Кĕмĕл кĕпер :: Çĕнтерӳçĕсем


Вăрçăри çĕнтерӳ кашни эккел хĕçĕ вĕçĕнче.

Авалхи пăлхарсем калани.

 

Ку вăл аслă та чаплă çĕнтерӳ пулчĕ. Монголсен темиçе пинлĕ çарĕнчен нимĕн те юлмарĕ.

Анчах монголсен çарпуçĕсем Супетей те, Джепе те тарса хăтăлчĕç.

Джепе хăйĕн чĕрĕ юлнă çĕр ытла сыхлавçисемпе çапăçу хирĕнчен тарса тухса, кăнтăр енче сарăлса выртакан çеçенхирти çатрака вырăнсенче пытанчĕ. Ватă Супетей вара пĕр-пĕччен тăрса юлса, пăлхарсене ылхана-ылхана çĕрĕпе таçталла кайрĕ. Ирхине вара ăна аманса пĕтнĕ монгол торкаучĕсем шыраса тупрĕç.

— О-о, Аслă Тӳпе, о-о, Тӳпе-туррăм, — аяккарах та аяккарах тарса кайнă май ытларах та ытларах кĕлтурĕ ватă Супетей, — ытла та хăрушă пулчĕ-çке ку çапăçу!.. О-о, ватă шакал эпĕ, мĕншĕн çапла улталантăм-ха?!. Е çав уйăх та хĕвел питлĕ çаракут вырăс хĕрне пула ватă пуçа йăлтах çухатрăм-и?..

Ялан çĕнтерме хăнăхнă, нихăçан та тăшманран тарса курман Супетейшĕн ку вăл чăнах та ытла та хăрушă мăшкăл пулчĕ.

* * *

Челпир аслă та чаплă çĕнтерӳ паттăрĕсене чысласа никам курман уяв ирттерес терĕ. Çанталăк лайăх тăрать, çавăнпа вăл Кернек хулинче мар, çĕнтерӳ пулнă вырăнта уявне ирттерес терĕ. Леккерсем çӳлле мар сăрт çине питĕ пысăк шурă чатăр лартрĕç. Ун çумне, хăмасенчен çапса, пысăк мар ::тĕклев:ятарласа çĕкленĕ вырăн, трибуна:: турĕç. Аслă та чаплă патша валли унта хыçлă пукан лартрĕç, ăна шурă парс тирĕпе витрĕç.

Уяв ирхине ирех, хĕвел тухсанах пуçланчĕ.

Шурă парс тирĕпе витнĕ хыçлă пукан çинче мăнаçлăн ларакан патша умĕпе чи малтан, уяв пуçланнине пĕлтерсе, хапăлхан пысăк мар текĕрчĕсем иртрĕç. Чи малта — шап-шурă утсемлĕ текĕрт, ăна çак çапăçура пĕтĕм хапăлхан çарпуçĕ пулнă Парăç-Пăрăнтай ертсе пырать.

Парăç-Пăрăнтай — лутака, сарлака хул-çурăмла, тăваткал питлĕ, çивчĕ куçлă пăлхар. Вăл - тикки, Челпир ашшĕн Отекăн шăллĕн ачи, урăхла каласан, патшан ::аккумĕ:пĕртăванăн ачи, племянник::.

— Салам — аслă та чаплă Челпир патшана! — хĕçне туртса кăларса çӳлелле çĕклерĕ вăл. — Эпир çентертĕмĕр!..

Парăç-Пăрăнтай хыçĕнче тата ултă пысăк мар хапăлха текĕрчĕсем — пурте тĕрлĕ тĕслĕ утсемпе.

Челпир хапăлхи çичĕ çартан тăрать. Шурă утлă çар — акпарссем, çăлтăр-хушка утлисем — караппăлсем, хăла утлисем — кашкăрсем, сакăл утлисем — кăйкăрсем, тимĕр-кăвак утлисем — тилĕсем, хура утлисем — çăхансем, чăпар утлисем — ăмăртсем. Кашни çартан пысăк мар текĕртсем тунă, вĕсем пĕрер ĕрет туса патша умĕпе иртрĕç.

Хапăлха хыççăнах каркарçар текĕрчĕсем пыраççĕ. Чи малта — Кĕрнек пикĕ Пуян, ун хыçĕнче — тепĕр Кĕрнек пикĕ Тинекку. Пуянпа Тинекку паян, питĕ вăхăтра хула хапхисене уçса пăрахса, хăйсен çарĕсене тăшман хыçне илсе тухреç.

— Мухтав сана, Челпир! — кăшкăрчĕç Кĕрнек пикĕсем. — Эпир çĕнтертĕмĕр!..

Пуян — тăрăхла питĕ çӳллĕ пăлхар. Челпир пĕлет, çӳçне питĕ вăрăм ӳстерме юратать вăл. Чăнах та кăлкан çӳçĕсем унăн сапарĕ айĕнчен тухса çил çинче патшан сарă элемĕ пек вĕлкĕше-вĕлкĕше илеççĕ.

Тинекку вара чăнласах та улăп-çын, хăйĕн улма-чăпар учĕ çинче никам хускатайми ту пек ларса пырать вăл.

Кĕрнек пикĕсем хыççăнах тепĕр çар пырать. Ун пуçĕнче — Саврăш-паттăр. Вăл çаврака питлĕ, каçăр сăмсаллă, çап-çамрăк пăлхар.

Акă, учĕсене ташлаттарса тепĕр çар иртет. Ăна Пачман ертсе иырать. Йĕпкĕн хура çӳçлĕ, хура мăйăхлă, сухалне кĕскетсе кастарнă çап-çамрăк çарпуçĕ.

Чи юлашкинчен вара Челпирĕн юратнă шăллĕ Ылттăнпик, унăн хăйма пек шап-шурă учĕ паян мĕнле пысăк уяв иккенне ăнланна пек ташласа çеç пырать. Урине ыраттарни иртсе кайнă пулас унăн.

 

* * *

Çентерӳçĕ-çарпуçĕсем патша чатăрне пуçтарăнчĕç.

— Паян эпĕ телейлĕ те хаваслă та питĕ тарават, — терĕ Челпир. — Эпир тискер монголсен вуншар пинлĕ çарне ним юлми çĕмĕрсе тăкрăмăр. Вунă пин ытла монгол нукерĕсене тыткăна илтĕмĕр, ыттисене тамăка ăсатрăмăр. Анчах куратăп: манăн юратнă шăллам Ылттăнпик пичĕ çинче хаваслăх çукрах... Мĕскер пулнă, Ылттăнпик? — ыйтрĕ вăл. — Аманман пуль те эсĕ?

— Çук, — пурпĕрех куляннăн каларĕ Ылттăнпик.

— Мĕн пăшăрхантарать сана, шăллăм?

— Супетее тартрăм, — терĕ те Ылттăнпик хăйĕнпе çеçенхирте мĕскер пулнине каласа пачĕ.

— Ан кулян, — терĕ ăна патша. — Кашкăртан тарса упа çăварне лекет вăл. Монголсен патши Чингиз-хан ăна пĕтĕм çарне пĕтернĕшĕн пуçран ачашлас çук.

— Çапах та пĕртен-пĕр ыйту манăн, — хăйĕн шухăшне вĕçне çитиех каласа пĕтерес терĕ Ылттăнпик. — Енчен те хăçан та пулсан Супетейпе тепре тĕл пулас-тăк, ун шăпине эпĕ татам. Юрать-и?.. Ун чухне ăна укрăкласа тытса килетĕпех эпĕ.

— Килĕшрĕмĕр, — хăй кăмăлне пĕлтерчĕ патша. — Паян эпир çĕнтерӳçĕсене чыслатпăр. Каман манран мĕн ыйтмалли пур — ыйттăр!.. Саврăш, эсĕ монголсен тапăрне тытса илнĕ. Монголсен тыткăнне лекнĕ халăх нумай-и?

— Нумай, аслă патша, — хуравларе Саврăш. — Вырăссем те, кăпчаксем те, алансем те, саккисем те...

— Кам тăван çĕрне каяс тет, — кайтăр. Кам пирĕнпе юлас тет, — юлтăр.

— Нумайăшĕ пирĕнпе юласшăн. Уйрăмах — кăпчаксемпе саккисем. Чĕлхесем пирĕн пĕр, йăла-йĕркесем те пĕр.

— Юлччăр. Пурне те йĕркеллĕ вырнаçма пулăш.

— Итлетĕп, аслă патша... Каçар та, манăн тата ыйтмалли те пур.

— Кала. Çĕнтерӳçĕсем паян тем те ыйтма пултараççĕ.

— Аслă патша... — Саврăш хĕрелсе кайрĕ. — Аслă патша, монголсем тыткăна илнисен хушшинче пĕр вырăс хĕрĕ пур... — Саврăш каллех малалла калаймасăр, вăтаннăн пуçне чикрĕ.

— Кала, кала, — тĕлĕннĕ пек пулчĕ патша.

— Вырăс хĕрĕ ăна хăйне тыткăна илнĕ, — ахăлтатса кулса ячĕç çĕнтерӳçĕ-çарпуçĕсем.

— Ку сăмах тĕрĕс-и? — тӳрех ыйтрĕ патша, çарпуçĕ çине тимлесе пăхса.

— Тĕрĕс, аслă патша, — çирĕплетрĕ Саврăш. — Любава ятлă вăл. Ирĕк парсам мана...

— Хăрхăм тăвасшăн-и? — çарпуçне чарсах ыйтрĕ патша.

— Çук, савнă арăм...

— Мĕнех эппин, килĕшетĕп, — терĕ патша, кăштах шухăшласа тăнă хыççăн. — Паллах, сан пек паттăра кашни пăлхар пики кăмăлламалла та... Пăлхар пикинчен маттурри те, чиперри те никам та çук.

Ăна пурте пĕлетпĕр. Ахальтен мар ĕнтĕ пирĕн ::сăлусене:Сăлу - чиперкке, вырăсла - красавица.:: качча илме вырăссенчен пуçласа Китай таран чи чаплă çынсем евчĕсем яраççĕ.

— Тĕрĕс, тĕрĕс!

— Питĕ тĕрĕс калатăн, аслă патша! — хăйсем Челпир каланине килĕшнине пĕлтерчĕç пуçтарăннă çарпуçĕсем.

— Анчах пирĕн паттар Савраша вырăс хĕрĕ килешнĕ. Юрĕ, Саврăш, хăв килĕштеретĕн пулсан, вырăс хĕрĕ савнă арăму пултăр... Туя чĕнме кăна ан ман!..

— Çук, аслă патша! Манмастăп! — хĕвел пек ялкăшса хуравларĕ Саврăш.

Патша çак пуçланă калаçу питĕ кăмаллă пынине систерсе ăшшăн кулса илчĕ.

— Ну, тата камăн мĕскер каламалли пур? Парăç-Пăрăнтай, эсĕ паян хăв аслă çарпуçĕ пулнине питĕ лайăх кăтартрăн. Мĕн те пулин каламалли пур-и?

— Аслă патшана мухтанисĕр пуçне урăх нимĕн те каламалли çук, — хыттăн хуравларĕ Парăç-Пăрăнтай. — Аслă патша пирĕнпе пулни çак аслă çĕнтерĕве парнелерĕ пире.

Парăç-Пăрăнтай выранлă мар калаçса кайни Челпире килĕшмерĕ. Вăл вара часрах ытти çарпуçĕсене куçларĕ.

— Пачман, эсĕ те çапла аслă патшана кăна мухтамалла тетĕн-и? — куларах ыйтрĕ Челпир. — Юрĕ, юрĕ, ан вăтан. Питĕ маттур çапăçрăн эсĕ, чăнласах та шурă парс пек!..

Савăнса, хавхаланса кайнă çарпуçĕсем ку сăмахсене илтмен пекех пулчĕç. Весен хăйсен шухăшĕ, хăйсен ĕçĕ. Паян весем хăйсен çĕнтерĕвĕпе савăнмалла. Пĕртен-пĕр Парăç-Пăрăнтай кăна çак сăмахсене илтсессĕн, сăнран улшăнчĕ, Пачман çине çилĕллĕн пăхса илчĕ. Анчах патша çакна асăрхамарĕ.

— Маттур, Пачман! Шанатăп, чаплă çарпуçĕ пулатăн. Мĕн те пулин ыйтмалли пур-и?.. Çук, тетĕн-и?.. Вăрçă хирĕнче кун пек хаюсăр мар эсĕ!.. — Челпир чеен Ылттăнпик çине пăхса илчĕ те каллех Пачманпа калаçа пуçларĕ. — Пĕлетĕп, ыйтмалли пур-ха санăн. Анчах вăхăт çитмен-ха. Вăхăт çитсен, вăтанса ан тăр. — Патша каллех Ылттăнпик çине чеен пăхса илчĕ те Пачмана каларĕ. — Эсĕ ыйтнине эпĕ тӳрех тивĕçтеретĕп. Ыттисем те ун чухне патша каланипе килĕшĕç тетĕп.

Калаçу мĕн пирки пынине Ылттăнпиксĕр пуçне ыттисем пĕри те чухлаймарĕç-ха. Ылттăнпик вара чеен кăна кулса илчĕ те хуллен каларĕ:

— Килĕшеççĕ пулĕ, эпĕ те шанатăп...

Ку сăмахсене илтсен, Парăç-Пăрăнтай сăнĕ пачах улшăнчĕ. Вăл, питĕ тарăхнă çын пек, аялалла пăха пуçларĕ. Сулахай куçĕ унăн туртăна-туртăна илчĕ.

Чатăр тулашĕнче шăпăр сасси илтеисе кайрĕ.

— Юрăçă килнĕ, — терĕç çарпуçĕсем.

— Юрăçă, юрăçă!.. Саркамăш!..

— Саркамăш юрăçă хăнара!..

— Чи чаплă юрăçă!..

— Кĕччĕр кунта, — хушрĕ патша, пĕтĕм пăлхарсем пĕлекен чаплă юрăçă питĕ вăхăтлă хăй тапăрне килсе çитнĕшĕн савăнса. — Чысласа кĕтсе илĕр ăна!..

Патшапа çарпуçĕсем ларакан çĕре шап-шурă çӳçлĕ, вăрăм сухаллă суккăр юрăçă кĕчĕ. Вăл аллине кĕсле тытнă. Унпа пĕрле — ертӳçи, тăрăхлăрах питлĕ йĕпкĕн хура çӳçлĕ ача. Вĕсен хыçĕнче — шăпăрçă, тăрăхла питлĕ хытанкка та чирлĕрех çын, уксахласа утать. Вăл пĕр-икĕ çаврăм темле кĕвĕ янăраттарчĕ те шапланчĕ. Ку вăл аслă та чаплă юрăçă килсе çитрĕ, пурте ăна итлеме пуçтарăнăр тесе пĕлтерни пулчĕ ĕнтĕ. Çав хушăра ертӳçĕ-ача шап-шурă çӳçлĕ ватă юрăçа чатăр варринчи кашма çине илсе пырса лартрĕ. Пурте, шăпланса, юрăçă мĕн каласса кĕтрĕç.

 

Çынпа çын хушшинчи тытăçу —

Арăсланпа шурă парс хушшинчи çапăçу...

 

Çапла каларĕ те ватă юрăçă хăйĕн ялан сăмаланипе ялтăртатса тăракан кĕслине илсе пĕр çавра кĕвĕ каларĕ, вара юрласа яче:

 

Пĕрре пĕри тапăнса пырать,

Тепре тепри çĕнтерсе пырать.

Пĕри аманать,

Çĕре ӳкет,

Çын ури айне пулса пĕтет.

 

Тепри аманать,

Йывăç пек йăванать,

Ыратнине чăтаймасăр ахлатать.

Виççемĕшĕ аманса,

Ут ури айне пулса,

Ним юлми таптанать,

Пуçне çухатать.

Аслă уйра пырать çапăçу,

Çынпа çын хушшинчи юнлă тытăçу.

 

Юрăçă хăйĕн кĕслине кăна, ним сăмах каламасăр каллех пер çаврăм кĕвĕ каларĕ те çĕнĕ ритмпа юрлама тытăнчĕ:

 

Пуринчен те малта — Аттил,

Пуринчен те маттурри - Аттил,

Пуринчен те паттăрри - Аттил,

Пуринчен те хаярри — Аттил.

Ун аллинче хĕç мар,

Ун аллинче — алтаспан.

Алтаспанĕпе çапать те йĕр тăвать,

Тепĕр енне çапать те çул тăвать.

Аттил айĕнче — ут мар,

Аттил айĕнче — урхамах,

Ун сăмсинчен вут тухать,

Çăварĕнчен çулăм çапать.

Пĕр енне пăхать те вутпа çунтарать,

Тепĕр енне пăхать те çулăмпа ĕнтет.

Çапăçаççĕ çынсем —

Пăлхарсемпе тăшмансем,

Кам мĕнпе пултарать,

Çавăнпа çапать,

Кам мĕнпе пултарать,

Çавăнпа чикет,

Кам мĕнпе пултарать,

Çавăнпа касать,

Кам мĕнпе пултарать,

Çавăнпа перет.

Пăлхарсене Аттил ертсе пырать,

Тăшмансене Чупайрек ертсе пырать.

 

Юрăçă кĕслипе кăна каллех пĕр çаврăм кĕвĕ каларĕ, унтан, хăйĕн суккăр куçĕпе, питĕ лайăх курнăн, патша ларакан çĕрелле пăхса илчĕ те тепĕр кĕвĕпе юрласа ячĕ:

 

Камсем-ха вĕсем пăлхарсем?

Камсем-ха вĕсем чухасем?

Мĕншĕн пĕр-пĕринпе

Çапăçаççĕ çак аслă хирте?

Пăлхарсем весем — ирĕк халăх,

Пăлхарсем весем — аслă халăх.

Пин-пин тĕрлĕ пурлăх вĕсен,

Чи чаплă пурлăхĕ

"Ылттăн кĕнеке" вĕсен.

Тапса тухнă вĕсем мальенчен,

Хĕвелтухăçĕнчен,

Ылттăн ту таврашĕнчен.

Чи малтанхи патши вĕсен Метте,

Ăна пĕтĕм тĕнче пĕлмелле.

Метте ертсе пынипе

Аслăланнă вĕсем ĕлĕкех.

Анчах Метте вилсен

Сапаланса кайнă.

Ют йăхсем хĕснипе

Кайьеннелле тайнă.

Кунта чух кайран,

Аттил патшана ларсан,

Тепре çĕкленсе кайнă,

Пĕтĕм кӳршĕсем вĕсене пуç тайнă.

Çавăнпа пăлхарсем Аттила саваççĕ,

Унпа пĕрле кĕрешĕве тухаççĕ.

Кирек мĕнле тăшмана та,

Кирек мĕнле ют йăха та,

Тытса лăскаççĕ,

Çапса хуçаççĕ.

 

Кĕсле сасси, чатăртан тухса, пĕтĕм çеçенхир тăрăх ян-ян каять.

 

Аттил çарĕнче тепĕр паттăр,

Ун пекки тĕнчере те урăх çук-тăр!

Ку вăл — Айтаман,

Нихăçан тăшмана парăнман

Çамрăк çарпуçĕ,

Питĕ çивчĕ ун куçĕ:

Ухăпа перет —

Тĕл лекет,

Сăнă ывăтать —

Тăшмана йăвантарать,

Хĕçпе çапать —

Тăшмана тĕп тавать.

Учĕпе кĕрет —

Тăшмана çĕнтерет.

 

Юрăçă хавхаланнăçемĕн хавхаланса юрларĕ те юрларĕ, унăн юрри ян та ян кайрĕ.

 

Аттил çарĕнче тата тепĕр паттăр,

Ун пекки те тĕнчере урăх çук-тăр!

Ку вăл — Марка-улăп,

Кашнийĕ унпа чух чăн-чăн паттăр пулĕ.

Марка-улăп нихăçан

Тăшманран хăраман.

Малта вăл ялан,

Ун аллинче — алтаспан.

Пер енне çапать —

Çул тăвать,

Тепĕр енне çапать,

Йĕр тăвать...

 

Юрăçă, юрлама чарăнса, хăй хыçĕнче тăракан ача енне çаврăнчĕ. Ача, çакна çеç кĕтнĕ пек, çинçе сассипе юрласа ячĕ:

 

Атьăр-ха, пăлхарсем, патшана мухтар,

Челпир-паттăра юрăсем халаллар!..

 

Çакăн хыççăнах юрăçăпа çӳрекен шăпăрçă ури çине тăчĕ те ытарайми кĕвĕ янăраттарса ячĕ. Шăпăр сасси чăнласах та хитре, пĕтĕм тавралăха сарăлать, итлекенсене çунат хушса çĕклентерсе ярать.

Акă ĕнтĕ шăпăр сасси шăпланчĕ. Кĕсле сасси илтĕнсе кайрĕ. Ватă юрăçă каллех хăй ::кăссайне:кăссай — вăрăм-вăрăм сăвă, поэма, эпос.:: малалла тăсрĕ:

 

Сарлака уйра Аттил тăрать,

Айтаман-çентерӳçĕ ун патне пырать.

Айтаман хыçĕнче — чухасем,

Тыткăна лекнĕ тăшмансем,

Вĕсен хушшинче Чупайрек,

Вăл аран утать, вилнĕ пек.

Йăлт юнланнă хăй,

Йăлт аманннă хăй,

Халтан кайнă вăл,

Пуçне уснă вăл.

 

* * *

Вăрăм кăссая итлесе пĕтернĕ хыççăн Челпир хăнасене парне пама, апат-çимĕçпе сăйлама хушрĕ.

Саркамăшпа унăн çыннисене вара Ылттăнпик хăйпе юнашар илсе кайса лартрĕ те сăйлама тытăнчĕ.

— Тĕлĕнмелле чаплă кăссай юрласа патăн эсĕ пире, Саркамăш мучи! — терĕ Ылттăнпик. — Тата питĕ вăхăтлă. Чăнласах та пирĕн авалхи ламтайсем питĕ вăйлă халăх пулнă.

— Тĕрĕс, — килĕшрĕ унпа юрăçа. — Ун чухне вĕсем хун ятпа пĕтĕм тĕнчене çĕнсе илме пултарнă. Аттил патшаран ун чухне пĕтĕм тĕнче хăраса-чĕтресе тăнă. Эпĕ сире паян Аттил патша çинчен хунă кăссай юрласа патăм.

— Тĕлĕнмелле чаплă кăссай! — терĕ тепĕр хут Ылттăнпик. — Аваллăха упракан кăссай.

— Эпир юрăçăсем, чăнласах та аваллăх управĕ, — килĕшрĕ унпа Саркамăш. — Эпир пулмасан ламтайсен аслă та чаплă ĕçĕсем тахçанах манăнса пĕтнĕ пулĕччĕç. Эпир — сăмах хуçи. Пире пула хитре пăлхар чĕлхи пĕтем тĕнчене сарăлать.

— Апла пултăр тесен, кашни чаплă юрăçăн вĕренекенĕсем нумай пулмалла. Санăн вĕренекенӳсем те нумай пулĕ, мучи?..

— Пур, — савăнса каларĕ Саркамăш. — Чун савăнăçĕ вĕсем. Тĕрĕс калатăн, чи чаплă кăссайсене вĕренекенсем упраса хăвармалла. Пур вĕсем, пур. Вĕсем вара хăйсен шаралĕнчен те ăстарах та, чаплăрах та пулмалла. Эпĕ вара чăнласах та телейлĕ. Шаралăм та манăн питĕ ăста юрăçă пулнă — Кушлавăш. Илтнĕ пулĕ ун çинчен. Вăл пĕр-пĕр кăссай юрлама тытăнсассăн, çӳлте вĕçекен кайăксем те ун патне вĕçсе анатчĕç, ун сассине итлетчĕç. Йывăçсем те çулçисемпе шепĕлтетме пăрахатчĕç. Ун сассине итлетчĕç. Тупата, пĕр-пĕр юханшыв хĕрринче юрласа ярсассăн вара юханшыв та юхма пăрахатчĕ, ун юррине итлетчĕ. Ун пек шарала ĕмĕрне те манас çук. Вĕренекенĕмсене вĕрентме эпĕ хам шаралран, ăстаран та ăста Кушлавăшран вĕреннĕ. Çавăнпа ĕнтĕ хама телейлĕ тетĕп. Манăн чаплăран та чаплă вĕренекенсем пур. Вĕсенчен чи-чи палли, пĕтĕм халăх пĕлекенни — Кул Али.

■ Страницăсем: 1 2