Çавраҫил :: Вунпиллӗкмӗш сыпăк


— Атте ак çапла вилчĕ. Ун чухне Вăрманхĕрри Шăхалĕнче выртмаран икĕ лаша вăрласа кайма шут тытрăмăр. Атте пĕрин тăллине вĕçертсе тăнă чух ăна выртмари ачасем алăранах ярса тытрĕç. Унпа айланнă май мана асăрхамарĕç. Эпĕ вăрмана тарса ӳкме ĕлкĕртĕм. Выртмара çитĕннисем те пулнă. Вĕсем аттене вĕлерес пек хĕненĕ те аслă çул çине кăларса пăрахнă. Çавăн чухне хамăр ял çыннисемех унта вутта пынă пулнă. Ирхине пăхаççĕ те, аттене паллаççĕ, вара ăна вутă лавĕ çине хурса яла илсе пыраççĕ. Виçĕ кунтанах атте вилчĕ.

— Ху тата мĕнле пурăнкаларăн? Сан пирки «Хĕлип те таçта кайса пуçне çирĕ пулмалла» тесе калаçаççĕ, — пĕлесшĕн пулчĕ Сахар.

— Эпĕ мĕн-ха ĕнтĕ, «вăрă ачи», «вăл хăй те вăрă» сăмахсене илтес мар тесе кутамкка çакрăм та, куç ăçта курать çавăнта тесе, ялтан сĕм-çĕрле пĕр-пĕччен тухса кайрăм. Малтанах хамăр лашасем сутнă Пăва леш енчи тутар патне çитрĕм. Вăл мана Чутей Шаккурĕн шайккинчи тепĕр тутарпа паллаштарчĕ. Иксĕмĕр унпа эпир, хамăр енне килсе, пилĕк-ултă лаша та вăрласа кайрăмăр. Вăт, çавăн чухне вăл, сирĕн тăванăн, Василий Петровичăн, икĕ тимĕр кăвакне куç хывнă та Шаккур валли вăрлама шут тытнă. Ку ĕçе вăл хăй мар, мана тутарчĕ. Вăт, çавнашкал çылăх ман сирĕн умра. Каçаратăр-и уншăн мана, çук-и?

Тăвансем пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç.

— Мĕнле, Петр Петрович, каçаратпăр-и Хĕлипе е çук-и? — юриех ыйтрĕ тетĕшĕ.

Шăллĕ ку сăмахсене Сахар мĕн шухăшпа каланине çавăнтах ăнланчĕ.

— Каçарас, Захар Петрович. Ачи маттур. Хăй йăнăшне ăнланчĕ, йышăнчĕ, — тесе хучĕ. — Сана итлеме кăсăк. Малалла кала.

Захар Петрович тепĕр кĕленчене уçса черккесене тултарчĕ те хальхинче виççĕшĕ те ĕçрĕç.

— Малалла мĕнле?

— Шаккура арестленĕ хыççăн ун шайккинчи çыннисене те суйлама пуçларĕç, — малалла калама пуçларĕ Хĕлип. — Эпĕ те тăватă çул ларса тухрăм вара. Ялта ман пирки вилнĕ тесе шутлаççĕ пулсан, вилнех пулам терĕм те унта таврăнмарăм. Пĕрле тĕрмере ларнă Шупашкар çынни патне кайрăм. Халĕ ун патĕнче пурăнап-ха.

— Кунта мĕнле килсе лекрĕн тата? — тĕлĕнчĕ Петĕр.

— Кунта эпĕ кашни вырсарникун килетĕп. Çав юлташпа эрех ĕçмелĕх тесе, «христарати» ыйтса укçа пухап. Ишекре мана паллакан-тăвакан çук. Ку пӳрт хуçи — хамăр йышши карчăк.

— Шупашкарта ăçта ĕçлетĕн тата?

— Постояннăй ĕçре тăмастăп. Çулла пристаньре калăм тукалатпăр. Халĕ, акă, Атăл та кĕçех ларать...

— Хваттерӳ енчен мĕнле-ха? — шахвăртса ыйтрĕ Сахар.

— Вашнах мар та, çав юлташ патĕнче пурăнатăп. Виççĕн: юлташ хăй, амăшĕ тата эпĕ — пурăнатпăр. Килĕштеретпĕр.

