Уйăх çинче утă пуçтарни


Пĕррехинче çуллахи каç уйăх çине вĕçсе кайса утă пухрăмăр. Манăн пичче Дима тата унăн юлташĕсем Петя тата Андрей асамлă лашасене кӳлчĕç. Вĕсем кӳлнĕ лашасем Венера, Юпитер тата Сатурн, шупка кăвак тĕслĕ çилхисем, хăйсем шурă тĕслĕ. Çамкисем çинче вăрăм мăйракисем. Мăйракисене тĕрлĕрен тĕслĕ хаклă чулсемпе илемлетнĕ.

Эпир пурте пĕрле хамăр карета çине пуçтарăнса лартăмăр. Манăн пичче Дима мĕнле туртрĕ, пирĕн урхамахсем вырăнтан тапăртатса тăнă хыççăн тапса сиксе, вĕçсе кайрĕç уйăх çинелле.

Утă уйне вĕçсе çитсен манăн пичче тата унăн юлташĕсем утă пухма пуçларĕç. Эпĕ хамăн асаннепе улăх тăрăх курса çӳреме пуçларăмăр. Унта эпир пĕччен, тăлăххăн ӳсекен кăвар пек хĕрлĕ чечеке куртăмăр. Чечекĕн туни çип çинче, пĕртак çил вĕрсен çĕре çити пуçне усса хăйĕн хĕрлĕ тусанĕсене çĕре сапать. Эпĕ асăрханса чечеке татрăм та Эпир асаннепе пиччесем патне кайрăмăр.

Каялла кайнă чухне эпĕ манăн чечек шанма пуçланине асăрхарăм, вăл шыв çитменнипе шанать пуль терĕм.

Тепĕр темиçе кунтан манăн килти чечек вырăнне уйăх çинчи кăвар тĕслĕ чечек ӳссе ларнине куртăм. Вăл чечек тата хитререх, хăйĕн тавралла тĕрлĕ тĕслĕ хĕлхемсем сапса ларать.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-11-22 21:59:05):

«...тата унăн юлташĕсем Петя тата Андрей...» — кунта «тата» татăк ытла нумай. «Петя тата Андрей» теес вырăнне «Петăпа Андрей» теме пулĕччĕ. Иккĕмĕш предложенире «лаша», тепринче каллех «лаша». Виççĕмĕшĕнче «ятлă» сăмаха сиктерсе хăварнă пулас — тӳрех ăнланма йывăр.

Карета çине лармаççĕ, ăшне лараççĕ :).

«Чечекĕн туни çип çинче» — кунта çип-çинçе пулмалла пулнă пулĕ.

Пĕтĕмĕшле каласан: хула ачи çырни лайăх, анчах та ни чĕлхи илемлĕ мар, ни шухăшĕ палăрмасть. Малалла вĕренеспĕт (вĕренмелле).

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемсĕр | Шухăшĕ: вăйсăр | Содержанийĕ: ăшах

 

Энтри (2008-11-22 22:04:25):

Ачи малтан вырăсла çырнă, кайран чăвашла куçарнă пулас. Çавăнпа та пулса пĕтмен.

 

Vyacheslavna (2008-11-27 19:11:30):

Конкурса хутшăнни паттăрла утăм.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: