Тӳме
Пĕр эрне ĕнтĕ эпĕ пальтон çӳлти пĕр тӳми пушанса кайнине куратăп. Манас марччĕ-ха, паян хытарасчĕ. Паяна ыран пусать, ырана — виçмине.
Киленсе лараттăм паян хĕвеллĕ паркра, савăнаттăм çывхарса килекен çур тивлечĕпе. Кăптăрт! çеç татăлса кайрĕ тӳме, ура çумнех кусса анчĕ. Çĕклерĕм. Çухалнă пулсан савăнаттăм: çав кирлĕ-ха сана, тирпейсĕре! Малашне кашни кăлтăках асăрха. Пĕчĕк çитменлĕхрен пысăкки çуралать. Ан манса кай.
Çĕклерĕм те тӳмене, пуçа шухăшсем капланчĕç. Этем те тӳме пек туйăнчĕ мана. Куншăн ăшра хама хам вăрçатăп-ха: ытлă та килĕшӳсĕр ку танлаштару. Кам ĕнтĕ чĕрĕ япалана чунсăр япалапа танлаштартăр?
— Тăхта, тăхта, — хирĕçлет шухăш. — Этем те çутçанталăк çĕлесе панă тӳмех. Кашниннех хăйĕн вырăнĕ пур, кашниех мĕнле те пулин ĕç тăвать.
— Тупрăн тупăшмалли, — иккĕленет шухăш.
— Тăхта, — хистет тепĕр шухăшĕ, çиеле тухса. — Этем те тепĕр чух тӳме пек пушанать, ăна пĕр-пĕр усал йăла чирĕ ерет. Пушанать, тухать хăй виçинчен. Пĕри, ав, çемйине пăрахать, тепри ĕçкĕпе çапкаланса çӳресе вăхăтне сая ярать, виççĕмĕшĕ чире персе наянланса пурăнать тата ытти те, тата ытти те… Ун пек хăтланма ăçта вĕсен сăлтавĕ? Паллах, ăс тӳми пушаннинче! Ăна вăхăтра хытарманнинче!
Ытти çитменлĕхсене илĕр. Эй, тепĕр тесен, мĕншĕн хута ытлашши хуратас? Вулакан хăех шухăшласа пăхтăр, хăйне валли пĕр сулмаклă пĕтĕмлетӳ сăмахĕ тутăр!
Çитрĕм киле. Çирĕп çиппех çĕлесе лартрăм тӳмене.
Ан пушан, ан татăл!
Шухăшсем
Hello, Secure your spot on Rhodium Verse...
Ачв чухне лаша пуçĕ урлă утланса ларни...
КАЙМАÇ ПУЛАС ШУХĂША ПĔЛТЕРНИ .
To the chuvash...
Вăйлă xaйлав! Помидор çимĕçĕн усăлăхĕпе ...
пĕрремĕш абзацрах стилĕ килĕшмерĕ ...
Disquieting https://www...
Trying https://www...
Темĕн çав ...
Наталие хуравласа ...