Манăн пурнăç
Аттеçĕм пулнă ман Юман, —
Паллах, ку ăнсăртран пулман.
Асаттепе ыр асанне
Чунтан юратнă ывăлне.
Юман пек — пурăнтăр пин çул,
Тесе çапла ят хунă пуль.
Анчах шутланă пек пулман, —
Ир хăрнă ман атте-юман.
Пач пулса тухнă урăхла —
Кĕç шĕкĕ çинĕ хурахла.
Кăра çил хуçнă силлесе,
Ăна тăман вăл шеллесе.
Аттеçĕм хăрнă вăхăтсăр, —
Пире хăварнă хăтлăхсăр.
Шăллăмпала мана анне
Пĕччен кăларчĕ çул çине.
Ай-хай тумхахлăччĕ çав çул,
Суратчĕ чун, ыратчĕ хул.
Мана, айван юманккана,
Тӳсме тивмерĕ мĕн кăна!
Анне те кĕчĕ час çĕре
Эпир ача чухнех, эре.
Çапах пурте начар пулман,
Ыйткалама тухса кайман.
Совет Союзĕ пулчĕ кил,
Ӳстерчĕ вăл, вăл пачĕ пил.
Çапла шăллăмпала мана
Çынна кăларчĕ. Тав ăна!
Тĕл пулчĕ Петĕр Хусанкай, —
Мĕтри Юман пек ӳссе кай, —
Тесе пиллерĕ вăл мана,
Поэзири çĕн Юмана.
Атте пек пăхрĕ ман çине,
Эп туйрăм сиплĕ ăшшине,
Ӳсес чухне, кĕтмен çĕртен,
Кĕç ӳкрĕм çĕр çине çӳлтен.
Хуран капланчĕ пĕлĕт пек,
Шуратрĕ яш пуçа элек.
Тĕп чăваш ячĕ — Юман ят
Пуç çине ячĕ хăямат.
Тĕл пулчĕ ман тĕле те мур,
Пĕр шĕкĕ, вăл кăтартрĕ хур.
Эп пултăм хуçăлнă турат —
Такам юри ура хурать.
Çавăнпала ăнмарĕ ĕç,
Хăрсах лараттăм пуль кĕç-вĕç
Ыр çын тĕлне пулман пулсан...
Çапла вăл пурнăç ăнмасан.
Çапах шанатпăр-ха ырра,
Тӳссе те хурапа шурра.
Этем пиçет кĕрешӳре, —
Ансат аваймĕç-ха пире.
Çав шанчăк вăй парать мана,
Поэзири çĕн Юмана.
Çĕнни те ĕмĕр çĕнĕ мар, —
Куратăр, тек эп хунав мар,
Тен, çитрĕм пулĕ кивелсе,
Юррăмсене кĕвĕлесе?
Ларасчĕ-ха тĕрĕс-тĕкел,
Тăкасчĕ кĕр енне йĕкел.
Юлашкинчен çакна калар:
Ĕç манăн кивĕ ятра мар,
Ешертĕр пин-пин çул вăрман
Чăваш юманлăхĕ ялан.
Чăваш Юманĕ — сумлă ят,
Унра пур шанчăклă хăват.
Вăл пур чухне — чăваш ыр-сыв,
Кал-кал сывлать Тăван çĕршыв,
Ман халăх çирĕп пултăрах,
Юман пек — пурăнтăр вăрах
Анчах шăпа вăл тĕрлĕрен, —
Пуласчĕ сыхă шĕкĕрен.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...
I recently cast-off this area to identif...
hello, Here’s something great: &...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...