Путёвка пулăшнипе


Стюардесса пире çулçӳрев ăнăçлă иртнĕ пирки саламланă май пирĕн самолет Чăваш енĕн тĕп хули — Шупашкар патне çывхарса пыни пирки пĕлтерчĕ.

— Тинех киле çитетĕп. Еплерех тунсăхларăм сансăр, савнă Шупашкарăм!

Сывах-и, мана кĕтсе илме хатĕр-и? — чĕрем сиксе тухасла тапать.

— Тинех, тинех киле çитетĕп. Часрах тăван яла çитесчĕ, часрах аннене савăнтарасчĕ!

Самолет Шупашкар çийĕн вĕçсе çаврăнчĕ. Чӳречерен Анне-палăк пире икĕ аллине сарса кĕтсе илни курăнать. Ун йĕри-тавра фонтансем ялкăшаççĕ, вĕсем те пире хапăл пулас!

Кĕçех самолет аэропорта çитсе чарăнчĕ. Çул çинче паллашнă туссемпе сывпулашса автобус остановкине вĕçтертĕм. Шăпах тăван яла — Штанаша каякан рейс пулчĕ, çийĕнчех билет туянса çула тăхрăм. Пирĕн яла халĕ кашни çур сехетрен автобуссем çӳреççĕ. Президент программине пурнăçласа ял витĕр тухакан çула юсаса çĕнетрĕç. Шупашкара каймалли çул самаях кĕскелчĕ, çул укçи те, Шупашкара çитмелли вăхăт та сахалланчĕ.

Ман чемоданра аттепе аппасем валли Великобританире туяннă сувенир-парнесем, урокра усă курмалли тĕрлĕ кĕнеке-брошюра, фоторепродукцисемпе картинăсем, тĕрлĕ хулара туяннă открытка комплекчĕсем, Великобританире усă куракан укçа, вĕсемшĕн аппасем те, анне те савăнаççĕ ĕнтĕ, унпа урокра усă курĕç, вĕсем виççĕшĕ те акăлчан чĕлхи вĕрентеççĕ. Сувенир-рюмка наборĕ «Лондонри паллă вырăнсем» ятлă. Кашни рюмка çинче Лондон хулин пĕр-пĕр паллă çуртне ӳкерсе хунă, ман шутпа ку набор аттене килĕшмелле. Елена валли — майка-сувенир, Рина валли — Биг Бен статуэтка. Аннене тĕлĕнтерме музейăн сыхлавçин, ăна акăлчансем бифитер тесе чĕнеççĕ, статуэткине туянтăм. Кунсăр пуçне Штанаш шкул ачисен вырăсла-акăлчанла юмахсен кĕнеки. Асанне валли мĕн туянни халлĕхе вăрттăнлăх пултăр.

Ял хыççăн ял мĕлтлетсе иртет, автобус тӳрĕ тикĕс çулпалла хăвăрт вĕçтерет, çапах та мана вăл вăрах шуса пынăн туйăнать. Манăн часрах киле çитсе атте-анне ытамне кĕрсе ӳкес килет...

Мĕнле майпа эпĕ Лондона лекнине пĕлес килет пулĕ санăн, вулаканăм? Мĕнех, каласа парам.

Пĕррехинче эпир туссемпе хула тăрăх уçăлса çӳреме тухрăмăр. Хула кунне палăртаççĕ, фестиваль ирттереççĕ. Пур çĕрте те юрă-ташă сасси янăрать, музыка кĕрлет. Шупашкар уявне палăртма тĕрлĕ çĕр-шыв делегацийĕсем те килсе çитнĕ. Кашни халăх хăйĕн ташши-юррипе паллаштарать. Эпир акăлчансен концертне курма билетсем туянтăмăр. Концерт вăйлă. Темиçе юрă янăранă хыççăн конферансье концерт вĕçĕнче куракансем хушшинче лоторея ирттересси çинчен каларĕ. Сутнă билет номерĕсем тăрăх. Икĕ сехете яхăн пынă концерт хыççăн чăнах та лоторея билечĕ выляттарчĕç. Тĕрлĕ сувенирсемсĕр пуçне виçĕ çынна Англине кайса курма путевка парнелерĕç. Пĕр путевка хуçи Шупашкартан, тепри- Етĕрне районĕнчен, виççĕмĕш путевка хуçи — ЭПĔ!

Тӳрех ĕненме тăхтарăм-ха. Путевкине алла илсен: «Çавах каясси пулмась пулĕ», — тесе шутларăм. Çул укçине фирма хăй тӳлет-мĕн, кайма пулать.

Атте-анне çула тухма пил пачĕ.

— Чипер кайса чипер кил, чи хакли вăл тăван кил.

Икĕ эрне хушши аннепе çине тăрсах акăлчан чĕлхи шĕкĕлчерĕмĕр, вырăс-акăлчан, акăлчан-вырăс калаçу кĕнекисем, словарь туянтăм. Сывлăха тĕрĕслерĕç, вăхăтлăх ют çĕршыв паспорчĕ тутартăмăр, виза илтĕмĕр.

...Çапла лекрĕм эпĕ Британири Бирмингхам хулине. Ку хула халăх йышĕпе Лондон хыççăн иккĕмĕш вырăн йышăнать. Пире хулари пĕр цеха экскурсине илсе кайрĕç. Путевкăна çак фирма парнеленĕ-çке. Çак хулара станоксем валли хурçă шăратса кăлараççĕ. Хурçă машинăсем, корабльсем, аэроплансем тунă çĕрте кирлĕ.

Ĕçсене йăлтах механизацилленĕ. Пĕр çын робот-автоматсем ĕçленине пăхса ларать, пульт кнопкисем çине пусса вĕсене ĕçлеттерет.

Мана та те пĕр цехра ĕçлеттерсе пăхтарчĕç. Малтанах роботсем мана итлесшĕнех пулмарĕç, анчах та эпĕ парăнмарăм, темиçе кунран вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пултартăм-пултартăмах!

Пушă вăхăтра пире темиçе хутчен те Лондон хулине экскурсине илсе çӳрерĕç. Экскурсси автобусĕ икĕ этажлă. Тĕлĕнмелле!

Малтанах 135 çӳллĕш «Лондон куçĕ» ятлă каруççель çине хăпарса лартăмăр. Хулари мĕн пур паллă вырăнсем çине çӳлтен пăхса тĕлĕнетпĕр. Пăхса пынăçем хама тăван Шупашкарта пулнăнах туйрăм. Шупашкарта та кун пек каруççель пур-çке! Икĕ çĕрте: Лакрей вăрманĕнче тата Шупашкар 500 çул тултарнă ятпа лартнă паркра та! Хăпарса пынăçем хула куç умне тухса пырать, чун мăнаçланать: ку вăл ман юратнă Шупашкар!

Парламент çурчĕсем çинче кашни сехетре чан çапакан Биг Бен сехечĕ çине пăхсан хамăрăн Кремль куранчĕсене аса илтĕм. Пирĕн курантсем хитререх. Вĕсен сасси те мăнаçлăрах, илемлĕрех!

— Ку сехет маçтăрĕ Бенджамин Холм вăрăм çын пулнă, шăпах çавăнпа сехете «Пысăк Бен» ят панă, — ăнлантарать экскурсовод. (Биг — чăвашла пысăк)

Воск фигурисен музейĕнче сан умра чăн-чăн çын мар, ăвăсран тунă çын кӳлепи тăнине ĕненмелле те мар, алăпа тытса пăхсах ĕненме тиврĕ.

Вестминстер аббатстви — пысăк чиркӳ, кунта корольсене коронаци тăваççĕ. Çакăнтах чылай паллă çынна пытарнă.

Трафалгер площадĕнчи Нельсон адмиралăн статуйи тĕлĕнтерет. Колонна 44 метр çӳллĕш, ун тăрринче 5 метрлă адмирал скульптури.

— Пирĕн Анне палăкĕ та мăнаçлă, — экскурсовода пĕлтерме васкатăп эпĕ.

— Мĕнех, Шупашкара пырсан палăк умне те çитсе курăпăр, — килĕшрĕ вăл манпа.

Пире Гринвич обсерватории патне те илсе кайрĕç. Çакăнта нуль меридианĕ вырнаçнă, шăпах çакăнтан çĕр хĕвел тухăçпе хĕвел анăçне пайланать. Йĕр çине пусса пăхрăмăр. Санăн пĕр уру хĕвел анăçĕнче, тепри вара хĕвел тухăçĕнче! Кулсах вилмелле!

Хулари паркра пеликансемпе кăвакалсем ирĕккĕнех ишсе çӳренине курсан каллех Шупашкарти заливра ишсе çӳрекен акăшсене аса илтĕм. Чăваш халăхĕ çав тери юратать çак илемлĕ кайăксене.

Букингхэм дворецĕ çийĕн ялав вĕлкĕшетчĕ.

— Ялав вĕлкĕшни королева дворецрах пулнине пĕлтерет.

— Дворецрах. Тен, королевăна тĕл пулăпăр. Теллейĕм пур пулас. Кĕçех королева вăрахăн утса çӳренине курма май килчĕ. Вăл йытăсене уçăлма илсе тухнине вăрттăн сăнаса тăтăмăр. Шел, çумра фотоаппарат пулмарĕ, сăнӳкерчĕк тăваймарăм, туссене хам королевăна чăннипех та курнине ĕнентереймейстĕп.

Кĕнеке выставкинче те пултăмăр. Раççейре пичетлесе кăларнă кĕнекесем ятарлă залра. Кунта Чăваш кĕнеке издательствинче кăларнă кĕнекесем те чылай.

Хулара тĕлĕнмелле ботаника сачĕ пур, терĕç. Май тупса кайса курма шутларăм. Эпĕ улма-çырла çитĕнтерме юрататăп: манра хресчен юнĕ чупать-çке! Пирĕн кукаçи ĕмĕр тăршшĕпех улма-çырла пахчинче ĕçлерĕ, мĕн тĕрлĕ кăна улма-çырла çук-ши унăн пахчинче! Йĕри-тавра вĕллесем, пыл хурчĕсем кукаçине палаççĕ, ăна пачах та сăхмаççĕ. Улма-çырла яланах ăнса пулать унăн пахчинче. Шел, кукаç виçĕ çул каялла пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Унăн пахчи пурăнать, çынсене савăнтарать. Килен-каякана хăналать!

Ботаника сачĕ çав тери пуян-мĕн. Мана кукаçăн пахчине лартма виçĕ тĕрлĕ çĕнĕ ӳсентăран парнелерĕç, савăнсах кайрăм.

Пахчан пĕр кĕтесĕнче такам мана кăчăк туртнăн туйăнчĕ. Патнерех пытăм та тĕлĕнмелле чечек куртăм. Çичĕ çеçкеллĕ чечек, кашни çеçки хăйне евĕрлĕ, кашни тĕрлĕ тĕслĕ.

— Мĕн çинчен ĕмĕтленетĕн, ырă йĕкĕт? — тесе ыйтать манран такам.

Çаврăнса пăхрăм, никам та курăнмасть.

— Мĕн кулянтарать сана, ырă çыннăм?

Кам калаçать-ши? — тесе тĕлĕнсе тăратăп.

— Кам ку?

— Ку эпĕ, сан умри чечек. Сана тем кулянтарать пулас. Тен, эпĕ пулăшма пултаратăп?

Эпĕ чечеке пирĕн асанне чирлени çинчен каласа кăтартрăм.

— Эпĕ сана пулăшма хатĕр! Ман çеçкесенчен кашни çеçкинчен пĕрер тумлам сĕткен пухса ил те çак шерпете асаннӳне ĕçтер. Вăл сывалать! — ĕнентерчĕ мана чечек.

Çапла турăм та. Шерпете асăрханса пухса илтĕм, чечеке тав туса сыв пуллашрăм.

Шăпах çак парнене асаннене хăвăртрах çитерсе парасшăн киле васкатăп та эпĕ.

Кĕçех Элĕк чиккинчен иртрĕмĕр, Сар хурăн вăрманĕнчен иртсе Штанаш салине кĕтĕмĕр.

Еплерех тунсăхларăм эпĕ сансăр, тăван енĕм!

Тăвансене парнесемпе савăнтартăм, аннене пурçăн тутăр çыхтартăм. Асамлă чечек парнеленĕ шерпете аннене те асаннене те сыптартăм.

