Пурнăç юмах мар
Алешăпа уйрăлнăранпа самай вăхăт иртрĕ пулин те пурнăçĕ питех улшăнмарĕ Аньăн. Тĕпренчĕкĕ ыйхă витĕр нăйкăшса илсенех ура çине тăчĕ вăл. Сасă кăлармасăр ачин кравачĕ патне пырса утиялĕпе минтерне тирпейлерĕ, пĕчĕкскере ачашшăн лăпкаса илчĕ, унтан хăй вырăнĕ çинче вăрахчен куç хупмасăр выртрĕ. Тĕрлĕ шухăш явăнать пуçра. Ир енне тĕлĕрсе кайнă пек пулчĕ, анчах пурпĕр çывăрма май килмерĕ – ĕçе пуçтарăнмалла. Пуçра вара чан çапаççĕ тейĕн, ян-н-н илтĕнет сасă. Те шăннăран çавăн пек? «Каçхине пит çăмартисем те пĕçерсе тăратчĕç мар-и?» – тăнлавĕсене сăтăрса шухăшларĕ Аня. Унтан Ксюшăн кравачĕ патне çывхарчĕ. Тутлăн çывăрать хĕр ача, вăратма та шел.
– Анне, ир çитрĕ те-им? – пăшăлтатрĕ çав самантра тĕпренчĕкĕ ыйхă витĕр.
– Ăхă. Шкула пуçтарăнма вăхăт,– хуравларĕ вăл ăшшăн.
Аня Ксюшăна тумлантарчĕ. «Юрать хăть кутăнлашмасть ытти ачасем пек»,– хăйне хăй йăпатрĕ хĕрарăм. Телевизорпа диктор çанталăкпа паллаштарни илтĕнет: «Вунă градус сивĕ, çурçĕр енчен лăпкă çил. Кăнтăрла юр çума пултарать». Ирхи апат хыççăн Аня нимĕн те манса юлмасть-ши тесе Ксюшăн портфельне пăхрĕ. Унтан кĕрĕк тӳмисене тӳмеленĕ хушăра шкулта ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ пулассине аса илчĕ: «Мастертан ыйтса иртерех ĕçрен тухмалла»,– сасăпах каларĕ хĕрарăм.
Акă вĕсем урама тухрĕç, диктор каланă пек лăпкă мар çанталăк, сивĕ çил алхасать. Аня хĕрĕн шарфне çӳлерех çĕклерĕ. Çиллĕ çанталăка пăхмасăр дворниксем подъезд çывăхĕнчи çулсене юртан тасатаççĕ. Аня таврана сăнанă хушăра ун-кун кантăксенче çутă асăрхарĕ, ĕçе хатĕрленеççĕ ĕнтĕ çынсем. Теприсем вĕсем пекех васкавлăн чарăнусем патнелле утаççĕ.
Пĕшкĕнерех пынăран Аня палламан çынпа кăшт çеç çапăнатчĕ. Куçĕсем самантлăха кăна тĕл пулчĕç, анчах та Аня чĕринче темĕнле хумхану çуралчĕ, сывлăш пӳлĕнчĕ. Арçын ăшшăн пăхрĕ ун çине. Куçĕнче... юрату, çепĕçлĕх. Çук çав, яланах тĕл пулмаççĕ çавăн йышши арçынсем. Аня шак хытса тăчĕ, арçын каçару ыйтнине те илтмесĕрех юлчĕ. Сасартăк, вунă градус сивĕре те ăна шăрăх пек туйăнчĕ.
Арçын иртсе кайрĕ, Аня вара çаплах пĕр хускалайми хытса тăчĕ.
– Анне, эпир кама-тăр кĕтетпĕр-и?– хĕрĕ кĕрĕк çаннинчен туртни кăна Аньăна тăна кĕртрĕ.
– Мĕскер? Çук, çук, хĕрĕм, – аса илсе хирĕç чĕнчĕ амăшĕ.
Часах акă, амăшĕпе хĕрĕ шкула çитрĕç те алăк уçса шалалла иртрĕç.
