О, савнă тусăм
Авланас килет.
Çак шутпа эп мĕн кăна туман-ши? Мĕн кăна шутласа кăларман-ши? Кам кăна пулман-ши?
Çав шутпах пĕррехинче эп танкист пулса та куртăм. Ох, тетĕп, танк, тетĕп, çав тери вăйлă вăл, тетĕп. Атăл урлă та çаплах ишсе каçма пулать унпа, тетĕп.
— Паром çине лартсассăн-и? — терĕ çумра утса пыракан çавра питлĕ хĕр.
— Как так? — тетĕп. — Вăл вĕт танк!..
— Пĕлетĕп, — терĕ хĕр. — Эпĕ трактористка. Танк мĕнлине те пĕлетĕп.
Унпа эп урăх калаçмарăм. Тепрехинче тепĕр хĕр умĕнче летчик пулса пăхрăм. Эх, тетĕп, аэроплан, тетĕп, ун çине ларса курман пулĕ-ха эс?
— Ун çине ларман, ăшне кĕрсе ларнă, — терĕ хĕр. — Эпĕ хам летчица. Производствăри ĕçрен уйрăлмасăр вĕренсе тухрăм.
Урăх калаçмарăм. Тепрехинче артиллерист пултăм.
— О-о-оййй! — терĕ хĕр. Кăвакарчăн пек вăл йăлтăртатрĕ. Чĕкеç пек чĕвĕлтетрĕ. Куçĕсене култарчĕ. Ак халех вăл манăн ытама кĕрсе ӳкĕ тесе хавхаланса тăратăп. — Пыр-ха, — терĕ хĕр. — Кĕçĕр пыр-ха ман патăма. Килех пыр...
Хĕр парса хăварнă адрес тăрăх каç пулнă-пулманах тухса суллантăм. Çитрĕм. Хĕр мана калама çук хавасланса, ăшă ыйхăран та ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Килте хăйсĕр пуçне никам та кансĕрлекен çукки çинчен пĕлтерчĕ.
— Апла пулсассăн питĕ те хавас сирĕн килте хăна пулмашкăн, — тесе пуç тайрăм унăн умĕнче. — Ят мĕнле сирĕн?
Ятне вăл каларĕ. Хамăнне те каларăм.
— Питĕ хавас, Петĕр, — терĕ вăл. Артиллеристсене эпĕ питĕ юрататăп.
— Сана та, — терĕм эпĕ. — Мĕнле-ха сан пек хĕре юратмăн. Пĕр питӳ çинче хĕвел, теприн çинче уйăх ялкăшать вĕт.
— Икĕпитлĕ-им эпĕ? — терĕ хĕр. — Çук. Двурушник мар эп. Кăшт йĕркеллĕрех калаç-ха. Эсĕ, темĕнле, поэтсем пек калаçатăн.
— Поэтсем! Поэтсем йĕркеллĕ çынсем мар-и вара саншăн?
— Пĕлместĕп, — терĕ хĕр. — Хăйсене куçкĕретĕнех курса калаçман эп. Анчах сăввисем... Темле шутпа çырнă сăвăсем вĕсем. Акă эпĕ кăçал темĕн чухлĕ сăвă вуларăм. Авторĕсем çамрăкскерсем пулас. Халиччен палăрсах кайман вăл ятсем. Альбор, Кăвик, Ястран, Орликов, Дахваран, Тимушвеев, Егоров, Палка, Халкай, Анкай тесе алă пусаççĕ. Пурте тенĕ пек хĕрсем çинчен çыраççĕ. Телейлĕ те савăнăçлă пурнăçа хĕрсене юратни урлă çеç кураççĕ...
Эпĕ нимĕн чĕнмесĕр ун çине шăтарас пек пăхса ларатăп. Хĕр хавхалансах калаçать. Аллине вăл асăннă çамрăксен кăçал пичетленсе тухнă сăввисен çĕклемне тытнă. Акă, итле-ха, — тет хĕр. — Мĕнле çырать пĕри:
«Эпĕ пăхрăм кантăк витĕр,
Тусăм иртрĕ пуль тесе.
Калас терĕм: савнă тусăм,
Пуплемешкĕн кĕр, тесе».
Ку ĕнтĕ, паллах, кахалскер пуль. Тусĕ патне хăй тухасшăн мар, кантăк витĕр чĕнсе кӳртесшĕн.
Эпĕ чĕнместĕп. Хĕр вулать:
«Тапрĕ сикрĕ, вĕçрĕ урхамах,
Тухчĕ, тухчĕ, сар хĕр, урама!»
Тем тума чĕнет ĕнтĕ. Хăй урхамахпа вĕçтеретĕп, тет. Сар хĕр урама тухса ĕлкĕриччен таçта та «вĕçсе» ӳкме пултарĕ.
Каллех чĕнместĕп. Хĕр вулать:
«Тĕл пулмашкăн эс тухсамччĕ
Кĕрхи сарă вăрмана.
Ăшă сăмахна парсамччĕ
Яланхи пек эс мана.