Анне татах та çамрăкланса кайрĕ, яштакаскер, хитрескер, илемлĕ ырă кулăллăскер. Асанне те ахлатма чарăнчĕ.

 

2008, чӳк уйăхĕн 4-мĕшĕ

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Валентина Ижанова (2008-11-26 21:33:08):

Арçын ача чăннипех те Британире пулса курнă пулĕ тесе тĕлĕнсех кайрăм. Еплерех телейлĕ ача! Шел фантази кăна пулнă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Bargeniva (2008-11-26 21:37:59):

Интереслĕ çырнă. Арçын ача чăн та Британире пулнă пулĕ. Тăванĕсене хытă юратать пулмалла арçын ачи.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

анюточка (2008-11-27 14:07:52):

Алеша!!!Чăн та вăйлă калав.Эпе пите интересленсе вуларăм.Малашне те санăн çаван пек интереслĕ калавсем çирмалла пулатăр))))))))))))))))

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

оксана (2008-12-02 23:33:21):

Маттур, Алексей!Автор Британире пулни прики илемле каласа панă!Мана ку калав тыткăна илчĕ!Пурте автор пек шутланă пулсан, менле лайăх пулĕчче!

 

Валентина (2008-12-02 23:36:12):

Чăн та интереслĕ калав!Авторăн фантази пысăк!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Владимир (2008-12-02 23:37:37):

Малашне те çавăн пек интереслĕ калавсем çырмалла пултăрччĕ!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Admin (2008-12-04 20:12:07):

Пĕрремĕш предложенинех йăнăшсемпе йĕркеленĕ...

Ытти енчен вара пĕлместĕп. Вырăн йышăнма пултаракан хайлав пек мар — тĕп шухăшĕ хăшĕ пулнине туйса илеймерĕм. Те Лондонри çулçӳрев, те сиплĕ шерпетпе асаннĕшпе амăшне сыватни.

Çырас ăсталăх пур.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

Vyacheslavna (2008-12-04 23:28:20):

Конкурсра 20 çула çитмен çамрăксен йышĕ нумай мар.Студентăн пушă вăхăт сахалрах,çапах та Алексей конкурса хутшăнма кăмăл тунă.Калав интереслĕ.Автора малашне те вăхăт тупса творчество конкурсĕсене хутшăнма сĕнетĕп.

Çырас ăсталăха аталантарсах пыр!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Admin (2008-12-05 08:59:41):

«Конкурсра 20 çула çитмен çамрăксен йышĕ нумай мар».

Пĕрре кăна. Çавăнпа та ку ĕç 9-11 класра вĕренекенсемпе пĕрле хутшăнĕ.

 

елена (2008-12-05 22:28:57):

Авторăн каласа парас ăсталăх пур, кăна ырламалла, анчах чĕлхе питĕ çӳп-çаплă, вырăсла сăмахсем купипех:воск фигури, коронаци,дворец,рюмка,набор тата ыт.те. Ку сăмахсен чăвашла варианчĕсем те пур.Шел, автор вĕсене хута ярас темен.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

Андрей (2009-10-26 20:04:45):

Çамрăк çыравçăсен конкурсĕ мар пек астăватăп.

 

Admin (2009-10-27 13:34:37):

Ăмăртăва çамрăксем те хутшăнма пултарса

 

Настя (2014-01-21 08:43:35):

Калав сюжечĕ кăсăклă, кăткăс, интереслĕ. Алексей малашне те çырма ан пăрах, хăвăн пултарулăхна май çитнĕ таран аталантарма тăрăш. Комментарире çырнă çитменлĕхсене пĕтерсе пырассишĕн тăрăш.

Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Г.Зотова (2014-01-22 16:26:17):

Шкулта вĕреннĕ чухне Алексей чылай халап-юмах хайласа тĕрлĕ конкурссене хутшăнатчĕ.Чăваш халăх сайт çинче те унăн чылай хайлавне вырнаçтарнă. Вăл радиотехника тата электроника факультетне суйласа илчĕ. Ку хайлав - вĕреннĕ вăхăтри пĕртен-пĕр калав.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: