри лăштах пулать. Вăл пĕр сăмахне астуса юлнă: тӳре темскер тума хушать. Тен, кĕпер юсамалла? Е вăрман касма каймалла-и? Ĕç пĕтерсен кайма та юрать. Ĕçлесе парасси мĕн те пулин тӳлесси мар. Тӳлеме унăн нимĕн те çук.

«Мĕскер япала вăл — аппашкă?»

Ивук ун-кун пăхкаласа илет те пĕчĕк куçĕсемпе Мултиере шыраса тупать.

«Эппин, тырă акмалла. Мукаçей кĕлетне хывма...»

«Вăрлăхне кам парать?»

«Çĕрне ял панчи пусса татса илетпĕр, — пӳлесрен хăраса васкама тытăнать Ивук. — Çулăн сылтăм енĕ çаплипех юлать. Сулахай енчи ана хуçисене çĕр урăх вырăнта паратпăр».

Вĕллери хуртсем пек, пĕтĕм картиш кĕрлесе каять, пăтранма тытăнать.

«Каллех мукаçей тырри! Халăх çĕрне илместпĕр тесе çуркунне кăна укçа сăптăрса кайрĕç».

«Кирлĕ мар!»

«Вăтăр теçеттин çĕр вăл мĕн чухлĕ пулать?»

«Вăтăр ана. Тăхăр вунă çур пилĕк»

Пĕчĕк Мултиер крыльца умне тухса тăнă.

«Ыйтса пĕлсем, Ивук, тӳререн... Манăн пĕртен-пĕр çемçе ана ял çумĕнчи пусăра. Ăна парсан ыраш ăçта акса хăварас?»

«Вăрман çумĕнчи çĕре паратпăр», — тет Ивук.

«Тата ыйт: хам анана эпĕ Эрнюк пиччесен лашипе сухаларăм, уншăн эпĕ ăна авăн çапнă чух ĕçлесе пама пулнă. Халь ĕнтĕ манăн вăрман хĕрринчи тăмлă çереме мĕнпе çĕтмелле? Пӳрнепе-и?»

Ивук та çĕтĕлме тытăнать.

«Тăхта-ха эсĕ, чарăн, пăрăн аяккалла. Халăх çинче пĕр эсĕ кăна мар вĕт».

«Ан васка-ха, Ивук. Ыйт татах: мĕншĕн эсĕ çулăн сылтăм енчи çĕре те туртса илесшĕн мар? Унта кам анисем пуррине пĕлетни эсĕ?»

«Эрнюк пичче анисем».

«Тата? Унпа юнашар?»

Ивук чĕнмест. Мултиер ăна аса илтерме тăрăшать.

«Иртнĕ кĕркунне унта Паçапа Шахрун акатчĕç».

«Ну, эппин, пирĕн те пур пулĕ».

«Вăл анасене мĕншĕн илместĕр?»

Хура çӳçлĕ кăтра Мултиер пекех, Ивук та тарласа кайнă. Вăл урăх еннелле пăрăнать те аллине сулать.

«Ан çыпаç-ха эсĕ, кай аяккалла».

Ивук куçе умне Якур тухса тăрать.

«Кала-ха, Ивук, — тиек ятне юри пусса калать вăл. — Çуркунне те кулава килнĕччĕ. Ун чухне вăл çĕр вырăнне мукаçей кĕлетне ятран тырă пуçтарса хурсан та юрать терĕ. Укçа та пуçтарчĕ. Çĕр татса илес пирки урăх сăмах-юмах тапратмастпăр терĕ. Халь мĕншĕн пăвăртаççĕ?»

«Çӳлтен хут килнĕ».

«Нумайăшин тырă çич-сакăршар-вуншар пăт кăна тухма пултарать. Çемьере — виç-тăватă пыр. Вĕсене пурне те тăрантармалла, ыраш та акса хăвармалла. Тата халь эсир вăрлăх пуçтарасшăн. Ăна ăçтан тупса памалла?»

«Эсĕ ытлашши нумай пĕлекен пулнă, Якур. Юрамасть ун пек».

Ивук тӳре-шарасемпе калаçкалать те халăх еннелле çаврăнать.

«Ну, мĕнле, килĕшетпĕр-и, халăх? Начальник хосподинпа кулава хосподин Шурчана васкаççĕ. Вĕсене тытса тăма ырă мар!»

Мултиер Якур патне пырса тăнă.

«Эсĕ вырăсла чухлаканччĕ мар-и? Кала-ха... Пуçлăхсем питĕ нумайланса кайрĕç. Окрăк пуçлăхĕ, унăн пумушникĕ, тиексем... вулăс кантурĕ, ялти старастапа тиек... Вунă çул каяллахи пек, тӳресем сахалтарах пулччăр, çĕрне памастпăр, çĕр инкек вырăнне пĕр инкек пултăр тесе вырăсла мĕнле каламалла, Якур?»

«По старĕм темелле».

«По старĕм!» — янăраса каять сасартăк халăх хушшинчен. Тăвăлнă кăмăл тĕнĕ шăтăкĕ тупать:

«По ста-а-арĕм!»

Пĕтĕм картиш кĕрлет, урамри сас-чĕвĕсене хупласа хурать.

«По старĕм! Кирлĕ мар пире çитмĕл тӳре. Лайăх вĕсене тутă хырăмпа хывăх вĕçтерсе тăма. По старĕм, çăва патне!»

Округ начальникĕн помощникĕ Ивукран ыйтать:

«Мĕскер кăшкăраççĕ вĕсем? Мĕн вăл «по старĕм?»

«По-старому, ĕлĕкхилле пурăнатпăр теççĕ».

«Аха, ав мĕнле иккен. Кала эс вĕсене килĕшмесен ыранччен, тепĕр кунччен те килĕсене ямастпăр».

Ивук куçарса парать.

«По старĕм! — кĕрлет ăна хирĕç картиш. — Кирлĕ мар аппашкă!»

«Тĕп пултăр!..»

...Лавçăсем, куланай пуçтаракансемпе теçетниксем, рассыльнăйсем, Шахрун — картиш йĕри-тавра хурала тăрса тухаççĕ. Кам та кам киле тарать — касамата тытса хупмалла. Апат леçме пынă хĕрарăмсемпе ачасене каялла хăваласа яраççĕ, яшкисене тăкаççĕ.

Çынсем паçăрах шавлама чарăннă ĕнтĕ, кам ăçта пĕлет, унта вырнаçса тухнă. Тĕттĕм картишĕнче çапса чĕлĕм тивертни курăнать, куллен мăкăртатса калаçни илтĕнет. Ялта пĕр сас-хура, çутă та çук, анчах никам та çывăрмасть. Урамра хура мĕлкесем шăппăн ирте-ирте каяççĕ, чаранса итлесе тăраççĕ. Алăк сасси кĕскен чĕриклетсе илет те — каллех шăп. Ку вăл çуйханнă хĕрарăмсем, мăшăрĕсене çухатнă кайăксем пек, пĕр-перин патне çӳреççĕ, хуйхисене пĕрне-пĕри каласа парса чĕрисене пусарма тăрăшаççĕ.

Сывлăшра çаплах-ха тусан шăрши кĕрет.

Мултиер нӳхреп çумне пырса тĕршĕннĕ. Калаçас та çывăрас та килмест. Выçăпа, чĕлĕм нумай туртнипе, ывăннипе унăн пуçĕ çаврăнать, ăшĕ пăтрана-пăтрана килет. Юнашарах Каççан кăштăртатать. Те Каççан хăтланăвĕсенче хăйне палланипе, Мултиере халь темшĕн çывăхра пулин те, сăмах хушма хăтланни те çĕтĕлтерет. Çĕрте те канлĕ мар, е чавса айне турпас татки лекет, е хурт-кăпшанкăсем йăшалтатма тытăнаççĕ.

Ачи-пăчи пулмасан вăл таçта та таранмалла. Атăл çинче ĕç пур теççĕ, унта çитсе курма пулĕччĕ. Хулара та ĕçлекенсем кирлĕ-тĕр. Выçă-и эс, тутă-и, мĕнле май килнĕ, çапла пурăнатăн. Макăракан та, санран çăкăр ыйтакан та çук. Халĕ, юрăра каланă пек, ик айкки те тăвайкки. Сĕвекки вара ниçта та çук, вырт та вил...

Мултиер чĕлĕм чертет те месерле çаврăнса выртать. Тӳпе тăп-тăрă та тĕттĕм кăвак. Лупаспа нӳхреп хушшинчи лаптăкра кайăк хур çулĕ курăнать. Çăлтăрсем, хĕллехи пек, таса та сивĕ тĕслĕ, йăл-йăл-йăл çунса йăмăхаççĕ... кирĕк пĕрчи çук!

Ĕçлĕ çын, Мултиер япаласене нихçан та хăйсем тĕллĕн асăрхаман. Чечексем ут çулма тухсан е çур тырри çумланă вăхăтра куç тĕлне пулнă. Тӳпе — е мĕн те пулин илме кармашсан, е тулта çывăрнă чух ăнсăртран курăнса кайнă. Вĕсем çине уйрăммăн, ятарласа пăхса тăма вăхăт та, кăмăл та пулман. Пăхма та пĕлмен вĕсем çине Мултиер.

Ак халĕ те çăлтăрсене курать те вăл, ачисен куççульпе тулнă куçĕсене аса илет...

 

* * *

Пухуран кайсанах исправник старостана чĕнтерсе кăларать.

«Ну, мĕнле сан çыннусем?»

«Çаплах-ха... Килĕшмеççĕ».

«Япăх староста эсĕ. Ял халăхне çавараймастăн».

«Ăçтан çавăрăн вĕсене, исправник хосподин? Çĕр тесен вĕсем... туртса илесрен шикленеççĕ».

«Так, так...»

«Мĕн тетĕн?»

«Сан вырăна урăх çынна суйлама тивет пулĕ. Начар ĕçлетĕн».

«Начальник хосподин, эпĕ халь те ĕнтĕ... Вилес пекех... Пурнăçа хĕрхенместĕп».

«Çĕрне кастарма килĕшесшĕн мар апла халăх? Тен, вĕсем укçан... парса татĕç?»

«Çуркуннехи пек-и? Ăнланатăп, начальник хосподин».

«Калăпăр, çын пуçне çирĕмшер пус. Округ начальникне е тата çӳлĕреххисене кунăçтарма. Вара çĕрне касмасан та юрĕ. Мукаçей кĕлĕтне тыррăн пуçтарăпăр».

«Мĕншĕн çирĕмшер пус кăна? Пуçтарас пĕр çирĕм пилĕкшер пус».

«Вăл санран килет. Ытларах пуçтарсан округ начальникĕн ячĕпе эпир сана та манмăпăр».

«Тавтапуç, исправник хосподин».

«Укçине эсĕ çын хушнипе мар пуçтаратăн. Халăх ăна хăй аса илтĕр».

«Ăнланатăп, исправник хосподин».

 

* * *

Тул çуталас енне Мултиер çын сассипе вăранать. Ун патне Хушаççĕ Петĕрĕ пырса тăнă.

«Эсĕ мĕнле шутлатăн, кӳршĕ?»

«Мен пирки?»

«Мукаçей кĕлĕчĕ валли çĕр кастарас мар тесе çынсем аслă тӳресем валли укçа пуçтарса парасшăн».

Мултиер ыйхи янках уçăлса каять.

«Каллех улталаччăр-и?»

«Текех улталамаççĕ. Çуркуннехисем урăх çынсемччĕ».

«Вĕсем пурте пĕр пулă пуçĕ. Кулави çуркунне те килнĕччĕ. Исправникĕ те çавах».

«Пĕлместĕп... Çынсем пуçтарса парас теççĕ. Никамăн та улпут хресченĕ пулас килмест».

«Мĕншĕн улпут хресченĕ?..»

«Ара, паян тăхăр вунă çур пилĕк татса илччĕр, çитес çул тата çавăн чухлĕ... Унтан улпучĕ килсе çитет».

«Çук манăн укçа».

«Халăха хирĕç пырас тетни? Çынсем пуçтарса парасах теççĕ. Вара тухса каяççĕ тӳрисем, çĕр касас пирки текех пăвăртмаççĕ».

«Укçа çук манăн!»

«Сут мĕн те пулин. Хăямат çине. Атту пурпĕрех хушаççĕ. Хăйсене тивĕçлине илмесĕр тухса каяс çук вĕсем».

Мултиер тарăхса тăрса ларать:

«Кай кунтан. Çур пус укçа та çук манăн».

«Кирек мĕн ту... Укçа тӳлемесĕр... мар-ха, çĕр кастарма килĕшмесĕр кунтан никама та кăларма каламан». 1

«Итле-ха эс, Петĕр пичче. Мĕншĕн тӳрессм манран пĕрехмай укçа ыйтаççĕ? Мĕн те пулин илни эп вĕсенчен? Е кивçене кĕни?»

«Ара, мĕн-ха та... Хушаççĕ те...»

«Хушаççĕ!.. Вĕреннĕ те пĕр сăмаха... Ăçтан хушма пултараççĕ вĕсем, ăнлан-ха эсĕ? Мĕн пирки? Мĕн тивĕçпе? Эп вĕсенчен нихçан та нимĕн те илмен-çке?»

«Çĕр акса тăратăн...»

«Çĕршĕн тӳленĕ укçапа эпĕ хальччен çур ял çĕрне сутăн илмелле ĕнтĕ. Тахçанах татнă эп çĕршĕн».

«Йĕрки çапла, Мултиер, йĕрки... Хушаççĕ. Пуçлăхсене укçа кирлĕ».

«Çук укçа, илтетни!»

Хăраса кайнă Хушаççĕ Каççан патнелле чакать.

«Эсĕ мĕнле шутлатăн, кӳршĕ?»

«Манăн та укçа çук-ха».

«Йӳнеçес пулать, Каççан. Çынтан юличчен муртан юлма каланă».

«Çак самантра мĕн сутас-ха? Кунта эпĕ нимĕн те илсе килмен».

«Килĕшен пулсан эпĕ сана халех килне яратăп. Пушалстă. Япала илекен çынсем те ялтах».

Картишĕнчи çынсем чăнах та сахалланнă пек туйăнать. Пур çĕрте те иккĕн-виççĕн пĕрлешсе мăкăр-мăкăр калаçни илтĕнет.

Мултиер патне Яка Илле пырать.

«Туртса яр чĕлĕм».

«Кӳр эппин, чĕре çуниччен чĕлĕм çунтăр».

«Парса татар пуль часрах çав укçана, Мултиер. Кайччăр хăйсен çулĕпе».

«Укçа çук. Пулсан эпĕ...»

«Кăштах хам пулăшăп. Укçи-тенки хĕсĕк ĕнтĕ, тĕрĕс. Укçа вырăнне эс мана хăмлуна пар. Ыттине кайран татăлăпăр».

«Ăна эпĕ куланай тӳлеме хăварасшăн. Сутмалли урăх çук».

«Куланайне кĕркуннепе тин ыйтаççĕ вĕсем. Ун чухне куç курĕ. Касса илмелле тенĕ çĕрте манăн ани те çук та, эпĕ пурпĕрех тӳлетĕп. Ял ăçта — эпĕ унта».

«Çук-ха, Илле, татман хăмлана сутас мар пулĕ. Тăхтас пăртак».

Яка Илле каять. Чăлах Эрнюкпа хула мещенĕсем те картишĕнче Вĕсем пĕрин патне пырса пăшăлтатаççĕ, теприн патне пыраççĕ. Тӳлеме килĕшнисене урама кăларса яраççĕ. Тул çутăлса çитнĕ çĕре килкартине çирĕм-вăтăр çын кăна юлать. Ирхи апат тĕлне тата пилĕк-ултă çын чакать.

Ял хушшинче суту-илӳ тапранса кайнă. Кил хуçисемпе хĕрарăмсем Чăлах Эрнюкпа Илле патне, урамри хула мещенĕсен лавĕсем таврашне çӳпçе-çарма, чĕрессем, пичке-шетниксем, пĕлтĕрхи хăмла пуррисем — хăмла тултаççĕ.

Пасарта пĕр хака каймалли япаласем кунта чĕрĕке те каймаççĕ.

Кăнтăрла тĕлне хурал пӳрчĕн картишне Мултиер, Якур, Някуç старик тата пилĕк-ултă çын кăна тăрса юлать. Выçă аптраса çитсен вĕсем те «пулăçсене» чĕнсе илеççĕ. Анчах халь ĕнтĕ Яка Илле кутăна перет. Мултиертен вăл хăмла çине çур пăт тырă та икĕ мăшăр çăпата илет.

Каç кӳлĕм тин Шуркасси çыннисем уя тырă кăклама тухаççĕ.

■ Страницăсем: 1 2