Палăк юман


Вăрман хуралçи — Степан Лукич Потапов ун чух пире йывăç миçе çултине кассан курăнакан çаврашкасене шутланипе çеç мар, касмасăрах пĕлме пулни çинчен те каласа пачĕ. Хырпа чăрăшăн кашни çул пĕрер карта турат ӳсет. Çав турат картисем миçине шутла та, вăл чăрăш е хыр миçе çултине тĕп-тĕрĕс пĕлетĕн. Анчах пурне те мар çав, 40 çултан иртменнисене çеç. 40 çултан иртнĕ хырăн малтанхи тураттисем хăрса хуçăлса ӳкеççĕ те пурăна киле вăл туратсен вырăнĕ те юлмасть. Тепĕр хыр тата… Ну, юрĕ, ун çинчен мĕнле пулнă, çавăн пек каласа парăп.

Степан Лукич каласа пани пире, Эрхиппе иксĕмĕре, çав тери илĕртрĕ. Кун хыççăн пирĕн вăрманти кашни йывăçăн пурнăçĕ çинчен тата ытларах пĕлес килчĕ. Çавăнпа эпир Степан Лукичран пире пĕр-пĕр кун вăрманта хăйпе пĕрле çӳреме ирĕк пама тархасласах ыйтрăмăр. Степан Лукич килĕшрĕ. Эпир вара тепĕр ирхине ирех каллех Йăлăма тухса чупрăмăр.

Степан Лукич сăмахне хальхинче те хыр миçе çултине турат карти миçине шутласа пĕлессинчен пуçларĕ.

— Ну, шутласа пĕлĕр, — терĕ вăл пире, уçланкăри пĕр çамрăк хыр патне ертсе пырса, — çак хыр миçе çулта?

Хырĕн турат картисем лайăх палăраççĕ. Шутларăмăр.

— Вун çиччĕмĕш çул ӳсет, — терĕм эпĕ пĕр иккĕленмесĕр, мĕншĕн тесен шăп та шай вун çичĕ карта.

— Тĕрĕс, — килĕшрĕ Степан Лукич. Унтан чăтлăхрах çĕре ертсе кайрĕ те леш хырĕ çӳллĕшех ӳснĕ тепĕр хыр миçе çултине пĕлме хушрĕ.

Ку хырĕн турат картисем тĕрес-тĕкелех мар, хăш-пĕр турачĕ хуçăлса ӳкнĕ, теприсем — кукăр-макăр…

— Ку та вун çиччĕмĕш çул ӳсет, — терĕ Эрхип нимĕн шухăшласа тăмасăр.

— Мĕншĕн апла пуль тесе шутлатăн? — ыйтрĕ Степан Лукич.

— Мĕншĕн тесен икĕ хырĕ те пĕр çӳллĕш, пĕр тачкăш, — терĕ Эрхип.

— Эсĕ мĕнле шутлатăн? — манран та ыйтрĕ Степан Лукич.

— Вун çиччĕмĕш çул, — иккĕленсе тăмарăм эпĕ те.

— Иксĕр те пĕлеймерĕр, — хирĕçлерĕ Степан Лукич.

— Пĕлеймерĕмĕр?..

— Пĕлеймерĕр. Юрать, ку хыртан пурĕ пĕр йывăç пулас çук, касса, çул çаврашкисене шутласа пăхăпăр, — терĕ Степан Лукич. Вăл, вăрман хуралçи, хăш йывăçне касма юранине пĕлет ĕнте.

Пуртине тытрĕ те — касрĕ.

Мĕн тетĕр, утмăл тăхăр çулти хыр пулчĕ ку! Чăтлăхра, ытти ватă хырсем айĕнче вăл пачах ӳсеймен, хĕн курса кăна ларнă иккен.

Çак кун эпир вăрманта кун каçипе çӳрерĕмĕр. Вăрман касакансем патне те çитсе куртăмăр. Халь кăна каснă йывăçсен çул çаврашкисем питĕ лайăх палăрса тăраççĕ. Анчах пур йывăçăн та мар çав. Хырăн, чăрăшăн, юманăн, каврăçăн лайăх палăрать; ăвăсăн, хурăнăн, çăкан, йăмран пачах курăнмасть. Ăвăс, хурăн, çăка, йăмра миçе çултине турачĕсем тăрăх та пĕлме çук, мĕншĕн тесен вĕсен турачĕсем хырпа чăрăшăнни пек кашни çул пĕрер карт ӳсмест.

Нимех те мар, Степан Лукич ку йывăçсем миçе çул ӳснине те пĕлчĕ. Мĕнле тетĕр-и? Каснă ăвăс, хурăн, çăка тункатисене çиелтен каллех пуртăпа тикĕслерĕ те черниллă кăранташпа сăрларĕ, вара çул çаврашкисем ку йывăçсен те чип-чиперех палăракан пулчĕç. Эпир шутласа пĕлнĕ чи пысăк хурăнĕ 108 çулти, чи ватă ăвăсĕ 54 çулти пулчĕç. Ăвăсĕ хурăнран икĕ хут çамрăк пулин те тачкăшĕ хурăнĕнчен икĕ хут пысăкрах. Çапла, ăвăс питĕ хăвăрт ӳсет.

Йăлăмра, эпир çӳренĕ çĕрте, юмансемпе çăкасем сахал, авалхисем вуçех çук.

— Çăкапа юман миçе çул ӳсме пултараççĕ? — ыйтрăмăр эпир Степан Лукичран.

— Çĕмĕрле вăрманĕнче 304 çулти çăка, 392 çулти юман каснăччĕ, — терĕ Степан Лукич.

— Ой-ой! Юманĕ кĕçех 400 çула çитеймен! — шалтах тĕлĕнсе тăчĕ Эрхип.

— Э-э, вăл мĕн. Литвара 2000 çула çитнĕ юман пур. Çавăнпа ăна «палăк юман» теççĕ, — пушшех тĕлĕнтерчĕ Степан Лукич.

Икĕ пин çул! Чăн-чăн палăк.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: