Кампур


Ваçук пиччĕшĕ, Иван, хулара пурăнать. Кашни канмалли кун вăл киле килет. Пĕррехинче пиччĕшĕ киле анчăк илсе килчĕ те шăллĕне:

— Акă сана анчăк. Ӳстер, килте йытă пултăр, — терĕ. Кивĕ пиншакпа чĕркенĕскерне урайне ячĕ. Вăл ытла та пĕчĕк, çăмха пек тĕршĕннĕ, пуклак сăмсипе тĕрткеленсе миклетет. Ваçук, ун валли амăшĕнчен сĕт ыйтса илсе, консерва банки çине ярса пачĕ. Лешĕ сĕте часах ĕçсе ячĕ. Ваçук ăна йăтрĕ, ачашларĕ, кĕске урисене, усмак хăлхисене тыткаласа пăхрĕ.

— Мĕнле йытă пулĕ-ши ку çураран? Пысăк пулĕ-ши, пĕчĕккĕ-ши, хаяр пулĕ-ши, йăваш-ши? — ыйтрĕ пиччĕшĕнчен Ваçук.

— Пĕлместĕп çав, шăллăм. Хăйне те çĕртен тупрăм. Ĕнер каçхине эпĕ хулари пахча айккипе утса пыратăп. Мана хирĕç унта хăмăр халат тăхăннă хĕрарăм иртсе кайрĕ. Ещĕкпе темĕн йăтнăччĕ, халат аркипе ещĕкне çиелтен витнĕ хăй, васкаса утать. Кăшт кайсанах, мана йынăшнă сасă илтĕнчĕ. Пăхатăп — карта хĕрринче çак çура вырта парать. Ăна çав хăмăр халатлă хĕрарăм ӳкерсе хăварнă пулмалла. Хăйне чĕнес тесе çаврăнса пăхрăм, вăл чылай кайнă, халат аркине варкăштарса утатчĕ. Анчăк манăн ура патнех пынă, йынăшать. Нумай шутласа тăмасăрах, ăна алла илтĕм те хам хваттере йăтса кайрăм. Анчах хваттер хуçи карчăкĕ яхăнне те ямасть.

— Ăçтан илсе килтĕр, çавăнтах кайса пăрахăр. Йытăпа пĕр пӳртре пуранас кăмăл çук манăн, — терĕ вăл. Ним тума та çук. Пĕр çĕрлĕхе пусма айне хупрăм. Паян ирхине ирех пасартан сĕт кайса илтĕм, ĕçтертĕм. Халĕ акă киле илсе килтĕм.

— Эпĕ ӳстеретĕп ăна. Асаттене, колхоз пахчине хурал тăма, шанчăклă тус пултăр, — терĕ вунă çулхи Ваçук.

 

* * *

Анчăк амбар умĕнче хĕвел ăшшинче ларать. Ваçук, хăмасем тăратса, ун валли хӳтлĕх тăвать.

— Сана пӳрт пулать кунта — тет Ваçук. Хӳтлĕхе вăл хăйĕн пăрахăçа тухнă кивĕ пальтине сарать, çывăхах пĕчĕк валашка лартать.

— Ку — санăн вырăну, ку — апат çимелли савăт.

Лешĕ хура куçĕпе хуçи çипе пăхать, шурă вĕçлĕ кĕске хӳрине кăлт-кăлт сиктеркелет. «Юрĕ, юрĕ», — тет пулмалла анчăк.

— Мĕн ятлă хурас-ха сана? Хураçка? Волчок? Çук, Кампур ятлă пул эсĕ. Кампур, Кампур!

 

* * *

Кампур хăвăрт ӳсет, ӳснĕçемĕн илемленсе пырать. Хăй вăл яп-яка, шур çамкаллă, кĕске хура çăмлă, йăл-йăл курăнать. Пĕвĕ унăн япшар, анчах кăкри сарлака. Мăйĕ çинче шурă йĕр пур — шурă çуха тейĕн. Тĕреклĕ урисем те шурă чăлха тăхăннă пек кăштах шурă. Илемлĕ ăслă куçлă йытта Ваçук питĕ юратать.

Выляма урама тухать-и Ваçук, шкул пахчине ĕçлеме каять-и е колхоз хирне пучах пухма утать-и — Кампур Ваçукпа пĕрлех, унтан пĕр утăм та юлмасть. Ваçук юлташĕсем те Кампура йыхăраççĕ, ачашлаççĕ. Анчах вăл хуçине пăрахса никам хыççăн та каймасть. Ваçук хăш чух ăна юри витене хупать те хăй ăçта та пулин пытанать. Чылай вăхăт иртсен, Ваçукăн пĕр-пĕр юлташĕ Кампура витерен кăларса ярать. Лешĕ вара Ваçук пытаннă çĕрелле хăвăрт чупса пырса тупать. Тепĕр чух Ваçук çапла та тунă. Юлташĕнне пĕр-пĕр япалине илет те хăйне пытанма хушать. Ваçук юлташĕн япалине йытта шăршлаттарса калать:

— Кайса туп, Кампур! — тет. Кампур хуçи хушнине питĕ итлет, хушнине тумасăр хăвармасть. Пуçне пĕксе утса каять те шыраса тупать. Ачасем вара питĕ савăнаççĕ. Ваçук йытта кашни хушнă ĕçе тунă хыççăнах тытса ачашлать, Кампур хуçи çине кăмăллăн пăхкалать, сисмен хутран питĕнчен йăпăлт-япăлт çулласа илет: «Хам та сана питĕ юрататăп çав», — тенĕнех туйăнать.