Вăрманта свидани тăвасшăн. Ну-и чее каччă... Чĕнместĕп. Хĕр вулать:
«Ырлăха та хурлăха —
Тунсăхларăм кутăруçăн
Сансăр эпĕ, хура куçăм!
Кĕтрĕм — эс тухмарăн, тусăм,
Кĕçĕр ешĕл улăха».
Питĕ шел каччине. Çапах хĕрĕ маттур. Ĕçсĕр аптăраса улăхра çĕр каçиччен çил хăваласа çӳрекен çын патне тухиччен тухманни пин хут авантарах.
Эпĕ чĕнместĕп. Хĕр вулать те вулать:
«Юратнă хĕрĕн пурçăн пек кăтри
Ман çурăмра ай вĕлтĕр вĕçнĕ чух,
Хаваслăхпа чăп чăмăр çеç кăкри
Туллин тулса пит хăвăрт тапнă чух —
Чунтан савса яш туслăх куркине
Шалтти ĕçме тăсайĕ ман енне».
Сӳпĕлтĕк мар-и вара çакă? Сăмсине те йĕркеллĕн шăлмалăх çитĕнмен пуль — халех курка йăтса, хĕр çумĕнче мăнаçланса ларасшăн. Юратмастăп ун пек сăвăсене. Юратмастăп ун пек сăвă çыракансене.
«О, савнă тусăм! Санăн кĕвĕре
Çиçетчĕ ĕмĕт, ăшă юрату.
Халь ак ялан ман çамрăк чĕрере
Чечекленет сирень те сан яту».
Капла калани нимех те мар-ха вăл, «юрататăп» тени çеç ниме те пĕлтермест. Мĕншĕн тесен:
«Нихăçан та чунтан савакан
Каламасть: «юрататăп» тесе.
Унсăрах ăнланаççĕ ялан
Пĕр пĕрне савакан чĕресем».
Татах та нумай вуларĕ хĕр. Нумай итлерĕм. Юлашкинчен тӳсеймерĕм. Ыйтрăм.
— Ку сăвăсене вĕт сире, хĕрсене, юрас тесе çырнă. Мĕншĕн хурлатăн эс вĕсене?
— Хурласа каламастăп, — терĕ хĕр. — Йăлăхтарнă вĕсем мана. Пирĕн çинчен çыратпăр теççĕ пулĕ вĕсем. Çук. Эпир вăл сăвăсенче хамăрăн образа курмастпăр. Çавăнпа вуласа тухнă-тухманах манса каятпăр. Ак калăпăр, ĕлĕк Нарсписем нумай пулнă. Вĕсенчен пĕрне илсе К. В. Иванов калама çук вăйлă образ панă. Халĕ çук-им вара пирĕн Нарсписем? Темĕн чухлех. Анчах урăхла — çĕнĕ шухăшлă, паттăр та хăюллă хĕрсем вĕсем: летчиксем, трактористкăсем, инженерсем. Мĕншĕн çырмалла мар вара çавсем çинчен пĕр лайăх поэма?
— Тĕрĕс, — терĕм эпĕ. — Эпĕ хам та çавăн пек хĕр çинчен пĕр пы-ы-ысăк поэма çырасшăн-ха. Сюжетне каласа парам-и?
— Ан кала, — терĕ хĕр. — Итлеместĕп.
— Мĕншĕн?
— Мухтанчăксем çеç сюжетсем каласа çӳреççĕ. Хăйсем ним те çырмаççĕ, çыраймаççĕ те. Пĕр пиллĕк çул ĕлĕкрех Лапшу Çтаппанне тĕл пулнăччĕ эпĕ. Темĕнле тараккан хĕн курса çӳрени çинчен, хĕвел хĕн курни тата сухал хĕн курни çинчен те кĕнекесем çыратăп, тенĕччĕ. Кĕнекесемшĕн договор туса укçа та илтĕм тенĕччĕ. Сюжетне те каланăччĕ. Кĕнекесем халĕ те çук. Пулмаççĕ те вĕсем. Кирлех те мар...
Эпĕ тĕлĕнсе ларатăп. Мĕнле сăмах тупса калаçам-ши ĕнтĕ ку хĕрпе, тесе шутлатăп.
— Эсĕ артиллерист тетĕн, — терĕ хĕр. — Эсĕ мана питĕ кирлĕ çын. Артиллеристсем математикăна питĕ ăста пулаççĕ. Эп хам институтра физикăпа математика факультетĕнче вĕренетĕп. Ыран зачет памалла. Пулăш-ха мана кĕçĕр. Ырă çын пул...
...Тухса шăвăнтăм эп. Хальхи хĕрсене ултавлă сăмахсемпе çавăрма çав тери йывăр иккенне уçăмлăн ăнлантăм. Вĕренмесĕрех танкист е летчик, артиллерист «пулнă» çынсене çеç мар, çӳлте асăннă начар сăвăсен авторĕсене те юратмаççĕ вĕсем. Тĕлĕнмелле. Тата кам «пулса» курам-ши?
Çапла пĕтерчĕ хăйĕн калавне манпа ăнсăртран курнăçса калаçакан Шаклапуç Шăнттарайĕ евĕрлĕ этем.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...