Ача чухнехи :: Чиркӳ тума пуҫлани
Кăçал ыраш та, çуртырри те, çанталăк шăрăх тăнипе, хăвăрт пулса çитрĕç. Эпир улма праçникĕ çитиччен пĕтĕм тырра вырса пĕтертĕмĕр. Аппа, тара кĕрĕшсе, Иванюкăнне сĕлĕ вырма кайрĕ. Эпĕ те каяс теттĕм, анне ямарĕ. «Ан кай, паянлăха кан, выляса çӳре, ыран кукамуна пулăшма каятпăр, вĕсен пăри вырмалли чылай», — терĕ. Эпĕ канма хавас пултăм. Кăнтăрла тĕлĕнче Иван пичче патне тухрăм. Вăл, яланхи пекех, сарайĕнче çăпата туса ларать.
— Мана йăлтах мантăн пулĕ, çерçи? Тырă вырма тухнăранпа та пĕрре килмерĕн-çке, — терĕ старик ӳпкелешнĕ пек. Анчах тути хăйĕн кулкалать.
— Куллен-кун ĕç, ир пуçласа каçчен тырă выртăмăр, ăçтан тупас вăхăт сан пата килсе ларма? — терĕм эпĕ, хама хам пысăк çын пек шутласа.
— Куршанкă çакланса çыпăçсах ларнă ĕнтĕ сан çумма, хăпăтаймастăн ăна, ах, аçа çапасшĕ!
— Ĕçрен хăрамастăп ĕнтĕ, эпĕ — пысăк.
— Пысăк… Мĕн каласси пур… Тăвар киллинчен икĕ шит çӳллĕрех, хе-хе-хе!
Иван пичче çапла калани мана кăштах кӳрентерчĕ, анчах эпĕ ăна-кăна палăртмарăм, Калаçса ларнă хушăра шăнкăрав сасси илтĕнчĕ. Эпир сарайĕнчен тухса пăхрăмăр. Икĕ лаша кӳлнĕ лав ялалла тусан мăкăрлантарса килет. Часах пирĕн тĕле çитрĕ, иртсе кайрĕ. Лав çинче икĕ çын. Ларчăкри — çамрăк, илемлĕ хура çын, вăл хĕрлĕ кĕпе çинчен жилетка тăхăннă. Тепри — шурă сухаллă мăнтăр старик, кăвак тумтирлĕскер, тăрантас тулли ларса пырать.
— Ку самăрри, аçа çапасшĕ, чирĕк тутаракан потрещик Макаров мар-ши? Пуп патне кĕмест-и, кайса пăх-ха, — терĕ Иван пичче.
Эпĕ лав хыççăн чупрăм. Вăл, чăнах та, чиркӳ патнеллех анса кайрĕ, пуп çурчĕ тĕлне çитсен чарăнчĕ. Лавçă ларкăч çинчен яшт! сиксе анчĕ те, пуп хапхине яр! уçса пăрахса, лашисене кĕртрĕ.
Касак Ваççи, урисене тикĕт сĕрнĕ атă, çине шурă кĕпе тăхăннăскер, пуп патне васкаса кĕрсе кайрĕ. Эпĕ калла, Иван пичче патне, чупрăм. Атте хиртен кĕлте турттарса аннă, хурал пӳрчĕ патĕнче Иван пиччепе сăмахласа тăрать. Эпĕ вĕсене хам мĕн курнине каласа патăм.
— Çавах, хайхи Макаров, — терĕ Иван пичче, — вăл хĕлле те кунта килсе кайнăччĕ, чирĕк лартса пама килĕшнĕ, терĕç. Халăхран, чиркӳ тума тытăнатпăр тесе, укçа та пуçтарчĕç.
— Укçи чирĕкре кайăк пулса вĕçсе кайнă темеççĕ-и? — сăмах хушрĕ атте.
— Чирĕке хунă каçах вĕçсе кайнă, тет, кантăк решеткине ватсах тухнă, теççĕ. Эх, аçа çапасшĕ!
— Мĕншĕн укçине унта хунă-ши? Тăтăр пулатчĕ пуп е Иванюк патĕнче.
— Турă аллинчен укçана никам та илес çук, чирĕке хурас ăна, — тесе каларĕ, тет, пуп. Çав çĕрех укçи, пин те сакăрçĕр, çухатнă. Чирĕк хуралçине, Уйрама, икĕ-виçĕ кунлăха хупса та тытрĕç, стражникĕ те ялта çӳрекелерĕ, — ним усси те пулмарĕ, пĕтрĕ халăх укçи.
— Пуппа Иванюк аллине кĕнĕ пĕтĕм укçа, тет Çтаппан, — терĕ юлашкинчен атте, лашана уттарса.
— Çтаппан тĕрĕс калать, çаплах пулнă вăл, — тесе юлчĕ Иван пичче те.
* * *
Ыраш акма тухиччен чиркӳ тума чул, кирпĕч турттарма пуçларĕç. Çăклă лавсем пирĕн урампа татти-сыпписĕр иртеççĕ, йывăр тиенĕрен нăчăртатса пыраççĕ.
Пирĕн пичче куллен-кун кирпĕч турттарать. Ирхине выртмаран килсен тухса каять те — кунĕпе ĕçре. Лашана та кăнтăрла çеç, хăй апат çинĕ хушăра, кантарать.
— Хаклă тӳлеççĕ, лавне вунă пус. Куланайлăх пултăр, — тет пичче.
Атте вăл каланипе килĕшет, хаваслансах ăна ĕçе кăларса ярать. Пичче вăтăр лав кирпĕч турттарнă, вуникĕ кун хушшинче виçĕ тенкĕлĕх ĕçленĕ.
Кирпĕч турттарса пĕтернĕ кун çынсем Иванюк лавкки патне пухăннă: ĕçленĕшĕн укçа илесшĕн. Пирĕн пичче те кайрĕ, анчах часах каялла килчĕ:
— Памарĕ-и? — ыйтрĕ атте.
— Çук, — терĕ пичче, — çынсем нумай пухăннă, никама та пĕр пус памарĕ, укçа çук, тет.
— Хăçан пулать?
— Ун çинчен шарламарĕ.
— Чăрăш йĕппи тăкăннă чух парĕç. Ĕçлесси те укçи çук, мăнтарăн пурнăçĕ, — тарăхрĕ атте.
Пĕррехинче, çумăр çунă кун, эпĕ урам енчи чӳрече патĕнче тухтăр парса янă кĕнекене пăхса ларатăп. Аппа тĕрĕ тĕрлет. Анне кĕпе çĕлет. Атте кăмака сакки çывăхнерех пушăт питлĕ пукан çине ларнă та, чĕлĕмне паклаттарса, çăпата тăвать. Пичче, кивĕ аçам пĕркенсе, карта хĕррине лаша кăкарма тухнă. Атте пире хăй пĕчĕккĕ чухне вăрманта аташса çӳрени çинчен кулăшла каласа парать.
Хапха халтăртатса уçăлни илтĕнчĕ, пӳрте Касак Ваççи, Иванюк тата хура тутăр пĕркеннĕ Манехва кĕчĕç. Ваççа шут патакĕсен çыххисене хулпуççи урлă çакса янă, сак çине шăкăр-макăр тутарса ларчĕ, Иванюк, картузне силлекелесе илсе, Ваççапа юнашар вырнаçрĕ. Манехва турăш умне тăрса сăхсăхрĕ, пилĕкне авса пуçне тайрĕ, хура вăрăм кĕпипе хулпуççи çинчи тутăрне варкăштарса, мал çывăха пырса ларчĕ. Эпĕ, ăна юратман пирки, сак тăрăх кăшт сиксе лартăм. Мана вăл улăпла пысăк хура кăпшанкă пек туйăнать.
Çынсем килсе кĕрсенех, атте çăпата шаккама пăрахрĕ, кăн-кан пăхкаларĕ, типшĕм питлĕскер, кĕл пек кăвакарса кайрĕ, аллисем чĕтреме пуçларĕç.
— Турă çуртне тума укçа пуçтарма тухрăмăр-çке, — çинçе сассипе юрланă пек калама тытăнчĕ Манехва, — Приходри халăх чиркĕве хăвăртрах туса пĕтересшĕн, пурте укçана турă мухтавĕшĕн пысăк хаваспа параççĕ… Ятран икшер тенкĕ, Ĕ-ĕ-ĕ, сирĕн икĕ ят, тăватă тенкĕ тӳлемелле…
Атте чĕлĕмне, кăмака сакки кĕтессине шаккаса, йĕм кĕсйине чикрĕ те:
— Укçа çук пирĕн, — терĕ, — пĕр пус та çук. Халĕ пахча-çимĕç сутайман.
Касак Ваççи ӳкерчĕк çинчи шуйттан пек тискер пит-куçне атте еннелле çавăрчĕ, шăлне йĕрсе илчĕ.
— Пирĕн ыйтма тивĕç, санăн — пама, — терĕ вăл. — Укçа никамăн та купаланса выртмасть, çапах пурте параççĕ.
Манехва, атте патне пырса, чăнкăлтатма тытăнчĕ:
— Эсир чиркӳ тума укçа парас мар, тетĕр-и? Турăран хăрăр! Кайран тем инкек пулас пулĕ. Илтмен-и-ха эсир Чулхулара мĕн пулса иртнине?
— Илтмен пулмалла ун çинчен ку килте, — терĕ Ваççа шăлне йĕрсех, — каласа пар-ха, Манехва.
Лешĕ çĕкленнĕ кăмăлпа калама тытăнчĕ.
— Ах, турă, çырлахах! Хăрушла ĕç пулса иртнĕ-çке Чулхулара!.. Турă çынни — манах — чиркӳ валли халăх хушшине укçа пухма тухнă. Вăл, умне хĕрлĕ пичетлĕ кружка çакса, пур çĕрте те çӳренĕ. Пĕрре çав манах, хула тăрăх пынă чух, чăваша курать, унран турă çуртне тума пулăшу ыйтать. Чăвашĕ, хытăскер, укçаллă пулсан та, кружкăна пĕр пус та яман. «Юрĕ, турă хăй пĕлĕ-ха сана», — тесе каларĕ, тет, манах чăваша. Сасартăк çав хыт кукар чăваш тăракан вырăнта тĕпсĕр шăтăк пулса тăрать те, хайхискер тӳрех çĕр тĕпне янкăртатать.
— Пит хăрушла ĕç ку, — сăмах хушрĕ Иванюк, мăнтăр питне ал тутăрĕпе сăтăрса илсе.
— Ку хăрушла ĕç çинчен хаçат çине те çырнă темеççĕ-и? — ыйтрĕ Касак Ваççи.
— Çырнă, — терĕ пуçне сулса Иванюк. — Хамăр кантурти тиек Иван Степанович Виноградов та ун çинчен вуланă иккен.
— Çырнă! Çырнă! — хавхаланса кăшкăрчĕ Манехва. — Эпĕ Çĕрпӳри монастырьте хаçатне хам вуланă. Мухтав турра! Хăй хăватне кăтартнă.
Атте ларнă çĕртен тăчĕ те васкамасăр çапла каларĕ:
— Çĕр çăтас пулсан та, пĕр пус тӳлейместĕп: укçа çук. Кирпĕч турттарнăшăн та памарĕç…
— Халăхран укçа пухăнсан, тӳлетпĕр акă, — терĕ Иванюк.
Атте тута кĕтессипе кулса илчĕ:
— Апла, эппин. Халăха тӳлеме халăхран пухмалла. Çаннине саплама аркине касмалла.
Иванюкпа Ваççа Манехва çине пăхса илчĕç. Лешĕ, тутине мăкăртса, атте патĕнчен турăш умнелле иртрĕ. Иванюкпа юнашар сак çине ларчĕ.
— Ах, — терĕ Манехва. Вăл, вăйран сулăннă пек, икĕ аллине лаш! ячĕ, хура куçĕпе атте çине шăтарас пек пăхма тытăнчĕ, вара çĕлен вăслатнă пек:
— Сана тĕне кĕртмен-и? — тесе хучĕ.
— Кĕртнĕ пулĕ, — терĕ атте.
— Авланнă чух эсĕ венчет тума чиркĕве кĕмен-и? Ачусене ят хуртарма чиркĕве илсе кайман-и?
Атте пĕр авăка чĕнмесĕр тăчĕ, унтан, юмах каланă пек, тӳлеккĕн пуçларĕ:
— Чашламари тĕне кĕмен чăвашсем, акă пирĕн хăтасемех, чирĕксĕрех аван пурăнаççĕ. Вĕсенчен чирĕк тума укçа шăйăрмаççĕ, пупа чыс тырри, çăм, укçа, çăмарта памаççĕ. Чирĕке пĕрре те хисеплемеççĕ, çапах çĕр тĕпне янкăртатни никам та çук. Тутарсен енне туртăнаççĕ, вĕсен тĕн йăлисене кăмăллаççĕ.
— Ах! — тарăхса кайрĕ Манехва. — Эсĕ, Мĕтри, çылăхран хăрамастăн! Чи çылăхлă çын эсĕ! Эх, ирсĕр!
— Эпĕ çылăхлине ăçтан пĕлетĕн? — терĕ атте, çилленнипе çамкине пĕркелесе. Куçĕ ун сивлекленчĕ.
— Эсĕ каланă сăмахсене çылăх ăшне путнă çын çеç калама пултарать! Тамăк тĕпĕнче пулатăн! — кăшкăрса пăрахрĕ Манехва.
Атте тата ытларах çилленсе кайрĕ:
— Эпĕ çылăхлă пулма сан пек çынсене улталаса çӳреместĕп.
— Кама улталарăм эпĕ? — хĕрелсе каларĕ Манехва.
— Пĕлтĕр ман хĕрачан, акă çакăн (атте ман çине тĕллесе кăтартрĕ), куçĕ пăсăлчĕ. Эсĕ, ача куçне сывататăп тесе, турă эмелĕсем сĕретĕп тесе çӳрерĕн, усси пулмарĕ, ултав çеç пулчĕ. Эсĕ пирĕнтен укçа, çăмарта, пир улталаса илтĕн.
— Ах! Ах! — хăлаçланчĕ Манехва. — Шуйттан калаçать санăн чĕлхӳпе, ылханлă этем! Проклятăй!
Çапла каласа Манехва, йĕрес пек тарăхнăскер, хăвăрт тухса кайрĕ, ун хыççăн Иванюк та тăрса йăраланчĕ. Ваççа шут патакĕссне шакăртаттарса сиксе тăчĕ те, атте умне пырса, тăрăс! тапрĕ.
— Турă çыннине кӳрентеретĕн! Явăл! Укçана санран шăйăрса илетпĕрех!
Вара вăл, алăка çапăнтарса, тухса кайрĕ. Анне, аппа, эпĕ — пурте хăраса ӳкнĕ.
— Ашшĕ, ытлашши каламарăн-ши эсĕ? — терĕ анне.
Атте, ним пулман пек:
— Эпĕ тĕрĕссине каларăм, — терĕ.
— Пирĕншĕн эсĕ калани — чăн сăмах, вĕсемшĕн урăхла… Сиен тума пултарĕç.
— Эпĕ чиркĕве çӳременнине пĕлеççĕ, укçине çапах шăйăраççĕ. Хĕлле тӳленĕ, халь тата пар, вĕсен вĕçĕ-хĕрри те пулас çук. Кĕркунне ята пилĕкшер тенкĕ пухаççĕ, тет. Мĕнпурĕ чирĕк туса пĕтерме çирĕм пин кирлĕ, тесе шутланă, çав укçана çичĕ ялтан çулталăк çурă хушшинче пухса пĕтермелле… Аваççĕ халăха… Эх, мăнтарăн пурнăçĕ…
* * *
«Санран шăйăрса илетĕпех» тенине Ваççа кĕтмен çĕртен пурнăçларĕ.
Пирĕн кукамайпа кукаçи ялан хур усранă. Иртнĕ хĕлле, çуркунне пуласпа, кукаçи пирĕн пата икĕ хур йăтса килчĕ.
— Ах, хăямат, виçĕ амапа пĕр аçа усравлăх хăвартăм, пĕри ама вырăнне аçа пулнă. Пĕрле усрама çук, питĕ тӳпелешеççĕ. Сирĕн пата илсе килтĕм, усрăр, пĕчĕк хĕр астăвать. Кĕркунне, чĕпписем çитĕнсен, пире аçипе амине паратăр.
Анне килĕшрĕ.
Эпĕ çак хурсене, кукаçи хушнă пек, алтăрпа хăйăр, валашкапа шыв лартса параттăм, анне хывăхпа, çĕрулмипе пăтратса çитеретчĕ. Эпĕ вĕсене аннерен вăрттăн çăкăр та паркаланă. Ами часах çăмарта тума пуçларĕ, çуркунне, çĕр типнĕ вăхăтра, тăхăр чĕпĕ кăларчĕ. Килте пĕр эрне усранă хыççăн, эпĕ хурсене Энĕш хĕррине çӳрете пуçларăм. Сарă чĕпĕсем тĕкĕр пек тикĕс шыв çинче илемлĕн ишсе пыраççĕ. Ыраш вырма тухиччен эпĕ хурсене куллен-кун пăхса пурăнтăм. Чĕпписсм хăвăрт ӳсрĕç. Çуртырри вырса пĕтернĕ тĕле вĕсем çитĕнсе çите пуçларĕç. Каçсерен, Энĕш çинчен килсен, вĕсем хамăр тĕлти çерем çине ларатчĕç те унтах çĕр каçатчĕç. Ирхине эпĕ вĕсене, пиçнĕ çĕрулми е çăкăр татăкĕсене паркаласа, каллех Энĕш хĕррине хăваласа каяттăм.
