Таната :: Хăна-вĕрле


«Якур пӳлчĕ. Хăйне пĕр вунă хут та вырттарса çаптарнă пулĕ, çаплах хаспатин мĕн иккенне пĕлмест. Анчăк çури пĕлтĕр чаплă туй турĕ, кулава пӳртĕнче ĕçлекен сала майри хĕрне качча илчĕ. Тăлăх-турат мар тесе ашшĕпе амăшне те туя чĕнтернĕ. Ашшĕ ĕнтĕ унчченех вырăсла перкелешет, тумланасса та вырăсла тумланса çӳрет, анчах амăшĕпе мĕн тумалла? Шухăшланă-шухăшланă та Анчăк — шухăшласа кăларнă. Пулас арăмĕн кивĕ кĕписене илет те амăшне тумлантарать. Çăпата вырăнне пушмак тупаççĕ. Юрать. Кĕрсе ларать хайхи карчăк майра пулса кĕреке хушшине. Ывăлĕ ăна малтанах вут вутарса хунă — чăвашла пĕр сăмах та каламалла мар. Ларать карчăк пĕр витре эрех ĕçсе яриччен, ларать иккĕ ĕçиччен. Çиесси те килет унăн, ĕçесси те килет тенĕ пек. Çапах тӳсет-ха, ниçталла та хускалмасть. Ку карчăк сирĕн мĕншĕн калаçмасть теççĕ çынсем. Вăтанать тет Анчăк. Нумай иртет-и вăхăт, сахал-и, — хайхи майраслу чăвашла макăрса ярать...»

«Чăвашпа вырăс макăрни пĕр пекех пулĕ вăл?» — тет Ухтиван кулкаласа.

«Э, çук, ан калаç, — текелесе Мултиер ури çине сиксе тăрать. — Чăваш макăрнине эп виç çухрăмран уйăрса илетĕп... Чăваш нихçан та сасăпа макăрмасть. Çапла. Макăрса ярать хайхи майраслу чăвашла. Туй халăхĕ тĕлĕнсе каять. Мĕншĕн макăрать? Мĕн пулчĕ теççĕ. Савăннипе йĕрет вăл тет Анчăк. Акмăрса карчăкне айккинчен тĕртет. Шăп пул тет ĕнтĕ. Лешĕ — тата хытăрах йăслама. Киле каятăп, хырăм выçрĕ тет, сирĕн туйăра пула манăн выçă вилмелле-и-мĕн тет. Хăпăл-хапăл сĕтел хушшинчен кăлараççĕ карчăка. Утма тăрать карчăк — утаймасть, утма пĕлмест пушмакпа. Аран-аран пăлтăралла çавăтса тухаççĕ...»

«Эсĕ ийхине мĕн пулнине каласа паа», — тет Чăлах Эрнюк.

«Тăхта эсĕ. Эп хамах... Тепĕр кун ирхине карчăк пуринчен маларах тăрса ĕнине кĕтĕве хăвалать, пăрушне тытма хăтланса тпучча, тпучча, ме, ме тесе çӳрет тет. Çав вăхăтра Анчăк çури çенĕкрен пуçне кăларать те амăшне ятласа тăкать. «Пирĕн пăру чăвашла каланине ăнланмасть, унпа вырăсла калаçмалла», — тет. Çавăнтанпа карчăк: «Ман ывăлăн пăрушки те вырăсла калаçать», — тесе мухтанса çӳрет тет».

Пурте пĕлеççĕ пулин те Мултиер калавне çынсем пĕр сăмах сиктермесĕр итлеççĕ, каласа пĕтерсен савăнсах кулаççĕ.

«Кантуртисем те тĕрлĕ, — тет Якур. — Вĕсен хушшинче те лайăххисем пур...»

«Шуйттансем хушшинче те мăйракасăррисем пур тет», — хушса хурать йĕплĕ Мултиер.

«Мар, чăнах ара... Леш пĕлтĕр килсе кайнине астăватăн-и? Чăвашне?»

«Э-э, леш куçлăхлине-и? Юнкăпуç ачине-и? Астумасăр! Ун пекки вăл пинте пĕрре тĕл пулать».

«Пирĕн яла вăл иртнĕ кĕркунне килсе кĕчĕ, — Ухтиван еннелле çаврăнса каласа кăтартма тытăнать Якур. Питне вăл хăрах аллипе хупланă, çавăнпа сасси кăшт улшăнса илтĕнет. — Лутра кăна чăваш, ырхан, хура, хĕсĕк куçлă. Куçлăхпа. Эпир ун чухне анкартинче авăн çапаттăмăр. Кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче пирĕнпе уйран ларса çирĕ. Унтан тăпачă илчĕ те — авăн çапма. «Пăртак çан-çурăма кантарас-ха», — тет. «Канса пăх-ха, — тетĕп хам ăшăмра, — нумаях чăтайăн-и», — тетĕп. Хайхи, Энтри апачĕ те иртсе кайрĕ, хĕвел те анчĕ, каç та пулчĕ, ман этем çаплах тăпачăпа хăлаçланать. Эпĕ тарласа чăм шыва ӳкрĕм ĕнтĕ, хырăм та чăрлатрĕ — куçлăх çаплах кĕлтесене тĕвет. Çат-çат-çат! Çат-çат-çат! янăрать ман анкартинче. Кӳршĕсем те килĕсене кайса пĕтрĕç. «Мĕншĕн çыхлантăм-ха ку усалпа», — тетĕп. Малтан ĕç пăрахма ырă мар. Вăл хăма пек ырхан, эпĕ ав — хăвăрах куратăр, — тесе Якур аллисене тăскаласа кăтартать. Тĕрĕссипе каласан, вăл хăй те элес-мелес çынах мар ĕнтĕ: вăтам кăна пӳ-си, ытлашши тĕреклĕ те, ытлашши ырхан та теме çук. —Юлашкинчен тăпача тытрăм та аяккалла петĕм. Çитет тетĕп. Çитет пулсан — çитĕ тет. Каçхи апат çикелеремĕр те выртса çывăртăмăр. Ирхине — каллех ĕçе...

Икĕ кун çапмалли авăна çапла пĕр кун çурăра пĕтерсе пăрахрăмăр».

«Каçсерен ман пата халăх пуçтарăнса ларать, ху та астăватăн пулĕ-ха. Юмах яраççĕ, тĕрлĕ пур-çуксем çинчен калаçаççĕ. Ырхан этем те унтах. Вăл та юмах ярать, кулкалать, шӳт тăвать, çапла виçĕ кун иртрĕ. Хайхискер килне кайма хатĕрленчĕ. «Санăн яту-шыву мĕнле?» — тетĕп. «Çĕпирук Михайли», — тет. «Хăш ялсем?» — тетĕп. «Юнкăпуçсем», — тет. «Мĕн ĕçлесе пурăнатăн?» — тетĕп. «Чикмере тӳре патĕнче хĕсметре тăратăп», — тет. Манăн çӳç-пуç вирелле чăшăл! çĕкленчĕ. Пĕтрĕ пуç тетĕп. Ăмма çыхланса ку усалпа тетĕп.

Мĕн те пулин сиксе тухасса кĕтсе ик-виçĕ уйăх хăраса пурăнтăм вĕт. Халь иртсе кайрĕ ĕнтĕ, нимĕн те пулмарĕ. Чип-чипер çынах пулчĕ Çĕпирук Михайли».

«Михайли мар, Михайлух!» — тӳрлетет ăна Мултиер.

Пуçтарăннă халăх çĕрле тин килĕсене саланса пĕтет. Тухса каяс умĕн Чăлах Эрнюк Ухтивана пӳрте чĕнсе кĕртет.

«Эпĕ килтисене сие çуй пăт çăнăх исе кисе пама калаăм. Ыан исе килĕç. Пыса ла пĕ-пĕ, Ухтиван».

Чылай çĕрле Ухтиван патне Мултиер пырать.

«Эсĕ мĕн, çывăрмастăн-и-ха? — пăшăлтатать вăл вырăн хĕррине тĕренсе. — Ыран каллех яла кантуртисем килмелле тет. Хырçă пуçтараççĕ. Кăштах укçа пулсан эсĕ питех ан вĕçерт».

«Пĕр пус та памастăп. — тет Ухтиван ыйхă витĕр тытăнчăкрах сассипе, — манăн нимĕн те çук».

Мултиер савăнса тусне ыталаса илет.

«Капла луччĕ лайăх. Укçа çук — сăмах та çук. Иксĕмĕр те пĕр пекех. Пырса лар ыран ман пата, чăх пусса çийĕпĕр. Пур пĕрех çăмарта тумасть».

Ухтиван чĕнмест — вăл çывăрса кайнă.

■ Страницăсем: 1 2