Çурхи çумăр
I
Василий Викторович çапса çăвакан çумăр витĕр тавралăха кичеммĕн пăхса пычĕ. Дворник машина чӳречине тумламсенчен тасатса каллĕ-маллĕ чупать, йĕпе асфальт çинче урапасем шăхăрни вĕçĕсĕр-пуçламăшĕсĕр кичем кĕвĕ пек илтĕнет.
Кабинăн çивиттийĕ исленсе кайнă, пуç çине пусса тăнăн туйăнать, тахăш тĕлтен шăтнă та пулас вăл: алăк урлашки çине пат та пат! çумăр тумласа плащ çине сирпĕнет. Василий Викторович хыçалти ларчăк çине те куçса ларма шутлать, анчах шофера чăрмантарасси. Çăрăлса пĕтнĕ çулсем çинче тертленнĕ хыççăн асфальт çинче ытла та канăçлă.
Иккĕмĕш эрне ĕнтĕ çумăр лăпланмасть. Вăхăтăн-вăхăтăн çанталăк уяртса та яма пăхать, çăра пĕлĕт татăла-татăла уçăлать, хĕвел пăхса илет. Каллех çумăр пĕлĕчĕ капланса килет. Çурхи шывсемпе ахаль кӳпчесе кайнă çĕре шӳтерет. Кĕр калчисем сип-симĕс ешерсе кайрĕç, анчах çуракине пĕр колхоз та тухаймарĕ-ха. Çул хĕрринчи лапамра та курăк çĕртен хăпнă, çеремсем те симĕсленчĕç. Вăхăт, вăхăт çуракине тухма.
— Юхтарать, вăпăр, — мăкăртатса илет шофер. Уншăн усалли те, ырри те — «вăпăр», кашни сăмах хыççăнах ăна асăнать. Хăй вăл вăтăра та çитмен, анчах вăрман хуралĕнче пурăнса ватăлнă çынран та чĕмсĕртерех, талăк пĕрле çӳресе те унран вунă сăмахран ытла илтейместĕн.
— Ан та кала, — тавăрать Василий Викторович, ассăн сывласа. Вăл плащ кĕсйинчен «Казбек» пачки кăларса пирус чĕртет, шофера та сĕнет. Иккĕшĕ те пĕр хушă пирус мăкăрлантараççĕ, кабина тĕтĕмпе тулса ларать.
— Ыран майăн пĕрремĕшĕ… Пĕлтĕр çак вăхăта ултă пин гектар акма ĕлкĕрнĕччĕ, — тет Василий Викторович.
— Н-да, — тавăрать шофер. — Физик вăпăрĕсем пăсса ячĕç çанталăка. Леш америксем отна çĕр айĕнче бомба çураççĕ. Ăçтан çĕр хăй тĕнĕлĕнче лартăр? — вĕçлет вăл филисофилле шухăшне.
Паян шофер шăпах пĕр эрнешĕн калаçрĕ. Начальникăн пусăрăннă кăмăлне уçасшăн пулас. Василий Викторович кулса ярать.
— Çĕрĕ вăл, Григорий Иванович, хăй тĕнĕлĕнчех-ха, çулпа çул пĕр килмест.
Çумăр çаплах çăвать, алăк урлашки çине ӳкекен тумла, сирпĕнсе, Василий Викторович пирусĕ çине ӳкет. Чăш! турĕ кăвар, вара пирусран кăвак тĕтĕм йăтăнса тухрĕ. Управлени начальникĕ алăка уçса пирусне кăларса ывăтрĕ. Пĕр самант кабинăра мотор сасси, шинăсем чашлани уççăн илтĕнчĕ.
Таврана каç сăнĕ çапать. Хĕвел анас вăхăт çитмен-ха, çапах пĕлĕтсем куна кĕскетрĕç. Район центрне çитнĕ çĕре çутăсем çутнăччĕ ĕнтĕ.
Управлени умĕнче анса юлнă Василий Викторович каткари шывпа аттине çурĕ, лайăх сĕрсе тасатнă пусма картлашки çине йĕр хăварса кантура кĕчĕ. Çынсем тахçанах ĕçрен саланнă, хĕрсех уява хатĕрленеççĕ пуль ĕнтĕ. Вăл, ак, ирхине ирех чи катари колхоза тухса кайнăскер, халь тин çитрĕ. Паянхи почтăпа та паллашман-ха.
Кĕсьерен çăраççи кăларса, пӳлĕм алăкне уçрĕ, çутă çутрĕ, плаще хывса, сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. Секретарь ун валли папка хурса хăварнă.
Василий Викторович умне чи малтанах çырусем сиксе тухрĕç. Уяв ячĕпе ăна юлташĕсем, тăванĕсем саламлаççĕ, вĕсене вăл часах вуларĕ: çырăвĕсем пурте пекех пĕр евĕрлĕ, ырлăх-сывлăх, ĕçре ăнăçлăх сунаççĕ. Хăй те вăл виçĕ кун каялла çирĕм çыру ăсатнăччĕ. Парăмра юлма аван мар, кăмăла хирĕç кăмăл.
Унтан ĕç хучĕсем тухрĕç. Пĕри ялхуçалăх министерствинчен кукуруза вăрри Канаша çитни çинчен хыпарлать, республикăра тухакан хаçат редакцийĕнчен икĕ жалоба ярса панă. Пĕрин айне автор ятне те çырман. Вĕсене вăл тĕплĕн вуларĕ, уйрăм вырăнсене кăранташпа туртса паллă турĕ. Ытти хутсене пăхса тухса папкăна хупма хатĕрленнĕччĕ — телеграмма сиксе тухрĕ. Малтанах вăл ăна ялхуçалăх министерствинчен пуль терĕ, анчах унта пĕтĕмпе те виç сăмах кăна: «Васкасах кил. Саша».
Тĕрĕс, Саша. Кунашкал япаласене вăл çеç тума пултарать. Уяв ячĕпе ырлăх-сывлăх сунасчĕ хуть. Вăл, ав: васкасах кил… Мĕн тума? Хăнана-и? Савăнăç-и ун, хуйхă-и? Пĕл ĕнтĕ халь.
Сашăпа вĕсем Шупашкарта, ялхуçалăх институтĕнче паллашнăччĕ. Иккĕшĕ те вăтам шкул пĕтернĕскерсем, иккĕшĕ те экзаменсене ăнăçлă тытнăччĕ. Василий Викторович ача пек хăюсăрччĕ. Саша вара йăлтах урăхла: хăюллă, хастар. Хĕрпе калаçасси те уншăн тем мар, пĕринпе темиçе уйăх калаçнă пулсан, ăна çăмăллăнах пăрахса теприне тупатчĕ. Çамрăклăх вăл губкăпа пĕрех: усаллине те ыррине те тиркемесĕрех сăхса илет. Çулсем иртсен çеç этем хăй хăтланăвĕсене тиркет. Вася Саша хăтланăвĕсене тиркеме мар, ăмсаннă та вĕсене. Унăн та хăюлăх тупăнчĕ, вăтанма пăрахрĕ, пухусенче тухса калаçма вĕренчĕ. Халь ĕçре хăюлăх кирли кунсеренех сисĕнет.
Институт пĕтерсен, вĕсене иккĕшне те пĕр районах ячĕç, колхозĕсем те ăмăртаканскерсем, кӳршĕсем пулчĕç. Ĕçлерĕç иккĕшĕ те виçĕ çул. Кайран аспирантура.
— Мĕн шуйттанĕ пулнă ăна? — терĕ Василий Викторович саспах, унтан, ларса тĕннĕ урисене кантарас тесе, пӳлĕм тăрăх каллĕ-маллĕ ута пуçларĕ. Анчах шухăшсем хăпмарĕç-ха унран…
Иртнĕ çулла килсе кайнăччĕ ун патне Саша. Виçĕ кун пурăнчĕ. Мĕнпе савăнтарчĕ-ха вăл ун чухне? Çапла, диссертацине йышăннă, терĕ. Апла пулсан, наукăсен кандидачĕн дипломне илнĕ пуль. Илнĕ пулсан, мĕншĕн çаплах техникумра ĕçлет? Халиччен ĕнтĕ ăна пĕр-пĕр института ямалла.
Ыран уяв, Василий Викторович канма та пултарать, машинăпа каяс пулсан, ик-виçĕ сехетре çитме пулать. Шофера пĕлтерсе хумаллаччĕ те, юрĕ ĕнтĕ, ыран ултă сехетре каласан та ĕлкĕрме пулĕ.
Василий Викторович телеграммăна кĕсйине чикрĕ, унтан телефон трубкине çĕклесе, хăйне райком секретарĕпе çыхăнтарма ыйтрĕ. Малтанах вăл ăна хăй кайса килнĕ колхозри ĕçсемпе паллаштарчĕ, çĕнĕ хыпарсене ыйтса пĕлчĕ, уяв ячĕпе саламларĕ. Унтан тин хăй мĕншĕн шăнкăравланине каларĕ:
— Телеграмма илтĕм, — терĕ вăл, — юлташ йывăр чирленĕ.
Такам чĕлхерен туртса калаттарчĕ ăна çапла, хăй суйнишĕн хăй вăтанчĕ.
— Мĕнех вара… Яра пар, — терĕ райком секретарĕ.
II
Виктор Васильевич кантуртан тухсан, çурхи пылчăка çăрса, хваттерелле утрĕ. Район центрĕ — тăхăр пин çын пурăнакан поселок — ытла та ушах вырăна вырнаçнă. Халлĕхе поселокра тĕп урама кăна асфальт сарнă, çавăнпа çуркунне е кĕркунне пулни самаях сисĕнет.
Ялхуçалăхĕнче ĕçлекен специалистсен вуникĕ хваттерлĕ çурчĕ çĕнĕ поселокра, унта шăпах çур сехет утмалла. Халлĕхе кунталла чул та сарман, çавăнпа Василий Викторович шыв кӳлленчĕкĕсенчи пылчăка çăрса утрĕ. Хăйне вăл çывăхарах хваттер илменшĕн те тарăхать. Хваттерне ăна çывăхра та пама пултарнă-çке, хăй ирĕкĕпе килмен вăл кунта. Диссертаци хӳтĕленĕ хыççăн институтра ĕçленĕ. Виçĕ уйăх кăна пурăнчĕ Шупашкарта. Парти обкомне чĕнсе илчĕç те, калаçу кĕске пулчĕ. Государство ăна вĕрентсе этем тунă. Ăçта ытларах усă кӳме пултаратăн, çавăнта ĕçлемелле. Хулара пулсан, çакăн пек çулпа утмастăн ĕнтĕ. Асфальт. Хваттертех шыв, газ. Паянхи район центрĕнчи пурнăç вара хулана та çитеймен, ялтан та ытлашшиех хăпайман.
Арăмĕ Василий Викторовича сиввĕн кĕтсе илчĕ.
— Эсĕ çынсен арçынĕсем пек тирпейлĕ çӳреме те пĕлместĕн. Аттупа урамри пылчăка йăлтах пуçтарса килме тăрăшнă. Çынсем ĕçрен яланах вăхăтра таврăнаççĕ, эсĕ çур çĕрсĕр киле çакланмастăн.
Кунашкал сăмахсене Василий Викторович илтсе йăлăхнă, çавăнпа вĕсене чĕре патне илмерĕ, хывăнса тӳрех зала кĕчĕ. Урайне сарнă çемçе кавир тарласа йĕпеннĕ урасене уçăлтарса кантарчĕ, Василий Викторович пукан çине ларчĕ, телеграммине сĕтел çине кăларса хучĕ, унтан арăмне чĕнсе тыттарчĕ:
— Ме, вула.
Зина телеграммăна илсе хăвăрт вуласа тухрĕ, унтан ăна каялла тыттарса:
— Мĕн тупнă эс çав тăрлавсăр çумĕнче? — терĕ.
— Мĕншĕн вăл тăрлавсăр?
— Вăтăрта та авланман арçын — пăсăлнă этем.
— Ыран ирхине çичĕ сехетре каятпăр. Юркăна кам патне хăварăпăр вăт?
— Ниçта та каймастăп, сана та ямастăп. Ыран анне килет. Е эсĕ ăна та кĕтсе илес теместĕн?
Хунямăшĕ килет тенине илтсенех, Василий Викторович çӳçенсе илчĕ. Юратмасть вăл ăна. Лешĕ çитнĕ-çитменех мораль вулама тытăнать. Кĕрӳшĕ унăн кил çинчен шухăшлаканскер мар иккен, укçа ытлашши тăккалама юратать. Уйăха икçĕр тенкĕ ытла илсе те, хĕрне хваттерте усрать. Çав укçапа çулталăкрах чул çурт туса лартмалла, ĕне-сысна усрамалла… Арăмне те пачах пулăшмасть пулать ĕнтĕ Василий Викторович. Кашни кунах çĕрлесĕр таврăнмасть, таçта вăл — те пухура, те ют хĕрарăмсем патĕнче.
— Апат çиетĕн-и е çитерсех ячĕç?
Кăна арăмĕ мар, хунямăшĕ каланă пек туйăнать Василий Викторовича. Матриархат вăхăчĕ, ахăртнех, кашни хĕрарăм чĕринчех çухалми йĕр хăварнă, вĕсем халь те хăйсене пăхăнтарма, ытларах хуçаланма юратаççĕ. Пĕлмест-им Зина упăшки çак самантра мĕн шухăшланине? Пĕлет. Çапах та йĕплесе илет. Тепре чухне пулсан тата хуть, шӳтлекелесе ирттерме пулать. Анчах паян Виктор Васильевича арăмĕн тӳрккес сăмахĕсем тарăхтарсах ячĕç. Сакăр çул пĕрле пурăннă, кашни çăкăр татăкне, кашни тенкĕне çурмалла пайланă юлташĕ чĕнет. Арăмĕ ав, çавна нимĕн те ăнланмасть.
— Çиетĕн-и эс кĕçĕр? Е çитерсех ячĕç? — тет Зина каллех шăртланса.
Çапла, тумла пĕр вырăна патлаттарнă пек пĕр сăмахпах тăна илет арăмĕ.
— Зина, мĕнле ăнланмастăн? Сана хăвăн юлташу чĕнет пулсан, эпĕ пымăттăм-ши ĕнтĕ?
— Саша патне каймастăп, — пат татса хурать арăмĕ.
— Тен,чирлесе ӳкнĕ вăл? Тен, урăх пĕр-пĕр инкек сиксе тухнă? Тен, эпир çитнĕ çĕре тупăкра выртать?
— Саша тупăкра-и? Тĕнче пĕтсен те, вăл юлать. Эпĕ сана ăнланми пултăм, Вася: анне çулталăкра пĕрре çĕр çухрăмран килет, эс ăна кĕтсе те илесшĕн мар. Неушлĕ эсĕ аннепе юлташна улăштаран? Чунсăр эсĕ, Вася.
— Кам чунлăрах-ха кунта… Курăпăр. Анчах эпĕ хама пĕр йăнăшшăн каçарма пултараймастăп. Ваттисем тĕрĕс каланă: авланнă чух куçпа ан суйла, хăлхупа суйла, тенĕ. Эп сана куçпа суйларăм.
Çак сăмахсене калаймасăр чăтаймарĕ Василий Викторович, анчах хăй ларакан туратах касса ячĕ вăл.
Мăшăрĕ пĕр сăмах та чĕнмерĕ, тепĕр пӳлĕме кĕрсе кайса çухалчĕ. Халь ĕнтĕ упăшкине икĕ талăк пĕр сăмах та чĕнмест вăл. Е Зина пĕрре тарăхсан, унăн çилли икĕ талăксăр иртсе каймасть.
Ытла та тăрлавсăр авланчĕ вăл, Василий Викторович. Управление ĕçлеме килсенех, райком секретарĕ ăна çапла каларĕ:
— Икĕ уйăх çитет-и сире?
— Районпа паллашма-и?
— Çук, авланма, — ахăлтатса илчĕ вăл. — Час-часах колхозсенче пулмалла, киле çĕрле тин таврăнатăн, апат пĕçерсе параканĕ кирлĕ, унсăрăн сывлăхна пăсма пултаратăн. Кандидатура хатĕр.
Çур сехетрен «кандидатура» райком секретарĕн пӳлĕмĕнче ларчĕ ĕнтĕ.
— Сире пĕрремĕш парти порученийĕ парасшăн, — кулкаларĕ райком секретарĕ, Зина çине пăхса.
— Мĕнле поручени? — тĕлĕнчĕ хĕр.
— Çак каччăпа паллаштарасшăн.
Василий Викторович пĕчĕк ача пек хĕрелсе кайрĕ. Малтан вăл çакна пĕтĕмпех шӳт вырăнне хучĕ — райком секретарĕ мыскараçă пулнине республикипех пĕлеççĕ-çке. Анчах паян унăн шӳт тăвас кăмăл çук иккен.
Тепĕр кунне Василий Викторович Зинăна телефонпа кинона чĕнчĕ. Икĕ уйăхран вĕсен туй пекки пулчĕ, управлени начальникĕ хăйĕн хваттерне хĕр илсе пычĕ…
Акă епле пулчĕ вăл куçпа суйласа илнĕ арăм. Василий Викторович пĕр стакан сивĕннĕ чей ĕçрĕ те диван-кравать çине çывăрма выртрĕ. Анчах çывăрса каяймарĕ, енчен енне çаврăнчĕ, ассăн сывла-сывла илчĕ. Пуçра темĕн тĕрлĕ шухăш хĕвĕшрĕ. Арăмĕпе урлă-пирлĕ пулни те чĕрине самаях ыраттарчĕ унăнне. Анчах паян ăна район пурнăçĕ ытларах шухăшлаттарчĕ. Вăл çитмест те ку çитмест. Опытлă лайăх специалистсем сахал. Вĕсене Василий Викторович хăй ĕçлеме тытăнсанах колхозсене ярса пĕтерчĕ. Хут çырса ларнинчен усси ытларах пулĕ, терĕ. Главнăй агронома, ав, виçĕ кун каялла çеç «Шурăмпуç» колхозра председателе суйлама тиврĕ. Енчен çав вырăна Сашăна илсе килсен?.. Килĕшĕ-ши? Главнăй агроном начальникăн сылтăм алли вĕт?
Василий Викторович çапла шутларĕ: ыран вăл, арăмĕ пымасан та, Саша патне каять, ăна хăй патне илсе килме тăрăшать.
III
Хăй мĕн хушăра çывăрса кайнине те туймарĕ вăл, анчах ыйхи ытла çăмăл пулчĕ, çумăр сассипе те темиçе хут вăрана-вăрана кайрĕ, тĕлĕксемпе аташрĕ. Саша йывăр чирлесе ӳкнĕ пек, ăна куçлăх тăхăннă ватă хирург операци тăвать пек. Сехĕрленсе ӳкнĕ сестрасем операци сĕтелĕ тавра хĕвĕшеççĕ…
Ирхине ирех сиксе тăчĕ. Зина вăранман-ха. Ывăлĕ те, ытти чухне ашшĕпе пĕрлех тăраканскер, паян çывăрать.
Çумăр чарăннă. Шĕвелнĕ пĕлĕтсем аялтанах тухăçалла шăваççĕ.
Поселок вĕçĕнче вăрман хĕррипе тĕтре карса илчĕ. Унта талккăшĕпех кăвайт хунă та тĕтĕмне йывăçсем çумнех кăкарса хунă тейĕн.
Василий Викторович примус чĕртсе котлет ăшăтма лартрĕ те хăй васкасах çăвăнма тытăнчĕ. Унтан шифоньертан хура костюмпа шап-шурă нейлон кĕпе илчĕ. Анчах машинăпа каяс япала кĕрсе ларасси те пулĕ тесе, галифе, урине атă тăхăнчĕ.
Спальнăна Зинăна вăратма кĕчĕ, анчах арăмĕ çывăрмасть-мĕн.
— Хатĕрлен, каятпăр.
— Эп сана хам сăмаха каçхинех каланă, — терĕ Зина, утиялне пуç çинченех пĕркенсе.
Василий Викторович тек калаçмарĕ. Апат çирĕ те плащ тăхăнса урама тухрĕ. Çула май шофер патне кĕрсе, ăна хунямăшне кĕтсе илме хушса хăварчĕ. Кантура кĕрсе путевка çырчĕ, гаражра ганистрсенчен бензина машина бакне тултарчĕ, автол виçине тĕрĕслерĕ. Урапасем аванах, çапах багажнике тепĕр урапа хучĕ. Çывăх çул мар, кирлĕ пулĕ.
Поселокран тухсанах асфальт пуçланчĕ. Çĕр каçиччен типме ĕлкĕреймен вăл — кӳлленчĕксем курăнаççĕ. Машина йĕррисем çук. Паян вăл çул хывакан пĕрремĕш этем.
Нурăсра çеç вăл машинине тăратрĕ. Шупашкара каякан икĕ çынна лартрĕ, «ГАЗ-69» тăвайккирен аванах хăпарса чул сарнă çул çине тухрĕ. Лартнă çыннисем Кӳкеçре анса юлчĕç, вĕсем Василий Викторовича укçа сĕнчĕç, ахăртнех, шофер терĕç пулмалла ăна, укçа илменрен вара тав турĕç те анса юлчĕç.
Сашăсен çуртне Василий Викторович часах тупрĕ. Институтра вĕреннĕ чух пĕрре килсе кайнăччĕ вăл кунта. Пӳрчĕ халь те çавах, пысăках мар хулари пĕр пĕчĕк урам хĕрринче ларать. Пӳрчĕ умĕнче çаралнă сирень тĕмĕсем. Чус витнĕ пӳрчĕпе хапхи кивелнĕ, хуçи, ахăртнех, ăна çĕнетме те шутламан пулас. Садри улмуççисем ӳссе сарăлнă. Канма килсен, Васьăпа Саша çак садра шăналăк карнă йывăç кравать çинче çывăрма юрататчĕç.
Василий Викторович, машинине хапха умне тăратса, килхушшине кĕчĕ.
Çенĕк алăкĕ шалтлатрĕ. Пӳртрен Саша амăшĕ тухрĕ. Ăна вăл тӳрех палласа илчĕ те пушă витрене лартса алă пачĕ.
— Мĕнле килме пĕлтĕн, Вася, мĕнле килме пĕлтĕн… Сашук сана иккĕмĕш кун кĕтет ĕнтĕ. Эпир сана каçчен çитеймест пуль терĕмĕр. Мĕнле пурăнан, ачам? Килтисем сывах-и?
— Килтисем лайăхах-ха.
— Пĕчченех-им эсĕ?
— Пĕчченех. Саша сывах пуль-ха? — ыйтуран пăрăнчĕ Василий Викторович.
— Сывах… сывах, — терĕ карчăк тем каласа пĕтермен пек пуçне çĕре чикрĕ.
— Килтех-и?
— Çывăрать. Ир енне çеç кăтăш пулчĕ те.
— Мĕскер тата?..
— Ара… Кин кĕртес тетпĕр мар-и… Темлескер пулать ĕнтĕ, хам курман… Хăй каласа парĕ сана… Эп шыв ăсса кĕрем-ха, вăрат ăна эс, вăрат, — тесе, карчăк çăл патне васкарĕ.
Пӳрт ăшчикки палăрмаллах улшăннă. Урайне вĕр-çĕнĕ кавир сарнă, стенисене штукатуркăласа кăштах кăвакрах сăрпа, маччине шурă сăрпа сăрланă. Пӳрт варринче — çаврака юман сĕтел, ăна шап-шурă йĕтĕн çивиттипе витнĕ. Сĕтел çине эрех кĕленчисем, апат-çимĕç лартса тултарнă. Икĕ кĕтесре икĕ тумбочка, пĕрин çинче телевизор, тепринче радиолăллă радиоприемник, шифоньер, диван-кравать, кĕнеке шкапĕ…
Шухăшсем
Hello, Secure your spot on Rhodium Verse...
Ачв чухне лаша пуçĕ урлă утланса ларни...
КАЙМАÇ ПУЛАС ШУХĂША ПĔЛТЕРНИ .
To the chuvash...
Вăйлă xaйлав! Помидор çимĕçĕн усăлăхĕпе ...
пĕрремĕш абзацрах стилĕ килĕшмерĕ ...
Disquieting https://www...
Trying https://www...
Темĕн çав ...
Наталие хуравласа ...