Ача чухнехи :: Инкексем
Эпĕ ĕнтĕ сĕтелтен кăшт çӳллĕрех. Унта мĕн пуррипе çуккине чĕвен тăрса пăхмасăрах курма пултарнă. Анне е аппа хыççăн чупма юратнă, вĕсем тăвакан ĕçсене тума пикеннĕ. Аппапа пĕрле урай шăлма тытăнаттăм, анчах вăл, çӳп-çапа тĕпелелле вĕçтеретĕн тесе, манран шăпăра туртса илетчĕ те пытарса хуратчĕ. Куншăн эпĕ питĕ тарăхаттăм.
Пĕрре кăмака сакки çинче витре ларнине куртăм. Аппа пычĕ те ун ăшнелле пăхса тăчĕ, вара килкарти енчи чӳрече патне кайса ларчĕ. Мĕн пур-ши ку витрере тесе, эпĕ вăр-вар кăмака пусахи çине тăтăм та кармашса витрене хĕрринчен ярса илтĕм, хам паталла туртса чалăштартăм. Шакăр! турĕç çăмартасем, урайне çăт-çат! туса ӳкрĕç. Аппа хыпăнса ӳкрĕ.
— Мĕн турăн, тĕкетмĕш?! Анне курсан çунтарать акă сана. Тăвар илме хатĕрленĕччĕ ку çăмартасене. Мĕн тăвăпăр ĕнтĕ?
Эпĕ йĕре-йĕре килкартине тухрăм та пытанас тесе витене кĕтĕм. Унта пĕр кĕтессе ыраш улăмĕ купаланă. Çав купа çине лартăм, мĕн пулĕ-ши ĕнтĕ çăмарта ватнăшăн тесе шухăшласа ларатăп. Нумай лартăм-ши, сахал-ши, аппа сасси илтĕнчĕ. Вăл мана чĕнет. Улăм ăшне кĕрсе выртрăм. Аппа витене утса кĕни илтĕнчĕ, часах тухса та кайрĕ. Эпĕ çав вăхăтра, сывламасăр тенĕ пек, пашкаса выртрăм. Аппа тухса кайсан, улăма пуç çинчен сиртĕм.
Чылай вăхăт иртрĕ. Эпĕ ыйхăласа çывăрса та кайнă. Вăраннă çĕре витен ансăр пĕчĕк чӳречинчен хĕвеланăçĕн çути кĕме пуçланă. Килкартинче сурăхсем макăрни, аппапа анне калаçни илтĕнчĕ. Эпĕ улăм ăшне шаларах кĕтĕм, анчах куç тĕлне кăштах уçă хăвартăм. Сасартăк вите алăкне такам уçса ячĕ те, лаша кĕчĕ. Вăл тӳрех валашка патне пычĕ, унта апат çуккипе пулмалла, çавăрăнса улăм купи çине пырса кĕчĕ, манăн ура çине пусрĕ. Ура тӳсме çук ыратса кайнипе эпĕ çари! çухăрса ятăм. Килкартинче ура сассисем илтĕнчĕç, çав самантрах витене атте чупса кĕчĕ.
— Мĕн пулчĕ? Лаша тапрĕ-и? Мĕншĕн кунта кĕнĕ эсĕ? — ыйтрĕ вăл хумханса. Хăйĕн пичĕ кĕл тĕслĕ. Эпĕ манăн урана лаша таптанине, мĕншĕн кунта пытаннине каласа патăм. Хам чарăнмасăр ĕсĕклетĕп.
— Эпир сана паян çухатнă, атя пӳрте.
Çапла каласа атте мана хăрах алăран тытса тăратрĕ. Эпĕ сылтăм ура çине пусаймастăп та. Атте мана çавăтса витерен кăларчĕ. Аннепе аппа килкартинче тăраççĕ. Аттепе юнашар çерçи пек сиккелесе кĕлет умне çитрĕм те лартăм.
— Праски, ача эсĕ хĕнесрен витене пытаннă та лаша унăн ури çине пуснă. Шăмми хуçăлман-и, тытса пăх-ха, — терĕ вăл, ман çине хĕрхенсе пăхса.
Анне манăн урана пăхрĕ, çавăркаларĕ, ура сыппине хутлатса илчĕ, вара сăтăркаларĕ.
— Ури аманман, чиперех, икĕ пӳрне çинче юн хĕвĕннĕ, — терĕ анне. Мана çавăтса вăл пӳрте илсе кĕчĕ, хул айĕнчен тытса çĕклерĕ те сĕтел хушшине лартрĕ, вара хамăн пĕчĕк тăм чашăкпа яшка антарса пачĕ. Эпĕ çиме тытăнтăм. Яшка тăварсăр.
— Анне, эсĕ яшкана тăвар яма астуман-çке, — терĕм.
— Тăвар çук çав, ачам.
— Иванюк лавккинчен кайса ил.
— Кайса илес тесе, икĕ эрне хушшинче вунă çăмарта пуçтарнăччĕ. Эсĕ, тĕкетмĕш, çăмартасене çĕмĕрнĕ. Икĕ чăх вунă çăмарта тăвиччен ĕнтĕ пирĕн тăварсăрах пурăнас пулать.
Анне вăраххăн сывласа илчĕ. Эпĕ тăварсăр яшкана сыпатăп…
* * *
Аннепе пĕрле час-часах лупасайне вутă илме тухаттăм. Пĕрер пуленке йăтса кĕрсен, анне мана çурăмран лăпкаса çапла калатчĕ:
— Ĕçчен ача, маттур, — тетчĕ.
Анне мана çапла каланипе эпĕ пит савăнаттăм. Манăн ăна ытларах пулăшас килетчĕ. Пĕрре анне тĕпелте чуста çăрать. Эпĕ ун патĕнче пăхса тăратăп. Çăнăх çитмерĕ тесе, анне чара илсе кӳрше кивçен çăнăх илме тухса кайрĕ. Эпĕ хăвăрт чуста чĕресси ларакан пукан хĕррине улăхса тăтăм та çăрма тытăнтăм. Алă çумне чуста çыпăçрĕ. Эпĕ ăна силлерĕм, пĕчĕк икерчĕ пысăкăш татăк çĕре лач! турĕ. Тепре силлесен, тепĕр татăкĕ кăмака айккине çапăнчĕ. Юлашкинчен эпĕ кĕпе çумне шăлтăм. Анне кӳршĕрен киличчен эпĕ чустапа аппаланнă. Урайĕнче, кăмака таврашĕнче, тĕпелти урлă сак çинче — пĕтĕмпех чуста. Хамăн кĕпе умĕ çинчен калас та çук: вараланман вырăн юлман.
Анне пӳрте кĕрсенех ахлатса ячĕ.
— Ах, тур! Мĕн ĕçленĕ эсĕ?! Кĕпӳ, кĕпӳ мĕнле!
Эпĕ пукан çинчен антăм та ним пулман пек пăхкаласа тăратăп.
— Мĕншĕн чуста патне пынă-ха эсĕ?
— Сана пулăшас тесе çăрма тытăнтăм.
Анне кăшт кулса илчĕ, анчах çавăн хыççăнах унăн пичĕ-куçĕ салхулланса кайрĕ.
— Мĕн чухлĕ чуста пĕтнĕ. Ах, юлашки çăнăхчĕ. Аçупа пиччӳ хăма çурса киличчен епле пурăнăпăр ĕнтĕ?
Анне йĕрсе ячĕ. Эпĕ килкартине тухрăм та, турпас татăкĕ илсе, кĕпе çинчи чустана хыра пуçларăм.
Çакнашкал инкексем, хам айван пирки, манăн пулкаланă. Вĕсенчен чăн хăрушли — эпĕ шыва путни. Тимĕрçĕ мана шывран туртса кăларман пулсан, эпĕ вилнĕ пулăттăм.
Пĕрре эпĕ аппапа юлташĕ аялти урамалла аннине куртăм. Вĕсем хыççăн хытă чупрăм. Тăвайккинчен аннă чух ӳке патăм. Ура пӳрнинчен юн тухнине курсанах хытă йĕрсе ятăм. Аппа каялла çаврăнса ман пата пычĕ. Ăçта каятăр, эпĕ те пыратăп, тетĕп. Аппа мана ăçта каяссине каламарĕ. Энĕш хĕрнелле утрăмăр.
Ун чух тăр-кăнтăрлаччĕ. Çанталăк шăрăх тăрать. Энĕш çийĕ яп-яка та çап-çутă, куçа йăмăхтарать. Çыран хĕрринчи йăмрасем айĕнче ача-пăча сасси янăрать. Ачасем кулса, çухрашса шыва кĕреççĕ. Эпир тимĕрçĕ лаççи патĕнчен иртсе кайрăмăр. Унта чăнк-чăнк! туни илтĕнет. Хĕрлĕ кĕпеллĕ, умне сăран саппун çыхнă тимĕрçĕ темскер шаккать. Лаç айккинчи çерем çинче унăн хĕрĕ выляса ларать. Сарă çӳçлĕ, кĕрен çитса кĕпе тăхăннă вырăс хĕрачи мана лĕпĕш пек илемлĕн туйăнчĕ. Манăн çав хĕрача çине пăхас килет, каялла çаврăнса ун патне пырса ларас кăмăл та пур, анчах эпĕ хăяймастăп, ашшĕнчен те именетĕп.
Пирĕн çыран хĕрринчи хăвасем хушшипе каякан сулхăн сукмакпа утмалла. Ура пӳрни ыратнипе эпĕ вĕсем хыççăн ĕлкĕрсе пыраймастăп.
— Кайса выля Катя патне. Ан пыр пирĕн хыçран, — терĕ мана аппа, — ав, Катя унтах ларать.
Эпĕ вăл каланипе килĕшмерĕм, сирĕнпе пĕрлех пыратăп, тетĕп. Тимĕрçĕ лаççи айккинче вылякан Катя хăвасем витĕр курăнать. «Тен, кайăп-ха ун патне, ашшĕ куриччен выльăпăр», — шухăшларăм ăшăмра.
— Чечексем татса парам, выляса лар çакăнта. Эпир халех килетпĕр, сан пата чупса килекен йытта хăваласа яма çеç каятпăр, — терĕ аппа юлташĕ, куçне кăшт хĕскелесе илчĕ те йăл кулчĕ.
Аппапа иккĕшĕ мана хăва хушшинчи çерем çинче ӳсекен сарă чечексене чылай татса пачĕç.
— Выля чечексемпе. Асту, шыв хĕрне ан пыр, шуйттан тытать, — юнарĕ аппа.
Эпĕ чечексене çемçе хăйăр çине лартма тытăнтăм. Хĕрачасем часах хăвасем хушшинче çухалчĕç.
Нумай вăхăт иртрĕ-и, сахал-и, аппапа юлташĕ Энĕш леш енче чупса пынине курах кайрăм. Ура пӳрни ыратнине манса шыв хĕрнех, пĕр хăва айне пырса тăтăм. «Ăçта каятăр?» — тесе кăшкăртăм.
— Çавăнтах лар! Сан валли пултран кĕпçи татса килетпĕр, — çухăрчĕ аппа çинçе сассипе. Эпĕ пĕччен юлнăшăн хурланса йĕре пуçларăм. Шыв çинелле пăхса тăнă чухне хĕрачана курах кайрăм. Вăл, çăварне карса, куçне хĕскелесе йĕрет. Ăна курсанах эпĕ тĕлĕннипе йĕме чарăнтăм. Пăхатăп — вăл та çăварне хупнă, ман çине пăхса тăрать. Эпĕ сăмса айне кĕпе çаннипе шăлтăм, вăл та çаплах турĕ. Кулса ятăм, вăл та кулчĕ. Ун çинче те манăнни пек шурă пир кĕпе. Шывра хамăн сăн курăннине эпĕ тавçăрса илтĕм. Ĕнер хӳме çине улăхса чĕркуççине шăйăрттарнă вырăн та палăрать. Пăхкаласа тăратăп. Урасем кукăртарах пек, пӳ лутрашка, сарăрах вĕлтĕркке çӳç самка çине кăшт анса тăрать, хăмăр куç тĕлĕнсе пăхкалать
Эпĕ шыв çинелле пăхса тăнă вăхăтра, сукмакпа ман паталла пĕр çын çывхара пуçларĕ. Хура картуз, кăвак пустав пиншакпа шăлавар тăхăннă, аттипе шатлаттарса çăмăллăн утса пырать. Хăй ман çине пăхса илчĕ. Çав самантрах сасартăк манăн ура шуса кайнипе эпĕ шыва шампăр! турăм, çухăрса ятăм, шывран тухасшăн чун хавалĕпе тапаланма пуçларăм.
…Тĕттĕм пек. Йывăр япала пуснă евĕр эпĕ сиккеленмесĕр выртатăп. Кăшт тăрсан, çынсем калаçни хăлхана кĕчĕ. Сасăсем инçетрен илтĕнеççĕ пек.
…Янкăр кăвак тӳпе, хĕвел, шурă тăрăллă çумăр пĕлĕчĕсем курăнчĕç.
— Куçне уçрĕ, — терĕ такам.
Ман çинелле тимĕрçĕ пĕшкĕннĕ, пысăк чакăр куçĕпе ăшшăн пăхать. йĕпе хăмач кĕпи ӳт çумне çыпăçнă, хура кăтра çӳçĕ çинчен манăн пит çине шыв тумларĕ.
— Ну, ну, куçна ан хуп текех, теперь уж пурăнатăн, — терĕ вăл, кăшт кулса.
Эпĕ çыран хĕрринче выртатăп. Пăхатăп — ман патăмра, тимĕрçĕсĕр пуçне, унăн хĕрĕ тата аллине катмак тытнă хĕрарăм пур. Катя сенкер пысăк куçĕпе ман çине хĕрхенсе пăхса тарать.
— Эсĕ, Гаврила, мĕнле курнă тата ача шыва кайнине? — ыйтрĕ хĕрарăм.
— Катя курнă, йĕре-йĕре чупса килчĕ. Хĕрача шыва кайнă, тет. Эпĕ лаçран тухрăм, Катя кăтартнă тĕле шыва чăмрăм. Алла ача пуçĕ лекрĕ, хулĕнчен тытса туртса кăлартăм. Сывлаймасть ача, кăвакарса кайнă. Эпĕ ăна ӳпне тытрăм. Çăварĕнчен, сăмсинчен шыв юхса тухрĕ; вăт чĕрĕ юлчĕ ача, — каласа пачĕ тимĕрçĕ.
Катмак тытнă хĕрарăм калама тытăнчĕ:
— Эпĕ пахчара хăяр катмаклатăп. Ача çухăрнине илтрĕм. Çав вăхăтрах Шĕшлĕ Якурĕ иртсе пырать. Кам ачи кăшкăрать, мĕн пулнă, тесе ыйтрăм. Такам ачи шыва кайрĕ пулас, тесе иртсе кайрĕ. Мĕнле чун-ши çав Якурăн?
— Арман хуçи, пуян, çыншăн макăрмасть, хăй çеç пурăнасшăн, да.
Катя мана пуçран пырса ачашларĕ. Çав вăхăтра йĕре-йĕре анне пашкаса çитрĕ.
— Ах, ачам, ачам! Мĕншĕн пытăн эсĕ шыв хĕрне! Вилеттĕн-çке, çук пулаттăн.
Анне мана выртнă çĕртен йăтса ыталарĕ, çĕре лартрĕ, вара тимĕрçĕ çинелле калама çук ăшă куçпа пăхса каларĕ:
— Турă вырăннех пултăн эсĕ пирĕншĕн, Гаврила. Мĕн парса, мĕн ырă туса татас-ши сана хĕрачана вилĕмрен çăлнăшăн?
— Ой, Праски! Мĕн калаçатăн? Нимĕн те кирлĕ мар! Инкекре çынна пулăшмалла, да, — терĕ тимĕрçĕ. Вăл çара урипе хуллен пускаласа лаçĕ патнелле утрĕ. Катя ашшĕ хыççăн сиккелесе кайрĕ. Катмаклă хĕрарăм пахчине ĕçлеме кĕчĕ пулас. Анне манăн йĕпе пуçа аллипе сăтăрса якатрĕ, кĕпе çинчи çӳп-çапсене илчĕ, мана çавăтрĕ те, килелле утрăмăр. Тимĕрçĕ мана вилĕмрен çăлнине эпĕ ялан чĕрере тытатăп. Хам виличчен те манас çук çав вырăс çыннине.
Анне каланă тăрăх, эпĕ ун чухне улттăра пулнă.
Шухăшсем
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...