Ача чухнехи :: Шкула ҫÿреме пуҫлани
Кукамай кĕрлĕ-çурлă алли-ури ыратнипе аптрать. Хăй çӳрейменнипе аппана хăйсем патенчех усрать. Халĕ ĕнтĕ эпир килте аннепе иккĕн çеç.
Анне те кăçал час-часах вырткалать, ахлаткаласа, вăй-хал çуккипе тарăхать.
Эпĕ аннене пулăшма тăрăшатăп. Ирхине чăхсене çĕрулми ватса паратăп. Татса тĕпленĕ витрепе шыв кӳретĕп. Кăнтăрла путексене шăваратăп. Юлашкинчен, вут йăтса кĕрсен, манăн ĕç пĕтет. Эпĕ вара, аннерен ыйтса, Анук патне каятăп. Ачасем шкултан тухсан, Катя патне вĕçтеретĕп.
Эпĕ ĕнтĕ, пĕчĕк учительница вĕрентнипе, пур саспаллисене те çырма, вулама пĕлетĕп. Куллен-кун ачасем шкулта мĕн вĕреннине Катя мана ăнлантарса парать, çыртарать, вулаттарать, шутлаттарать. Эпир ĕнтĕ чăвашла букварь кĕнекине вуласа тухнă, халь вырăсла вулатпăр.
Ку çул йĕпе-сапа нумая пычĕ, кĕр вăрăм пулчĕ. Пĕр ирхине эпир тăнă çĕре юр çунă. Пирĕн пĕтĕм пӳрт çуталса кайнă. Чӳречерен пăхрăм та: хуралт çийĕсем, урам хушши, уй — шап-шурă. Эпĕ, çĕтĕк аркăллă сăхман тăхăнса, аппан кивĕ çăм тутрине çыхса, килкартине тухрăм. Çемçе юр çерçи пуçĕ пек ӳкет. Çанталăк тӳлек, лĕпшенкĕ. Ура айĕнчи юр нăтăртатать, çăпата йĕрĕ кушил тĕрри пек пичетленсе юлать. Таçта хурсем какăлтатаççĕ. Хурăнлă çул енчен шăнкăрав сасси илтĕнчĕ те — шăпланчĕ.
Эпĕ шыв ăсма кайрăм. Çăл патĕнче тăват-пилĕк хĕрарăм шакăлтатса тараççĕ: пуп сасартăк чирлесе ӳкни çинчен калаçаççĕ иккен. Пĕри — пупа ийе чăмланă, тепри — арçури çакланнă, тет. Упрам арăмĕ калаçакансене пӳлчĕ:
— Çук, пачăшкă таврашне усал-тĕсел çакланмасть, ăна паралич текенни çапнă. Сĕмĕлтен тухтăр килсе пăхнă та: нумай пурăнаймасть, вилет тесе каларĕ, тет.
— Пĕттĕрех, çавă чух ăна, — терĕ çĕтĕк сăхман тăхăннă ватăрах хĕрарăм. — Ытла пит сăхăччĕ. Чыс тырри пухма пы-ысăк пăтавккапа тухать. Ырашне тултарса парсан, сĕллине, туллине, урпине ыйтать.
— Тĕрĕс, Чĕкеç, санăн сăмаху. Пупа япала парса çитерме çук. Пĕр кун, акă, ампара кĕчĕ те тухма пĕлмест: çăм ыйтать, пыл чĕрессине курчĕ — пыл парар, тет. Эпĕ чиркӳре хурт-хăмăршăн та кĕлтăватăп, тет.
— Пуп куçĕ — нӳхреп куç, тесе ахаль каламан çав ваттисем, — терĕ Чĕкеç.
Эпĕ урăх итлесе тăраймарăм, витресене куç пек тултарса, тăвайккинелле тапалантăм.
Каçхине, халичченхи пекех, пирĕн пата Иван пичче килсе ларчĕ. Вăл, тĕрмерен таврăннă хыççăн, ĕлĕкхи ĕçнех кĕчĕ. Хăй астуса каланă тăрăх, вăл хуралта хĕрĕх çул ытла пурăнать ĕнтĕ.
Иван пичче те кăçал йăшнă. Халичченхи пек вăрт-варт çаврăнкалаймасть. Пичĕ-куçĕ сăнсăрланнă. Чĕлĕм чăпăкне çыртакан пĕччен шăлĕ те халĕ курăнмасть.
Аннепе иксĕмĕр кĕнчеле арлатпăр. Уни-куни сăмахласа ларнă хушăра пысăк чан тан-н! тутарчĕ. Иван пичче сиксе тăчĕ, урам енчи чӳречерен пăхрĕ, анчах чан чылай тăрсан тин тепре çапрĕ. Хумханнă Иван пичче лăпланчĕ.
— Мĕншĕн çапрĕ-ши ку чан? — ыйтрĕ анне.
— Пуп вилнĕ пулмалла. Сайра çапать, — терĕ Иван пичче.
— Ĕлĕк, Иссай пуп вилсен, çапла çапнăччĕ.
Анне, йĕкине пĕтĕрме чарăнса, чылайччен пĕр çĕре тĕллесе пăхса ларчĕ.
Чан сайра-сайра çапать…
— Вилнех пулсан, ун вырăнне кам килĕ-ши апла? — ыйтрĕ анне.
— Ывăлĕ килет-и, тен… Лешĕ, уксаххи. Иртнĕ çул вăл Хусанта вĕренсе тухнă, теççĕ.
— Вăл та ашшĕ пекех сăхă пулĕ-ши?
— Улми йывăççинчен аякка ӳкмест, теççĕ…
Çапла кăшт калаçкаласа ларсан, Иван пичче: «Ыйхă пусрĕ, кайса выртам-ха хамăн кермене», — тесе, кăштăртаткаласа тухса кайрĕ.
* * *
Катя мана шавах:
— Пыр шкула. Халĕ ĕнтĕ пуп çук. Кăларса ярасран ан хăра, — тет.
Эпĕ хамăн тусăм каланине чăнларăм.
Пĕррехинче аннерен: «Шкула вĕренме каям-и?» — тесе ыйтрăм. Анне, пăшăрханса, михĕлĕх çип арламалли çинчен астутарчĕ. Эпĕ кăмака çине улăхса выртрăм та йĕме тытăнтăм. Анне кăмака кукринче ĕçлекелесе çӳрет, мана чĕнмест. Эпĕ ĕнтĕ чылайранпа ĕсĕклетĕп, анне мĕн те пулин каласса кĕтетĕп. Юлашкинчен унăн кăмăлĕ улшăнчĕ пулас. Вăл хуллен:
— Хĕрачасем вĕренни питех çук-çке-ха, — терĕ. — Эсĕ шкула кайни ял евĕрлĕ мар пек туйăнать. Анук та каймасть.
— Катя вĕренет-çке.
— Вăл — вырăс. Унăн михĕлĕх çип арламалла мар.
— Эпĕ арлăп та, вĕренĕп те, — терĕм ĕсĕклесе.
— Юрĕ эппин, кайса пăх, — тинех килĕшрĕ анне.
— Эпĕ тепĕр куннех шкула вĕçтертĕм. Ачасем пухăнса ларнă, анчах урок пуçланман-ха. Эпĕ алăк патĕнче тăратăп. Катя мана класалла, хăйпе юнашар ларма сĕтĕрет.
Ачасем те: «Кĕрсе лар, кĕрсе лар», — теççĕ.
Шĕшлĕ Мити ман пата чупса пычĕ:
— Мĕншĕн килтĕн кунта? Тухса кай халех! — терĕ вăл, мана çăлкалама тытăнса.
Çав вăхăтрах учительница пӳлĕмĕнчен тухрĕ.
— Мĕн тăватăн, Митя? — ыйтрĕ вăл, пирĕн çинелле пăхса.
— Тухса кай, тетĕп эпĕ çак хĕрачана… Кĕркунне вăл манăн сăмсаран юн кăларнăччĕ… Усал, чăрсăр вăл. Халь каллех шкула çӳресшĕн пулас…
— Лар-ха эсĕ, — терĕ ăна учительница. — Сан ĕç çук кунта.
Митя, кăмăлсăрланса, иккĕмĕш парта хушшине кĕрсе ларчĕ.
— Мĕншĕн килнĕ эсĕ? — ман пата пĕшкĕнсе ыйтрĕ Анастасия Александровна.
— Вĕренме, — шăппăн каларăм эпĕ, тутăр вĕçĕпе тутана хупласа.
— Эсĕ кая юлнă. Ытти ачасем вулама та, шутлама та, çырма та вĕреннĕ ĕнтĕ… Мĕнле, вĕсемпе танлашăн-ши?
Эпĕ питĕ те хăраса ӳкрĕм, нимĕн те калаймастăп, шкула кĕме пулмастех ĕнтĕ тесе, кăштах йĕрсе яраттăм.
— Вăл вулама та, çырма та, шутлама та ăста пĕлет, — терĕ Катя уçă сассипе.
— Ăçтан пĕлтĕр, вĕренмен вăл, — чăркăшать Митя.
