Йăлăм енчи чăваш тĕнчи
(«Чăваш ен» санатори çумĕнчи кĕлетке пахчинче çӳренĕ май)
Йывăçран кĕлетке кăлараççĕ,
асамлаç ăстасен тĕррисем.
Юпасем çăвари пек лараççĕ:
ыр-хаяр, çу чăваш туррисем.
Çак сăваплă ĕçсем, Микуç, сан-тăр,
чун илейнĕ мĕн пур кĕлетке?
ĕçтешӳ те çук мар: Пикл Сантăр,
Фролов, Кошелев, Чак та Эткер…
Тав тăватпăр сире те Турра:
аллăрти çивчĕ ăйă-ыра
йывăçри хăвата пухса хĕртрĕ,
чăн чăваш тĕнчине ăша кĕртрĕ.
Ылтăн ту, ăмăрт кайăк, юпа,
Улăп Амăшĕ, Вăхăт туррийĕ...
Пĕр тĕлте чарăнатăп тăпах,
тĕлĕнтерчĕ унта мĕн çырнийĕ:
«Чăваш çĕрĕпе шывшĕн пуç хунă
улăп-паттăрсене асăнса».
Çак куна çитиччен пурăнса,
çук, пĕтмен-ха хевти Аслă хунăн!
Йăлăмри юпасем шăп лараççĕ,
вĕсемпе эс сăмахсăр калаç.
Шăплăхра ăстасем асамлаç,
йывăçран кĕлетке кăлараççĕ.
28-29.10.2007.
Шухăшсем
Nápady pro rychlejší výsledky — https:...
Smart losning til hurtigere resultater...
Economise?te timp cu acest sfat practi...
I started writing down one thing at the ...
Why overspend on paid advertising? Our A...
Boost your website’s audience with our A...
Descopera o metoda utila pentru ziua t...
Lifehack que pode facilitar sua rotina...
Spar energi med en intelligent losning...
What if chuvash...