Хальхи самана


Ачаш кăна ачам пур,

Пĕртте хăпа пĕлмерĕ.

Апат çисе ларнă чух

Аран çилĕ килмерĕ.

«Çыру пĕлме, çын пулма

Ялти шкула яр-ха, — тет. —-

Çыру пĕлни мĕн тума

Кирлĕ çынна, атте?» тет.

— Ачам, ачам, ан йĕтет,

Илтес кунта ху илтĕн,

Хут вĕренни уссине,

Хут вĕренсен, ху пĕлĕн.

Çитес çула çитсессĕн,

Пăртак ăс-пуç кĕрсессĕн,

Ярăп акă сана та

Ялти шкула ăс пухма.

Турă хушсан, çын пулсан,

Курăн Чĕмпĕр хулине.

Ентĕ, ачам, самана

Елĕкхи мар кучуне.

Елĕкчĕ вăл, ĕлĕкчĕ,

Урăх тĕслĕ ĕмĕрччĕ.

Тырă-пулă пит пулнă,

Тырă акма çĕр пулнă.

Емĕр иртнĕ ĕç çинче,

Еç иртсессĕн — ĕçкĕре.

Анчах тĕрлĕ хуйхă та

Пайтах пулнă-çке тата.

Тухатмăш та тухатать,

Юмăçĕ те хăратать,

Aсамçăсем асаççĕ,

Ача-пăчана пăсаççĕ.

Вырăссем те вĕсене,

Ырă сунса, вĕрентме

Ачисене илеççĕ,

Ашшамăшне йĕртеççĕ.

Тарăхтарать таркăн та,

Вархурах та — вăрманта.

Тĕрлĕ усал-тĕселрен,

Тĕрлĕ усал чирсенчен

Чӳк кулленех тумалла,

Путек-сурăх пусмалла.

Куллен-кунах чӳк туни —

Хĕл-çăвĕпех хĕн курни.

Киреметре кĕлли пур,

Хăяматра хывни пур,

Кĕлтуса та килĕшмест,

Киремет те итлемест,

Турăсем те чӳксене

Илми пулчĕç кучуне.

Кун-çул пăсăлса кайрĕ,

Куç-пуç аташса кайрĕ:

Те тутара тухас-ха,

Те юталла тарас-ха.

Анчах ыр çын тупăнчĕ,

Самани те улшăнчĕ.

Урăх çулпа утрăмăр,

Урăх çĕре тухрăмăр.

Кунсăр пуçне чăвашсем

Мĕн пулĕччĕç халиччен?

Тутаралла тухĕччĕç,

Тутар тĕнне тытăччĕç

Е вырăса ерĕччĕç,

Пĕрерĕнех пĕтĕччĕç.

Ырă чăваш тупăнчĕ,

Ырă ĕçе тытăнчĕ.

Чăн чăвашла сăмахпа

Хăй тăванне чăваша

Пырса çапрĕ чĕрине,

Пăлхатса ячĕ чĕрене.

Пăлхатнинчен питĕрех

Шухăш ӳкрĕ пуç çине.

Çĕнĕ ĕмĕр мар-и çав?

Çĕнĕ пурнăç карĕ çав!

Пур çĕрте те ялсенче

Хура халăх хушшинче

Хут вĕренме тытăнчĕç,

Шкулсем нумай уçăлчĕç.

Вĕсен чĕри Чĕмпĕрте,

Аслă чăваш шкулĕнче.

Кĕнекесем çаптарчĕç,

Çын хушшине салатрĕç;

Кĕçке ĕнтĕ куçĕсем

Уçăлаççĕ чăвашсен.

Кĕçке курма пуçлареьç,

Тĕнче кура пуçларĕс.

Çав ĕçсене кам турĕ,

Çак таранччен тăрăшрĕ?

Çак таранччен тарăхса,

Чăвашсемшĕн тăрăшса

Кун-çулĕнче курнине,

Шухăшпала шурнинс

Кам каласа парĕ-ши?

Кам ырă ят сарĕ-ши?

Эй самана, самана!

Мĕн кăтартăн малалла?

Хальхи кунсем капла-ха,

Килес кунсем мĕнле-ши?

Пурăнатпăр хуллен çеç

Аслă çынсен ăсĕпе.

Вĕсем пире юратса,

Хăй шухăшне хăварса

Халăх ĕçне тăваççĕ,

Халăх хуйхипе çунаççĕ.

Ыра çынсем ыйтнине,

Кирек кама кирлине

Ялан пĕлсе тăраççĕ,

Юратайса тăваççĕ.

Анчах чăваш хушшинче

Чунĕ хытнă çынсем те

Тапаланма пуçларĕç,

Тăрса çапла каларĕç:

«Чаплă вырăн тупасчĕ,

Часрах улпут пуласчĕ».

Тĕрлĕ çутă тӳммешĕн

Тĕнки тухать ав лешĕн;

Чăвашла та калаçмасть,

Тăванне те астумасть:

Чĕри шăнса кайнă çав,

Чĕрĕ виле пулнă çав.

Çитменнине çын çине

Çитмен пурнăç çитрĕ çав

Йывăр кунсем килчĕçĕ,

Выçлăх çулсем çитрĕçĕ.

Çĕрĕ тăвăр, тыр ӳсмест,

Тăранма та çитеймест.

Выçă çăвар выçлăхне

Кил-картине кĕрсенех

Турчăкапа тухас та,

Сухалĕ çине сурас та,

Хăваласах кăларас,

Хапхаранах ăсатас).

Чăтаççĕ-ха чăвашсем,

Вĕçнех çитмен-ха вĕсем.

Еçкĕ-çикĕ тунă чух,

Еçсе-çисе ларнă чух,

Юррисене юрлаççĕ,

Куççулĕпе кулаççĕ.

Чăваш! сана ун чухне,

Чуну çĕкленнĕ чухне

Мĕн пит асна килет-ши?

Мĕн пит чунна хĕсет-ши?

Савăнăç-и, куççуль-и

Сан куçăнта куç тулли?

 

1908-мĕш çулхи октябрĕн 28-мĕшне

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Ираида (2014-12-16 07:45:12):

Паянхи кун та актуаллă. Чĕре ыйтнипе çырнă йĕркесем.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Елена (2015-01-12 22:13:15):

Чăн та, ĕмĕрне те кивелмен йĕркесем...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

anna-lukina1 (2015-10-15 09:03:17):

Салам, Николай!

Эпир хальхи вăхăтра студентсемпе сайтра ял ячĕсемпе ĕçлетпĕр. Пирĕн студентсем Тутар республикинчен пур. Вĕсем хăйсен чăваш ялĕсене сайта кĕртесшĕн. Пире мĕнпе пулăшма пултаратăр. Чăваш филологийĕпе культура факультечĕ.Лукина Анна Николаевна

 

Agabazar (2015-10-15 22:33:10):

Тутар Республикинчи ялсен, поççолăксен, хуласен чăвашла ячĕсене списокласа туса хатĕрлемелле. Сăмахран: Малые Меми (Хайпăç районĕ) — Кӳлпуç, Малое Русаково (çав районтанах) — Имелпуç, Бурцево (Теччĕ районĕнче пулнă) — Пурччав............

 

Agabazar (2015-10-16 11:16:57):

Адав-Тулумбаево (ĕлĕк Сиушево тени те пулнă) Пăва районĕ) — Сивĕш, Старое Тябердино (Хайпăç районĕ) — Терпит (Большое Тябердино) — ахăртнех, Аслă Терпит пулĕ...

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: