Ача чухнехи :: Ҫĕнĕрен килнĕ ача


Хĕлле, пĕр каçхине, Катьăпа иксĕмĕр яланхи пек шкула урок хатĕрленме пытăмăр. Класра лампа çутман-ха. Пилĕк-ултă ача коридорта çунакан кăмака умне пухăнса ларнă. Катьăпа иксĕмĕр вĕсем патне пырса тăтăмăр. Пĕри тупмалли юмах калать, тепри, ывăçне мăйăр чăмăртанă та: ытă-и? тĕкел-и? — тесе, чышкине юлташĕсем патнелле кăнтарать. Шакăлтататпăр. Типĕ вутă ялкăшса çунать. Пĕчĕк коридор çап-çутă. Тулта сивĕ чух çунакан кăмака умĕнче ларма питĕ аван.

Алкумĕнче тӳп! тӳп! туни илтĕнчĕ. Алăка майĕпен уçса, вунвиçĕ-вунтăватă çулхи ача кĕчĕ. Пирĕн çине пăхса илнĕ хыççăн вăл пас тытнă çĕлĕкне пăтана çакрĕ. Юрлă тумтирен аркисене силлекелерĕ.

— Кил кунта, ăшăн, — терĕмĕр эпир.

Пăхкаласа тăнă хыççăн ача, тĕпленĕ çăматтипе шукаласа, пирĕн пата пычĕ. Катьăпа иксĕмĕр кăмака умĕнчен кăшт сирĕлтĕмĕр. Вăл пушаннă вырăна кукленсе ларчĕ. Тӳрĕ сăмсаллă, илемлĕ питлĕскер, йăлтăртатакан хура куçĕпе вăл вут çинелле пăхрĕ, шакла пуçне аллипе сăтăркаласа илчĕ.

— Вут хĕрӳллĕ, ăшăнса та кайрăм, — терĕ вăл кăмăллăн. — Учительница Анастасия Александровна килте-и?

— Килте, — терĕмĕр эпир.

— Эсĕ ун патне-и?

— Ăх-хă, ун патне.

— Мĕн, ĕçпе килтĕн-и?

— Кунта вĕренме килес тетĕп… Анастасия Александровна пире туртăнкă тивет… асаттерен.

Пĕр авăк никам та сăмах хушмарĕ. Шăпах лартăмăр. Ачан хăй çинчен каласа парас кăмăл пур пулас. Вăл кăварлана пуçланă вут çине пăхса калама тытăнчĕ:

— Атте пĕлтĕр Хусанта вилчĕ. Супăнь тăвакан заводра ĕçлетчĕ. Аннепе иксĕмĕр хĕлле атте патĕнче, çулла ялта пурăнаттăмăр. Кăçал кĕркунне анне вилчĕ.

Ачасенчен тахăшĕ ассăн сывласа илчĕ.

— Ху эсĕ Хусанта вĕренмен-и? — ыйтрĕ Катя.

— Атте пур чух вĕреннĕ, пĕлтĕрпе кăçал вĕренмен. Тăваттăмĕш класраччĕ.

Учительница тухрĕ. Çĕнĕрен килнĕ ача хăвăрт тăчĕ те ун патне пычĕ. Анастасия Александровна тишкĕрсе пăхрĕ, ăшшăн-ăшшăн кулса ячĕ:

— А-а, Коля, эсĕ-çке! Палламан та… Кам-ши ку, тетĕп.

Çапла каласа, ачана вăл хăй патне илсе кĕчĕ.

Шкул сторожĕ, ватă хĕр Наçтаç, лампа çутрĕ. Эпир, шĕл-кăварлă кăмакана хăварса, уроксене хатĕрлеме тытăнтăмăр.

Тепĕр кун Коля учительница хваттерĕнчен кĕнекесем илсе тухрĕ. Ыттисенчен пысăкрахскер, вăл хыçалти парта хушшине кĕрсе ларчĕ. Пирĕн класра ĕнтĕ вунă ача пулчĕ.

Малтанхи урокра пире Анастасия Александровна задача шутлама пачĕ. Эпĕ задачăна кăлараймарăм. Катя та çавах. Урок пĕтсе килет, эпир ĕçе пĕтереймен: пурте хăма çине чикĕнсе çыраççĕ.

Эпĕ хыçалалла çаврăнса пăхрăм: çĕнĕ ача шутларĕ-ши, тетĕп. Вăл хăми çине нимĕн те çырмасть, грифельне парта çине хунă та тӳп-тӳрĕ ларать.

Учительница пирĕн ĕçе тĕрĕслеме тытăнчĕ.

— Кам шутланă? — ыйтрĕ вăл, ачасем çине сăнаса пăхса. Никам та алă тăратмарĕ. Коля çеç парта хушшинче кăшт хăпартланчĕ, хăмине учительницăна пачĕ. Коля задачăна тĕрĕс шутланă.

Иккĕмĕш класра уроксем пĕтсен, учительница пире паçăрхи задачăна ăнлантарма тытăнчĕ. Малтан вăл эпир арифметикăпа ĕлĕкрех мĕн вĕренни çинчен ыйтма пуçларĕ. Учительница ыйту памассерен Коля аллине тăратать, хăвăрт та уçăмлă каласа парать.

Виç-тăватă кунтан Коля пур предметсемпе те пултаруллăн вĕренни палăрчĕ. Митя ун çумне шăвăна пуçларĕ. Кольăпа юнашар ларасшăн пулчĕ, анчах учительница килĕшмерĕ.

Пĕр каçхине, урок вĕренме шкула пырсан, эпĕ перемена вăхăтĕнче коридора шыв ĕçме тухрăм. Витре кăмака хыçнерех пукан çинче ларать. Çемукпа Митя, çавăнта пырса, мана, шыв-ĕçсе тăраканскере, хупăрларĕç.

— Итле! — тет Çемук. — Пурăннă виçĕ пĕртăван. Асли — Иван, вăталăххи — Петĕр, кĕçĕнни — Чĕпĕт. Пĕрре Иванпа Петĕр пасара каяççĕ, киле кам юлнă?

— Чĕпĕт, — терĕм эпĕ.

— Чĕпĕтме хушатăн-и? — кулса ячĕç те Çемукпа Митя, мана хулпуççинчен, алăран, питрен чĕпĕтме пуçларĕç. Эпĕ тарăхса çăлкаланатăп. Класран Коля тухрĕ.

— Мĕн тăватăр эсир, ачасем? Намăс мар-и сире çавăн пек аташма?

— Хăй каларĕ-çке чĕпĕт тесе. Чĕпĕтме хушрĕ, — шăлне йĕрет Митя.

Çемук класа кĕрсе кайрĕ. Коля хура куçне çиллессĕн ялтăртаттарса илчĕ:

— Хĕрачана кӳрентеретĕн. Сана юлташ тесе хисеплеме çук, — терĕ вăл нимле мар пулса кайнă Митьăна.

 

* * *

Пĕр каçхине эпир, пиллĕкĕн-улттăн, çунакан кăмака умне яланхи пек пухăнса ларнă. Коля вут çутинче кĕнеке вулать. Эпир арçурисем, упăтесем çинчен сăмах тапратнă. Пĕри акă аслашшĕ Тарăнварта ташлакан арçурине курни çинчен каласа парать… Урисене хуçса, асар-писер ташлать-ташлать, тет те, йывăçран çӳле сикме тытăнать, тет.

Коля кĕнекине хупрĕ те, куçне хĕскелесе илсе:

— Эсир чи хăрушши çинчен каласа парăр, итлесе ларнă чух çан-çурăм çӳçенсе кайтăр, — терĕ.

— Акă эпĕ хам курнă, — калама тытăнчĕ Митя. — Хăрушă та, çапах эпĕ хăрама шутламан. Пĕрре, çулла. Каç пулнă. Эпĕ Çĕнĕ Куснартан анатăп. Энĕш хĕррине çитиччен уйăх хăпарчĕ, çап-çутă. Пĕве хĕррипе шăхăркаласа пыратăп. Пăхатăп — йăмра айĕнче вутăш хĕрĕ лара парать, пуçне турать. Питĕ хăрушă… Çапах хăраса ӳкмерĕм. Чул илтĕм те яра патăм çакна. Шыва шăмпăрт! турĕ. Эпĕ, ним хăрамасăр, малалла утрăм, — пĕтерчĕ сăмахне Митя.

— Суятăн. Кун çинчен сирĕн тарçă Сахар каласа панăччĕ. Арманта илтнĕ эпĕ ăна, — терĕ пĕри.

— Çу-ук, суймастăп, тупата туршăн, хам курнă, — терĕ Митя, сăхсăхса. Ачасем кулкаласа илчĕç.

Çемук урайĕнче ларнă çĕртен чĕркуççи çине çĕкленчĕ.

— Митя калани хăрушла мар, акă эпĕ каласа парам-ха, — терĕ те вăл, вилесем çинчен сăмах пуçарса ячĕ. Кашни юнкун каç вилнисем туса пĕтереймен чиркӳ айккине тухса лараççĕ, уйах çутинче шăлĕсене йĕрсе, путăк куçĕсемпе пăхкаласа такама шыраççĕ, халь-халь ярса илес пек, шăмăллă аллисене кăнтараççĕ. Кăна Çемук ашшĕ хăй курнă, вăл, пит хăранипе, чикĕнсе ӳкнĕ те икĕ эрне чирлесе выртнă.

Эпир Çемук каланине пĕр сывламасăр итлесе ларатпăр.

Катя, питне хупласа: «Ой, хăрушă!» — тесе ячĕ.

Коля тутине шăт тытнă та куçне пĕр çĕре тĕлленĕ, хытса кайнă пек пăхса ларать.

Учительница хăй пӳлĕмĕнчен тухрĕ. Ачасем сăмахлама пăрахрĕç, уроксене хатĕрлеме ларчĕç.

Чиркӳ айккине вилесем тухса лараççĕ тенине эпĕ те илтнĕ. Чиркӳ лартма никĕс чавнă чух юман тупăксем чылай тухнă. Эпир, Анукпа иксĕмĕр, вĕсене хамăр куçпах курнă. Авал ку вырăнта масар пулнă, теççĕ. Эпĕ ку вырăнтан иртсе çӳреме те хăракан пултăм. Акă халĕ те, урок вĕренсе ларнă хушăрах, вилесем çӳренине шухăшласан, çан-çурăм çӳçенет.

Уроксене хатĕрлесе пĕтерсен, Анастасия Александровна пире час-часах писательсем, вĕреннĕ çынсем, паллă çарпуçĕсем çинчен вуласа е каласа парать. Паян вăл чаплă çулçӳревçĕ Пржевальский çинчен каларĕ. Эпир чылай лартăмăр. Киле саланма вăхăт çитрĕ. Учительница кайсан, Коля пире нумай пĕлтерĕшлĕн кăчăк туртрĕ. Эпир пурте ун тавра пухăнтăмăр.

— Ачасем, айтăр ушкăнпа чиркӳ картине кайса пăхатпăр, пур-и вилĕсем, çук-и? — терĕ вăл çурма сасăпа.

— Ой, питĕ хăрушă-çке! — хумханса каларĕç ачасем.

— Каймастпăр-и апла? — ыйтрĕ Коля.

— Çук, çук! — терĕç ачасем.

— Эпĕ акă кайма пултаратăп, — пуçне каçăртса каларĕ Митя.

Катя ун çине тĕлĕнсе пăхса илчĕ.

— Хăрамастăн-и?

— Чĕрне хури тăршшĕ те хăрамастăп, тупата туршăн!

— Каймастăн, — терĕç ачасем.

— Каятăп! — паттăрланать Митя.

— Чиркӳ патне çитĕн те, картишне кĕмесĕрех, каялла вĕçтерĕн, — терĕ Катя.

— Çу-ук! Картишнех кĕретĕп. Сире ĕнентерме мĕн илсе килес унтан?

Çемук кирпĕч илсе килме сĕнчĕ. Ĕнер çеç хĕрлĕ кирпĕч чиркӳ картишне кӳнĕ.

— Юрĕ, кирпĕч пулсан, кирпĕч пултăр.

— Паян, юнкун каç, уйăх çути те пур. Каяс пулсан, халех каймалла, — терĕ Çемук.

— Каятăп, айтăр, — терĕ те Митя алăк патнелле утрĕ.

Эпир шкултан тухрăмăр. Çанталăк сивĕтнĕ, уяр. Çăлтăрсем тӳпере шултра та йышлăн курăнаçсĕ. Уйăх çутипе юр йăлтăртатать. Ял шăпланнă. Унта-кунта çеç хăй çути курăнкалать.

Шкул картлашки çинче эпир Митя каяссине кĕтетпĕр. Вăл вырăнтан та сикмест.

Çемук ăна кĕрĕк çаннинчен туртрĕ.

— Каятăн-и?

— Паян каймастăп, ыран, — кулкалать Митя.

Çак вăхăтра Коля çĕлĕкне икĕ аллипе пусса лартрĕ те чиркӳ патнелле утрĕ. Эпир тĕлĕнсе юлтăмăр.

— Пĕчченех кайрĕ-и? — çунхавлăн каларĕ Катя.

— Хăрушă, хăрушă, — пăшăлтатрĕç ачасем.

Акă хыттăн та уççăн чанк! туни илтĕнчĕ.

— Чиркӳ картан тимĕр калинккине уçрĕ, — терĕ Çемук.

Чылай кĕтсе тăтăмăр, манăн ура шăнса кайрĕ, хам чĕтрекен пултăм.

Акă татах тимĕр калинкке чăнкăртатрĕ.

— Килет! Килет! — терĕ Катя, сиккелесе илсе.

