Алимпи
Шăркана ларнă çӳлĕ ыраш хушшипе хĕрпе каччă васкаса утаççĕ. Ыраш пучаххисем, вĕсене ăсатнă пек, пуçĕсене тая-тая юлаççĕ. Вĕçĕ-хĕррисĕр хирте хум хыççăн хум явăнса чупать…
Каччă çурăмĕ çинче йывăр кутамкка пулин те, питĕ васкаççĕ вĕсем, сăнĕ-пичĕсем çинче иккĕшĕ те çав тери шухăша кайса, тимлесе пыни палăрать.
Часах вĕсем хурăнлă çул çине тухрĕç. Кунта çак тăрăхри темиçе ялтан фронта кайма тухнă çынсем пухăнса тăнă. Команда пуçтарăнасса кĕтсе, вĕсем тăванĕсемпе, çывăх тусĕсемпе, ялйышсемпе юлашки хут сывпуллашнă.
Каччăпа хĕр пĕр çӳлĕ те яштака хурăн айĕнче чарăнса тăчĕç.
— Ну, чунăм Алимпи, мĕн калам-ши сана?… Тем пекех тавтапуç ĕнтĕ мана кунта çити ăсатнăшăн, — терĕ каччă, кутамккине çĕре лартса.
Вăл пирусне тивертсе ячĕ. Унтан хĕр çине йăвашшăн пăхса илчĕ те:
— Асăрха-ха çак хурăна — терĕ. — Сан пекех яштака вал, сан пекех илемлĕ, кăтра пуçлă…
— Ма вара? — тĕлĕнчĕ хĕр, темшĕн тăруках хĕрелсе.
— Эпĕ ку хурăна катаранах суйласа илсе утрăм. Акă эпĕ ун çине халех хам ята çырса хуратăп… Çакăнтан иртсе çӳренĕ чух вăл сана яланах мана аса илтертĕр, — терĕ те каччă кĕсйинчен пекĕ кăларчĕ.
Унтан вăл хурăн çинче пысăк саспаллисем касса, «Иван» тесе çырса хучĕ.
— Акă пулчĕ… памятник, — çемçен кулса илчĕ каччă.
Хĕр ăна аллинчен çатăрах пăчăртаса тытрĕ:
— Мĕн калаçатăн эс, Иван? Памятнике ăна çын вилсен çеç лартаççĕ вĕт?! Анчах манăн вилĕм çинчен пĕртте шухăшлас килмест! — Унăн куçĕсем шывланчĕç те, вăл çĕрелле пăхрĕ.
Пĕр хушă иккĕшĕ те чĕнмерĕç, унтан каччă хăйĕн сылтăм аллине хĕр хулпуççийĕ çине хучĕ, хурлăхлă куçĕсенчен пăхрĕ:
— Алимпи! Епле пулсан та, хăвна нимрен хакла хуракан Ивана ан ман эппин эсĕ. Ытлах мана пуçласан, çак шура хурăн патне килкелесе кур, эпир иксĕмĕр юлашки хут юнашар тăнине астуса ил. Юрать-и?
— Эпĕ сан пек лайăх калама пĕлместĕп, Иван, — терĕ ăна хирĕç Алимпи. — Тата пурне те калама хăюлăх та çитмест манăн. Сана эпĕ… хăвах пĕлетĕн — чунтан юрататăп. Ĕмĕрне те, нихçан та манассăм çук. Вăрçă пĕтсен, курăн акă… Юрĕ, çак илемлĕ хурăн курса тăраканни пултăр…
Вĕсем татах пĕр вăхăт чĕнмесĕр тăчĕç. Каччă хăйĕн савнин аллине тытса ачашларĕ.
— Эпĕ манмăп-ха, ун çинчен сăмах çук, — терĕ хĕр каллех. — Анчах, Иван, эсĕ вăрçа каятăн-çке… Сана темрен тем пулсан, мĕн тăвас вара манăн? Ун пек пулсан, эп хам та…
Каччă унăн сăмахне пӳлчĕ:
— А эсĕ ун çинчен ан шухăшла, Алимпи. Вилĕм хăй хăратăр пирĕнтен.
— Юрĕ, Иван, шухăшламăп эппин… Эсĕ те мана яланах шанса пурăн. Май килсенех çыру çыр. Эпĕ те çырса тăрăп…
Кутамккасем, чемодансем, пĕчĕк арчасем тиенĕ лавсем çак вăхăтра Шупашкар еннелле хускалса кайрĕç, вĕсем хыççăн çураннисем те утрĕç. Иван Алимпие хăй çумнерех туртса илсе чуптурĕ те, вĕсем уйрăлчĕç.
Хуллен кăна ăшă çил вĕрчĕ, шурă хурăнсем кăтра пуçĕсемпе вăштăртатса илчĕç. Лавсем хыççăн кăвак тусан йăсăрланса юлчĕ. Тăванĕсене, тусĕсене ăсатма тухнă хĕрарăмсем, ватă-вĕтĕсем куççулĕсене шăла-шăла, вăрçа каякансем хыçĕнчен шурă тутăрсемпе сулса юлчĕç.
Иван лавсене хуса çитсе куçран çухалсан, Алимпие калама çук салху пулса кайрĕ. Хăй те сисмерĕ — унăн тулли питçăмартийĕсем тăрăх шултра куççулĕсем шăпăртатса анчĕç. Унăн Иван хыççăн чупас килсе кайрĕ, анчах урисем темшĕн вырăнтан хускалмарĕç. Хăваласа çитсен те, ăна пур-пĕр каялла тавăрас çук-çке…
* * *
Алимпи Ивана ăсатсан темиçе кунтанах, пĕр лăпкă уяр кун, кăнтăрла иртсен, колхоз правленийĕ умĕнчи ешерекен çăкасем айĕнче ялти пĕтĕм халăхăн пухăвĕ пулчĕ. Унта колхоз председателĕ Анна Тимофеевна фронтри ĕçсем çинчен радиопа пĕлтернĕ хыпарсене каласа пачĕ. Çав тери тимлĕн итлерĕç ăна ял çыннисем.
— Хаяр тăшмана çĕмĕрсе тăкатпăрах! — терĕ Анна Тимофеевна юлашкинчен питĕ хĕрӳллĕн, хăй умĕнче ларакан çынсене пăхса çаврăнса.
— Тĕрĕс! Тĕрĕс!.. — сиксе тăчĕ пăлханса кайнă бригадир Уксах Якку. Эпир ĕмĕрне те фашистсен айне пулас çук! — чăмăрне çӳлелле çĕклерĕ вăл. — Иртнĕ вăрçăран сывă таврăннă пулсан — паянах тухса кайнă пулăттăм вĕсене çĕмĕрме, ан тив, хам аллăран та иртнĕ пултăр, çапах…
Уксах Якку хĕрнĕçемĕн хĕрсе пычĕ, унăн пăттăн-пăттăн хĕрелсе кайнă çамки çине шултра тар тумламĕсем тапса тухрĕç.
— Акă мĕн калам сире, тăван ялйыш! Фронт çирĕп пуласси пирĕнтен, кунта юлакансенчен те килет! Çĕрне-кунне, ырма-канма пĕлмесĕр ĕçлĕпĕр эпир. Ĕçлес пулать! Веле-селе, унталла-кунталла пăхкаласа ĕçлекенсене малашне ман куçăм ан куртăр, илтрĕр-и? Пĕтĕм халăх пĕр çын пек пулсан çеç çĕнтерме пулать хура юнлă тăшмана, этем вырăнне хумастпăр ăна!..
Уксах Якку, самантлăха чарăнса тăнă хыççăн, пурне те пăхса çаврăнчĕ те, хыттăн ыйтрĕ:
— Ну, мĕн калăр ĕнтĕ мана?
Пуху тӳрех шавласа кайрĕ.
— Мĕн каласси пултăр…
— Тĕрĕс сăмах!
— Ĕçлес пулать ĕнтĕ, пĕтĕм вăя хурса ĕçлемелле!
— Фронтрисене пăшăрхантармăпăр, хăйсем çеç çирĕп пулччăр…
— Чимĕр-ха, чимĕр, пурте харăс ан шавлăр, — терĕ çак вăхăтра Анна Тимофеевна, аллине çĕклесе. — Сăмах ыйтăр, пуху йĕрки пултăр. Кам калас тет?
Шав чарăнсан, хыçалти ретсенче ларакансем хушшинчен хĕрарăм сасси илтĕнчĕ:
— Эп калам-ха эппин…
Пурте каялла çаврăнса пăхрĕç. Калас текенни Алимпи пулчĕ. Вăрçă çинчен итленĕ чух та, унтан Уксах Якку каланă вăхăтра та вăл пит пăшăрханса ларчĕ… Куçĕ умĕнче пĕрмай Иван сăнĕ тăчĕ. Таçта инçетре, хĕвеланăçĕнче, хаяр çапăçусем пыраççĕ, кунталла ăнтăлакан тискер тăшмана чарма тăрăшса, пирĕн салтаксем паттăррăн çапăçаççĕ… Çав паттăррăн çапăçакансем хушшинче — Иван, чунтан юратнă, никамран хаклă Иван!.. Манăн — Иван, теприн — Петĕр, виççĕмĕшĕн — Ваçли…
— Кала, Алимпи, — терĕ Анна Тимофеевна.
— Эп кăшт çеç, темиçе сăмах… — пуçларĕ Алимпи чĕтрекен сасăпа. — Якку пичче каларĕ ĕнтĕ: хытăрах ĕçлемелле, терĕ. Эпĕ те çавăн çинченех… Эппин вăрçăрисене эпир хамăр пулăшмасан, кам пулăштăр? Пурте хамăрăн-çке унта, хамăршăн юн тăкаççĕ — камăн чунĕ чăттăр-ха сак вăхăтра аллисене усса ларма? Алăсене усса ларма мар, халĕ пĕр-пĕринпе нихçанхинчен ытларах ăмăртса ĕçлемелле! Эпĕ хам, акă, пур ĕçе те икĕ хут ытларах туса пыма сăмах паратăп. Ытти хĕрсем та манран кая юлмĕç тесе шутлатăп. Урăх ман ним каламалли те çук…
— Вот ку тĕрĕс! — каллех сиксе тăчĕ Уксах Якку, Алимпи каласа пĕтерсен. — Тĕлĕнмелле тĕрĕс!.. Ну, хĕрсем, илтрĕр-и Алимпи мĕн каланине? Мĕн шутлатăр?
Темиçе самант шăп пулчĕ. Унтан Сахвине ятлă хĕр кăштах çĕкленчĕ те:
— Йышăнатпăр, — терĕ. — Алимпирен кая юлма эпир уксах-чăлах мар вĕт!
— Халиччен ĕçре намăс курманна — тинех курмăпăр! — хушса хучĕ унпа юнашар ларакан Зоя.
Уксах Якку аллисемпе çупса ячĕ.
— Эх, маттур та пирĕн хĕрсем!
* * *
…Ял хыçĕнчи сарлака çăка улăхĕнче, акăшсем евĕрлĕ, шап-шурă кĕпеллĕ хĕрсем хĕрсе кайса утă çулаççĕ. Вăшшăн-вăшшăн, чăн-чан! янăрать çава сасси. Паккус хыççăн паккус ӳкет, йăран хыççăн йăрансем пулса юлнăн туйăнать. Хушшăн-хушшăн шавлăн калаçни, янравлăн кулни анлă улăха савăнăçпа тултарать. Улăх çинче, тӳпере, чĕвĕлти кайăксем вĕçсе çӳреççĕ.
Ĕç ăнса пынă чух кирек камăн та чĕри хавасланать. Акă, хĕрсем паккус вĕçне тухса кăшт сывлăш çавăрма ларсан, улăх тăрăх юрă янăраса каять:
Юратсах паян ĕçлерĕм
Эп колхозăн хирĕнче, хирĕнче…
Çак самантра çĕр çинче хаяр вăрçă çук пекех туйăнать. Яланхи пекех çутă хĕвел кулать… Пĕтĕм улăха утă шăрши сарăлать…
Улăх варрипе çиппе çапнă пек тӳрĕ сукмак иртет. Çав сукмакпа Валя-почтальон велосипедпа вĕçтерсе килни курăнчĕ. Акă вăл хĕрсем патне çитрĕ кăна, сывлăш çавăрса илме те ĕлкĕреймерĕ, хĕрсем сике-сике тăрса ăна пур енчен те сырăнса илчĕç.
— Кама телей кӳтĕн паян?
— Мана çыру пур-и?
— Мана пур-и тата?
— Никамран малтан мана пар-ха…
Валя, çамки çинчи тарне шăлса илсе, сăран сумкăран пĕр ывăç çыру кăларчĕ. Унтан çиелти çырăва илсе çӳлелле çĕклерĕ.
— Васильевой Олимпиаде!
Алимпи тӳрех çырăва илме аллине тăсрĕ, анчах Валя çырăва çурăмĕ хыçне пытарчĕ.
— Çук, çук, — терĕ вăл, чеен кулса. — Ку çырушăн ташламалла пулать.
— Тĕрĕс! Тĕрĕс!
«Линка-линка авкаланма
Юман хăма кирлĕ…» —
алă çупса юрласа ячĕ пĕр хĕрĕ çавăнтах. Унтан тепри хутшăнчĕ, вара ушкăнĕпех юрлама тытăнчĕç. Авкаланса ташша ячĕ вара Алимпи! Ун хыççăн Варварине, Сахвинене, Зойăна ташлаттарчĕç.
— Ыттисем ан кулянăр, сире ташлама ыран черет çитĕ, — терĕ Валя, велосипед çине ларса.
— Ну, хĕрупраç, пурне те салам сире! Иван çырать, — терĕ Алимпи, çырăвăн малтанхи йĕркисене вуласа тухсанах.
— Юрать пулсан, Алимпи, пĕтĕмпех вуласа пар эсĕ! — ыйтрĕ тахăшĕ.
— Вăрçăран килекен çырура вулама юраманни мĕн пулма пултартăр? — терĕ тепри.
— «Çапăçу хирĕнчен хĕрӳллĕ салам сире, тăван колхоз хĕрĕсем, — хыттăн вула пуçларĕ Алимпи. — Усал тăшман пирĕн çĕр çине шалтан шала кĕме пикенет. Анчах эпир вĕсене пулеметсемпе вĕçĕмсĕр çулса тăратпăр. Çакна çеç ан манăр, хĕрсем: колхозра вирлĕрех ĕçлĕр, эпир çĕнтересси сирĕнтен те килет. Сывă пулăр, сирĕн аллăрсенче ĕç ăнтăр! Салампа, сирĕн ял каччи — Иван Горбачев».
Тепĕр хучĕ çине çырнине Алимпи хăй ăшĕнче вуларĕ:
«Манăн шурă хурăнçăм, Алимпи!
Фашистсемпе хаяр çапăçу пырать-и, ăçтан та пулсан пĕр-пĕр ухмах пуля шăйăрса кайнипе вĕри юн шăпăртатса анать-и, эпĕ пурпĕрех ялан санпа пĕрле…»
Фронтран илнĕ çырусене вуланă хыççăн, хĕрсем çĕнĕ вăйпа çулма тытăнчĕç. Анлă Çăка улăхĕ каллех ĕç шавĕпе тулчĕ. Виçĕ кун хушши çулмалли улăха хĕрсем икĕ кунтах çулса пĕтерчĕç.
— Ну, пултартăр та иккен, хĕрсем! Камăн алли çăмăл-ши кунта? — тесе ыйтрĕ халь çеç ялтан пынă бригадир Уксах Якку.
— Алимпин, Алимпин! Вăл паян пуринчен иртерех тухса çулма пуçланă, — терĕç хĕрсем харăссăн.
Унтан çависене хулĕсем çине çĕклерĕç те ялалла утрĕç. Улăх тăрăх каллех юрă янăраса кайрĕ:
«Шурă-шурă кăвакарчăн,
Ма вĕçетĕн пĕр-пĕччен…»
* * *
Тата темиçе кунтан хĕрсем тырă вырма тухрĕç. Пуçланчĕ вара ĕç ыраш пуссинче. Хĕрсен харсăр аллисенче ирпе ирех пуçласа тĕттĕм пуличченех çутă çурласем вылярĕç. Виç-тăват кунтан пĕтĕм ыраш пусси çĕмелсемпе тĕрленчĕ.
Алимпи канма пĕлмесĕр вырса пычĕ. Хăва пек хĕрен пилĕкĕ те ыратмарĕ пулмалла. Хăй сăмахне çирĕп тытрĕ вăл: нормăна икĕ хут ытла тултарса пычĕ. Юлташĕсем те унран юлмарĕç. Вара Тускасси хĕрĕсем çинчен хаçатра мухтаса çырчĕç.
…Колхоз анкартинче кунĕн-çĕрĕн молотилка кĕрлерĕ. Чăн малтан çапнă таса ыраша хĕрсем çĕленĕ шап-шурă михĕсене тултарчĕç, миххисене лавсем çине тиесе, хулана хатĕрлев пунктне ăсатрĕç.
Ку — Тускасси колхозĕ фронтри çĕнтерӳ валли панă малтанхи парне пулчĕ.
* * *
Кун хыççăн кун иртрĕ, ĕç хыççăн ĕç тупăнса пычĕ. Ялан ĕçпе пурăннă хĕрарăмсем çу иртнине асăрхаса та юлаймарĕç. Акă кĕркунне те çитрĕ. Сарă хĕвел пĕлĕтсем хыçĕнчен самантлăха кăна тухса вăрттăн кулкаласа илет. Час-часах кассăн-кассăн сивĕ çил вĕрет. Ылтăн çулçăсем çĕрелле тăкăнаççĕ. Карти-карти тăрнасем кăнтăралла вĕçсе иртеççĕ.
Ку вăхăтра колхозра татах темĕн тĕрлĕ ĕç те тумалла. Хĕрсем çапах та каçсерен пĕр çĕре пухăнса ал ĕçне тума та манмаççĕ. Çук, тĕрĕ тĕрлемеççĕ вĕсем, чĕнтĕр çыхмаççĕ, сурпан-масмак тумаççĕ. Вăрçăри салтаксем валли ăшă алсиш, чăлха, кĕпе-йĕм хатĕрлеççĕ. Ку ĕçе йĕркелеме те Алимпие хушрĕç.
Малтанах Алимпи Раюк ятлă юлташĕпе пĕрле килтен-киле çитсе ăшă тумтир пухса сӳрерĕ. Хĕрарăмсем хыпалансах кам алсиш-чăлха, кам çăм, тир, кам çăматă параççĕ. Ухилка арăмĕ патĕнче çеç кăштах тытăнса тăмалла пулчĕ. Çук манăн нимĕн те, — тет. — Мана хама кам туса парать? — тет.
— Ну, юрĕ, инке. Çуках пултăр. Акă, вăрçă пĕтсен, салтаксем киле таврăнсан, вĕсене эсĕ пулăшни çинчен каласа парăнăр, — терĕ Алимпи.
Вĕсем юлташĕпе иккĕшĕ алăка хыттăн хупса урамалла тухрĕç.
— Тăхтăр-ха, — терĕ Ухилка арăмĕ, самантранах вĕсем хыççăн чупса тухса, — тăхтăр пăртак!
Алимпипе Раюк чарăнса тăчĕç. Часах кĕлет алăкĕ хăлтăртатни илтĕнчĕ. Унтан Ухилка арăмĕ икĕ мăшăр çăм тăла илсе тухса пачĕ.
— Çак тăла пурри çинчен мансах кайнă эпĕ, — терĕ вăл васкавлăн.
Халăх умĕнче намăсра юласран именчĕ пулмалла…
— Тавтапуç парнӳшĕн, — терĕç ăна Алимпипе Раюк кула-кула.
Хĕрсем çĕрĕпех ĕçлерĕç. Ашă япаласем пухса çитерсен, вĕсене майла-майла посылкăсем туса хатĕрлерĕç. Посылкăсем ăшне ăшă кăмăллă çырусем çыра-çыра чикрĕç. «Манăн чĕре çумĕнчи сăмахăм паттăр салтакăн кăмăлне кайтăр, унăн чунне ăшăтма пултартăр. Кучченеçĕмпе çырăвăм савнă салтакăм патне çитинччĕ». Кашни хĕр хăй ăшĕнче çапла шухăшларĕ.
Çапла иртсе пычĕç кĕрхи кунсем.
Пĕрре, каçалапа, Алимпи ял вĕçĕнчи клуба халăх пухăвне кайрĕ.
Пуху вăрăма пымарĕ. Колхоз председателĕ Анна Тимофеевна кĕскен кăна çапла каларĕ:
— Юлташсем, пирĕн халь нумай калаçса тăма вăхăт çук. Вăрçă хаярлансах пырать. Фронта пирĕн ытларах та ытларах пулăшмалла, ăна пурте пĕлетĕр… Акă пирĕн колхозран халĕ тăватă çын чугун çул валли вăрман касма, икĕ çын Сăр шыв урлă кĕпер тунă çĕре ĕçлеме каймалла. Çамрăксенчен хăйсен ирĕкĕпе каяс текенсем те пулаççĕ пуль. Ĕçĕ пĕр-ик кунлăха мар, чылай вăхăта пырать. Вĕсене колхозран ĕçкунĕ шутласа паратпăр…
Пĕр хушă чĕнекенсем пулмарĕç. Унтан Алимпи сасси илтĕнчĕ:
— Мана ярăр…
— Çук, Алимпи, сана эпир ĕç панă-ха, эсĕ фронта ăшă тумтирсем ярас ĕçе туса çитер. Хĕл çывхарать-çке.
— Пĕтĕмпех хатĕр вĕсем, хулана леçмелле çеç…
— Пит аван эппин. Апла-тăк, Сăр шывĕ хĕррине кай. Анчах икĕ кунтан лере пулмалла.
— Юрĕ, ĕлкĕретпер…
— Тен, Алимпипе пĕрле тата кам та пулин хай ирĕкĕпе каясшăн пуль? — ыйтрĕ Анна Тимофеевна.
— Эпĕ каятăп.
— Эпĕ те!
— Мана та вĕсенчен ан хăварăр, — сасă пачĕç ытти хĕрсем те. Çав самантрах, пĕр харăс, темиçе алă çĕкленчĕç.
* * *
…Сăр хĕрринче халăх йышлăн ĕçлет, пуринчен ытла — хĕрарăмсем. Кашнин аллинчех е кĕреçе, е лум, е пăчкă. Нумайăшĕ наçилккасемпе. Акă пирĕн Алимпипе Раюка та кĕреçесем тыттарчĕç, унтан çĕр чавакансен бригадине ячĕç.
Ку — халь çеç йĕркеленĕ бригада пулнă-мĕн, унта бригадирне те уйăрман-ха. Кăнтăрлапа бригадăна икĕ çын пычĕç — техниксем пулас. Кунти пысăк кĕпер фронт валли грузсем турттарма кирлĕ, çавăнпа та çав кĕпере хăвăртрах туса пĕтермелле, терĕç вĕсем. Унтан бригадир çинчен сăмах тухрĕ. Кунта никам та пĕр-пĕрне пĕлмеççĕ, палламаççĕ, пурте тĕрлĕ районсенчен, тĕрлĕ ялсенчен пухăннă çынсем. Бригадир пулма пурпĕрех Алимпине уйăрчĕç, мĕншĕн тесен техниксем вăл ыттисенчен хăюллăрах иккенне асăрхарĕç. Унтан ăна бригадăра мĕн-мĕн тумаллине ăнлантарса пачĕç.
— Чи малтан санăн хăвăн лайăх ĕçлемелле.
Çĕр чавасси — питĕ йывăр ĕç, çапах та Алимпи ертсе пыракан хĕрсен бригади тăрăшса ĕçлерĕ. Малтанхи кунах задани çĕр çирĕм процент тулчĕ. Хĕрсем чăн та ырми-канми ĕçлерĕç çав! Каç пулса тĕттĕмленсен тин барака таврăнса апат çисе выртаççĕ те ирхине кăвак çутăллах тăрса ĕçе тытăнаççĕ. Иккĕмĕш кунхине задание çĕраллă процент тултарчĕç.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...