Ача чухнехи :: Кантуртисем килни
Виççĕмĕш кун çинче, ирхине, староста Куçук Петĕрĕ яла урам шăлма хушрĕ: кантуртисем килеççĕ, терĕ. Кашни кил тĕлĕнче тусан мăкăрлана пуçларĕ. Эпир те аппапа хамăр тĕле шăлатпăр. Пунеттейсем, çĕнĕрен килнĕ стражниксем хурал пӳрчĕ таврашĕнче çӳреççĕ. Староста лара-тăра пĕлмест: урампа пĕр анаталла анать, пĕр тăвалла хăпарать — вăрăм пӳллĕ, çинçе ураллăскер, хăвăрт уткаласа çӳрет.
Кăнтăрлапа халăх пухăна пуçларĕ. Çанталăк ăшă пулин те, арçынсем мĕн те пулсан тăхăннă: хăшĕ шупăр, хашĕ — сăхман, пуçа — килти çăм шĕлепке, картуз, урисенче — шурă пир тала, çăпата.
Çтаппан пиччесен тĕлне хĕрарăмсем пухăнса тăнă. Улля аппа, сарăхнă пит-куçлăскер, хурлăхлăн калаçать:
— Стражник икĕ талăк ытла Çтаппан туйран таврăнасса сыхларĕ, паян ирхине тытса хупрĕ. Çĕпĕре яратпăр, тет. Мăкаçее вут тĕртекен — эсĕ, тет. Туя кайнă çын мĕн вăхăтра вут тĕртме пултарнă-ши?
Хĕрарăмсем Улля аппана йăпатасшăн, унпа ăшшăн калаçаççĕ, Çтаппана часах кăларса ярасса шантараççĕ.
Аялти урамра шăнкăрав сасси илтĕнчĕ. Икĕ шурă лаша кӳлнĕ тăрантас курăнчĕ.
— Кантуртисем килеççĕ, — терĕç хĕрарăмсем, пĕрин хыççăн пĕри пăраха-пăраха кайса. Кантуртисем, тусан мăкăрлантарса, хурал пӳрчĕ патнелле çул тытрĕç.
Кантур ямшăкĕ, хура пĕчĕк çын, тилхепене карăнтарса, лашисене сарай умне çавăрса тăратрĕ. Шăнкăрав сасси шăпланчĕ. Пухăннă çынсем тиекпе старшинана, картузĕсене, шлепкисене илсе, пуç тайрĕç. Лешсем хăйсен картузĕсене кăшт йăтам пек туса илчĕç те тăрантас çинчен анма çĕкленчĕç. Малтан старшина, ярăм пӳллĕ, ватах мар илемлĕ çын, çăмăллăн сикрĕ, вара, тăрантас айккине чалăштарса, кĕске мăйлă лутра тиек йăраланса анчĕ. Иккĕшĕн те вĕсен хура пустав тумтирĕсем тусанланнă: çурăмĕсем шурă курăнаççĕ. Староста вĕсем патне йăпăртаттарса пычĕ те малтан тиекĕнне, вара старшинан тумтирне, аллипе çăмăллăн çапкаласа, сăтăркаласа тасатса ячĕ. Юлашкинчен пĕр ывăç курăк татса, вĕсен аттисене шăлса илчĕ. Касак Ваççи те старостăпа пĕрлех явкаланса çӳрет.
Старшинапа тиек сарайне кĕчĕç, ятарласа хатĕрленĕ сĕтел хушшине ларчĕç. Кантур ямшăкĕ ларчăк айĕнчен хура кĕнеке илчĕ, ăна тиек умне пырса хучĕ.
Халăх пухăннăçемĕн пухăнать. Кукаçи те, кĕççе шлепкине лапрах лартса, васкаса çитрĕ. Вăл юр пек шупăр тăхăннă, çĕнĕ пир тăла тата якалса кайнă хурама пушăт çăпати сырнă, — туйипе таклаттарса, халăх хушшине кĕрсе кайрĕ.
Аннерен «пулштух» ыйтакан стражник хурал пӳртне уçрĕ. Манăн чĕре кăрт турĕ. Малтан Çтаппан пиччепе атте тухрĕç, каярах, пăртак тайкаланса, — Иван пичче. Старостăпа стражник виççĕшне те халăх умне тăратрĕç. Тиек сĕтел хушшинче калама тытăнчĕ. Çынсене çара пуçăн тăмаллине пĕлтерсе, старшина аллипе кăтартрĕ. Пурте картузĕсемпе шлепкисене хыврĕç.
— Халăх! Нумай пулмасть çак çынсем мăкаçее вут тĕртсе çунтарса янă, халăх тыррине пĕтернĕ. Эпир çав тырра халех валеçсе парасшăнччĕ, халăхран пухнă тырă пулнă вăл, ăна çак вăрă-хурахсем, халăха хĕрхенмесĕр, çунтарса янă. Эпир паян çак çынсене Çĕпĕре яма приговор çыратпăр!
Сĕм вăрманти йывăçсем тăррине çил килсе кашлаттарнă пек, халăх кĕр! кĕрлерĕ. Нумайăшĕ шлепкисемпе картузĕсене калла тăхăнчĕç.
— Кам курнă çак çынсем мăкаçее вут тĕртнине? — илтĕнчĕ пĕр сасă.
— Кам курнине сантан ыйтмаççĕ, — терĕ староста.
— Çтаппан килте те пулман, мĕнле мăкаçее вут тĕртме пултарнă-ши вăл? — ыйтрĕ хăюллăрах тепĕр сасă. Хусканчĕ халăх. Хаяр сасăсем ытларах илтĕнме пусларĕç. Унтан та кунтан пăтăр-патăр калани киле-киле çапăнать.
— Мăкаçейĕ пушах пулнă вĕт! Шăлса тасатнă!
— Выртмари ачасем Шĕшлĕ арманне турттарса пынине курнă!
— Халăх выçă вилтĕр, пуян вăрласа пуйтăр!
Тиекпе старшина сĕтеле çапма пуçларĕç.
— Мĕн ку? Бунт! — кăшкăрать тиек.
— Кам калать Шĕшлĕ патне тырă турттарнă тесе?! — мăйне тăсса питĕрленет староста.
Тиек аллине сĕлтрĕ те, çавăнтах икĕ стражник, сăнчăртан вĕçерĕннĕ йытăсем пек, халăх хушшине вăркăнчĕç.
— Саккуна хирĕç-и?
— Тĕрмере çĕртетпĕр! Çĕпĕр! Çĕпĕр!
Пĕр самантлăха çынсем каялла чакрĕç, хумханчĕç, шăй-шай турĕç.
— Халăх! — илтĕнчĕ Çтаппан пиччен çилĕллĕ сасси.
— Çăвар ан уçнă пул! — хăмсарчĕ чышкипе ун çине тиек.
— Калатăр Çтаппан! Калатăр! Шелаем! Çтаппан калатăр! — янăраса кайрĕ нумай сасă.
— Арестован! Молчать! — каллех сĕтеле чышса кăшкăрчĕ тиек.
— Калатăр Çтаппан! Ан чарăр! Калатăр! — сĕрлерĕ халăх, татах хумханса илсе.
Çтаппан пичче калама тытăнчĕ çеç, икĕ стражник ун патне сиксе те ӳкрĕç, ăна хурал пӳртнелле сĕтĕрме тытăнчĕç, чышаççĕ, тапаççĕ. Çтаппан вĕсене, шăлне çыртса, тĕрте-тĕрте ярать. Вунă-вуникĕ çын ун патне пулăшма вăркăнчĕç. Чи малта хĕрлĕ кĕпе курăнчĕ. Ку — тимĕрçĕ Гаврила — хăйĕн пысăк чышкисемпе авăн çапнă пек стражниксене илет те илет, — лешсем чăтаймарĕç, тĕшĕрĕлсе анчĕç. Çавăнтах икĕ стражника, пĕççи-каççинчен тытса, çынсем нумайрах çĕре сĕтĕрсе кĕчĕç, кăшкăрса, ахăрашса, тепĕр хут ислетме тытăнчĕç. Халăх, хаяррăн кĕрлесе, хумханса тăрать…
Старшинапа тиек сĕтел хушшинче пĕр-пĕрин çумне лăпчăнса тăнă. Ваççапа унăн тăванĕсем тата старостăпа тиек старшина патнелле шăвăнаççĕ. Çурхи шыв тулса çырана çапăннă пек, халах сасартăк сарай çывăхне кĕрлесе пычĕ, сĕтел йăванса кайрĕ, пăшал сасси илтĕнчĕ. Эпĕ, питĕ хăраса, киле тарса кĕтĕм. Пăшал сасси татах кĕреслетрĕ. Эпĕ, кăшт тăрсан, чӳрече патне пырса лартăм. Халăх çаплах кĕрлет. Сасартăк шăнкăрав сасси илтĕнчĕ. Урамалла пăхрăм. Кантуртисем, лашисене асар-писер чуптарса, анаталла анса кайрĕç.
Каç пуласпа халăх салансан, эпĕ пусса тухса пăхрăм. Хурал пӳрчĕ таврашĕнчи курăк таптанса хуралнă. Вырăнĕ-вырăнĕпе тусан тухнă. Сарай хыçĕнче лав тăрать. Унтах виçĕ-тăватă çын пур. Утă тултарнă урапа çинче юнлă питлĕ стражниксем выртаççĕ. Çынсем лашана хуллен уттарчĕç, ял хыçĕпе кайрĕç.
Каçхине пирĕн кил-йыш лаçра пухăнса ларнă. Атте киле килнĕшĕн эпир çав тери хĕпĕртенĕ. Пиччепе атте паян мĕн пулса иртни çинчен калаçса лараççĕ. Атте йывăррăн сывлать, сылтăм алли шурă тутăр çинче çакăнса тăрать.
Анне тăвар килли çинче сухан тĕвет. Аппапа иксĕмĕр пиçнĕ çĕрулми шурататпăр. Татах тытса хупасран хăраса, эпир аттене ăçта та пулин тарма сĕнетпĕр.
— Ăçта тарас-ха манăн? Айăплă пулсан, тарни те юрĕччĕ.
— Ыран земскипе становой килмелле, теççĕ, — пĕлтерчĕ пичче.
Анне хыпăнса ӳкрĕ.
— Ах, тур! Ăш хыппи! Ыррине кĕтмелли çук ĕнтĕ! Пирĕн еш çынсене пĕр айăпсăрах пĕтереççĕ! — терĕ вăл, аллисене лаштах ярса.
— Тен, пĕтермĕç-ха, — терĕ пичче, — мăкаçее камсем çаратни, вут тĕртни çинчен Çтаппан, питĕ тĕплĕн çырса, Шупашкара яратăп, терĕ. Тен, Шĕшлĕпе унăн ушкăнне айăплĕç.
— Вăл тĕрĕс, — вăраххăн сывласа каларĕ атте.
Аппапа иксĕмĕр çĕрулми шуратса пĕтертĕмĕр, чашăк çине турарăмăр, анне çĕрулми çине тӳнĕ сухан, сивĕ квас ячĕ — пулчĕ пирĕн каçхи апат.
Апатланнă хыççăн пичче, аппа, эпĕ хамăр умма урама тухса лартăмăр.
Ялта шăп. Паян Энĕш хĕрринчи йăмрасем айĕнче юрлани, кулни, алă çупса ташлани илтĕнмест.
* * *
Тепĕр кун эпĕ вырăн çинчен тăраймарăм: темĕн сăлтавпа чирлесе ӳкрĕм, вара тăватă кун хушши пуçа çĕкленмесĕр выртрăм.
Пĕррехинче, тĕлĕкре тейĕн, Укахха карчăк кăххăм! кăххăм! ӳсĕрсе ларнине илтетĕп.
— Ăншăрт ӳкнĕ ачана, эмеллес пулать. Хурал пӳрчĕ патĕнче çынсем тӳпĕлешнине курнă пуль-ха, — тет юмăç.
— Çук, шăнса чирленĕ пулмалла, — тет анне.
Карчăк хăйĕннех:
— Кăмпапа тĕтĕрсе пăхар, — тет.
— Кирлĕ мар.
— Çинчех эмеллемесен сывалаймасть-çке.
— Сывалаймасан, тухтăра каятпăр.
Карчăк тем мăкăртатрĕ те, туйипе тăклаттарса, кăмăлсăррăн тухса кайрĕ.
Эпĕ пиллĕкмĕш кун çинче ура çине тăтăм. Анне мана пирĕн аттене, Шулли Иванне, Çтаппан пиччепе, тимĕрçе тата вĕсемпе пĕрле çичĕ çынна тытса хупни çинчен каласа пачĕ. Яла земски начальникпе вуникĕ стражник килнĕ, халăха пухса нумай çынна хĕненĕ, терĕ. Анне, кунĕн-çĕрĕн йĕнипе, вырăнпах выртакан пулчĕ. Аппан хура куçĕ йĕпенсех тăрать. Пичче те пит салху, ырханланса кайнă.
Шухăшсем
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...