Йĕпсĕр кактус


Балти тинĕсĕнче икĕ тĕлĕнмелле шапа пурăннă. Вĕсем питĕ туслă пулнă, пĕрле чей ĕçнĕ, кушак тусĕ патне хăнана çӳренĕ. Юлташсем тĕрлĕ опытсем тума юратнă, лили шăршиллĕ чаплă духи шухăшласа кăларнă.

Кăçал виçĕ тус çичĕ çул тултарнă, пĕрремĕш класа кайнă.

Пĕррехинче шкултан килнĕ чух пурин те шыв ĕçес килнĕ. Сасартăк кушак кăшкăрса янă:

— Пăхăр-ха, кактус, анчах вăл йĕпсĕр.

Пурте кактус патне чупса пынă, тутанса пăхнă, шыв ĕçес килни иртсе кайнă. Тĕлĕнмелле кактус, банан, арбуз, дыня тути каланă.

Икĕ шапа кактуса киле илсе кайса лартма шутланă. Кушак каланă:

— Туссем, эпир ăна мĕнле кăларатпăр, вăл питĕ пысăк.

Çак вăхăтра тинĕс чечекĕ каланă:

— Кĕркунне эсир вăррине акăр, çулла вара сирĕн те пысăк тата йĕпсĕр кактус пулать.

Тинĕс тĕпĕнче часах çулла пуçланнă. Акнă кактус питĕ хăвăрт çитĕннĕ, чечеке ларнă, илемĕпе савăнтарнă, юратнă çимĕç пулса тăнă.

Кӳршĕре пурăнакан пулăсем те кун пек чечек лартма шутланă. Тинĕс кушакĕ кактуса мĕнле ӳстермеллине каласа панă.

Часах тинĕс тĕпĕнче малтанхинчен те илемлĕрех пулса кайнă, пур çĕрте те чечексем ешернĕ, чĕр чунсем лайăхрах пурăнма пуçланă, никам та чирлемен. Кактуссем пурне те çĕнĕ вăй панă.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-11-22 14:29:31):

Те юмах, те калав ĕнтĕ. Шухăшĕ сапаланчăк. Сăмахран, кушакпа икĕ шапа хушшинчи калаçăва сасартăк тинĕс чечекĕ хутшăнать.

Пунктуаци йăнăшĕсем чылай: сăмахран, «Тĕлĕнмелле кактус, банан, арбуз, дыня тути каланă» предложенире кактус хыççăнхи пăркăч (запятой) ытлашши.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: ăшах

 

mixailovna (2008-11-27 15:39:56):

Калавсене вуласан шухăша путмалли нумай.Аслисем пулăшу паман, хăех ĕçлесе ларнă кунта ача. «Тĕлĕнмелле кактус, банан, арбуз, дыня тути каланă» тени юмахра пулать. Тăрăшмалли, вĕренмелли нумай ачан.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: ăшах

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: