Егорлык хирĕсенче
1919-мĕш çул пирĕн Хĕрлĕ Çар Егорлык станцийĕ патĕнче виç кун хушши Деникин çарĕпе çапăçнă. Егорлык станцийĕ 6 хутчен алран алла кĕрсе тухнă, вара Деникина çав станци патĕнче пĕтĕмпех çĕмĕрсе тăкнă.
1929 çулхине Егорлык станцийĕнче мĕн пур Совет Союзĕпе пĕрремĕш машина-трактор станцийĕ уçнă. Ĕлĕк юн сăрăхнă хирсенче хурçă тракторсем кивĕ пурнăçпа вăрçа тухнă.
Катаран... Катаран... Катаран...
Вĕт кăпшанкăн, хуллен сĕтĕрнеç...
Сасăсем мĕкĕреç тулхăрсах...
Эй, тăхлачă!.. Калаччĕ тархас,
Мĕн шуйттан хатĕри вăл таран
Çĕмĕрет те кĕрет хăлхана?
Каласамччĕ! Йăпăртлăх тăр-ха,
Тек ан утчĕ çĕре пĕкĕрлсе!..
Пĕлтерсемччĕ мана, ват тăхлач,
Ку уйсемшĕн эп ют пĕтĕмпех,
Ку хирсемшĕн — эп ак хăнара!..
Ют чĕлхешĕн эс пулччĕ тăлмач!
Эпĕ килнĕ юмах йĕрĕпе,
Эп йĕрленĕ çулне халапран...
Çĕнĕ çĕр хăй ятне шăнарать,
Хăй сăнне пытарать «халупра»*...
Нумай çул-и?! Ак çак вырăнтах
Çӳресеччĕ хам та сахал мар.
Урлă-пирлĕ каçса нумайччен,
Нумайччен тăпрана варласа.
Çереме чĕр юнпа сăрласа...
Хăш кунсем, хăш каçсем — паллă мар,
Тапăнатчĕç вăйран сырăнсах,
Çапăçсаттăмăр чун тухиччен.
...Юлташсем! Çапăçу паттăрĕсем!..
Хам асран тухайми тăвансем!..
Сахалах-и, çĕре тирĕнтĕр?
Сахалах-и, куçсем чалкăрса
Вилĕм хыпрĕç ăнсăрт çамрăклах?!
Уйсем тăрăх мĕн чул çĕрĕнтĕр?!
Тăкăнса ӳкрĕр миçен йăванса?!
Вут-шарлантăр чĕрлех тамăкра?!
Тăхтасамччĕ, тăхлачă, пĕртик!
...Вĕç-хĕррисĕр выртатчĕ пуш хир...
Хушшăн-хушшăн вĕретчĕ чĕр çил...
Шĕкĕлченчĕ сар тулă пĕрчи,
Таптанс(а) юлчĕ тыр-пулăн пусси,
Утлă çаррăн, виç кун тылмашсах
Виçĕ талăк хушши çапăçса,
Пăтрансаттăмăр — çумра-и, урл-и?!
Асран тухмĕ часах Егорлык!..
Шашка-шашкăн тĕпренчĕç хĕреслĕ...
Йăм хĕрленчĕ юхан тăрă шыв.
Пульвăранĕ* пĕрмай çĕре çĕлет...
Шурă ушкăн — çĕнме тăрăшсах —
Контратакăн тапăнчĕ яла.
Улт хутчен — каялла та малла —
Кĕрсе тухрĕ алла Егорлык.
Эх, тăхлачă! мана курнă пек
Туйăнаççĕ ак çак уй-хирсем!
Иртнĕ куншăн тăвăнан чуна
Çумăрлаççĕ вĕçен пĕлĕтсем.
Эх, тăхлачă! Пăх халь — кĕретех
Тĕл тирнеççĕ куçа юлташсем!
Кунта мар-и ӳкс(е) юлчĕç вĕсем?!
Юнпа мар-и хĕвелĕ çунать?!
Акă, пăх халь! Миçен, миçе çын
Ыталанă çĕре ал-уран!
Акă выртаççĕ унта та кунта,
Йынăшаççĕ, йĕреççĕ чунтан...
Ал-урасăр таçта кармашаç,
Юлашки сывлăшпе çăвар караç,
Ишпĕшленĕн кăшлаç шур юра...
Чун тухмассăн пыртан — ылханçи!..
Виçĕ талăк хушши ут çинчен
Эп анмарăм, туймарăм канма.
Шашкă çивчĕн çиçс(е) илчĕ умра,
Юн хупларĕ сасартăк куçа.
Темĕн пулнă кайран — пуçăмра
Асăнмалăх çĕвек юлчĕ çинçен...
Виç куна нихăçан та манмăп,
Виçĕ талăк çавраççĕ пуçа...
.............................................
.............................................
Эй, тăхлачă!.. Камсем çĕмĕреç?!
Кăлараççĕ камсем тусана?!
Мĕнле çĕнĕ саспа мĕкĕреç?!
— Утлă çар, тен, килет-тĕр кĕретех?!
— Тен, Буденный хăй пур — командарм?!
— Тен, курап-тăр манми тусăма?
...Пуш хир вĕçсĕр, виçесĕр пĕр сар(ă)м,
Сар хĕвелĕ ăна хĕретет...
— Çул çӳретĕн пулас катаран,
Тек пĕлместĕн çавна ку таран.
Утлă çарă килмест тулхăрса,
Юланут та сикмест ахăрса,
Вăрçă хумĕ çапмасть уй-хире,
Юн тумламĕ кĕмест тек çĕре...
Куç уçмасăр йĕмеç амăшсем,
Макăрмаççĕ чунтан тантăшсем...
Çĕнĕ çарă килет — хурçă çар!
Ахăраççĕ вăн хурçă утсем!
Вĕсем тухнă çĕнрен пурнăçа
Вакламашкăн, çăрмашкăн тĕпрен,
Пĕччен пурнăç — хисепсĕр тĕпрем.
...Пулса иртрĕ татах тепĕр вăрç,
Егорлык халь çĕнелчĕ, ют çын!
Кивĕ парăмшăн татрĕ халь хырç...
.........................................................
.........................................................
Икĕ ывлăм пулсаччĕ çумра!
Пĕри — çирĕм, тепри вуннăра,
Юланутăн çӳрерĕ пĕри,
Таçта чăпрĕ, пĕлместĕп, чĕри...
Кĕçĕн ывлăм хак хучĕ хурçа,
Хире трактор халь тухрĕ вăрçа.
Юланутăн тытс(а) илнĕ хăвата
Трактăрпа кĕçĕннийĕ хăвалать.
* * *
Катаран... Катаран... Катаран...
Трактăрсен кĕрлени сарăлать...
Авал юнăн сăрхайнă çерем
Çивчĕ хурçă айне ӳпĕнет.
Çавăрнаççĕ, килеç инçерен,
Ак çитеççĕ тĕнче тӳпинех
Хурçăланнă утсем — тракторсем,
Çийсенче — пурпĕр — вăрç паттăрсем.
15.12.31 ç., Шупашкар
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...
I recently cast-off this area to identif...
hello, Here’s something great: &...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...