Ĕненместĕр пулсан…
Паян шапа çунă, теççĕ тепĕр чух ваттисем çумăр хыççăн. Çапла, эпĕ те асăрханă ăна: тепĕр чух, çумăр çунă хыççăн, улăхра вĕтĕ шапасем — çурисем ĕнтĕ — пĕлт! пĕлт! сиккелесе çӳреççĕ. Вĕттисем çеç мар, ваттисем те пур.
«Юрĕ, вĕттисем, çăмăлскерсем, чăнах та таçтан тинĕсрен çумăрпа килсе ӳкнĕ, тейĕпĕр. Ват шаписем ăçтан килме пултарнă? Вĕçсе килнĕ тесен, вĕсен çунат çук», — шухăшлаттăм эпĕ. Çапах та тупсăмне тупрăм, вăл шапасем ăçтан тухнине хам куçпа куртăм. Ку çапла пулчĕ.
Вăрманкасра манăн Артекра пĕрле пулнă тус — Вадим пурăнать. Вăл та манашкалах, кайăк-кĕшĕке питĕ юратать, хăй мĕн курса сăнаса пĕлнине çырса хурать. Хальхинче эпĕ ун патне вăл çак хушăра мĕн-мĕн курса çырнине вуласа пĕлме кайрăм. Каникул вăхăтне ним усăсăр ирттермест иккен Вадим та. Колхозра ĕçлет, çав хушăрах вăрмана кайса çӳреме те вăхăт тупать. Сăнаса пĕлнисем нумай унăн. Интереслисем çинчен хамăр шкулта каласа пама эпĕ çырсах илтĕм.
Киле таврăннă чух Вадим мана уя тухичченех ăсатса ячĕ. Çурçĕр енчен çумăр пĕлĕчĕсем кĕпĕрленсе килнине курсан вăл мана:
— Çумăр килет. Кайма, тен, кăштах тăхтатăн, — терĕ.
— Нимех те мар, вăл çумăр килсе çума пуçличчен эп киле çитетĕп, — терĕм.
Киле мар, хамăр яла пырса кĕме те ĕлкĕреймерĕм, çумăр витререн тăкнă пек чашлаттарса çуса ячĕ. Юрать-ха, ман телее Типвар улăхĕнче утă куписем пур. Хăвăртрах пĕр купи çумне пырса лăпчăнтăм, утă ăшнех кĕрсе лартăм. Кăшт уçă хăварса çумăр мĕнле çунине пăхса ларатăп. Ак, хайхи, улăхра пĕчĕк шапасем пĕлт! пĕлт! сиксе çӳренине курах кайрăм. Тĕлĕнтермĕш! Чăннипех çумăрпа çурĕç-ши кусем?!.
Мĕнле çунине курас тесе кашни тумлам ӳкнĕ тĕле пăхатăп. Çук, пĕр шапа ӳкнине те курмастăп. Чим, акă пĕр шапи таçтан, çĕр çурăкĕнчен мĕшĕлтетсе тухрĕ. Ун хыççăн тата тепри. Кун пек çурăксем кунта, улăхра, тем чухлех. Пĕр çурăкĕ енне пăхатăп, теприн енне… Унтан та кунтан, перин хыççăн тепри чаваланса тухаççĕ шапасем. «Э-э, ачсемĕр, — тинех ăнлантăм эпĕ, çакăн пек шăтăк-çурăксенчен тухаççĕ иккен вăл шапасем!»
Мĕншĕн шăтăк-çурăксенчен тухаççĕ тетĕр-и? Ак мĕншĕн: хĕвел хĕртсе пăхнипе улăхри шыв типсе ларнă. Малтан шывра пулнă шапасем вара нӳрĕ шыраса çав çурăксене кĕнĕ. Халь çумăрпа исленнĕ çĕр çурăкĕсем питĕрĕннĕ май çак шапасене хĕстерме пуçланă, вĕсен вара унтан ирĕксĕрех тухма тивнĕ.
Вăл чăнах та çапла иккенне ĕненместĕр пулсан, хăвăр сăнаса пăхăр.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...