Савăн
Савăн,
Сурпансене хывтарса,
Чăваш майра тăвакан;
Учителе пăрахса
Ваккатланса пурнакан!
Савăн,
Кĕлентĕрсем тайтарса
Эрех-сăра сутакан,
Тутарсене пуçтарса
Маткуннĕпе пуякан!
Савăн,
Çемçе тӳшек саракан,
Выртсан — шăма ватакан!
Савăн,
Чире персе ывăлна
Салтак панчен çăлакан;
Халăх пĕлмен анана
Куштансемпе акакан!
Савăн,
Иуда пек чуптуса
Учительна сутакан;
Пĕтĕм яла пăлхатса
Хăвах таса пулакан!
Савăн,
Эрех ĕçсе пăхлине
Этем шутне кӳртекен;
Тӳр çын пырас сукмакне
Чакаласа пӳлекен!
Санран сиен тухнăран
Кунлен сана аслăлар;
Сан урлă хĕн курнăран
Куççулĕпе кĕлтăвар,
Дай бог сана вăрманта
Юман çапса ӳкерме!
Дай бог ватлас кун-çулта
Ачу тытса пĕçертме!
Дай бог çырма ларнă чух —
Ие тыттăр аллуна!
Дай бог суда кайнă чух —
Шур илтĕрех сан куçна!
саоам (2009-03-21 13:11:59):
Учительсем пирки те, паянхи пурнăç пирки те пит аван каланă.