Таната :: Яка Илле


Ивук ашшĕ ĕлĕкрех чухне йышлă çемьеллĕ те юрлă пурнăçпа пурăнакан çын пулнă. Çур хĕлтен вăл çуллахи шăрăх кунсем çинчен ĕмĕтленме тытăннă, мĕншĕн тесен çулла «вĕлтĕрен те яшка тутине кӳрет, серте-пултран та çăкăр хутне кĕрет». Анчах çăва тухсан, пуринчен ытла пахчаçимĕç пиçсе çитнĕ вăхăталла, Яка Илле хĕллехи шартлама сивĕ кунсене ăшшăн аса илме пуçланă.

Тепĕр тесен, камăн илтес килĕ ĕнтĕ пахча çаратакан ачасем пирки кашни кунах кӳршĕсем пыра-пыра вăрçнине!

Ачи-пачи чăн та нумай пулнă Яка Иллен. Курнă çынсем ун çинчен çакнашкал кулăшла халап каласа параççĕ.

Пĕррехинче кантуртисем Шуркассине куланай пуçтарма чашкăртса пырса кĕчĕç тет. Хурал пӳртне Иллене те чĕнсе пынă.

«Эсĕ мĕншĕн парăмусене татмастăн?» — тесе ыйтрĕç тет Яка Иллерен.

«Вăй çитмест. Йыш нумай», — терĕ тет лешĕ.

«Ачусем миçе?»

«Пĕр пӳрт».

Илле маччаналла пăхса малтан сылтăм аллинчи, пӳрнисене хутлатса тухрĕ тет, унтан — сулахай аллинчине. Вара урайне пĕшкĕнчĕ тет те ури пӳрнисене шутлама тытăнчĕ тет.

«...вун пĕр, вун иккĕ, ... вун тăваттă... Пристăв хоспотин, — тесе каларĕ тет Яка Илле сасартăк, — ирĕк парăр киле кайса шутласа килме. Иккĕшĕ тухмаççĕ...»

Чупрĕ тет хайхискер тухса килне.

«Утаканни, утайманни, марш урай варне! — тесе кăшкăрчĕ тет вăл темиçе кун хушши хутман пӳртне пырса кĕрсен. — Тăрса тухăр пĕр йĕркене!..»

Халĕ çеç пушă пек курăнакан пӳрт пĕр самантра ачасемпе тулса ларчĕ тет. Виç-тăват ача сентре çинчен сикрĕç тет, иккĕшĕ кăмакаран упаленсе тухрĕç тет. Кăмака çинчен, кăмака хыçĕнчен, кăмака айĕнчен кĕшĕлтетсе тухма тытăнчĕç тет. Пĕрин кĕпи пур та, çытми çук, теприн çытми пур та, кĕпи йăланки çеç тет.

Кунта, тен, кăштах сăмах вĕçтерсе калани те пулĕ, тепĕр енчен тата Илле хăй те юри ухмаха персе, чееленсе çапла хăтланма пултарнă. Кирек мĕнле пулсан та туйĕнче ашшĕ: «Сак тулли ача пултăр, сакай тулли п... пултăр», — тесе пиллени Илле пурнăçĕнче шутсăрах тӳрре килнĕ.

Анчах пӳрт тулли ача ĕрчетсе тултарнă Яка Илле пĕр-ик çул хушшинчех икĕ ачипе, аслисемпе кăна тăрса юлнă. Ытти ачисем вилсе пĕтесси акă мĕнтен пуçланса кайнă.

Яка Илле лутра пӳрчĕ Шуркассинче чăнкă тăвайккин аял вĕçĕнче, хушлăхпа юнашар ларать. Хĕлле унăн пĕртен-пĕр чӳречине çурри таранах юр хĕвсе каять. Тăвайккине, катаччи ярăнма, кашни çулах ачасем шыв сапса пăрлантараççĕ. Вара чӳк уйăхĕнчен пуçласа мĕн аслă типпе кĕричченех унта вĕт-шакăр ача-пăча хĕвĕшет. Чăх йăвисенчен тунă пăркăтсемпе, тенкелпе, çунашкасемпе, хăма таткисемпе е тата çăпата тĕпĕсене пăрлантарса — çăпатасемпе ярăнаççĕ. Чаплăрах та йывăртарах пăркăтсем вара çĕлĕк çавăрнă пек çаврăнса анса хушлăх вĕçнех тухаççĕ те çырмари пăр çине тӳплеттерсе сикеççĕ, леш енчи çырана хăпараççĕ.

Пĕррехинче çапла Яка Иллен вунă çулхи ачи те хастарланса катаччи ярăнма тухнă. Ĕç ирхи апат тĕлĕнче пулнă. Кăшт ярăнсанах ача ĕнтĕркесе çитнĕ те апата кĕме шутланă. Таçтан унăн пуçне ытти ачасене тĕлĕнтерес шухăш пырса кĕнĕ-мĕн. Вăл пĕр самантра чупса анса хăйсен çил хапхине уçса пăрахнă та пăркăтне тĕл тытса аялалла пĕрехтерсе анса кайнă. Анчах тем хăямачĕ пулнă-çке, пăркăчĕ сасартăк çулне улăштарнă та хапхаран кĕрес вырăнне чӳрече кантăкне пырса çапăннă, çĕрĕк пĕренине сирпĕтсе ярса сĕтел хушшине хаплатса кĕрсе ларнă. Илле малтанах тĕлĕннипе, сехри хăпнипе сехмет юпи пекех хытса кайнă. Унтан çăмах ăсса илме кармашнă аллине çĕкленĕ те пăркăтпа çаплах сĕтел хушшинче антраса ларакан ачине пуç урлă кашăкпа шатлаттарнă. Лешĕ йăшăлт та тăвайман, çавăнтах кăнса выртнă.

Ку — пĕрремĕш ачи пулнă.

Çыннан чунĕ варалансан — юнĕ те вараланать. Тепĕр уйăхран Яка Илле тата икĕ ачине çăва çине ăсатнă. Тăваттăмĕшĕ «сĕрĕм тивнипе» вилсе кайнă. Ивук хыççăн çурални, вун ик çулхи чĕлхесĕр Ярмул, çулла шыва кĕнĕ чух ашшĕ куçĕ умĕнчех пĕвене «путса» вилнĕ... Унтан вĕсен амăшĕ те çĕре кĕнĕ.

Çапла ик-виç çул хушшинче Яка Илле икĕ ачипе кăна тăрса юлнă.

Сиснĕ кӳршĕ-аршăсем вăл мĕнле майпа ачисене пуçтарнине, анчах илтсен те илтмĕш пулнă, курсан та курмăша пенĕ. Пĕлмен — пĕр сăмах, пĕлсен — çĕр сăмах.

Тип-тикĕнтен никамăн та таса мар ĕçе хутшăнса шар курса ларасси килмен.

Тумланасса Яка Илле, хăй пуçтарса сутакан çĕтек-çурăксем пекех, яланах кив кирĕксемпе çӳрет. Хĕлле те ун çинче çуталса кайнă кĕске кĕрĕк, çĕр те пĕр саплăклă улача йĕм, сăранланса ларнă кĕпе. Кĕрĕкĕн хул пуççийĕсем çинче, калча тĕмĕ пек, çăм пайăркисем тухса тăраççĕ. Çăпатисем яланах чалăш-чĕлĕш.

Утнă чух Яка Илле хĕрарăма аса илтерет: хăйне лексе вараланасран хăранă пек, аллисене саркаласа тытать те вара ярăнса кăна утса çӳрет. Анчах çывăрса тăнă çыннăнни пек, пичĕ-куçĕ лӳчĕркенчĕк, çӳçĕ тăрмаланса тăрать.

Васкаварлă уттинчен, сан-сăпатран, çи-пуçĕнчен пăхсан Яка Иллене ăш вĕçнĕ çын, телейсĕр чун, пурнăçра хăйĕн ăрăскалне тупайман мĕскĕн темелле, анчах çăмламас куç харши айĕпе çивеччĕн те савăнăçлăн пăхакан куçĕсем йăлтах урăххи çинчен калаççĕ. Вăл васкаса утни ăшри канăçсăрлăхран мар, çитес çĕре часрах çитме, илес япалана çынсенчен маларах илме тăрăшнинчен килет.

Яка Илле тăват-пилĕк çул хушши ĕнтĕ ялсем тăрăх çĕтĕк-çутăак пуçтарса çӳрет. Ик-виçĕ лав ăпăр-тапăр пуçтарса тултарать те Шупашкара е Чикмене кайса тӳмесем, шăрçасем, хурт пуççи, ука, хăю, çĕлем хатĕрсем туянса килсе каллех таврари ялсем тăрăх тухса каять.

Çӳрет вара çалланса.

Юлашки çулсенче Илле пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕнех тырăпа хăмла та илме тытăнчĕ...

Яка Илле мĕнле майпа пуйса кайни çинчен Шуркассинче тĕрлĕрен калаçаççĕ. Пĕрисем вăл çетĕк-çурăксем хушшинче ылтăн тупнă теççĕ. Теприсем Яка Илле Чикме хулинче пĕр усламçа çаратнă теççĕ. Вара çав ылтăна пулах Иллен «карахтĕрĕ» те сасартăк пăсăлса кайнă пулать: ачисене вĕлерсе пĕтересси те, Мăнарнире пĕчек лавкка уçасси те çавăнтан пуçланнă иккен...

Хăй пуйса кайнине, вăй илнине Яка Илле ял çыннисем умĕнче çапла паллă тунă.

Чăваш тенĕ çын, пуринчен ытла чухăнни, чăх çăмартине виç çулта пĕрре çиет, ăна та пулин ăнсăртран, пĕр-пĕр хăна-вĕрле килсе лексен, ӳсĕрпе. Вара ун çинчен хăйĕнчен хăй тăрăхласа темиçе çул хушши асăнса пурăнать. Ытти чухне çăмарта — укçа тумалли япала. Ан тив, çур хака, чĕрĕк хака е ахалех тенĕ пек кайтăр — пур пĕрех вăл ăна сутать е сутма май килмесен çимелли улăштарса илет. Пĕр тирĕк çăмарташăн пĕр кĕсье укçа тупма пулсан тем пекехчĕ ĕнтĕ (кашни çынах хаклăраха сутма ĕмĕтленет), анчах пĕр тирек çăмарташăн çур тирĕк çанăх та япăх мар, мĕншĕн тесен çăнăхран çăмах пĕçерсе çиме пулать. Хăй çăмарта çиме пултарайманнине, ăна шăл витерейменнине тӳрре кăларса чăваш ăна «ача апачĕ» тет.

«Кам çитĕр çав ача апатне...»

Пĕр темĕнле уяв кунĕ çапла Яка Илле Ухтиван ашшĕне хăй патне чĕнсе кĕртет. Ĕмĕрне шыв та, кусар та перĕнмен сĕтел çине пулăштух эрех тухса ларать. Картишĕнчен Яка Илле çатăрка илсе кĕрет, пĕр хуран çăмарта çакса ярать.

Ахаль те чĕмсĕрскер, тĕлĕннипе Яриле старик пĕр сăмах та чĕнмест.

Çăмарта пиçсе анать. Яка Илле пĕчченех сĕтел хушшине кĕрсе ларать. Шак-шак-шак тутарса пĕрне ватса çиет те эрех тултарса ĕçет, çăмарта çиет — эрех ĕçет.

Çич-сакăр çăмарта çисе эрехне ĕçсе петерсен Яка Илле Яриле еннелле çаврăнать:

«Куртăн-и, качака сухал, эпир мĕнле пурăнатпăр? Кĕçех акă кулачăпа кнахвит çех çиме тытăнатăп... Ну, халь ĕнтĕ тухса кайма пултаратăн...»