— Чарăн, Митя, — терĕ Анастасия Александровна, вара, аллине ман хулпуççи çине хурса, мана класа кĕртрĕ.
Эпĕ, хуллен пускаласа, сĕтел умнелле хăюсăррăн пырса тăтăм. Учительница шкапран чăвашла букварь кĕнекине илчĕ те мана пĕр тĕле вулама хушрĕ. Чĕтрекен сасăна эпĕ виçĕ сăмах вуларăм:
— Пирĕн… çу-урт… çу-унни.
— Тĕрĕс вуларăн, — хавхалантарчĕ мана учительница. Унтан, «Чи-чи кăсăя» тĕлне уçса:
— Халь çакна вуласа пар, — терĕ.
— Эпĕ ăна пăхмасăрах пĕлетĕп, — терĕм эпĕ.
— Ну, каласа пар, эппин.
Эпĕ сăвва калама тытăнтăм. Именесси те иртсе кайрĕ. Çуррине каласан, мана учительница чарчĕ, çырма-шутлама пĕлни çинчен ыйтрĕ. Эпĕ пĕлетĕп, терĕм.
— Кам вĕрентнĕ?
— Катя, — терĕм эпĕ, тусăм çине çаврăнса.
— Маттур, Катя, — терĕ учительница.
Вăл мана хывăнма хушрĕ. Эпĕ, коридора тухса, сăхмана хывса çакрăм, пир тутăра çанă ăшне чикрĕм, унтан, килтех лайăх туранă çӳçе якаткаласа, класа кĕтĕм. Учительница мана Катьăпа юнашар малти парта хушшине ларма каларĕ.
Çак кунтан эпĕ пĕр сиктермесĕр шкула çӳреме тытăнтăм.
Учительница мана вĕренме йышăнни Митьăна питĕ килĕшмен. Вăл куллен мана е тĕртсе ярать, е çапать, шавах тата:
— Санран пулать-и вĕренесси, кукша? — тесе мăшкăллать.
Капла калаканскер, хăй питĕ аван вĕренет пулĕ-ха ку, тесе шутлатăп эпĕ.
Митя партти пирĕн хыçра. Эпĕ пĕрре Митя задачăна Катя хăми çинчен çырса илнине асăрхарăм, кун çинчен çавăнтах тусăма систертĕм. Катя, хайхи, задачине шутласа пĕтерсенех, хăмине тепĕр май çавăрса хучĕ. Акă учительница, виççĕмĕш класс ачисене ĕç парса хăварса, пирĕн пата пычĕ, эпир тунă задачăсене тĕрĕслеме тытăнчĕ. Митя патне пычĕ те: унăн хăми тап-таса.
— Мĕншĕн шутламарăн? — ыйтрĕ Анастасия Александровна.
— Шутланăччĕ те… Мархва хуратса пăрахрĕ.
— Çук, Марфа сан енне çаврăнса та пăхман, — ман хута кĕчĕ Катя.
— Вăл хăй шутламан, — терĕ Митьăпа юнашар ларакан ача.
Учительница, пĕр авăк ним чĕнмесĕр, Митя çине пăхса, пуçне пăркаласа тăчĕ.
Виçĕ-тăватă кун иртрĕ. Пирĕн чистописани урокĕ. Анастасия Александровна виççĕмĕш класс ачисене арифметикăна вĕрентет. Эпир Катьăпа таса та илемлĕ çырма тăрăшатпăр. Митя сумкинчен канфет хучĕсем, çутă коробкăсем кăларнă та выляса ларать. Эпĕ çырмаллине çырса пĕтертĕм.
— Ĕлкĕртĕн те-и? — ыйтрĕ шăппăн Митя.
— Пĕтертĕм.
— Мана çырса пар-ха.
— Ху çыр.
— Çыр ĕнтĕ, — йăлăнать Митя. — Ыран сана кулач паратăп.
Эпĕ килĕшменнине кура, Митя сиксе тăчĕ те шĕвĕр грифелепе мана çурăмран тăрăнтарчĕ. Хытă ыратнипе кăштах йĕрсе ямарăм. Чикнĕ тĕлтен кĕпе нӳрленнĕ пек туйăнчĕ.
— Мĕншĕн тиветĕн? Ав, юн кăлартăн, — терĕ Катя.
— Сана та кирлĕ-и? — чышкине кăтартрĕ Митя, Катьăна хăмсарса. Эпĕ питĕ тарăхса кайрăм, анчах, хама татах грифелĕпе чышасран хăраса, çаврăнса та пăхмарăм.
Шухăшсем
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...