Асамлă сехет вăрттăнлăхĕ
Пĕррехинче эпир юлташпа иксĕмĕр вăрмана кăмпана кайрăмăр. Çанталăкĕ пĕлĕтлĕччĕ, сивĕ çил вĕретчĕ. Çул çинче эпир нумай кăмпа тупасса ĕмĕтленсе шăпах утрăмăр.
Вăрманта кăмпа тĕлне тӳрех тупаймарăмăр. Самай вăхăт çулçăсене пăтратса шыраса çӳрерĕмĕр. Тункатасем çывăхĕнче уплюнкка тупасса шанса мĕн чухлĕ утмарăмăр пулĕ. Тинех пĕр тунката кутĕнче шур уплюнкка карти илемлĕн астарса ларнине куртăм. Савăннипе часрах çамрăк кăмпасене карçинккана татса яма пуçларăм. (Юлташăм килсен пĕрле татма пуçласран шиклентĕм. Манăн ытларах татас килет-çке). Сасартăк пĕр кăмпа айĕнче темĕнле япала çутатнă пек туйăнчĕ. Сăнасарах пăхрăм та алла çыхмалли сехет евĕр çаврака япала тупрăм. Ку сехете вăрман касакансем çухатса хăварнă пулĕ тесе шутларăм та кĕсйене чикрĕм. Çур карçинкка кăмпа татрăм та йĕри-тавралла çаврăнса пăхрăм. Манăн тус ниçта та курăнмасть. Эпĕ ăна кăшкăрса чĕнтĕм, анчах хирĕç сасă пулмарĕ. Каллех кăшкăртăм — нимĕнле хурав та çук. Хăрама пуçларăм. Нивушлĕ çухалса юлтăм? Çанталăк çиллĕ пулнипе йывăçсем хытă кашлаççĕ, йывăç шавĕ çеç хăлхара янăрать. Утăма хăвăртлатрăм та хĕвеле хирĕç каймаллине асра тытса кил еннелле васкарăм. Пĕр алăра карçинкка, тепĕр алли вара кĕсйери тупнă сехете хыпашлать. Кĕсйерен кăлартăм та миçе çитнĕ-ши тесе вăхăт пăхрăм. Сехет 11 кăтартать. Сехечĕ каяканниех-ши тесе сехет йĕппине малалла куçарса пăркăч пеккине халĕ кăнтăрла иртни 3 сехет пулĕ тесе пăртăм, хăлха патне тытса итлесе пăхрăм. Сехет шăпах, тик-тик сасă та илтĕнмерĕ. Çумăр айĕнче нумай выртса ĕçлеми пулнă ĕнтĕ. Çĕмрĕк сехет мĕн тума кирлĕ мана? Вăрмантан епле тухас-ши? Халĕ ман киле часрах çитесчĕ тесе шутларăм та ванчăк сехете аяккалла тытрăм та петĕм. Çав самантра манăн куç хуралса килчĕ, ман умри йывăçсем çухалчĕç, эпĕ тăна çухатрăм.
Мĕн чухлĕ вăхăт выртнă эпĕ, астумастăп. Тăна кĕрсен эпĕ вăрманта мар — уйра, хамăр пахча хыçĕнче выртнине ăнланса илтĕм. Пахча хыçне çитнишĕн çав тери хĕпĕртерĕм хам. Хырăм питĕ хытă выçса кайнине туйрăм. Çапах та мĕнле çитнĕ-ши эпĕ кунта? Мĕнле вăй мана кунта илсе килнĕ? Ку ыйту çине хурав тупаймарăм. Ăçта-ши тата юлташăм? Карçинккана илтĕм те пахча витĕр часрах киле кĕме васкарăм.
Кил хушшине кĕрсен анне чăхсене апат çитернине куртăм.
— Анне, эпĕ кăмпаран çитрĕм. Кăмпа пĕçерер-и? — терĕм. Анне ман еннелле çаврăнчĕ те мана курсан сасартăк çĕре тĕшĕрĕлсе анчĕ. Хăраса кайнипе часрах ун патне чупса пытăм. Мана анне сăнĕ самай ватăлса кайнă пек туйăнчĕ.
— Анне, анне! Мĕн пулчĕ сана? — хытах хăраса ӳкрĕм. Витререн шыв сыпрăм та анне çине пĕрĕхрĕм. Анне ерипен куçне уçрĕ те:
— Хĕрĕм, Анюк, эсĕ-и ку? Чĕрех-и? — терĕ.
— Эпĕ-çке ку, анне.
— Эсĕ мĕнле, ачам, чиперех-и, сывах-и? Мĕнле килме пĕлтĕн, ăçтан килтĕн? — тĕпчеме пуçларĕ анне.
— Сывах, чиперех, анне. Ара, кăмпаран килтĕм-çке, Лисукпа иксĕмĕр кăмпана кайнăччĕ те.
— Хам куçа хам ĕненместĕп. Чĕрех, сывах, — анне мана ыталаса илчĕ те йĕрсе ячĕ.
— Текех чĕррĕн курасса шанманччĕ сана, хĕрĕм. Ăçта çухалса пурăнтăн-ха эсĕ пилĕк çул хушши? Вăрманта сана шыраман вырăн хăвармарăмăр — тупаймарăмăр.
— Пилĕк çул??? Эпĕ вăрмана кăмпана кайнăранпа пилĕк çул иртрĕ-и? Пулма пултараймасть! Маншăн пилĕк сехет пек çеç туйăнчĕ-çке. Лисук ăçта тата, анне?
— Лисук кăçал шкул пĕтерсе хулари института вĕренме кĕчĕ. Халĕ хулара пурăнать. Канмалли кунсенче яла килекенччĕ-ха. Эсĕ хăвăн çинчен каласа пар-ха, хĕрĕм. Мĕнле ăçтан килĕн?
Эпĕ кăмпана кайсан юлташран çухалса юлнине, пĕр тунката кутĕнче нумай кăмпа тупса юлташа чĕнмесĕр вăрттăн татнине тата сехет евĕр япала тупса унăн стрелкине 11 çинчен 3 çине куçарнине, унтан ванчăк сехете вăрманта персе хăварнине каласа патăм.
Çав сехет вара вăхăта 5 çул малалла куçарнă-ши? Мĕнле сехет пулчĕ-ши вăл? Вăхăт машинин пультчĕ мар-ши çав япала. Паянхи кунчченех шутласа çӳретĕп çав асамлă сехет пирки. Тупсăмне тупаймарăм-ха.
Admin (2008-12-03 20:44:47):
Хăй çырнă-ши, е пулăшнă? Иккĕмĕш клас ачи çапла çырма пултарсан чăваш пĕтмĕ! Хăй çырнă пулсан пĕрремĕш вырăна тивĕçлĕ ĕç. Ăçтан та пулин сăптăрса илнĕ пулсан — паллах, ыттисене кӳренмелле пулĕ...
Мĕн шутлатăр?
Андрей (2008-12-03 21:17:57):
Калава кăсăкланса вуларăм.Аван çырнă.Аслисем те пулăшман-ши?Пулăшман пулсан - маттур.
Vyacheslavna (2008-12-03 21:29:18):
Виктория, санăн малашне яланах "5" паллăпа çеç вĕренме тивет.Аслă класра вĕренекен ачасенчен те лайăхрах çырнă.
Энтри (2008-12-04 20:01:47):
Вăрттăнлăхне ущса паман туллин. Калав ятне вуласан шăпаз щавна кĕтнĕччĕ эпĕ.