— Петр Петровичпа иксĕмĕр Шупашкар чиркӳне те çитсе кĕл тăвасшăн-ха эпир.

— Сирĕн çылăхсем çук пулĕ. Мĕншĕн кĕл тăватăр?

— Çылăх пуршăн кăна кĕл тумаççĕ, Хĕлип. Кала-ха, ик-виç кунлăха сан патăнта чарăнма май пулмĕ-ши унта? Пĕлекен-паллакан çын çук та... Хваттершĕн тӳлĕпĕр, — хăй шухăшне пĕлтерчĕ Сахар.

Хĕлип савăнсах кайрĕ.

— Ик-виçĕ кун мар, эрне пурнăр хăть.

 

Хулари хваттер

Шупашкара вĕсем ноябрĕн улттăмĕшĕнче, каçхине çитрĕç. Ăçта-ăçта кăна çитсе курман пуль Сахар хăй ĕмĕрĕнче, анчах Чăваш Яшминчен пурĕ те çĕр аллă çухрăмра çеç вырнаçнă Шупашкара, республикăн тĕп хулине, çитсе курма сăлтав пулман унăн халиччен.

Сахарпа Петĕр хваттере мĕнле çынсем патне кĕнине лайăх ăнланаççĕ. Хĕлиппе унăн юлташĕ тĕрмерен вăрă енĕпе ларса тухнăскерсем. Вăрă ремесли вăл час иртсе кайман хăрушă чир иккенне аван чухлаççĕ Озеровсем. Кусем вара хăйсем те тăмпа туса хĕвелпе хытарнăскерсем мар. Вĕсен хăйсен мулне шанчăклă сыхласа упрама вăй-хал та, авăрласа хунă нагансем те пур. Анчах, апла пулин те, питĕ-питĕ асăрхануллă та чее пулмалла.

Хĕлип çĕнĕ юлташĕсене Ярославски урамĕнчи мунчаран кăшт çӳлерех вырнаçнă кивĕ йывăç çурта илсе кĕчĕ. Тĕпелте, сĕтел кĕтессинче, вăтăр патне çывхарнă арçын пирус мăкăрлантарса ларать, алăкран кĕрсен, сулахайри кравать çинче, тумтирĕпех йăванса кайнă хĕрарăм выртать.

— Гера, хальхинче эпĕ пĕччен мар-ха. Хамăр енчи çынсене тĕл пултăм. Паллашăр, — терĕ те Хĕлип, пысăк кутамккине хывса, сак çине хучĕ, ун ăшне тултарнă çимелли-ĕçмеллисене сĕтел çине кăлара-кăлара хума пуçларĕ. Çакна асăрхасан, вырăн çинче выртакан хĕрарăм йăпăр-япăр сиксе тăчĕ, хăнасем патне пырса алă пачĕ; «Меня зовут Марусей», —терĕ. Пирус туртаканĕ унăн ывăлĕ Гера пулчĕ. Çул çинче Хĕлип тĕрĕсех каланă: кил хуçисем вырăссем пулчĕç.

Маруся сĕтел çине черккесемпе стакансем майлаштарса лартрĕ. Хăнасем: «Ыран пирĕн чиркĕве каймалла, эрех ĕçме юрамасть», —тесе, сыпса-тутанса та пăхмарĕç, кил хуçи хĕрарăмне чей ăшăтса пама ыйтрĕç. Пĕрмеленчĕк питлĕ утмăлтан иртнĕ хĕрарăм питĕ кăмăллă çын пулчĕ, пĕр-икĕ черкке ĕçнĕ хыççăн каллĕ-маллĕ чупса çӳреме, вĕçсĕр калаçма пуçларĕ. Герăпа Хĕлип «ыран праçник, ĕçер» тесе, черкке хыççăн черкке тӳнтерчĕç, часах пĕр-пĕрне ытакласа, тĕрме юрри юрлама пуçларĕç. Хăнасем çинчен пăртакран тин аса илчĕç.

— Вăт, çапла пирĕн пурнăç, хаклă хăнасем. Унта-кунта ĕçлекелетпĕр те эрех ĕçетпĕр, укçа пĕтсен, Ишеке христарати ыйтма каятпăр. Юрать-ха, паян эсир тĕл пулнă ман туса. Унсăрăн уяв та пулмастчĕ. Спаççипах сире. Лайăх çынсем иккен эсир, — тесе, Гера хăнасем умĕнче сулăна-сулăна чылайччен калаçрĕ, унтан амăшне кăшкăрчĕ: «Анне! Илтетне, анне?! Хăнасене чей ĕçтер те, лайăх çыврат!»

— Юрĕ, ывăлăм, юрĕ. Çул çинчен ывăнса килнĕ çынсене ан чăрмантар-ха эсĕ. Вăн, Филипп шăпăртах ларать, — терĕ амăшĕ, кухня алăкĕнчен пуçне кăларса.

Тепĕр çур сехетрен хуçасем тĕлсĕр-йĕрсĕр тӳне-тӳне кайрĕç. Озеровсем хăйсене майлă канчĕç.

 

Сывă пул, хаклă ывăлăм Сергей

Паян — ноябрĕн çиччĕмĕшĕ. Октябрьти революци пулнăранпа вун виçĕ çул тултарать. Çанталăк та çак уява кĕтсе илме хатĕрленнĕ пекех. Çичĕ-сакăр градуслă сивĕ çĕре шанках шăнтса-хытарса лартнă. Сывлăш тап-таса, уçă. Лĕм çил те, тӳпере пĕр пĕлĕт татăкĕ те çук. Халь-халь хĕвел тухмалла.

Озеровсем хулан тĕп урамне тухрĕç те, сылтăмалла пăрăнса, анаталла утрĕç. Кунта, тутарсен Хусанĕпе танлаштарсан, ним тĕлĕнмелли те çук. Сулахай енĕпе йăлтах уйрăм çынсен пĕр хутлă йывăç çурчĕсем. Вĕсенчен чылайăшĕ, Сахар çурт-йĕрĕпе танлаштарас пулсан, хăнана та пымаççĕ.

Озеровсем урам вĕçне çитсе чарăнчĕç. Хирĕç, пушă лаптăк урлă каçсан, çулçисене тăкнă çамрăк сад пуçланса каять. Сада кĕмелли алăк тĕлĕнче хăмаран çапса тунă тĕлĕнтермĕш трибуна вырнаçтарса лартнă. Вăл питĕ пысăк. Икĕ хутлă. Капла пăхсан, тӳрех Мускаври Хĕрлĕ площадьри Ленин мавзолейне аса илтерет. Тултан йăлтах сенкер сăрăпа сăрланă. Ун çамкине «Сывă пултăр Октябрьти социализмла Аслă революци 13 çул тултарни!» тесе çырса çакнă, В. И. Ленинпа И. В. Сталин портречĕсене вырнаçтарнă, вăрăм шертесем çинче хĕрлĕ ялавсем вĕлкĕшеççĕ. Паллă ĕнтĕ, хулари çынсен демонстрацийĕ çакăнта пулмалла.

Озеровсем, сад çумĕпе пырса, темле çырма урлă (вĕсем ку Чебоксарка иккенне пĕлмерĕç) хывнă тăвăр кĕпер урлă каçса тăвалла хăпарчĕç — Атăл çыранĕ хĕррине çитсе чарăнчĕç, аяккалла тинкерчĕç. Анаталла пăхсан, чи малтан, айлăмра, Атăла юхса кĕрекен шыв хĕрринче, хĕрлĕ кирпĕчрен тунă илемлĕ чиркӳ курăнса кайрĕ, таçта аякра, сылтăмра, çӳллĕ çыран палăрать, сулахайра куçпа виçейми тăсăлса каякан хура хăмăр вăрман хыçĕнчен тин çеç хăпарнă хĕвелĕн ылтăн урисем ӳкнипе тĕрлĕрен тĕспе йăлтăртатакан мăнаçлă та хăватлă; шыв таçта çитиех сарăлса каять те горизонтра çухалать. Тӳрех пăхсан та, сарлака Атăлăн тепĕр енче, вăрман, вăрман...

Озеровсем тăракан вырăнтан сылтăмра, çыранран инçех те мар, икĕ хутлă, унтан пĕр хутлă çуртсем лараççĕ. Вĕсенчен икĕ енĕпе те чул хӳмесем тăсăлса каяççĕ. Кунта, тем тесен те, монастырь пулнă. Тăвалла пăхсан, тӳрех, урамăн сулахай енче, шап-шурă чиркĕвĕн хĕвел çутинче ылтăн тĕспе курăнакан хĕрессем курăнса кайрĕç. Ăна хирĕç, урам урлă, акăш-макăш илемлĕ икĕ хутлă çурт.

— Ну, мĕнле, Петĕр, килĕшрĕ-и сана Шупашкар, хамăр тĕп хула?

— Мещенсен хули пек туйăнчĕ вăл мана, — тавăрчĕ шăллĕ.

— Çапла. Тĕрĕсех калатăн. Мещенсемпе пуп-тиексен хули пулнă вăл Шупашкар. Халĕ, акă, вун виçĕ çул ĕнтĕ Советсен хули! Май пур чух, юриех, паян демонстраци пăхар-ха. Тен, унта Сергее те курма май пулĕ. Вĕсене, рабфаковецсене, демонстрацие илсе тухмаллах пек туйăнать мана.

— Тете, курсан мĕн каласшăн эсĕ ăна?

— Курасчĕ-ха. Манăн Шупашкара килессин пĕртен-пĕр тĕллев те çавă çеç пулнă-çке: юратнă ывăлпа курса калаçасси. Ытла та юрататăп вĕт эпĕ ăна. Халĕ — хĕрхенетĕп. Йăнăшĕ хамра та пулчĕ: çав комсомолпа çыхăнтармалла марччĕ ăна.

— Эпĕ сана, тете, нихçан та йăнăшать пулĕ тесе шутламанччĕ.

— Самана йăнăштарать, Петĕр. Ытла та пăлхануллă. Тепĕр чухне тавçăрса илме те майĕ çук. Сергей манăн сылтăм алăччĕ — вĕçертрĕм. Анчах та пачах, яланлăхах вĕçерĕнмелле мар вăл. Халĕ манăн сылтăм алă — эсĕ. Эпĕ сансăр пурнаймастăп. Эсĕ мана хӳтĕлекен...

— Тете, апла ан кала. Мана хӳтĕлекенĕ ĕмĕрех эсĕ пулнă.

— Малашне пирĕн пĕр-пĕрне пĕр танах хӳтĕлемелле пулать. Халĕ ĕнтĕ пирĕн пурнăç шăпи те, пуянлăх та пĕр танах.

Демонстраци курма пынисем ытларах кӳршĕри ялсенчен е лавккана, е пасара килнĕ çынсем. Уяв ячĕпе ятарласа хăнана килнисем те пур ĕнтĕ. Вĕсем икĕ хутлă чул çуртпа сылтăм кĕтесри хуçалăх лавкки хушшине кĕпĕрленсе тăнă.

Озеровсем те çавсем хушшине кĕрсе тăчĕç.

Акă трибуна çине Чăваш правительствин пуçлăхĕсем хăпарчĕç. Озеровсем вĕсене хаçатсенче тăтăшах пичетленекен ӳкерчĕкĕсем тăрăх тӳрех палларĕç: Петров, Токсин, Никитин...

Демонстраци пуçланчĕ. Трибуна умĕн колонна хыççăн колонна «ур-р-ра!» кăшкăрса иртеççĕ. Хĕрлĕ Площадь çийĕн громкоговорительтен: «Сывă пулччăр рабфакра вĕренекенсем — партипе совет организацийĕсен пулас работникĕсем!» тенĕ сăмахсем янăраса кайрĕç. Çав самантрах трибуна умĕпе иртсе пыракан хĕрсемпе йĕкĕтсем «Ур-р-ра!» тесе кăшкăрни кĕрлесе кайрĕ. Сахарпа Петĕр çав строй çине шăтарас пек пăхаççĕ. Шăллĕ, Сахара айккинчен тĕртсе, пӳрнипе тĕллесе кăтартрĕ: «Тете, тете, авă Сергей!»—тесе пăшăлтатрĕ. Ашшĕ ывăлне питĕ лайăх курчĕ. Вăл хĕрлĕ ялав çĕкленĕ, пуçне тӳп-тӳрĕ тытса, çап-çутă аттипе шăннă çĕр çине шап! шап! тутарса, çирĕп! утать. Пуçне хĕрлĕ тутăр çыхнă Хрестук ун çумĕпе утать. Кĕрхи хĕвел çутинче пит-куçĕсем иккĕшĕн те пысăк хаваслăхпа çиçсе çуталаççĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4