Хĕр патне
Ан кулянсам, савни, ан хурлан.
Эс йĕрсе çут куçна ан пăссам!
Вăхăт урăх, йĕме тивĕç мар,
Йывăр шухăш ан пултăр, – пусар.
Макăрмашкăн маншăн – эп вилмен,
Маншăн пурнăç сĕткенĕ типмен...
Эп хавас ирĕк халăх çĕрне
Сыхламашкăн мĕн пур чĕрепе!
Ман юлташ халĕ урăх – пăшал;
Сар хĕртен те вăл маншăн паха.
Эп ăна сан пекех ачашлап,
Хамăн çирĕп аллăмра хыт тытап.
Эп хавас. Маннă эп макăрма.
Маншăн илемлĕ, чипер касăрма*.
Эп хавас хастар шухăшпа,
Вĕт мĕн пур çут тĕнче ман умра.
Нумай мар – ик çул çеç, ик çĕрте
Курнăçмасăр пурнăпăр пĕр-пĕрне.
Вăхăт шухă, иртĕ хăвăртах –
Сисеймĕн те, таврăнăп каллах.
Эс сисетни, савни, çут тĕнчен
Урăх сăн вĕлкĕшет питĕнче.
Эс сисетни – пурнăç çĕнĕ шăлт,
Çĕн тумтир тăхăннă çĕрĕ йăлт.
Кунран-кун улшăнать самана,
Илемленĕ кун-çул яланах,
Йăлтăртатĕ çап-çутă ял хушши,
Йăлтăртатĕ электрицă çути.
Хура хăмăр уй тăрăх хурçă ут
Кунĕпе çавăрнĕ çĕршер хут.
Чечекленĕ вара тăван çĕршыв.
Пахаланĕ çĕн ĕçлĕ ял-йыш...
Ан йĕрсем, сарă хĕр, ан кулян!
Макăрма тивĕç мар вĕт паян.
Йăлтăртатрĕ, тухрĕ сар хĕвел,
Йăл кулчĕ ăна хирĕç тĕпел.
Çĕнĕ пурнăç кӳрет çĕн саман,
Кивĕ пурнăç тĕмескеллĕ, кичем.
Çулĕ уçă – утар малалла.
Пурнăç йĕвенне тытар-ха алла!
12-XII—27ç., Ленинград
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...