Пĕррехинче Ваçук çапла турĕ. Йытта витене хупрĕ те ăна хăй картузне шăршлаттарчĕ. Вара картузне юлташне пачĕ. Юлташĕ картуза çӳлти амбар умне улăхса хучĕ. Кăшт тăрсан, унтан илсе мунча умне кайса алăк хушшине хĕстерчĕ, кайран пахча хыçĕнчи çырмана анса, курăк ăшне пытарса хучĕ.

— Картуз çук. Кайса туп, Кампур, картуза, — терĕ те Ваçук йыттине витерен кăларса ячĕ.

Кампур шăршлакаласа тӳрех çӳлти амбар умне улăхса кайрĕ. Унта çаврăнкаласа çӳрерĕ те анса пахчана тухрĕ, шăршла-шăршла мунча еннелле сулăнчĕ, унта кĕрсе кайрĕ. Кăшт тăрсан унтан та тухрĕ, карта урлă якăлт! сиксе пахча хыçĕнчи çырмана анса кайрĕ. Унтан картуза çыртса тухрĕ.

Ваçук кашни кунах Кампура çавнашкал ĕçсем тутарнă. Йытă япаласене шыраса тупма хăнăхнăçемĕн хăнăхса пынă.

Пĕррехинче Ваçук патне унăн юлташĕ уроксем хатĕрлеме пычĕ. Киле кайнă чух вăл хăйĕн кĕнекисемпе пĕрле Ваçукăн истори кĕнекине сумкине чикнĕ пулнă. Ăна вăл хăй те асăрхаман.

Ваçук хăйĕн сумкинчи пĕр кĕнекине илсе Кампура шăршлаттарчĕ.

— Тупса кил!

Малтан Кампур хуçи çине ăслă куçĕпе пăхкаласа илчĕ, шухăша кайнă пек пулчĕ, вара пуçне çĕрелле пĕксе тухса кайрĕ. Кăшт тăрсан, Кампур истори кĕнекине йăтса та килчĕ. Ун хыççăн Ваçук юлташĕ те персе çитрĕ. Кампур истори кĕнекине мĕнле илсе кайни çинчен каласа пачĕ.

— Пыратăп урам айккипе — хыçалтан такам утса пынине сисрĕм. Çаврăнса пăхатăп та — ман хыçран Кампур пыра парать. Чарăнса тăтăм. Вăл ман пата çитрĕ те мана шăршлакаларĕ, вара тӳрех сăмсине ман сумкăна чиксе унта пăлхатма тытăнчĕ. Эпĕ ăна сумкăра çăкăр тĕпренчĕкĕсем шырать пулĕ тесе, кĕнекесене сумкăран кăларса çĕре хутăм, сумкăри çăкăр тĕпренчĕкĕсене силлерĕм. Йытă çăкăр тĕпренчĕкĕсене пăхмарĕ те, вăл тӳрех кĕнекесене сиркелеме тапратрĕ, пĕр кĕнекине хыпса та илчĕ. Пăхатăп — санăн истори кĕнеки иккен! Кампур çил пек каялла вĕçтерчĕ.

Çапла каласа панă хыççăн, Ваçук юлташĕ Кампура ачашласа илчĕ те тухса кайрĕ. Ваçук йыттипе савăнчĕ, ăна сĕлĕ çăнăхĕнчен пĕçернĕ кĕсел çитерчĕ. Вара турарĕ, якатрĕ, темиçе хутчен ачашласа илчĕ. Кампур, хăйне хуçи юратнипе хĕпĕртесе, ăслă куçĕпе ытарайми аван пăхкалать, хуçи çумнех пырса ларма пикенет.

Ваçук пиччĕшĕ хуларан анчăк илсе килнĕ хыççăн, тепĕр уйăхранах, Совет Çарне тухса кайнă пулнă. Иван çырусенче Кампур çинчен те ыйтса çырнă.

Ваçук хăйĕн йытти çинчен пиччĕшне тĕплĕн çырса пĕлтерчĕ. Çыру вĕçĕнче вăл сапла çырчĕ:

…Пирĕн Кампур пек ăслă йытă хамăр таврара урăх çук та пулĕ. Хăй вăйлă, ытарма çук илемлĕ. Ахаль мар пĕр сунарçă пирĕн Кампура питĕ илесшĕн. Сут, тет, асаттене, икçĕр тенкĕ паратăп, тет. Асатте чутах сутса яратчĕ, тепĕр йытă ӳстерĕпĕр тет. Кампура сутас мар тесе, асаттене питĕ йăлăнтăм, йĕрсе те пăхрăм, асатте сутмарĕ вара. Эпĕ Кампура никама та памастăп, темĕн чухлĕ укçа парсан та сутас çук! Эпĕ ăна питĕ юрататăп. Вăл — манăн ытарайми тус…»

Ваçук çак çырăва янă хыççăнах Кампур сăнне фотографа ӳкерттерчĕ те сăнӳкерчĕкне пиччĕшне ярса пачĕ.

Тепĕр икĕ эрнерен Ваçук пиччĕшĕнчен çыру илчĕ.

«Савнă шăллăм Ваçук!

Кампур сăнӳкерчĕкне, санăн çырăва илтĕм. Питĕ аван йытă иккен вăл. Унашкал йытăсем Совет Çарне кирлĕ. Эсĕ Кампура никама та памастăп тетĕн, анчах ăна Совет Çарне парсан, питĕ аван пулĕччĕ. Ăслă, вăйлă йытăсем Отечественнăй вăрçăра та нумай кирлĕ пулнă. Çамрăк патриотсем — пионерсемпе комсомолецсем — Совет Çарне аван та паха йытăсем нумай ӳстерсе панă. Çара йытă ӳстерсе парасси — хисеплĕ те пархатарлă ĕç. Санран çыру кĕтетĕп. Сыва пул! Сана юратакан пиччӳ Иван».

Пиччĕшĕнчен çыру илсенех, Ваçук та ун патне çыру çырчĕ.

«Савнă пиччем! Кампур питĕ паха йытă. Манăн унран пĕрре те уйрăлассăм килмест. Анчах хамăр çĕршыв чиккине сыхлас ĕçре Кампур кирлĕ пулсан, эпĕ ăна паянах ăсатма хатĕр. Кампур Совет Çарне юрăхлă пулнишĕн хĕпĕртĕп. Кайтăр манăн тусăм Тăван çĕршыв чиккине сыхлама!

Сывă пул! Сана юратакан шăллу Ваçук».

 

* * *

Ваçук çак çырăва яни вунă-вуникĕ кун иртрĕ. Пĕр кунхине, Ваçук Кампурпа вăрмана кайса çӳрес тесе урама тухнăччĕ. Сасартăк машина сасси илтĕнсе кайрĕ. Пăхать Ваçук: машина вĕсен тĕлнелле пырать. Тепĕр самантран машина Ваçуксен хапхи патĕнче чарăнчĕ. Кампур хăлхисене чăнк тăратрĕ, шурă шăлне кăтартса харлатма тытăннăччĕ, Ваçук ăна вара «Не сметь!» тесе чарчĕ. Йытă тӳлеккĕн хуçи çумне тăчĕ, ăслă куçĕпе кăштах сиввĕн çеç пăхкаласа илчĕ. Машина çинчен çамрăк сержант анчĕ, çутă аттисене йăлтăртаттарса, Ваçук патне утса пычĕ.

— Эпĕ райвоенкоматран, сирĕн йытта илме килтĕм. Райвоенком сире йытă пăхса ӳстерсе панăшăн питĕ тав тăвать, — терĕ сержант. Вăл Ваçук аллине тытса чăмăртарĕ, Кампур çине кăмăллăн пăхса илчĕ.

Хăйсен тĕлне машина чарăннине асăрхаса, Ваçук аслашшĕпе амăшĕ те урама тухрĕç. Сержант мĕншĕн вĕсем патне килнине пĕлсен, аслашшĕпе амăшĕ ăна хăйсем патне кĕрсе тухма сĕнчĕç. Сержант кăмăлласах килĕшрĕ. Виççĕшĕ те вĕсем киле кĕчĕç. Ваçук амăшĕ васкасах нӳхрепрен хăймаллă сивĕ турăх, чăкăт илсе тухрĕ, сарă питлĕ тулă кулачи касрĕ — хăна валли апат хатĕр пулчĕ. Ваçук аслашшĕпе сержант сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕç. Апатланнă хушăра сержант Кампура Мускава ăсатасси çинчен каласа пачĕ.

Çав хушăра Ваçук йыттине сĕлĕ кĕселли çитерчĕ, яланхи пек сăтăрса якатрĕ. Сержантпа аслашшĕ пӳртрен тухнă çĕре Ваçук Кампурпа машина çине ларма та ĕлкĕрнĕ. Сержант, вырнаçса, йытта хăйпе юнашар лартрĕ, ачашларĕ. Кампур ăна шăршласа илчĕ те, ăслă хура куçĕпе пăхкаласа, Ваçук патнелле туртăнчĕ. Сержант йытта хăй çумнерех лартса ыталарĕ. Çав самантрах Ваçук машина ăшĕнчен тухрĕ, алăкĕ шалт хупăнчĕ, Кампур кантăкран пăхса йынăшса ячĕ.

— Сывă пул, асран кайми тусăм! — терĕ Ваçук.

Машина курăнми пуличченех Ваçук пăхса тăчĕ.

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: