Ахальтен сире хĕрсем савман пуль,
Ахальтен савман пуль каччăсем.
Çамрăк чух кам ыйăхне татман пуль
Шупашкарăн лăпкă каçĕсем.
Шăпчăксем каçхи вăййа тухсассăн,
Шапчăксем савсассăн пĕр-пĕрне,
Шăпчăк пек çав юрă юрласассăн,
Кам тупмасть пуль хăйĕн шăпчăкне.
Çамраксем те пĕр-пĕрне саваççĕ —
Пĕр пек мар-ши пирĕн ĕмĕтсем.
Саншăн çеç саркайăксем юрлаççĕ,
Чечеке лараççĕ çĕмĕртсем.
Çăлтăрсем пиншер шăрçа тăкаççĕ,
Ма хитре-ши Атăл каçĕсем?
Куç илмесĕр сан çине пăхеççĕ,
Салтакран тин килнĕ каччăсем.
Ахальтен сире хĕрсем савман пуль,
Ахальтен савман пуль каччăсем.
Çамрăк чух кам ыйăхне татман пуль
Шупашкарăн лăпкă каçĕсем.