Тутимĕр :: ÐккÄмÄÑ Ð°ÐºÑ
Эрпике
Кĕр кунĕ — самана.
Чечекĕ — эп. Пыл хурчĕ — эсĕ.
Тутимĕр
Пăлхав çĕкленнĕ хушăра
Хĕвеллĕ самана çĕкленĕ.
Эрпике
Хресчен патши саккунĕнче
Хĕрсем çинчен сăмах çырман-и?
Тутимĕр
Пурне те ирĕк килĕ, тенĕ.
Эрпике
Вăл вырăс та, чăвашсене
Саккун та памĕ, ютшăнĕ.
Тутимĕр
Ун çумĕнче пулать чăвашăн
Хăйĕн тăван патши те.
Эрпике
Эпĕ,
Эппин, хăрамăп, сехрене
Хăпартмăп, пулăп арăму.
Çĕр тенкĕ хулăмне калла
Парасчĕ.
Тутимĕр
Эпĕ икĕ çул
Типтерленсе пусшар-пусшарăн
Укçа пуçтартăм хулăмшăн.
Сурпан сырнă Курак кĕрет.
Курак
Ах, пӳлĕх турă! Пысăк намăс
Чул пек йăванчĕ ман çине.
Ай-ай!
(Тутимĕрпе Эрпикене курать.)
Кунта, шуйттан илесшĕ!
Ай-ай! Кам ку. Тутимĕр мар-и?
Тутимĕр
Чăнах та çавă, Курак инке.
Аван-н?
Курак
Ан паллаш, мур чунĕ!
Ан хапсăн манăн хĕрĕме.
Апла-капла хыпар таврашĕ
Элек-челекĕ янриччен
Киле усал сăмахсăр, шавсăр
Утар-ха шăппăн, Эрпике.
Туй лартмалла — сана шыра!
Эрпике
Пымастăн эпĕ.
Курак
Ку сăмахшăн
Çăпан тухасчĕ чĕлхӳне.
Çураçнă хыççăн чуптума
Туту хăрасчĕ. Ых, усал!
Ача чухне ман аркăма
Саратнă, халĕ, çĕрçăтман,
Аннӳн куçне çӳп-çап сапасшăн.
Чакак ами, атя киле!
(Сĕтĕрме хăтланать.)
Эрпике
Ан çыпăç!
Курак
Саншăн хулăм илнĕ.
Тăван аçу-аннӳ ятне
Яратăн эсĕ ял çине.
Тутимĕр
Кăшт сапăр пул, Курак инке!
Курак
Пуçне ан çавăр хĕрĕнне,
Ан чĕн, эсрел чури, Тутимĕр!
Эрпике
Тутимĕр манăн мăшăрăм
Пулса тăрсан, анне-аннеçĕм,
Мĕн калăн-ши?
Курак
Çара Тутимĕр
Яка йĕтем çинче малтан
Йĕкел акса юман ӳстертĕр,
Ӳстернĕ юманне касса
Пура пуратăр та çурт ларттăр.
Вара тин эсĕ, хĕрĕмçĕм,
Пулатăн унăн мăшăрĕ.
Аннӳ сăмахĕ хывăх-и,
Тутимĕр пăсĕпе вĕçет-и?
Пĕркенчĕк айăнче анчах
Вĕри чунна чипер ăс кĕрĕ.
Туй кĕрăс-мерĕс шайĕнче
Юратнă каччуна çеç мар,
Турра та, çутă хĕвеле те,
Пурне те манăн, Эрпике.
Кайран ача çуратăн та
Аннӳ пек лăпкă пулăн, хĕрĕм.
Эрпике
Анне, чăнах-и? Эпĕ те
Сан евĕр мĕскĕн пулăп-и,
Куллен-кунах патак çисен те,
Куллен шăмшакăм ваннă чух та
Хама телейлĕ шутлăп-и?
Курак
Епле-ха: манăн хĕр-и
Е маншăн турă пултăн-и?
Ан йăлăнтар, итле анчах.
Сана кĕтсе тăрать, ачам,
Пĕлетĕн-и, шап-шур пĕркенчĕк.
Эрпике
Якуньккана качча кайма
Манран ыйтмарăн эс, анне.
Пĕркенчĕк айĕнче ларма та
Ан ыйт, ан тилмĕр.
Курак
Килĕш-ха.
Эрпике
Качча парас килет-и санăн?
Курак
Килет, ачам.
Эрпике
Апла, эппин,
Кĕлленнĕ сивĕ вучахра
Малтан çич пĕрчĕ кантăр ак,
Пăхса ӳстар, сӳсне тылла,
Пирне ху тĕрт те шур пĕркенчĕк
Çĕле! Унччен киле пырса
Пĕркенчĕк айĕнче йĕместĕп.
Курак
Пĕркенчĕк хатĕр.
Эрпике
Пĕркенме
Мана Тутимĕр тутăр панă.
(Тутăрне вĕлкĕштерсе кăтартать пĕркенет.)
: Курак
Ухмах-и эсĕ? Хулăм илнĕ,
Пӳрте сипленĕ укçине.
Эрпике
Укçашăн çеç тинкӳ тухсан,
Сана укçа Тутимĕр парĕ.
Тутимĕр
Чечек пекех Эрпикене
Чипер пăхса ӳстернĕшĕн
Тавак сана, ун амăшĕ,
Манран тавах ун ашшĕне.
Сире чунтан сума суса —
Çинçе-и, хулăм-и — çапах
Парне пек хулăм парăп эпĕ.
Курак
Аçу кукши çинчи шăрка-и?
Çеçенхирте çил хӳтерсе
Çӳре-çӳре шăна-пăван
Нумай пухса килмен-и эсĕ?
Сан пек тăрлавсăр йĕкĕте
Хĕр париччен — килте хĕр лартăр,
Кĕрĕк аркийĕ йăвалатăр!
Пыр ентĕ, хĕрĕм.
Эрпике
Çĕр хут та
Каламăп сăмаха.
Курак
Эй, турă!..
(Макăрать.)
Тĕнче илтмен киревсĕр намăс
Кăтартрăн аннӳне. Сана-и
Пуç тайăп, Эрпике, ачам!
Апла-и? Çӳç пĕрчи хăвармăп!
(Çивĕтĕнчен тытать.)
Эрпике
Ай-ай, анне...
Тутимĕр
Ан турт, анне!
(Курака чарать.)
Курак
Туй пăсăлчĕ. Сана, Тутимĕр,
Çĕр çăттăр, тамăк йышăнтăр!
Эс çирĕн ватă пуçăма.
Вилес пек тилмĕрсе ыйтатăп:
Киле утар-ха, Эрпике.
Автан сасси. Тул кăвакарчĕ.
Туйна кĕтсе вăранĕ халăх.
Эрпике
Мана кĕтсе ахаль ан тарăх!
Курак
Яла ура çине тăратăп,
Ал-уруна çыхтарăп та,
Пĕркенчĕк айăнче йĕрттерĕп.
(Эрпикене сĕтĕрет.)
Эрпике
Чĕрĕ вутра çунсан та эпĕ
Сана нихçан та сив сăмах.
Тиркев сăмах каласшăн марччĕ, Тӳсеттĕм. Мĕншĕн эс, аннеçĕм,
Мана, чĕрӳн тăпренчĕкне,
Куллен патак çиме анчах
Юта сутса ярасшăн эсĕ.
Мана çапсан та, хĕнесен те
Ман вăрăм çивĕт тунине
Ӳтпе пĕрле тăпăлтарсан та,
Мана, пушмак пăру тесе,
Сутаймăн.
Курак
Эсĕ кутăн-и?
Чĕнетĕп пĕтĕм халăха.
Хурах! Хурах!
Тутимĕр
Ан çухăр! Чарăн!
Курак
Хурах!
Эрпике
Кунта никам та ним те
Вăрласшăн мар.
Курак
Хĕре вăрланă
Тутимĕр, ăçтиçук.
Эрпике
Мана сутма ан мекĕрлен,
Ватна ан çур, ятна, тархасшăн,
Ан çĕрт-ха халăх умĕнче.
Курак
Чуну пăяв пек татăлтăр!
Хурах! Хурах! Ай-ай, хăтарăр!
Каччăсемпе хĕрсем пухăнаççĕ.
Пĕр каччă
Синкер-и çулăхрĕ, инке?
Курак
Тӳсме çук мăшкăл!
Тепĕр каччă
Мĕн? Кала?
Курак
Хĕре Тутимĕр илĕртнĕ.
Ваттисене эсир хĕрхенĕр,
Аваллăх йăлине ан таптăр,
Эрпикене ялтах тытса
Киле çитерĕр! Хĕрĕм лартăр
Йĕрсе пĕркенчĕк айĕнче!
(Макăрать.)
Пĕр хĕр
Тăван аннӳ сан, Эрпике...
Ăна итле!
Эрпике
Санран ыйтманччĕ.
Курак
Услап пек паттăр каччăсем,
Манран, ватсупнă Куракран,
Их-их кулса тăратăр-и?
Сире каларăм. Хĕрĕме
Тытса çитерĕр ман киле.
(Чăмăрĕпе юнать.)
Чĕнмеççĕ...
Çимĕк икерчи
Ларман-и сирĕн пырăра?
Тутимĕрпе эсир канашлă.
Тяпук килсе тухать, ӳсĕр, тайкаланса утать.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...