Ача чухнехи :: Кукаҫи пылĕ
Эпĕ шăналăка сирнĕ те пăхса выртатăп. Килкартине уйăх çути кăшт çутатать. Пиччепе кукаçи пахча калинккинчен шурă витнĕ япала йăтса кĕчĕç, ăна кĕлет умне лартрĕç. Ку — пыл катки. Пиччепе кукаçи васкаса лаша кӳлчĕç, каткана улăм хунă урапа çине вырнаçтарчĕç, вара кукаçи, лашана çавăтса, килкартинчен майĕпен тухса кайрĕ.
Тепĕр кун кăнтăрлапа кукаçи çавăрăнса килчĕ. Вăл хапха уçса ярсанах, эпĕ, йӳçĕ шăршă саракан эрĕмутипе алкум шăлаканскер, ĕçе пăрахсах, ун патне чупса пытăм.
— Мĕнле хыпарпа килтĕн, атте? — ыйтрĕ лаçра салма çăрса тăракан анне. Чусталлă аллисене саппунĕпе сăтăркаласа, вăл кукаçи патне тухрĕ.
— Ырă хыпарпа килтĕм, — терĕ старик, шĕвĕркке сухалне якаткаласа. — Земскине патăм. Ай, сăхă-çке, хăямат, тата çук-и, тет.
Анне савăннипе хумханса ыйтрĕ:
— Хăçан киле çитĕ-ши Мĕтри?
— Суд пулсан, Иванпа иккĕшне те кăларса яратпăр, терĕ.
Ыттисене Çĕрпӳри тĕрмене илсе каяççĕ, унтан — Çĕпĕре.
— Сучĕ хăçан пулать-ши? — тĕпчет анне.
— Нумая ямаççĕ пулĕ. Астăвăр, эпĕ Куславккана пыл кайса пани çинчен сăмах ан тухтăр… Пуринчен ытла эсĕ, пĕчĕкки, ан пакăлтатса çӳре, — шĕвĕр пӳрнипе юнарĕ мана кукаçи.
Вăл мана çапла калани килĕшмерĕ, анчах эпĕ уншăн кӳренсе тăмарăм: атте килет тенипе савăнса, алкумне юрла-юрла шăлма тытăнтăм.
Вунă-вуникĕ кун иртрĕ пулĕ. Пĕррехинче Анукпа иксĕмĕр пирĕн пӳрт айккинче, сулхăнра, кăвак çĕтĕкрен пукане кĕписем çĕлесе ларатпăр. Теплерен пуçа çĕклесе пăхрăм та аялти урамран пирĕн атте утса килнине курах кайрăм. Часах сиксе тăрса, килкартине кĕтĕм. Пичче лупас айĕнче çава аври лартать. Аппапа анне кĕлетре кĕпе-йĕм тыткалаççĕ. Атте килет, тесе каласанах, пурте урама сиксе тухрĕç. Атте Çтаппан пиччесен тĕлне çитнĕ, васкаса утать, анчах вăйран сулăннă пирки, утти ӳсĕнмест. Эпĕ ун патне чупрăм. Вăл шывланнă куçĕпе пăхса, мана çурăмран лăпкаса илчĕ. Аннепе аппа куçĕсене шăлкаласа тараççĕ. Пичче хумханнипе хăвăрт сывлать…
Килкартине кĕрсенех, атте кĕлет умĕнчи выран çине тăсăлса выртрĕ. Вăл пит ырханланса, сарăхса кайнă, пуçĕ çинче кăвак çӳç пĕрчисем йышлăн курăнаççĕ, тутисем хăпаланнă.
Эпир çапла атте патĕнче тăнă чухне килкартине Улля аппа кĕчĕ.
— Сирĕн хĕпĕртĕк пулчĕ, манăн хăçан пулĕ-ши?
— Пулĕ-ха, — терĕ атте вăйсăр сассипе.
Кăшт выртсан, вăл тăрса ларчĕ, Çтаппан пичче çинчен «Вăл сывах, тен, ăна та кăларĕç акă», — тесе каласа пачĕ.
Каçалапа кукамай талкăшса çитрĕ. Вăл атте валли чĕреспе турăх тата çур хăпарту илсе килнĕ. Атте, лаççа кĕрсе, апата ларчĕ.
Атте килнĕшĕн эпĕ епле савăннине каласа та пĕтерес çук. Паян каçхине пиччепе аппа, шурă кĕпесем тăхăнса, çĕнĕ çăпата сырса, вăйă пухăннă çĕре кайрĕç. Аттепе анне вĕсем тухса кайнине кăмăллăн пăхса юлчĕç.
Çанталăк уяр, шăрăх та тӳлек тăрать. Ирхине-каçхине кăвак тӳпе тăп-тăрă. Кăнтăрлапа çутă тăрăллă шурă пĕлĕтсем курăнкалаççĕ, каçалапа, вĕсем шăрăх сывлăшра ирĕлсе кайнă пек, таçта кайса çухалаççĕ. Каçхине те, çĕрле те ăшă. Пусă енчен çил вĕрсен тырă шăрши килет: ыраш шăркана ларнă. Утă вăхăчĕ çывхарать.
Халиччен тимĕрçĕ лаççи ялан уçă пулаканччĕ, унта иртен пуçласа каçчен шаккани илтĕнетчĕ. Ĕç умĕн çава туптама е çурла шăллаттарма Гаврила патне куллен çынсем пухăнатчĕç, черет кĕтсе лаç патĕнчи çерем çинче уни-куни калаçса ларатчĕç, халĕ унта никам та пымасть. Лаççине те тутăхнă çаврака çăрапа питĕрнĕ. Кунтан иртмессерен, манăн чун хурланать,
Çуллахи ăшă каçсенче хамăр урамра кĕсле сасси янăратчĕ. Халĕ Улля аппа чӳречине те уçмасть. Вăл пĕрре урама тухса ларнине курсан, эпĕ ун патне пырса йăпшăнтăм.
— Çук ĕнтĕ Çтаппан пиччу, — тет вăл тĕксĕмленнĕ куçне шăлкаласа, — кĕслине те паян пĕр пăт çăнăхпа Чăрăшкасси çыннине парса ятăм.
Манăн йĕрес килет.
Шухăшсем
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...