Чиркӳ укçи пуçтаракансем килсе кайни виçĕ-тăватă кун иртсен, урамра пĕр каçхине пирĕн хурсене такам хуйхатрĕ. Ирхине пăхатпăр: хурсем пĕри те çук, таçта çухалнă. Эпĕ Энĕш хĕррине чупрăм, çыран хĕррипе шыраса, Çенкке арманĕ патнех çитрĕм. Аксарти кӳлĕсем çине те кайса пăхрăм — çук. Каçхине таврăнасса кĕтрĕмĕр — килмерĕç. Хурсем çухалнăшăн пурте кулянатпăр.
Пĕрре аппа шыв кӳрсе килчĕ те çапла каларĕ:
— Хурсене Касак Ваççи Кавала кайса сутнă, теççĕ. Шыв ăсакан хĕрарăмсем каларĕç. Пирĕн хурсене çеç мар, чирĕкшĕн укçа тӳлеменнисенне ыттисенне те илсе кайнă, тет.
Атте, çакна илтсен, кĕске сăхманне тата çĕлĕкне тăхăнчĕ те хăвăрт тухса кайрĕ, вара киле тĕттĕм пулсан тин каялла çитрĕ. Хăй пит ывăннă. Касак Ваççине суда парас тесе, вăл Карачри судья патне пынă, ĕç мĕнле пулнине тĕппи-йĕррипе каласа панă. Судья ĕçе йышăнман: «Чиркӳшĕн сутнă пулсан, уншăн Казакова айăплама çук», — тесе каларĕ, тет.
Атте пит тарăхать.
— Хăçан килĕ-ши тĕрмерен Çтаппан? Куç умĕнчех мăшкăллаççĕ-çке… Эх, мăнтарăн пурнăçĕ…
Макаров Иванюк патĕнче пурăнать. Иванюкăн икĕ пӳрт. Çĕнĕ пӳрчĕ пысăк, темиçе пӳлĕмлĕ, теççĕ, Макаров килсен икĕ-виçĕ кунтанах кӳршĕсем вăл епле апат çини çинчен калаçма тытăнчĕç. Ирхине вунă çăмарта, çур кĕренкке услам çу çиет, пĕр чӳлмек сĕт ĕçет, теççĕ. Кăнтăрлахипе каçхи апатра — пĕрер чăх. Сăра-эрехе вара шутсăрах ĕçет, теççĕ.
Макаров килсен виçĕ-тăватă кунтан чиркӳ тăвакан рабочисем — вятски вырăсĕсем çитрĕç. Çемук, Анук тата эпĕ вĕсене курма чупрăмăр.
Кăнтăрла иртейнĕ. Çанталăк шăрăх. Рабочисем, япала тултарнă миххисене, кутамккисене йăтса, Куславккаран çуран килнĕ. Вĕсем пит ывăннă пулмалла: нумайăшĕ кивĕ чиркӳ карти айккипе хурăнсен сулхăнне тăсăла-тăсăла выртнă.
Пурте вĕсем килте тĕртсе тунă кĕпе-йĕмпе; урисенче — хулăн пир тăла тата лапка пуçлă çăпата.
Макаров рабочисем патне пычĕ те темĕн каларĕ. Лешсем вара, япалисене йăтса, хăшĕ чиркӳ пӳртне кĕчĕç, хăшĕ, Макаров кăтартнипе, çывăхри урамри килсене утрĕç. Вĕсен шучĕ çĕр çынтан та ытла.
Тепĕр кун, пуп халăха пухтарса кĕлтунă хыççăн, вырăссем кивĕ чиркӳпе юнашар çĕр чавма тытăнчĕç. Вĕсемпе пĕрле хамăр ял çыннисем те ĕçлеме пуçларĕç. Макаров вĕсене кун укçи вунпилĕк пус пама пулнă. Пирĕн аппа та унта ĕçлеме каясшăнччĕ, анчах вырăсла пĕлменнипе каймарĕ.
Чиркӳ пирĕн патăртан инçе мар. Урамра выляс вырăнне эпир Çемукпа унта чупатпăр. Анук, йăмăкĕсене пăхса, час-часах килте ларать. Ытти урамсенчен те ачасем пыраççĕ, эпир вĕсемпе пĕрлешсе кирпĕч куписем хушшинче пытанмалла вылятпăр.
Акă, рабочисем чиркӳ стенисене купалама тытăнчĕç. Никĕсĕ валли çĕр чавнă чух кунлăн ĕçленĕ хамăр ял çыннисем халь рабочисем валли известь, кирпĕч йăтса тăраççĕ. Рабочисен аллинче ĕç ӳсĕнсех пырать: кирпĕч çумне кирпĕч хăвăрт выртать, стенасем куллен-кун хăпараççĕ.
Кирпĕч куписем хыçĕнче хăмапа çапса тунă хӳтлĕх пур.
Унта Гаврила кунĕ-кунĕпе вĕркĕчне кĕрлеттерет, сунтал çинче хĕлхем сирпĕтсе, тимĕр шаккать. Вăл мĕн ĕçленине эпĕ пиччерен ыйтса пĕлтĕм. Гаврила чиркӳ чӳречисем валли решетке тăвать иккен.
Макаров çынсем ĕçленине сăнасах çӳрет, вăл, мăнтăрскер, Гаврила патне те, тăвăртарах алăкран хĕсĕнкелесе, кĕрсе тухать. Утасса вăл, йăлтăртатакан аттисене чăкăртаттарса, йывăрран пускалать. Унăн кăвак пуставран çĕлетнĕ пĕрмелли тумтирĕ те, карттусĕ те тап-таса. Сылтăм кĕсйинче ун темскер пур, çав япалан çутă аврине эпĕ час-часах куркалатăп. Çакăн çинчен те эпĕ пиччерен ыйтрăм. Вăл мана: саламат аври пулĕ, терĕ. Макаров рабочисем патĕнче çӳренĕ чух хытă кăшкăрса калаçать. Унăн сасси пирĕн килкартине илтĕнет. Ир пуçласа каçчен татти-сыпписĕр кăшкăрать вăл: такама вăрçать, темшĕн киревсĕрленет, такам чĕрине ыраттарасшăн тулашать.
Пĕр ирхипе эпир кирпĕч куписем хушшинче пытанмалла вылярăмăр. Рабочисем ĕçлеççĕ, Макаров, яланхи пекех, пăхса çӳрет. Акă, хамăр ял хĕрарăмĕ кирпĕч йăтса пырать, вăл упăшки вырăнне пĕр кунлăха ĕçлеме килнĕ иккен. Çакă Хветле такăнчĕ те пĕр кирпĕчĕ ӳксе çурмаран лаш! çурăлса кайрĕ. Макаров Хветле патне ярса пусрĕ те ăна çут авăрлă саламачĕпе пуç урлă иккĕ-виççĕ çапрĕ. Чĕрене касакан сасă хăлхана çурса кайрĕ. Çав самантрах виçĕ-тăватă рабочи, Макаров çине çилĕпе пăхса, кăшкăрса ячĕ.
Икĕ вырăс юнлă питлĕ Хветлене, хул айĕнчен тытса, майĕпе илсе кайрĕç.
Макаров хăйне хирĕç кăшкăрнă рабочисене саламачĕпе юнарĕ те пуп патне кĕрсе кайрĕ.
Эпĕ Макаровран хăратăп. Тĕл килсен, мана та вăл çапса пăрахассăн туйăнать.
Чиркӳ тунă çĕре Иванюкпа Манехва пыра-пыра каяççĕ. Пăхкаласа çӳреççĕ. Иванюк, икĕ аллине хыçалалла тытса, йăраланса утать, Манехва пуçне каçăртса кулкалать.
— Аван чиркӳ тăватпăр! Таврари ялсенче кунашкалли пулман-ха. Мухтав турра! Ĕç ăнса пырать!
Пуп кантăкĕнчен пăхса ларать. Ун патне час-часах, хура ăйăр кӳлнĕ çăмăл тăрантасне шăлтăртаттарса, Шĕшлĕ Якурĕ килет. Макаров ăна курсанах пуп патне кĕрсе каять те, унтан вара, пысăкскер, тапкаланса тухать, шурă сухалне каçăртса, тата хытăрах кăшкăрса вăрçма тытăнать.
Пĕр вырăс рабочи, кăтрарах сарă çӳçлĕ, чакăр куçлă илемлĕ çамрăк çын, пирĕн пата пыра пуçларĕ. Вăл Епифан Гирип ятлă. Пиччепе иккĕшĕ вĕсем туслашса кайрĕç. Епифан хуткупăс калама ăста. Ĕç пĕтерсен ялан пирĕн пата килет, илемлĕ, хурлăхлă е хавас та савăнăçлă уçă кĕвĕсем шăрантарать. Ик-виçĕ кĕвĕ чăвашлине те калать.
Чиркӳ тума пуçлани ĕнтĕ уйăх иртрĕ. Стенасем хăпараççĕ. «Хĕллеччен туса пĕтеретпĕр», — тесе калать, тет, Макаров.
Çанталăк уяр тăрать. Сывлăмлă ирсем кăшт сулхăн, анчах кăнтăрла хĕвел ытарайми пăхать.
Шурăмпуç çуталса киле пуçласанах чиркӳ патĕнче Макаров сасси илтĕнме тытăнать. Хăш чух вăл, хăйне хирĕç чĕнекен сасă пулсан, хаяррăн кăшкăрса ярать.
Пĕррехинче, рабочисем апат çинĕ вăхăтра, пирĕн килкартине Епифан чупса кĕчĕ, лупасайĕнче вут çуракан атте патне пычĕ. Иккĕшĕ кăшт сăмахласа тăнă хыççăн, пирĕн патăртан Епифан питĕ кăмăллă тухса вĕçрĕ.
Каçхине эпир аттепе иксĕмĕрех ларатпăр. Пичче Епифанпа урама тухнă. Аппа кӳрше сӳс тӳме кайнă та килеймен-ха. Анне кукамайсем патĕнче. Краççын çутсан, атте сӳсмен юсама тытăнчĕ. Эпĕ кĕнчеле арлама пуçларăм. Иксĕмĕр калаçкаласа ларатпăр. Атте паян каçхине хăнасем килессине каларĕ.
— Мĕнле хăнасем? — тесе ыйтрăм эпĕ.
— Килсен курăн, — терĕ атте.
Унтан, тăрса, икĕ чӳречине те сăхман карчĕ.
Нумай та иртмерĕ, пиччепе Епифан çитрĕç. Атте сӳсмене алкумне илсе тухрĕ. Пичче шăши куç пек çунакан тăрпасăр лампăна пысăклатрĕ, лампа мăкăрланса çуна пуçларĕ. Хайхи хăнасем çитрĕç: пилĕк-ултă рабочи тата тимĕрçĕ Гаврила. Аттене сывлăх сунса, пурте алă пачĕç. Вырнаçса ларчĕç. Пӳрт тăвăрланса кайрĕ. Пичче мана кăмака çинелле тĕллесе кăтартрĕ. Эпĕ, кĕнчелене пăрахса, кăмака çине вăр-вар хăпарса кайрăм.
Рабочисем çурма сасăпа калаçма тытăнчĕç. Пĕри каласа пĕтерет те, тепри тытăнать. Макаров ятне асăнаççĕ. Гаврилăн та хулăн сасси чылайччен илтĕнчĕ. Юлашкинчен хура çӳçлĕ, пысăк куçлă рабочи калама тытăнчĕ: шăлне çыртса, сĕтеле пӳрнипе шаккаса калать. Кун хыççăн шăпланса ларчĕç. Пиччепе Епифан тухса кайрĕç те часах калла кĕчĕç, рабочисене тем каларĕç, вара лешсем пĕрерĕн-икшерĕн туха-туха кайса пĕтрĕç.
Эпĕ кăмака çинчен антăм та мĕн пулни çинчен аттерен хам пĕлнĕ пек ыйтрăм.
— У-у! Макаров питĕ усал этем. Рабочисене ĕç укçи килĕшнинчен çуррипе çеç панă. Хамăр ял çыннисене чирĕк тунă çĕрте ĕçленĕшĕн пĕр пус та парасшăн мар: турă çуртне тунă чухне сăвапшăн ĕçлемелле тесе калать, тет. Гаврила кĕçĕр хамăр ял çыннисене пухса калаçасшăн.
Çапла калаçкаласа, атте сӳсменпе алкумĕнчен тепĕр хут илсе кĕчĕ, каллех юсама тытăнчĕ. Ыран вăл аппапа пасара каясшăн.
Тепĕр кун. Чиркӳ патĕнче мĕн иртенпех шăп. Ĕçлекенсем пĕри те çук. Макаров, пуп, Иванюк, Шĕшлĕ тата çичĕ-сакăр çын пĕр çĕре пуçтарăннă та калаçса тăраççĕ. Лаша утланнă Касак Ваççи аялти урамран чуптарса килчĕ. Вăл, лаши çинчен сиксе ансанах, Макарова хут тыттарчĕ. Лешĕ, хута пăхса тухсан, кулкаласа илчĕ, унтан пурне те вуласа пачĕ. Çынсем, ырă хыпар илтнĕ пек, пĕр-пĕрин çине кăмăллăн пăхкаласа илчĕç. Касак Ваççи Иванюка кăчăк туртса хăй патне чĕнчĕ.
— Тĕлĕнсех кайрăм, Иван Иванович! Становой пристав стражниксемпе хăй килет-çке. Хытă пăркăчлаççĕ ĕнтĕ рабочисене. Эпирех çиеле тухатпăр, — терĕ те Ваççа пуçне пĕксе тăракан лашине çавăтрĕ.
— Эсĕ калашле пултăрччĕ, — терĕ Иванюк çемçе сассипе, — турă пулăштăрччĕ пире тăшмансене пăхăнтарма, ура айне туса таптама.
Ваççа, Иванюк сăмахĕсене ăшă кăмăлпа итлесе тăнă хыççăн, лашине уттарса кайрĕ. Ыттисем пурте пуп патне кĕрсе кайрĕç:
Çав кун эпир, аннепе иксĕмĕр, сухан кăлартăмăр, ăна йăранĕ çинчех тасатрăмăр, типĕтрĕмĕр, вара çыхă тума кĕлет урайне сарса хутăмăр.
Чиркӳ патĕнче, халăх шавлани илтĕнет. Манăн унта кайса пăхас килет, анчах анне ямасть.
Пичче Епифан патне ирех кайнăччĕ, кăнтăрла иртсен тин таврăнчĕ, пирĕн пата кĕлет умне пырса тăчĕ.
— Чирĕк патĕнче паян хăрушла, — терĕ вăл хумханса.
Сасси ун кăшт чĕтренсе илтĕнет.
— Мĕн пулнă? — ыйтрĕ анне.
— Рабочисене тата кунла ĕçленĕ çынсене стражниксем ирĕксĕр ĕç патне хăвалаççĕ. Епифана, мĕскĕне, аллисене çыхса, чирĕк патне илсе тухнă. Хăйне саламатпа кастарса пĕтернĕ, кĕпи витĕр юн сăрхăнать. Тăватă рабочие Касак Ваççи витине тытса хупрĕç. Маттур рабочисем! Стражниксем хĕнесен те, персе пăрахатпăр тесен те, ĕçе тытăнмарĕç: çур хакпа ĕçлеместпĕр, каятпăр, теççĕ.
— Епифан каять-и? Купăс калакан çук пулать, — хуйхăрса илтем эпĕ.
— Каять, — терĕ пичче, малалла каласа, — кунла ĕçлекенсем тата çапла кăшкăраççĕ: «Эпир сăвапшăн ĕçлемен, парăр пире укçа. Чирĕкĕ те пире кирлĕ мар, пĕттĕр вăл, ватас, çĕмĕрес ăна!» — теççĕ. Стенасем çинчи кирпĕчсене хăпăтса илсе, çĕре пăрахаççĕ, тачкăсене, шайккăсене çĕмĕрсе пĕтерчĕç, кирпĕч куписене тĕрте-тĕрте ишрĕç.
— Пупран, Макаровран хăрамаççĕ-и вĕсем? Макаровăн та саламат пур, — терĕм эпĕ.
Пичче малалла калать:
— Халăх пăлханма пуçласанах, пуп, хĕресне кăнтарса, хапхаран тухрĕ. Ун хыçĕнчен Манехва, Иванюк, Макаров тата пилĕк-ултă çын кĕлĕ юрласа пыраççĕ. Акă, вĕсем çинелле кирпĕчсем вăркăна пуçларĕç. Пуп, хапха юпи çумне çапăнса, каялла тарса кĕчĕ, ыттисем — ун хыçĕнчен.
— Акă тамаша, х-ха, пупран хăраман çынсем те пур иккен, — кулкаларĕ анне.
Çапла калаçнă вăхăтра кĕлет хыçĕнчи чие тĕмĕсене такам чăштăр-чăштăр тутарчĕ.
— Кам унта? — ыйтрĕ пичче.
— Ан шарла… — илтĕнчĕ пахча енчен.
Эпĕ тимĕрçĕ сассине уйăрса илтĕм. Пичче васкаса пахчапа тухрĕ.
Гаврила кĕлет айккинче ӳсекен тĕмĕсем айпе кукленсе ларнă.
— Пытар, Иван, тархасшăн. Стражник мана арĕслеме киле пынă, ухтару тунă. Юрать хам чиркӳ патĕнче пулнă, тусăмсем пырса систерчĕç.
Пичче хыпăнса ӳкрĕ.
— Ăçта пытарас-ши? — терĕ вăл хумханса.
— Как-нибудь, ăçта та пулин, — терĕ тимĕрçĕ.
Кĕлет айне кĕрсе вырт. Килкарти енчен чулсемпе питĕрнĕ, кунта тăпра çеç купаланă.
Пичче, çапла каласа, пит хăвăрт килкартинчен кĕреçе илсе килчĕ, кĕлет айккипе купаланă тăпрана сирсе, çын кĕмелĕх шăтăк турĕ.
— Чăмас, — терĕ тимĕрçĕ, аллисемпе тăпрана сиркелесе, унтан пĕкнĕ пуçне шăтăка чикрĕ, пĕвĕпе туртăнса часах курăнми пулчĕ.
Пичче шăтăка тăпрапа питĕрчĕ, таптарĕ, тикĕслерĕ, чие тĕмĕ турачĕсене кăшт авса, хупăрларĕ.
Эпир пахчаран килкартине кĕрейнĕччĕ кăна, стражникпа икĕ çын пирĕн пата килсе те кĕчĕç.
— Ăçта тимĕрçĕ? Кала! — кăшкăрчĕ стражник, пичче патне хăмсарса пырса. — Тупса памасан, халех персе пăрахатăп!
Вăл револьверне пичче кăкри еннелле тĕллерĕ, усал куçĕпе кашкăр пек пăхса илчĕ.
Анне, шурса кайнă пит-куçне тусанлă аллисемпе хупласа, йĕрсе ячĕ.
— Çук çынна ăçтан тупса парас ман? — терĕ пичче хумханнине пусарса, хура çемçе мăйăхне ним пулман пек пӳрнисемпе чĕпĕткелесе.
— Асту! Хăвна та тимĕрçĕпе пĕрле тытса кайăп! — татах кăшкăрчĕ стражник. Унтан вăл, кĕлете кĕрсе, пушă пӳлмесене пăхса тухрĕ. Кун хыççăн кĕлет еннелле пăха пуçларĕ, хăйпе пĕрле килнĕ çынсене кĕлет айĕнчи пысăк чулсене катертме хушрĕ. Лешсем, пĕр чулне тыткаласа пăхрĕç те:
— Çук, ку чулсене кăларма вăй çитерес çук, вĕсем çурри ытла çĕр ăшĕнче, — терĕç.
Стражник пусма тăрăх çӳлти сарайне улăхса кайрĕ, унти утта тимĕр сенĕкпе тире-тире тухрĕ. Унтан ансан, виççĕшĕ те алкумне кĕчĕç, пӳртре, тĕпсакайĕнче, кăмака çинче, урлă сак айĕнче — пĕтĕмпе тустарчĕç. Кайран нӳхрепе анса пăхрĕç, мунчана кĕчĕç, авăн вучаххине те çитрĕç. Каялла таврăннă чух кĕлет айккинчи тĕмесене сире-сире пăхма тытăнчĕç… Манăн чĕре кăртлатсах кайрĕ.
— Çук, урăх çĕре тарнă пулĕ, — терĕ юлашкинчен стражник, тарлă çамкине тутăрпа шăлкаласа.
— Суйса каларĕç пуль кунта тесе, — сăмах хушрĕ вĕсенчен пĕри.
Стражник, нимĕн те чĕнмесĕр, хапха патнелле утрĕ, вара виççĕшĕ те тухса кайрĕç. Эпир çăмăллăнах сывласа ятăмăр.
Тепĕр кун кăнтăрлапа рабочисем кайрĕç. Епифан каяс умĕн пирĕн пата килсе ларчĕ. Хăй шурса кайнă. Çамки çинче, сарă çӳç пайăрки айĕнче, пӳрне пек хĕрлĕ йĕр курăнать. Анне Епифана апат лартрĕ, çул çинче çиме тăварланă хăяр шурă çĕтĕкпе çыхса пачĕ. Пичче ăна Куславккана çитиччен лашапа леçме пулчĕ. Епифан кутамккине тата хуткупăсне хваттерĕнчен кайса илчĕ.
Акă, урапа кӳлнĕ лаша алкум вĕçĕнче тăрать. Епифан пуринпе те алă тытса сывпуллашрĕ, урапа çине пиччепе юнашар улăхса ларчĕ. Аппа хапха уçрĕ. Пичче тилхепине туртрĕ, лаша майĕпе хускалчĕ. Епифан шывланнă чакăр куçĕпе аппа çине хурлăхлăн пăхса илчĕ. Аппа, хĕрелсе, пуçне пĕкрĕ. Лаша хытăрах утрĕ.
— Сы бул, сы бул! — терĕ Епифан, картузне сулласа. Тепĕр самантран вăл хуткупăсне тăсрĕ, чăваш ташă кĕвви илемлĕн илтĕнчĕ. Лаша аялалла чупать. Эпир, хурланса, купăс сасси илтĕнми пуличченех пăхса тăтăмăр.
— Аван çынччĕ Епифан, — терĕ те атте килкартинелле кĕрсе кайрĕ.
Анне, куçне кĕпе çаннипе шăлкаласа, атте хыççăн кĕчĕ. Аппа, тинкерсе, аялалла пăхса тăрать.
Çав вăхăтра ман пата Анукпа Çемук чупса килчĕç.
— Атя, аялти урама, вятскисем каяççĕ, кайса курар, — терĕ Çемук.
Эпир виççĕн аялти урамалла чупрăмăр. Унта халăх пасар пек. Лавсем çинче рабочисем, — вĕсене пирĕн ял çыннисем Куславккана укçасăрах леçме пулнă. Ăсатма халăх нумай пухăннă, каякансене ĕçме-çиме параççĕ: хăшĕ — кĕленчепе сĕт, хăшĕ — çăмарта. Акă, пĕр хĕрарăм рабочие хăпарту тыттарчĕ. Лешĕ ăна, тав туса, алă тытать, кулкаласа темĕн калать. Пĕр карчăк тата витрепе сăра ăсса тухнă. Кашни лав патне пырса рабочисене çаврака йывăç куркапа кăпăклă сăра ĕçтерет. Шавлаççĕ. кĕрлеççĕ. Акă, пĕр чăвашпа вырăс ыталашнă, чуптуса уйрăлаççĕ. Лавсем тапранса кайрĕç.
— Прощай! Прощайте! — теççĕ вырăссем те, чăвашсем те; арçынсем картузсемпе сулаççĕ, хĕрсем тутарĕсене вĕлкĕштереççĕ. Пухăннă çынсем лавсем курăнми пуличченех пăхса тăчĕç, вара пĕр-пĕринпе калаçса, ушкăнăн-ушкăнăн саланчĕç.
Çав кунах çĕрле, икĕ стражник килсе, тимĕрçе тытса кайнă. Ун çинчен атте пĕлсе килчĕ. Катьăн ашшĕне илсе кайнăшăн эпĕ питĕ хурлантăм.
Халĕ ĕнтĕ чиркӳ таврашĕ шăп. Рабочисем калаçни, Макаров кăшкăрашни урăх илтĕнмест. Вăл, халăхăнне çичĕ пин укса хыптарса, таçта кайнă теççĕ. Манехва халĕ хура тутăрне пичĕ çине ӳпĕнтерсе çыхса сӳрет, чанкăлтатса калаçмасть. Иванюк та текех чиркӳ таврашĕнче йăраланса çӳремест, Касак Ваççи те урама тухми пулчĕ.
Рабочисем кайни ĕнтĕ чылай пулать. Ирсенче тăм ӳкме пуçларĕ. Хăш чух пĕлĕт хупăрласа килет те, темиçе талăк вĕтĕ çумăр пĕрĕхсе тăрать.
Эпир кантăр татса турттарнă, çĕрулми кăларнă, ытти пахча-çимĕçсене пуçтарнă. Авăн пĕтни ĕнтĕ уйăх та ытла.
Пĕрре эпĕ çапла чиркӳ патĕнчен иртсе пыратăп. Унта çынсем нумай пухăннă. Йĕри-тавра — улăм тиенĕ лавсем. Туса пĕтермен чиркӳ стенисене çӳлтен улăмпа витеççĕ, çиелтен тăпра купалаççĕ иккен. Иванюк пустав туллă кĕрĕк, каракуль çĕлĕк тăхăннă, çынсем хушшинче çӳрет, йăпăлтатса калаçать.
— Çуркунне, акă, рабочисем килеççĕ, чирĕке туса пĕтереççĕ. Чулхулари чансем тăвакан завод пирĕн чирĕк валли çĕр çирĕм пилĕк пăт туртакан чан туса хатĕрленĕ, ăна илме хисеплĕ çынсем укçа панă. Малашне ĕнтĕ укçа халăхран пуçтармастпăр. Шупашкарти Ехрем тата Хлебников хуçасем чирĕк туса пĕтерме пулăшаççĕ.
Çынсем ĕçлеççĕ… Иванюк калаçать…
Хĕл çитсе иртрĕ, савăнăçлă çуркунне хыççăн çу та çитрĕ, чиркӳ тума тытăнмарĕç. Улăмпа тăпра витнĕ стенасем çине курăк шăтрĕ, — сип-симĕс курăнать.
Пĕрре ирхине эпĕ пуçа такам шăлса илнипе вăрантăм. Куçа уçса пăхатăп — Çтаппан пичче тăра парать. Эпĕ, хĕпĕртесе, часрах тăрса лартăм.
— Ме кучченеç, — терĕ вăл, çӳхе хура пиншак кĕсйинчен икĕ сарă сушка кăларса. Çав вăхăтра лаçран атте тухрĕ те, савăннипе кулкаласа, пирĕн пата утса пычĕ, вара Çтаппан пиччепе иккĕшĕ пĕр-пĕрне алă тытрĕç.
— Çаврăнса килтĕн?
— Килтĕм.
— Ĕнтĕ текех ан кай.
— Каяс марччĕ…
Вĕсем кĕлет умне юнашар ларчĕç. Эпĕ лаççа анне патне сиккелесе кĕтĕм, кучченеçе кăтартрăм, çур сушка хуçса аннене патăм.
Çтаппан пичче киле кайма тăрсан, эпĕ унран юлмарăм, вĕсем патне пĕрле кайрăм. Вăл мана кĕсле каласа савăнтарчĕ.
Пилĕк-ултă кун иртсен, пирĕн тимĕрçĕ лаççи те уçăлчĕ. Чанк! чанк! шаккать мăлатук. Эпĕ, Энĕш хĕррипе иртсе пынă чух, лаçра Гаврила тăнине курах кайрăм, вара, тимĕрçĕ таврăннине пĕлтерес тесе, часрах килелле васкарăм.
Шухăшсем
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...