Шупашкарăн лăпкă каçĕсем


Ахальтен сире хĕрсем савман пуль,

Ахальтен савман пуль каччăсем.

Çамрăк чух кам ыйăхне татман пуль

Шупашкарăн лăпкă каçĕсем.

 

Шăпчăксем каçхи вăййа тухсассăн,

Шапчăксем савсассăн пĕр-пĕрне,

Шăпчăк пек çав юрă юрласассăн,

Кам тупмасть пуль хăйĕн шăпчăкне.

 

Çамраксем те пĕр-пĕрне саваççĕ —

Пĕр пек мар-ши пирĕн ĕмĕтсем.

Саншăн çеç саркайăксем юрлаççĕ,

Чечеке лараççĕ çĕмĕртсем.

 

Çăлтăрсем пиншер шăрçа тăкаççĕ,

Ма хитре-ши Атăл каçĕсем?

Куç илмесĕр сан çине пăхеççĕ,

Салтакран тин килнĕ каччăсем.

 

Ахальтен сире хĕрсем савман пуль,

Ахальтен савман пуль каччăсем.

Çамрăк чух кам ыйăхне татман пуль

Шупашкарăн лăпкă каçĕсем.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Вадим (2016-12-11 16:07:08):

Чăваш радио çук халĕ пирĕн. Мĕнле тимлĕн итлеттĕмĕр эпир радиопа пыракан спектакльсене, çакăн пек манăçми юрăсене!

 

Agabazar (2016-12-13 11:36:43):

Интернетра итлеме май çук-им?

 

Слава (2016-12-13 12:10:51):

Радио кана мар,челхе те петсе пырать.

 

Галина (2016-12-16 16:12:03):

Упăшка радио-техникăна ăнланать те, ир тăнă-тăман тулта радио чикет,çăвĕпех чăваш радионе янраттарса ларать. Хăй пăрăнсан тӳрех сӳнтерсе вăрçтаратăп вара, çынсен тен ирех вăранс килмест.Çав хушăрах тепĕр радионе итлеймместĕн вара. Хам усă курма пĕлместĕп, вăл тепĕр каналне ярать...Анчах ĕçлеме пуçласан ку радиора мĕн чухлĕ ачалăхри юрăсем янрататчĕç: Нарт-нарт кăвакалтан пуçласа, Пирĕн ёлка питĕ капăр юрăсем таранах. Урташăн сăввисем яланах чуна пырса тивеççĕ, ку юрă та çамрăклăха аса илтерет... Ăçта тата хăш вăхăтра тарса пытантăн эсĕ, çамрăклăх?

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

СССССС (2016-12-24 11:57:05):

чăвшла аудио халапсем шыратăп, анчах никаçта та çук

 

СССССС (2016-12-24 11:57:37):

чăвшла аудио халапсем шыратăп, анчах никаçта та çук

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: