Тимлĕ хуралçă
Пирĕн колхозăн чăх-чĕп ферми пысăк. Унта чăхсем çеç мар, хурсем те, кăвакалсем те тем чухлех! Чĕпписене инкубатортан илсе килеççĕ. Кăçал иртнĕ çулхинчен те ытларах илсе килчĕç.
Вăл фермăра Кольăн аппăшĕ — Марина ĕçлет. Эпир Кольăпа ун патĕнче час-часах пулатпăр, ăна ĕçре пулăшатпăр: чăхсене, хурсемпе кăвакалсене, вĕсен чĕпписене апат паратпăр, тислĕк тасататпăр. Ку ĕç пирĕншĕн йывăр мар, ĕçленĕрен ĕçлес килет. Чĕпписем вара!.. Çав тери хитре! Сап-сарă, мамăк мечĕк пекскерсем пĕтĕлт! пĕтĕлт! туса çӳрени инçетренех курăнать. Кольăпа иксĕмĕре курсан, тӳрех пире хирĕç чупаççĕ. «Чип-чип! Твик-твик! Чвик-чвик!..» Паллах, çимелли пама ыйтаççĕ.
Пĕррехинче эпир çапла фермăна пытăмăр та, Марина аппа пире:
— Эп правленине кайса килетĕп. Эсир чĕпсене асăрхăр-ха. Лайăх сыхлăр, пĕрне те куçран ан çухатăр. Атту тилĕ илешрĕ, ĕнер икĕ чĕпĕ тытса кайрĕ, — терĕ.
— Тилĕ ĕнкертрĕ?!. Ах, вăрă! Ну, эпир ăна «вĕрентетпĕр» чĕпĕ вăрлама, тепре килтĕр кăна… — хаваслансах килĕшрĕмĕр эпир.
— Пĕр пытармасăр каласан, чĕпĕсене сыхлассипе пĕрлех тиллине хăйне курасси те илĕртет-ха пире. Эх, курасчĕ ăна! Хамăр куçпах курасчĕ!..
Коля чăх чĕпписене сыхлама пулчĕ, эпе — хурпа кăвакал чĕпписене.
— Иксĕр те чăх чĕпписене сыхлăр. Хурпа кăвакалсен вĕсен хуралçи хăйсен пур. Питĕ тимлĕ хуралçă, — терĕ Марина аппа.
— Мĕнле хуралçă?
— Авă тăрать, — терĕ Марина аппа, чĕпĕсем патĕнче тăракан хур аçи енне кăтартса. Хăй çав самантра правление кайрĕ.
Кольăпа эпир нимĕн ăнланмасăр кăнн! пăхса тарса юлтăмăр.
«Мĕншĕн «хуралçă» терĕ-ха вара Марина аппа ку хур аçине? Чĕпĕсене тилĕрен мĕнле сыхлама пултартăр вăл?..»
Ытти хурĕсемпе кăвакалĕсем вăл вăхăтра чĕпписемпе пĕрле пĕвере ишсе çӳретчĕç. Те шывра сивĕ пулчĕ вĕсене, те ишсе йăлăхрĕç, пĕверен çерем çине тухрĕç. Хурĕсемпе кăвакалĕсем пурте сăмсине çунат айне пытарса канма ларчĕç, чĕпписем вĕсем тавра кĕпĕрленчĕç. Акă халь ăшă хĕвел айĕнче ваттисем те, чĕпписем те канлĕн, куçĕсене хупсах тĕлĕрсе лараççĕ.
Анчах леш, Марина аппа кăтартнă хур аçи, çаплах лармасть-ха. Ыттисенчен кăшт аяккарах пăрăнчĕ, вăрăм мăйне тăсрĕ те куçĕсемпе чăррр! чăрр!.. унталла та кунталла пăхса тăрать.
— Мĕн курчĕ-ши вăл? Мĕне пăхать-ши?.. — пуринчен ытла пире халь çак тĕлĕнтерет-ха.
Чылай иртрĕ-и вăхăт, сахал-и… пĕве хĕрринче, тем çӳллĕш ӳссе ларнă ут кăшкарĕсем хушшинче, темскер, хĕрлĕрех тĕслĕскер вĕлтлетрĕ.
— Чим, тилĕ мар-и ку?..
Кольăпа иксĕмĕр те хăвăрт вăшт! çеç лăпчăнса выртрăмăр.
Пăхатпăр… Акă пуçĕ те курăнчĕ: тилĕ! Хурпа кăвакал чĕпписене вăрлама килчĕ.
— Нуккă, — тетпĕр хăйхисем, — тăхтар-ха, сăнаса выртар, чĕпĕсене мĕнлерех тытма шутлать вăл. Хăй кунта, чĕпĕсем патне килсен, аванах лектеретпĕр ăна; акă, чулсем те çывăхрах выртаççĕ.
Тилĕ пире курмарĕ-ха. Хурсемпе чĕпписем патнелле хуллен, майĕпен йăпшăнса килет.
Эп пĕр чулне илтĕм, Коля теприне… «Чулпа лектернипех амантса хăйне тытаяс çук, анчах ку тиллĕн малашне пирĕн колхоз фермине килсе çӳрессине манма тивет», — пĕррех вăркăнтарса тивертме ĕмĕтленсе выртатăп эпĕ. Коля та çаплах шутлать, куçĕнчен пăхсах куратăп.
Тилĕ çывхарнăçем çывхарса килет. Акă, хурсенчен инçех те мар ут кăшкар тĕмĕ хыçне пырса лăпчăнчĕ. Кунтан халь вăл хурсемпе чĕпĕсем çине пĕррех сиксе ӳкме пултарать. Чулпа пемелле?!
Шăпах çак вăхăтра:
— Квик! Квик!.. — кăшкăрса ячĕ хур аçи мĕн пур сассипе.
— Нарт-нарт-нарт!..
— Нарт-нарт-нарт!.. — пуçларĕç шавлама кăвакалсем. Чăмпăлт кăна сикрĕ пĕр хурĕ шыва. Ун хыççăн тепри… Кăвакалсем, чĕпписем… Чăмпăлт! Чăмпăлт!..
Авă халь пурте пĕвере чи варринче ишсе-ярăнса çӳреççĕ, пырса тыт-ха эс вĕсене.
Хур аçи сасартăк кăшкăрса янине илтсен йытăсем те вĕрме пуçларĕç. Паллах, тиллĕн сехри хăпрĕ, вăл, çав самантрах каялла таврăнса, ут кăшкар тĕмĕсем хушшине «чăмрĕ». Кольăпа эпир ун хыççăн чупрăмăр, э-э, çук ĕнтĕ, хӳрине те курса юлаймарăмăр.
Тĕрĕс каларĕ Марина аппа: хурсен хăйсен хуралçи пур. Хур аçи — тимлĕ хуралçă.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...