– Ырă кун пултăр, хĕрĕм,– çав самантра сывлăх сунчĕ Фая аппа уборщица.
– Ырă кун, Фая аппа,– хуллен тавăрчĕ Аня.
– Хĕн пулĕ сана, хĕрĕм,– шеллесе тăсрĕ сăмаха Фая аппа, вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕн пурнăçне пĕлсе тăраканскер.
– Çăмăлах мар ĕнтĕ,– килĕшрĕ Аня.
– Хĕр ачу санăн ыр кăмăллă,– калаçăва урăххи çине пăрма тăрăшрĕ Фая аппа. Çавах упăшки пирки кăсăкланмасăр чăтаймарĕ хăй.– Алешка килкелет-и?
– Хăш чухне,– кăмăлсăррăн хуравларĕ, ăшĕнче капланса çитнĕ кăмăлне çăмăллатас терĕ пулĕ Аня. – Ĕçсен килкелет...
–Аня, пурнăç вĕт тĕрлĕрен килет, ахальтенех каламан пулĕ кашни çветтуйăн иртнĕ пурнăçĕ пур, çылăхлин – пуласлăхĕ тесе...
– Çаплине çапла. Анчах уйрăлнăранпа ăна пĕртте уррине курман эпĕ. Ĕçкине те чăтаттăм-тăр, пилĕк çулта хăть пĕр кун ĕçленĕ пулсан. Çавах хăйне атте теме пăхать,– чăтаймарĕ Аня.
– Мĕнех, тĕрĕс ĕнтĕ. Аня, эсĕ илĕртӳллĕ, сăпайлă, çамрăк, ĕçрен те пăрăнса çӳрен теекен çук. Хăвăн телейне тĕл пулатăнах. Турă пӳрни çитмен пулĕ-ха,– вĕçлерĕ сăмахне Фая аппа.
Аня Ксюшăна хăварса трамвай чарăнăвĕ тĕлне васкарĕ. Пурпĕрех кăшт каярах çитрĕ вăл, ĕçтешсем ĕçе пуçăннăччĕ ĕнтĕ. Аня ĕçри тумне хăвăрт тăхăнчĕ те киçтĕкпе сăрă йăтса иккĕмĕш хута хăпарчĕ. Ĕçтешĕсене сывлăх сунчĕ. Ӳпкелемеççĕ-ши тесе шикленчĕ, анчах нихăшĕн те куçĕнче çавнашкал туйăм палăрмарĕ. Никамшăн та вăрттăнлăх мар Аньăн пурнăçĕ.
Косынкине тирпейлĕн çыхрĕ те ĕçе тытăнчĕ вăл. Хĕрсе ĕçленĕрен мастер çывхарнине те асăрхамасăрах юлчĕ. Арçын пурне те сывлăх сунчĕ, лайăх ĕçшĕн мухтаса та илчĕ. Аня çав вăхăтра шкулти пуху çинчен аса илчĕ.
– Сергей Иванович!– кăшкăрчĕ вăл. – Манăн паян шкулта ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ, иртерех кайма юрать-и?
– Кайăн,– çур сăмахранах ăнланчĕ ăна мастер. – Çапах каяс умĕн тепре асăрхаттарăн...
– Тавах,– йăл кулчĕ Аня. Кăнтăрла çитеспе унăн пуçĕ çурăлса тухас пек ыратма тытăнчĕ. Тăватă çул ĕнтĕ çак ĕçре тăрăшать вăл, çапах сăрă шăршине ниепле те хăнăхса çитеймест. Тепĕр ĕçе куçма май çук. Пĕчĕк хулара лайăх шалуллă ĕç тупма хĕн çав ĕнтĕ, унăн вара хĕрне ӳстермелле, хăй те çамрăк-ха. Ĕçри коллектив пĕр чăмăр тесе калаççĕ-ха, анчах пурнăçра кăшт урăхларах килсе тухать. Çынсем, çăлтăрсем пекех пĕр-пĕринчен инçе. Пĕри кăна йăпатать Аньăна – Ксюша, хăйĕн тĕпренчĕкĕ. Малтанхи кунсенче пепке çумне выртса макăрнă самантсене халĕ вăл йăл кулса кăна аса илет. Анне туйăмĕпе нимĕн те танлашаймасть çав ку тĕнчере. Пепкине аса илсенех чун-чĕре савăнать, пурăнма та çăмăлрах пек туйăнать.
Кăнтăрлахи апат хыççăн Аня çĕнĕ вырăна куçрĕ. Валя ăна пулăшма килĕшрĕ. Аньăпа танлаштарсан Валя тулли питлĕскер, кĕлетки те самай сарлакарах. Те çавăнпах пуль, ĕçре вăл мăранрах.
Ĕçе пуçăннăччĕ кăна-ха, Валя сасси илтĕнчĕ те:
– Аня, каçхине сан мĕнлерах плансем? Тен, пĕрер çĕре каятпăр, мĕнлерех?
Пĕрер çĕре... Аня юлашки хут хăй çын çине хăçан тухнине те аса илеймест. Мĕнпур пушă вăхăта кил таврашри ĕç, Ксюша йышăнать.
– Çук, Валя, пулмасть. Манăн шкула пухăва каймалла. Ксюшăна та никампа хăварма çук,– сăмаха пăрма пăхрĕ Аня.
– Кӳршĕсем вара? Хăварма пулмасть-и, тен?
– Лайăх мар, Валя, тата каçхине кĕпе-йĕм çукаласшăнччĕ.
– Ĕлкĕретĕн. Капла хăвăн çинчен хăçан шухăшлатăн?
– Хам çинчен?– Аня пĕр саманта шăпланчĕ. Чăнах та пурне те пулăшма тăрăшать вăл, хăй валли вара вăхăт çукпа пĕрех. Вăл çирĕм улттăра кăна вĕт-ха. – Манăн ĕçе вара кам ĕçлет?
– Хăвăнне хăв пĕлетĕн ĕнтĕ. Сăмах май, Вадим санпа питĕ кăсăкланнăччĕ унччен. Салам калама хушрĕ.
Вадима аса илсен куç умне тӳрех йĕркеллĕ çамрăк каччă сăнарĕ тухрĕ. Енчен те Валя аса илтермен пулсан манăçатчĕ те. Юлашки хут икĕ çул каярах темĕнле уявра тĕл пулнăччĕ вĕсем.
Валя вара малаллах калаçрĕ:
– Мĕнлерех пурăнать, унăн кам-тăр пур-и тет. Питĕ те кăмăлне кайнă пулас эсĕ ăна. Вăт кама качча тухмаллаччĕ санăн, алă çинче кăна йăтса çӳретчĕ. Эсĕ вара ĕçкĕçе тухрăн та, халĕ ак нушаланатăн...
Аня, шухăша путнăскер, Вальăн сăмахĕсене хăлхана чикмесĕрех ирттерсе ячĕ. Чĕре вара Вадим пирки шухăшлама, аса илтерме хистерĕ. Вадим вĕт ăна чăннипе те кăмăллатчĕ, саватчĕ. Енчен те...
Кĕрхи сулхăн каçчĕ ун чухне. Тома, Аньăн çывăх тантăшĕ, дискотекăна кайма чĕнчĕ. Дискотекăна мар, çуралнă куна кайрĕç вĕсем. Аня каялла çаврăнма та шутланăччĕ, анчах ыттисенчен юлас темерĕ. Алешăпа темĕнле тĕлсĕрле пулса тухрĕ. Пĕр класра вĕреннĕ пулсан та килĕшсех каймастчĕ вăл ăна. Хальхинче те Тома ертсе кайман-тăк, нимĕн те пулас çукчĕ-ши? Уяв вĕçленсен хăнасем саланса пĕтнĕччĕ, Алеша Аньăна килне ăсатма пулчĕ. Каç тĕттĕм пулнăран, хĕр килĕшрĕ. Пĕлес пулсан... Подъездра Алеша вăйпа тенĕ пек хĕре тутинчен чуп турĕ.
Çавна аса илсен, Аня халĕ те ӳт-пӳ тăрăх вĕри чупнине туйса, çӳçенсе илчĕ. Ун чухне вара хумханнăран йăлтах пуçне çухатрĕ. Алешка вара самантпа усă курмасăр юлмарĕ. Анчах мĕн пулмалли пулнă ĕнтĕ.
Алешăпа пĕрлешрĕç, часах Ксюша çуралчĕ. Анчах телейлĕ пурнăç пӳрмерĕ вĕсене шăпа. Çитменнине упăшки ĕçке ерчĕ, кашни кун харкашу, хирĕçӳ... Пĕррехинче Аня Ксюшăна йăтса пăрахса кайрĕ...
Шухăш авăрне путнăран вăхăт иртнине те сисмерĕ хĕрарăм, кăнтăрла хыççăн виççĕ те çитсе кайнă иккен.
– Валя, эпĕ кайрăм,– унтан хуравласса кĕтмесĕрех Аня раздевалкăна васкавлăн утрĕ.
Унта вăл тумне ылмаштарса тăхăнчĕ те урама тухрĕ. Уçă та сивĕ сывлăш кăкăра тулса пуçне çавăрчĕ унăнне. Çамрăк хĕрарăм утăм тума шикленсе тăхтаса тăчĕ. Çĕнĕ юр йĕрсене хупланă, йĕри-тавра юмахри пек шап-шурă та илемлĕ. Аня çула май лавккана кĕрсе тухас терĕ. Унта çапса хĕснĕ пек çын. Черетре аран тăрса хăйне мĕн кирлине туянчĕ вăл. Килте васкаса шкула пуçтарăнчĕ.
Ксюша тепĕр хут та астутарчĕ пуху пирки.
Кунĕпе ĕшеннине халĕ çеç туйса илчĕ вăл. Тумĕпех кравать çине йăванса ирччен пĕр вăранмасăр çывăрас килчĕ. Анчах вăхăчĕ çук çав: каçхи апат хатĕрлемелле, пухăва каймалла, унтан килте тум-юм чӳхемелле.
Вăл киле таврăннă çĕре Ксюша лăпкăн çывăратчĕ ĕнтĕ. Аня ĕçсене вĕçлерĕ те ваннăна шыв тултарчĕ. Пĕтĕм чунтан киленсе шыва кĕчĕ. Халĕ, çак самантра, хăйне вун ултă çулхи пек туйрĕ вăл. Ĕмĕре пĕччен ирттермелле мар текен шухăш та пуçа кĕчĕ. Нивушлĕ малалла та çакăн пек пурăнмалла? Мĕншĕн пурнăçри пĕртен-пĕр йăнăшшăн виличчен нуша курмалла? Пулмалла мар вĕт ун пек! Пурнăçĕ малалла та çавăн пек пĕччен иртессине Аньăн ĕненес килмерĕ. Ара, чунра темскер часах йăлтах улшăнасса, çĕнĕ, телейлĕ пурнăç тытăнасса систерет-çке. Принц мар, мул енчен пуян çын та кĕтмест вăл. Аньăна йĕркеллĕ, шанчăклă, йывăр самантсенче çумра пулакан, йăпатма пултаракан çын кирлĕ. Аньăн юнашар хăй пекех тăр пĕччен, телейшĕн çунакан арçын çӳренине шанас килчĕ. Кăшт кăна кĕтмелле, унтан тĕлĕнтермĕш пулса иртет, вĕсем тĕл пулаççех...
Ваннăран тухнă çĕре ĕмĕчĕ те сирĕлчĕ ĕнтĕ унăн, çапах та пурпĕрех хăйне телейлĕ туйрĕ, мĕншĕн тесен унăн савăнăçĕ, тĕпренчĕкĕ – Ксюша – пур.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...