— Кĕмен вăл чиркӳ картине, калинккене çеç уçса хупнă, — терĕ Митя.

Кун хыççăн нумай та иртмерĕ, Коля пирĕн пата хуллен утса çитрĕ, аллинче — кирпĕч.

— Ме, — терĕ вăл, кирпĕче Митьăна тыттарса.

— Мĕншĕн мана паратăн? — тарăхса каларĕ Митя.

Вăл кутăн чакса илчĕ, кирпĕче çĕрелле печĕ.

Эпир пурте Коля тавра кĕпĕрлентĕмĕр. Катя сиккелет, Кольăна хулпуççинчен савать: «Маттур, маттур!» — тет.

— Нимĕн те çук унта, — калама пуçларĕ Коля. — Малтан, чăнах та, хăрарăм. Чуна хытара-хытара каланă çĕре çитрĕм. Ахаль сăмах, нимĕн те çук.

— Епле пĕчченех кайма шут тытрăн вара? — ыйтрĕ Çемук.

— Хăвăр пымарăр та, пĕчченех кайма тиврĕ.

— Хăрарăн пулсан, епле кайрăн апла? — ыйтрăм эпĕ те.

Коля каларĕ:

— Хăрушă пулсассăн та, хам тĕрĕслесе пăхам терĕм. Ĕнтĕ халĕ хăрамастăп. Эсир те ан хăрăр! Вилесем хăратаççĕ тени — суя сăмах. Нимĕн те çук!

Çапла калаçса, Коля шкула кĕчĕ. Эпир те килелле утрăмăр. Митя пуп патне кайрĕ. Вăл унта çывăрать, килне тарçă Сахар лашапа илме килсессĕн çеç каять.

Тепĕр кун пирĕн пĕрремĕш урок турă саккунĕ пулчĕ. Пуп, урока кĕрсенех, шĕвек куçĕпе Коля çине тĕллесе пăхрĕ.

— Николай Михайлович! — терĕ вăл çинçе сассипе.

Коля ура çине тăчĕ.

— Эсĕ каçхине мĕншĕн чиркӳ картинче çӳренĕ?

Коля мĕншĕнне каласа пачĕ.

— Суятăн, — пуçне пăркаларĕ пуп.

— Тĕрĕссине каларăм.

— Мĕн илсе тухнă эсĕ чиркӳ картинчен?

— Кирпĕч.

— Мĕншĕн?

Коля каллех мĕншĕнне каларĕ.

— Татах суятăн! Вăрлама тытăнтăн-им?

Коля пуçне усрĕ.

— Сана куншăн шкултан кăлармалла. Асту, казански жулик. Кун çинчен халех журнала çырас пулать.

Пуп шкапран чăпар питлĕ тăваткал кĕнеке кăларчĕ, ăна уçса, темскер çырса хучĕ.

— Вот, ан ман! Тепĕр замечани пулсан, шкултан сирпĕнетĕн, — терĕ вăл, кĕнекене каялла пуçтарса.

Эпĕ пуп куриччен çаврăнса пăхрăм. Коля пуçне тата ытларах уснă, куççулĕсем парта çине тумлаççĕ.

— На колени! — çухăрчĕ пуп качака сассипе.

Коля, парта хушшинчен тухса, сĕтел умне чĕркуçленсе ларчĕ.

Иккĕмĕш класра çыру урокĕ. Анастасия Александровна, ачасем çырнине пăхса, партăсем хушшипе çӳрет. Унăн пичĕ хĕрелнĕ, ачасенчен кăшт пăрăнса, вăл алтутрипе куçне шăла-шăла илет.

Перемена вăхăтĕнче пуп Анастасия Александровнăна ятлама пуçларĕ. Вăл вырăсла вăрçать пулин те, эпĕ пĕтĕмпех ăнлантăм. «Ачасене турăран хăрама, турра хисеплеме вĕрентместĕр! Мĕне кирлĕ чăваш ачисене писательсем, ученăйсем çинчен пĕлни? Святойсен пурнăçĕ çинчен калас пулать вĕсене. Унсăрăн турăран хăрамаççĕ, вăрра вĕренеççĕ. Акă Михайлов, хăвăр патăрта пурăнакан ача, чиркӳ картинчен кирпĕч вăрлать»…

— Неправда, — терĕ те учительница хăй пӳлĕмне кĕрсе кайрĕ.

Пуп, иккĕмĕш класс ачисене вĕрентсе пĕтерсен, шкултан тухса кайрĕ. Кольăна кунĕпех чĕркуççи çинче тытма хушса хăварчĕ.

Митя паян кулкаласа çеç çӳрет.