Асамлă тĕнче


Çĕр çинче амăшĕпе ывăлĕ пурăннă. Амăшĕ Укçине, ывăлĕ Петĕр ятлă пулнă. Вĕсем питĕ чухăн пурăннă. Тăраниччен çăкăр та çисе курман Петĕр. Пӳрчĕ-çурчĕ те начар пулнă вĕсен. Çитменнине тата Укçине чирлесе каять, вырăн çинчен те тăрайми пулать. Унăн пĕртен-пĕр ывăлĕ кулянмаллипех кулянать. Нимĕн тума аптранипе Петĕр кӳршĕ урамри Кулине карчăк патне каять, амăшĕ йывăр чирлесе ӳкни çинчен каласа парать.

─ Çӳлте-çӳлте, пĕлĕт çинче ытарайми тутлă шăршăллă, питĕ усăллă курăк ӳсет. Унта пурăнакансем те питĕ ырă чунлă, кăмăллă — кирек кама та пулăшма хатĕр. Çав асамлă тĕнчерен илсе килнĕ курăка вĕретсе аннӳне ĕçтерсен — самантрах сывалать.

Ăслă та тарават карчăкпа калаçнă хыççăн Петĕр тарăн шухăша путать. Уншăн урăх тĕнчене кайса килесси вăл йывăр та асаплă вĕт-ха. Анчах та ырă шухăш çĕнтерет — унăн амăшне хăрушă чир аллинчен хăтармаллах. Пĕччен тухса кайма шиклентерет ăна, çавăнпа та вăл хăйĕн çывăх тусĕпе калаçса пăхать. Микулая нумай ăнлантарма кирлĕ мар иккен, вăл тӳрех тусĕпе килĕшет.

Тепĕр кунне ирпе ирех Петĕрпе Микулай çула тухрĕç, хутаçа пĕр çавра çăкăр чикрĕç. Çула май вĕсем Кулине карчăк патне кĕрсе тухрĕç. Ватă çын вĕсене çитес çĕре еплерех çитсе килмеллине питĕ лайăх ăнлантарса пачĕ. Туссем карчăка тав турĕç те малалла утрĕç. Кайсан-кайсан вĕсем вăрмана çитрĕç. Çӳлелле пăхса ĕмĕтленсе пынă вăхăтра вĕсен умне пĕр çутă çаврашка анса ларчĕ те, алăкĕ яриех уçăлса кайрĕ. Петĕрпе Микулай нумай шутласа тăмарĕç — кĕчĕç те ларчĕç. Пăхаççĕ — никам та çук, кнопкăсем çеç çутатса тăраççĕ. Петĕр пĕр пысăкрах кнопки çине пусрĕ те — çутă çаврашка çӳлелле вĕçсе хăпарса кайрĕ. Нумай та каймарĕç — чарăнса та ларчĕç. Çаврашка ăшĕнчен тухрĕç те шĕвĕр çутă тăрăллă пӳрте кĕрсе кайрĕç. Унта шурă сухаллă старик ларать. Вăл ачасенчен мĕн шухăшпа килнине ыйтса пĕлчĕ. Курăк çинчен илтсенех ватă çын Петĕрпе Микулая хăй пахчине илсе тухрĕ, асамлă чечек татса пачĕ. Петĕр ниçта кайса кĕрейми савăнса кайрĕ. Амăшĕнчен хаклă çын çук-çке уншăн тĕнчере.

Старик инçетрен килнĕ хăнасене тĕрлĕ курăкран вĕретнĕ тутлă шыв ĕçтерчĕ. Ачасене вăй кĕнĕ пек туйăнчĕ. Вĕсем çак ырă кăмăллă çынна кучченеç — пĕр çавра çăкăр пачĕç, тав турĕç те каялла кайма тухрĕç. Пăхаççĕ — хăйсем ларса килнĕ çутă çаврашка курăнмасть. Ăçталла куç курать, çавăнталла утаççĕ вĕсем. Кайсан-кайсан канма шутлаççĕ. Вĕсен умĕнче тунката евĕр икĕ пукан ларать. Петĕр ларма çеç хатĕрленнĕччĕ — чăнкăр-чăнкăр сасă илтĕнсе кайрĕ. Пуканпа юнашар укçа хутаççи выртать иккен. Ку — çак асамлă тĕнчери тепĕр телей пекех туйăнчĕ вĕсене. Тĕлĕнтермĕш курăк пур, укçа пур — киле çеç йĕркеллĕ çитсе ӳкесчĕ.

Петĕрпе Микулайăн ывăнни те иртсе кайрĕ. Вĕсем укçа хутаççине илчĕç те малалла уттарчĕç. Нумай утрĕç-и, сахал-и — каллех куç умне çутă çаврашка килсе чарăнчĕ. Ачасем савăнсах кайрĕç. Мĕнле савăнмăн-ха, вĕсен часрах киле çитмелле.

Киле çитсен Петĕр асамлă курăка амăшне тыттарчĕ. Амăшĕ ăна çепĕççĕн тытса çавăркаласа пăхрĕ, шыва ярса вĕретсе ĕçрĕ те, чир-чĕр çавăнтах сирĕлчĕ. Петĕрпе Микулай асамлă тĕнчерен илсе килнĕ укçана ял çыннисене те валеçсе пачĕç. Петĕр хăйĕн кил-çуртне юсаса çĕнетрĕ. Амăшĕ валли капăр çи-пуç туянса пачĕ. Апат та тăраниччен çиме пуçларĕ. «Çӳлти тĕнчере ырă вăйсем пурăнаççĕ, вĕсен ырлăхĕ çĕр çинчи çынсене те лекет», — тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Илемпи (2008-11-27 18:47:53):

Çакăн пек чуна пырса тивекен хайлав пысăк хака тивĕçлĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Admin (2008-12-01 18:52:34):

Калавĕ ытла типĕ пулса тухнă. 7-мĕш клас ачи çак хайлава анлăрах та уçса пама пултарĕччĕ пулĕ — çутă çаврашка мĕнле тĕллевпе вĕсен çулĕ çине лекнĕ? Укçи ăçтан тупăннă?

Хайлавра чухăн пурнăçа укçа тупнипе мар, тăрăшса ĕçленипе çĕнтернине уçса парсан лайăх пулĕччĕ. Ăнсăртран укçа тупса пуясси пирки кахал çеç ĕмĕтленет.

Хальхинче мар пулсан, тепрехинче вырăн лекех пулĕ. Малалла тăрăшса вĕренмелле çеç.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: ăшах

 

Илемпи (2008-12-01 23:17:12):

Хисеплĕ Админ юлташ! Ача вăл писатель мар. Унăн ĕçне критик куçĕпе мар, вĕрентекен тата ăс паракан юлташ куçĕпе пăхмалла. Хайлав çырса ярса панăшăн тав тумалла, ырă сăмах каласа малалла çырас кăмăлне çĕклемелле. Тăрăшнă вĕсем. Тăрăшакан ачана вара хурламаççĕ, мухтаççĕ çеç.

 

Admin (2008-12-02 09:00:03):

Паллах, çыравçă мар. Анчах та ман 60 ĕç хушшинче 6 (1-мĕш валли 1 вырăн, 2-мĕш вырăна - 2 ĕç, 3-мĕш вырăна — 3 ĕç лекĕ) чи лайăх ĕçе тупмалла-çке. Пурте маттур! Анчах пурне те вырăн лекеймест çав.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: