Саншăнах
Юрă пек, юмах пек Шупашкарăн
Çăкисем çеçке çурнă чухне
Эп çеçке пулмашкăн шухăшларам,
Юрату лартмасть-ши çеçкене!
Юрă пек, юмах пек Шупашкарăн
Пикисем вăййа тухнă чухне:
Санпала сăмах эп тупаймарăм,
Юратăвăн вутлă сăмахне.
Юрă пек, юмах пек Шупашкарăн
Каччисем ташша çапнă чухне
Ман ташша-тĕрре эс кураймарăн,
Юратăвăн вутлă ташшине.
Юрă пек, юмах пек Шупашкарăн
Пикисем юрра янă чухне
Саншăнах эп юрăсем юрларăм,
Юратăвăн вутлă юррине.
Юрă пек, юмах пек Шупашкарăн
Çăкисем çеçке çурнă чухне
Эп çеçке пулмашкăн шухăшларăм,
Юррăмпа эп лартăм çеçкене.
sveta220177 (2012-10-02 22:52:40):
Пите килешре. Юра тума юрать-ши?
Лĕпĕшпи (2012-10-03 23:14:09):
Чун юрласан юрă хăех çуралать.