Тĕнче уçлăхĕнче пурăнакансем
Нумай çул каялла пирĕн çĕр çинче Барбос ятлă йытă, Матрос кушак, Дуся шăши тата Люся канарейка пурăннă. Кашни каçах вĕсем Матрос пурăнакан çурт тăрри çинчен тӳпери уйăхпа тата çăлтăрсемпе киленме юратнă. Пĕррехинче Барбос космос çинчен калаçу пуçларĕ:
— Пăхăр-ха тӳпенелле! Мĕнлерех илемлĕ вăл! Ытти планетăсем çинче кам та пулин пурăнать-ши?
— Чăнах та, урăх планетăсем çинче пурнăç пур-ши? — калаçăва малалла тăсрĕ Дуся.
Сĕм çĕрлечченех ларчĕç юлташсем çурт тăрринче. Ир пуласпа çеç туссем килĕсене саланчĕç.
Тепĕр кунне Барбос Матрос кушака пысăк овчарка хăваланине асăрхарĕ. Кĕçех Барбос йытă кушака инкекрен çăлма васкарĕ. Шăшипе канарейка та айккинче юлмарĕç. Овчаркăран хăтăлас тесе вĕсем пĕр шăтăка сикрĕç. Пысăк йытă шăтăк йĕри-тавралла унталла-кунталла вĕрсе чупкаларĕ, анчах тем шиклентерчĕ ăна. Кăшт вăхăт иртсен шăтăк тем тĕрлĕ лампочкăсен çутипе çуталса кайрĕ. Кĕçех такамăн сасси илтĕнсе кайрĕ:
— Ракета уйăх çине вĕçсе каясси вунă çеккунт юлчĕ.
Юлташсем ним ăнланмасăр пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç, анчах та кĕçех пурте ăнланса илчĕç. Вĕсем шăтăка сикмен иккен, ку вăл ракета пулнă.
Сахал вăхăт иртрĕ-и, нумай вăхăт иртрĕ-и, уйăх çине вĕçсе те çитрĕç кушакпа йытă, шăшипе канарейка. Асăрханса, шикленӳллĕн тухрĕç юлташсем вĕçсе килнĕ планета çине. Халĕ ĕнтĕ вĕсем тӳперен çĕр çинелле пăхрĕç. Уйăх çинчи çут-çанталăкпа киленнĕ самантра Дуся шăши пĕчĕк ту хыçĕнче такам пытанса тăнине асăрхарĕ. Вăл асăрханса ту çывăхнерех пычĕ.
— Кам унта? Сас парсамăр, тархасшăн, — терĕ шăши.
Хирĕç никам та хуравламарĕ. Дуся вара тупа тан шайлашрĕ. Унта вăл уйăх çинче пурăнакан чĕрчуна курчĕ, пачах та çын евĕрлĕ мар: çăмламас, пĕр куçлă, пуçĕ çинче икĕ антенна. Шăши тăрăшсах унпа паллашма шутларĕ. Вăл хăйĕн юлташĕсене чĕнсе илчĕ.
— Ан хăра пирĕнтен. Эпир çĕр чăмăрĕ çинчен вĕçсе килнĕ сирĕн тата, — терĕç юлташсем.
Уйăх çинче пурăнакана Лунтик тесе чĕнеççĕ иккен. Вăл хăй пурăнакан хулапа паллаштарма сăмах пачĕ. Кĕçех вĕсем илемлĕ хула патне çитрĕç. Вăл пĕртте çĕр çинче пек мар. Çурчĕсене мраморпа хрустальтен тунă. Вĕсем кăнтăрла та йăлкăшса çеç лараççĕ. Юлташсем хăйсене юмахсен çĕр-шывне лекнĕ пекех туйрĕç. Лунтик хăйĕн çемйипе паллаштарма шут тытрĕ. Барбос, Матрос, Дуся тата Люся пысăк çурта кĕчĕç. Вĕсене унта Лунтикăн ашшĕпе амăшĕ кĕтсе илчĕç.
— Сывă-и, инçетри туссем? Эпĕ Лунтик король. Ку манăн королева, — хуравларĕ ашшĕ.
Хăнасене уйăх çинчи пуçлăхсем хăйсен кучченеçĕпе хăналарĕç. Апачĕ паллах çĕр çинчи пек мар, çапах та питĕ тутлă пулчĕ.
— Кăштах хăвăр планета çинчен каласа парăр-ха, — калаçăва малалла тăсрĕ королева.
Юлташсем пĕр-пĕринпе ăмăртса хăйсем пурăнакан тавралăх çинчен каласа пачĕç. Кунта пурăнакансем те питĕ сăпайлă, ырă кăмăллă чĕрчунсем.
Кун хыççĕн кун иртрĕ. Питĕ аван ирттерчĕç туссем вăхăта. Кĕçех сывпуллашма та вăхăт çитрĕ. Лунтикăн чунĕ хурланчĕ. Вăл туссемпе тачă юлташланчĕ-çке. Унăн куçĕсем шывланчĕç. Кайма вăхăт çитсен пурте урама тухрĕç. Пурте çĕр çинчен вĕçсе килнĕ туссене пуç тайрĕç. Барбос питĕ савăннипе вĕрсе ячĕ, кушак мяуклатма пуçларĕ, канарейка хăйĕн юррине шăрантарса ячĕ. Кунта пурăнакансем тимлесе итлерĕç вĕсене.
Кĕçех ракета вĕçсе кайрĕ. Хрустальллĕ хула халăхĕ мĕн ракета курăнми пуличченех алă сулчĕ.
Çĕр çине вĕçсе çитсен туссем нумай вăхăт хушши уйăх çине пăхса тăчĕç. Тепĕр кун çитсен вĕсем пĕтĕм чĕр чуна пĕр çĕре пуçтарчĕç. Вĕсене хăйсем уйăх çинче пулнине, унти илемлĕ хула çинчен, унта пурăнакансем çинчен каласа пачĕç. Итлесе ларакансем кашни хайĕн ăшĕнче хăçан та пулсан уйăх çинче пулса курма ĕмĕтленчĕç.
Admin (2008-12-01 22:26:09):
Хула ачишĕн — чаплă калав. Анчах та кунта пурте пĕрле эсир хутшăнатăр — ялти те хулари те пĕрле, пĕр тан. Çавăнпа та вырăн лекмест пулĕ.
Анчах та çакăн пек калав çырма пултарнишĕн мухтама сăлтав пур! Малалла вĕрен, тăрăш — ял ачисенчен те лайăхрах чăвашла çырма пултарăн!